Паян Шупашкар хула администрацийӗнче планерка иртнӗ, унта Федерацин налук службин инспекцийӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Станислав Федоров ҫитнӗ. Хӑш-пӗр депутат халӗ те пурлӑх налукне тӳлемен-мӗн. Аса илтерер: пурлӑх тата транспорт налукӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӳлемелле.
Планеркӑра ыйтусене пӑхса тухӑ хыҫҫӑн Станислав Федорова сӑмах панӑ. Вӑл трибуна умне тӑрса налук парса татман депутатсене ятран каласа тухнӑ. «Депутатсен списокӗ пысӑк. Пӗтӗмӗшле парӑм – 400 пин тенке яхӑн. Шӑпах налуксенчен хула хысни йӗркеленет», - палӑртнӑ Станислав Федоров.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков депутатсене часрах налук тӳлеме чӗнсе каланӑ. Хула пуҫлӑхӗ Егений Кадышев та «намӑс» списока лекнисемпе калаҫса илме шантарнӑ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине малашне Александр Граблюк ҫум пулса пулӑшӗ.
Александр Николаевича ҫак пукана шанасси ҫинчен калакан йышӑнӑва паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» ярӑма вырнаҫтарнӑ.
Александр Горбалюк, ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тарӑх, унччен те полпредство тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл патшалӑх службин, право ӗҫӗн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче Александр Граблюка полпредствӑн кадр резервне кӗртнӗччӗ.
Александр Граблюк биографийӗпе паллаштараймастпӑр. Тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсенче темле шырасан та тупаймарӑмӑр.
Шупашкар хулинче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн транспорт реформи пуҫланчӗ. Хулари тӳре-шара ҫавна ҫынсемшӗн тӑрӑшнипе, ҫул ҫинче ҫӳреме меллӗ пулассипе сӑлтавларӗҫ. Анчах Шупашкарта пурӑнакансенчен хӑшӗсем ку меллӗхе ӑнлансах кайманнине пӗлтереҫҫӗ — тепӗр чух транспорта 15-20 минут кӗтме тивет имӗш. Пӗр маршрутка хускалнӑ хыҫҫӑн тепри пырса чарӑннине хӑнӑхнӑ халӑха транспорт реформи килӗшмен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт епле хутланине тӳре-шара, пурӗ 60-а яхӑн ҫын, кунсерен тӗрӗслет. Сити-менеджер хӑй те черетлӗ хутчен общество транспортне ларнӑ. Ҫула вӑл ирхи 6 сехет те 30 минутра тухса 8 сехет те 30 минутчен ҫӳренӗ. Чарӑнусенче халӑхпа калаҫнӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ.
Транспорт епле хутланине тӗрӗслесе тӑма bus.cheb сервис тата ГЛОНАСС оборудованийӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе йывӑр-мӗн. Маршрутсенче вырӑнти водительсем ҫуккине те асӑннӑ. Вӗсене автобуссен хуҫи сехетре 300-н яхӑн тенкӗ сӗнсен те лешсем ӗҫлесшӗн мар имӗш.
Паян Чӑваш Енӗн финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумне Фарида Муратовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Фарида Халиковна Хусанти аслӑ шкулта финанс пӗлӗвне илнӗ. 1976 ҫулта Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче тимлеме пуҫланӑ. 1992 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх налук инспекцине ӗҫе вырнаҫнӑ. 2005 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл каллех республикӑн Финанс министерствине куҫнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче финанс министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Фарида Муратова министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» тата «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ.
Шупашкарта пурӑнакансенчен чылайӑшне транспорт реформи кулянтарать. Ҫынсем палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ ӗҫ вырӑнне ҫитме йывӑртарах.
Шупашкарсем тӗнче тетелӗнче транспорт реформине хирӗҫлесе петици хатӗрленӗ. Ӑна Владимир Путин, Дмитрий Медведев, Михаил Игнатьев, Алексей Ладыков, ЧР Транспорт министерстви, монополипе кӗрешекен служба, республикӑри Генеральнӑй прокуратура, прокуратура ячӗпе ҫырнӑ. Петицие Change.org сайтра пичетленӗ.
Ҫынсем 48, 49, 50, 51, 63-мӗш маршрутсене тавӑрма ыйтнӑ. Ҫак маршруткӑсене ҫӳреме чарсан вӗсем шӑпӑрланӗсене ача пахчинчен е шкултан илсе кайма ӗлкӗреймеҫҫӗ, ӗҫе кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫитменнине, транспортран транспорта ларса укҫа нумайрах тӑкаклаҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне 35-мӗш тата 54-мӗш маршруткӑсене унчченхи ҫулпах яма ыйтнӑ, мӗншӗн тесен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансемшӗн йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ. Петицире 60-мӗш тата 60К-мӗш маршрутсем ҫитменнине те палӑртнӑ.
Хальлӗхе петицие 2 пин ытла ҫын алӑ пуснӑ.
Шупашкар хулинче ҫӗнӗ загс тӑвасшӑн. Ӑна валли Шупашкарти К. Иванов урамӗнче кадет шкулӗ пулнӑ ҫурта усӑ курасшӑн.
Чӑваш Енӗн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫейӗн Юстици министерстви загс валли укҫа уйӑрма хирӗҫ мар. Кун пирки вӑл патшалӑх пурлӑхне тата ҫӗрпе усӑ курнине тишкерекен канашлура пӗлтернӗ.
Федераци хыснинчен укҫана 2020-2021 ҫулсенче уйӑрма пултараҫӗ иккен. Загса Шупашкарти Константин Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра тахҫан вырнаҫнӑ «Родина» кинотеатр пулнӑ ҫурт вырӑнӗнче тӑвассине те тишкернӗ. Ҫапах та кадет шкулӗ пулни меллӗрехӗн туйӑннӑ курӑнать.
Загс 1 гектара яхӑн лаптӑк йышӑнмалла. Объектӑн лаптӑкӗ – 3 пин тӑваткал метра яхӑн.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче СССР халӑх артистне Максим Дорминдонтович Михайлова халалласа ирттернӗ опера фестивалӗ гала-концертпа хупӑннӑ.
Унта пулнӑ «Хыпар» хаҫат журналисчӗ Надежда Смирнова таеатра «чӑвашлӑх хуҫаланма пуҫлани фойене кӗрсенех» сиснӗ.
Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, «гардеробра тум йышӑнакансенчен пуҫласа программа сутакансем таранах чӑваш тумӗпе» пулнӑ. Сцена ҫинчи артистсене те чӑваш ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ пикесем чечек ҫыххисем тыттарнӑ. «Анчах, шел, концерт репертуарӗнче ҫеҫ пулмарӗ чӑваш юрри-ҫемми. Йӗркелӳҫӗсем тепӗр фестивальте ҫакна шута илессе шанатпӑр», — хыпарланӑ журналист «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче, аса илтерер, пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Валерий Клементьев директор пулса ӗҫлет.
Паян Шупашкарти тӳре-шара ӗҫе общество транспорчӗпе килессине сайтра хыпарланӑччӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗҫ вырӑнне ҫӗнӗ автобуспа ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Паян Шупашкарти чылай ҫын ӗҫе кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Нумайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспортне халӑх пичкери хӑяр пек чышӑнса тулнӑ. Ҫакӑ тӗнче тетелӗнчи сайтсене, форумсене тишкерсен паллӑ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен транспорт реформи вӑя кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн хӑш-пӗр маршрутсене чакарнӑ, теприсен ҫулне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ автобуссем янӑ. Паян вара унтанпа – пӗрремӗш ӗҫ кунӗ, реформӑна ҫынсем хӑйсем ҫинче туйса курнӑ.
Алексей Ладыков та Инстаграмра реформӑн ҫитменлӗхӗсем пуррине пытарман. Вӑл паян ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ, кайран 22-мӗш тата 26-мӗш автобуссемпе центра килнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пассажирсемпе килӗшетӗп: «пик» сехетсенче транспорт ҫӳремелли вӑхӑта систематизацилемелле, ҫул укҫишӗн тӳлемелли тытӑма улшӑнусем кӗртмелле. Ӗҫе йӗркелӗпӗр, сирӗнпе пӗрле лайӑхлатас тӗллевпе ӗҫлӗпӗр».
Паян Чӑваш Енри министрсенчен пӗрне пысӑк наградӑпа чыслама йышӑннӑ. Ҫак тивӗҫе республикӑн юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Юрьевна Тимофеева тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» (чӑв. Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн) орден медалӗпе хавхалантарас тенӗ.
Республикӑн ертӳҫин хушӑвӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Наталья Тимофеевӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» чысланӑ.
Наталья Юрьевӑна орден медалӗпе наградӑласси ҫинчен калакан хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Нагрсдӑласси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Федерацин Атӑлҫи округӗн шайӗнче шутланакан Шупашкарти кадет корпусӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Казакова ӗҫрен хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ имӗш. Ҫакӑн пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ӗнер хыпарланӑ. Ӑна хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем систернӗ-мӗн.
Шупашкарти кадет корпусне вӑл 2016 ҫултанпа ертсе пырать. Малтан вӑл республикӑн культура министрӗн ҫумӗнче чылай ҫул ӗҫленӗччӗ.
Кадет корпусӗ пирки тӗнче тетелӗнче пӑтӑрмахлӑ тӗрлӗ сӑмах юлашки вӑхӑтра сарӑлнӑ. Ҫав шутра унти темиҫе ача пӗр арҫын ача ҫумне ырӑ мар шухӑшпа ҫулӑхни те пулнӑччӗ. Анчах ку сас-хурана официаллӑ ҫӑлкуҫсем паянхи кун тӗлне ҫирӗплетмерӗҫ-ха. Тепӗр хыпар ачасем апатпа наркӑмӑшланнипе ҫыхӑннӑччӗ. Анчах Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова ӗнентернӗ тӑрӑх, ачасем аптӑрани апат пахалӑхӗпе ҫыхӑнман.
Кадет корпусне ертсе пыма кӑмӑл тӑвакан ҫынсем те пур курӑнать. «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗсен пайташӗсем пӗр пухура, акӑ, ҫав вырӑна йышӑнма Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Зиновьев генерал-майора сӗннӗ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |