ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Борис Атаманов ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнине, унпа пулнӑ хӗрарӑм вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Тӳре-шара урапа рулӗ умне ларман тесе хытах туннине пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео та аван ҫирӗплетет. Министерствӑра ӗҫлекенпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑм Борис Атаманова хӳтӗлесе ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тем пекех тавлашни те арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырассинчен хӑтарайман. Унтан та ытларах: тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтнипе ЧР Спорт министерствинче йӗркеленӗ ятарлӑ комисси служба тӗпчевӗ пуҫарнӑ. Паянах министр ҫумне ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки ЧР правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ.
"За рулем" порталта ӗнентернӗ тӑрӑх, Канаш хулинчи Ильич урамӗнчи шӑтӑк-путӑка ачасем сапланӑ. Ку хыпара унтисем "Контактра" халӑх тетелӗнчи "Настоящий лентач" пабликран илнӗ.
Унта ҫырнине ӗненес пулсан, ачасем кунӗпех хӑйӑр йӑтнӑ. Ӑна вӗсем пластик кӗленчепе йӑтса пырса шӑтӑксене тултарса ҫӳренӗ.
Ванса пӗтнӗ урампа урапасем те ҫӳремеҫҫӗ-мӗн, люк уҫӑ тӑнине кура ӑна йывӑҫран ҫапса ӑсталанипе хупланӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл те ҫӗрӗшнӗ.
Начар ҫула пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнчех юсамалла пулнӑ-мӗн, ҫапах та ку ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Ҫула юсаттарма яваплисем "Чӑвашавтодор" предприятипе 59 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Анчах ҫул-йӗр организацийӗ панкрута тухнӑ та ҫул йӗркене кӗрсе пӗтеймен. Халӗ Канаш хулинчи тӳре-шара ҫула юсама килӗшекен подряд организацине шырать-мӗн.
Канашри ҫул-йӗре Халӑх фрончӗ маларах тӗрӗсленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Борис Атаманов ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтерчӗ-ха. Пӑтӑрмахӗ, аса илтерер, Шупашкар кӳлмекӗнче пулса иртнӗ. «Шевроле Нива» урапа рулӗ умӗнчи арҫын машинӑна епле тытни тӗлӗнтернӗрен ҫак пӑтӑрмаха курнисем ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ йӗрке хуралҫисемпе тӳре-шара епле калаҫнине кӳнтеленсем видеокамерӑпа ӳкерсе илнӗ.
Хӗрӗнкӗ арҫынпа пӗрле пулнӑ хӗрарӑм: «Ку вӑл провокаци», — тесе пуҫ ватать, йӗрке хуралҫисене кам чӗннине пӗлме ӑнтӑлать. Хӗрарӑм шучӗпе пӑтӑрмах Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫее" ура хурас тенипе ҫыхӑннӑ.
Тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ ЧР Спорт министерствинче йӗркеленӗ ятарлӑ комисси тӗпчев ирттерет-мӗн. Служба тӗрӗслевне ирттерме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ.
Патшалӑх органӗнче ӗҫлекен арҫынна руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн тытса чарнӑ. ЧР спорт министрӗн ҫумӗ ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ.
Ку ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫынсем пӗлтернипе кӳлмке ҫитнӗ. Пакунлисем «Шевроле Нива» урапан рулӗ умӗнче ӳсӗр чиновник ларнине курнӑ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем те Борис Атаманов ун чухне урӑ пулманни пирки хыпарлаҫҫӗ.
Чиновник медицина тӗрӗсевӗ витӗр тухма килӗшмен. Вӑл хӑй ӳсӗр пулнине тунман. Анчах руль умӗнче вӑл ларман имӗш. Арӑмӗпе иккӗшӗ те пӗр саслӑн ҫапла ҫирӗплетнӗ: яхтӑран аннӑ та киле каймашкӑн такси кӗтнӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫакна такам «саккас» панӑ.
Ҫапах чиновнике протокол ҫырса панӑ. Тӳрех пилӗк протокол хатӗрленӗ: медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшменшӗн, ҫул ҫине тухмалли хут пулманшӑн, регистраци свидетельстви ҫуккишӗн, рейс умӗн тӗрӗслеменнишӗн тата медицина тӗрӗслевӗ пулманнишӗн. Материалсене суда ярса парӗҫ.
Нумай пулмасть Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе Раҫҫей тулашӗнче тулли праваллӑ элчелӗхсем туса хума майсем ҫукки пирки хуравларӗ. Хӑйсен хуравӗнче тӳре-шара правительство усламҫӑсене май ҫитнӗ таран ют патшалӑхсемпе ҫыхӑну тытма пулӑшни пирки ҫырса пӗлтернӗ. Хамӑр тӑрӑхра кӑларакан тавара Раҫҫей тулашӗнче сарма пулӑшма правительство укҫа-тенкӗ те сахал мар уйӑрать имӗш.
Тулли праваллӑ элчелӗхе уҫма ытлашшиех нимех те чармасть иккен. Федераллӑ саккун унашкал ирӗк парать: е республикӑн хӑйӗн уҫмалла, е Раҫҫей Федерацийӗ уҫнӑ элчелӗхре хӑйсен элчине тытмалла. Ҫавах та элчелӗх уҫма чи малтанах Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствипе килӗшсе татӑлмалла иккен. Тата элчелӗхе тытса тӑма республикӑран укҫа уйӑрса тӑма тивӗ иккен. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви хальхи вӑхӑтра ҫавах та Раҫҫейри регионсене аталантарма, ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшакан тулашри элчелӗхсене ҫителӗклӗ хатӗрлесе ҫитернӗ тесе шутлать. Ҫакна шута илсе тата укҫа-тенкӗ сахал пулнипе Чӑваш Республики тулашра элчелӗхсем уҫма килӗшмен.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Пыл сӑпасӗ. Ҫак куна халалласа Муркаш районӗнче ҫулсерен пысӑк уяв ирттереҫҫӗ.
«Здоровье — на крыльях пчелы» (чӑв. Пыл хурчӗн ҫунатти ҫинчи сывлӑх) ят панӑ уява пуҫласа ҫичӗ ҫул каялла йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухне унтисем Культурӑпа ӳнерти инновацилле проектсен республикӑри конкурссене ҫак уяв планӗпе хутшӑнса Чӑваш Ен Президенчӗ Грантне ҫӗнсе илнӗ.
2010 ҫултанпа ку уяв муркашсен бренчӗ пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Хальхине ҫурлан 19-мӗшӗнче пуҫтарӑнма палӑртса хунӑ. Уяв 10 сехетре пуҫланмалла. Унта кӳршӗллӗ Мари Элтан та килсе ҫитмелле. Вӗсем — хурт-хӑмӑр ӑстисем мар, хурт-хӑмӑр ӑстисене тата уяв хӑнисене савӑнтарма концертпа килмелле.
Уява тивӗҫлипе ирттересси пирки нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев яваплисене хӑй пуҫтарса сӳтсе явнӑ.
Ӗнер Елчӗк район администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа терроризм хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ инструктаж ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ район администрацийӗн сайтӗнче ҫырса пӗлтернӗ.
Шанчӑксӑр япаласем курсан мӗнле тытмаллине ӗҫтешӗсене ятарлӑ программӑсен пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Клементьев тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый администрацине пропускпа кӑна кӗрсе тухмаллине палӑртса хӑварнӑ. Ҫакна вӑл терроризмран ҫирӗп асӑрханмаллипе сӑлтавланӑ.
Мероприятие вара иккӗмӗш хутра ларакан тӳре-шарана администраци ҫуртӗнчен епле тухса тармаллине вӗрентнипе вӗҫленӗ. Калани асра юлтӑр тесе вӗсене саппас алӑкран ертсе тухнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче районӑн тӗп документне — Устава — улшӑну кӗртесшӗн. Ку ыйтӑва унта ӗнер, ҫурлан 11-мӗшӗнче, халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ. Пухӑва районти депутатсем, вӗрентӳ учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял тата хула тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ.
Район администрацийӗн юридици службин пайӗн пуҫлӑхӗ Иван Кузьмин ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Устава улшӑну кӗртес тени ку документа Раҫҫей тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе килӗштерсе тӑмалла йӗркелессипе ҫыхӑннӑ. Саккунӗсем вӗҫӗм улшӑнса тӑраҫҫӗ те, Устава та ҫӗнетме тивет.
Пӑхса хӑварнӑ улшӑнусенчен пӗри район администрацийӗн пуҫлӑхне пырса тивет. Тӗрӗсрех каласан, вӑл хӑйӗн полномочине пӑрахсан е ҫав ҫын ҫук вӑхӑтра ҫав тивӗҫе пурнӑҫлама вӑхатлӑха кама шанассине.
Устава улшӑну кӗртессине Депутатсен районти пухӑвӗн ҫитес ларӑвӗнче татса парӗҫ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Димитриев нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплен епле юсанине пахалама хӑй ҫула тухнӑ. Ҫула тухнӑ-тухнах вӑл ҫурт-йӗр ҫивитти ҫине хӑпарсах аннӑ: строительсем ӗҫе епле пурнӑҫланине куҫӗпе курса хаклас тенӗ.
Владимир Димитриев ӗнерхи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче район центрӗнчи Совет урамӗнчи 61-мӗш тата Ҫӗнтерӗве 30 ҫул урамри 1-мӗш ҫурта епле юсанине пахаланӑ.
Иртнӗ ҫул Шупашкар районӗнче нумай хваттерлӗ 13 ҫурта тӗплӗн юсанӑ. Кӑҫал 27 ҫурта 21 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетме палӑртса хунӑ.
Ҫав шута Кӳкеҫри 14, Ҫӗнӗ Тутаркассинчи 8, Ҫӗньялти 2, Чӑрашкассинчи 2, Ҫӗктерти 1 ҫурт лекнӗ.
Ӗнерхи куна илсен ҫичӗ ҫуртра ҫивиттие, сивӗ шыв тытӑмне, канализаци пӑрӑхӗсене ылмаштарса ӗлкӗрнӗ.
Вӑрмар ял тӑрӑхӗ йытӑ усракан ҫынсене хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсене кӑкарса тытма чӗнсе калать. Хальхи вӑхӑтра унта килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене тытассипе ҫине тӑма тытӑннӑ. Капла тума тӳре-шарана поселокра пурӑнакансем хӑйсем темиҫе хут та ыйтнӑ.
Урам тӑрӑх хуҫа евӗр саркаланса чупса ҫӳрекен ҫак чунсем ача-пӑчана та, ваттисене те, вӑй питтисене те хытах шиклентереҫҫӗ. Ара, йытӑ ӑсне пӗлеймӗн. Тепӗр ҫӗрте ача-пӑчана тапӑнса хытах суранлатни, вӗлерни пирки те илтме тивет.
Инкеке кӗтсе лариччен хуҫасӑр йытӑсене персе пӑрахни аванрах. Анчах пӑшаллисен аллине хуҫаллисем те ҫакланма пултараҫҫӗ. Апла ан пултӑр тесен йытӑсене урам тӑрӑх чуптарса ҫӳретмелле мар — кӑкарса усрамалла: йытӑ киле хураллатӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |