Шупашкар районӗнче шӑматкун пулнине пӑхмасӑрах паян пӗр мероприяти хыҫҫӑн тепри иртнӗ. Янӑшра шкул уҫнине эпир пӗлтертӗмӗр-ха.
Район центрӗнче паян старостӑсемпе черетлӗ хут пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе тӗлпулассине Шупашкар район администрацине Георгий Егоров ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн йӗркелесе янӑччӗ. Черетлӗ тӗлпулӑва паян кунӗпех ӗҫпе тӑван районӗнче пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пуннӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев (унччен вӑл «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пынӑччӗ), Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Паянах Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Энтимӗркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Пуҫлӑхсем кунсӑр пуҫне «Приволжское» вӗренӳ хуҫалӑхӗнче, Кӳкеҫ поселокӗн уявӗнче пулнӑ.
Сӑнсем (44)
Шупашкарти Гагарин кӗперне 1972 ҫулта хута янӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кивелме ӗлкӗрнине кура ӑна юсас тесе хулан ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ 2,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав ӗҫне «Мостотрест» ятлӑ организаци кӳлӗннӗ. Хула пуҫлӑхӗсем строительсене ӗҫе авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗчен вӗҫлеме хушнӑ.
Ҫак вӑхӑтра стройорганизацин кӗперӗн япӑхнӑ виҫӗ ҫӗввине ватса йӗркене кӗртмелле. Пӑхмалли ҫӑлкуҫсене юсассине те манмалла мар.
Халӗ, юсав пынӑ пирки, Гагарин кӗперӗ урлӑ урапасене айккинчи сылтӑм йӗрпе кӑна ҫӳреттереҫҫӗ. Ун тӑрӑх ик енне те каҫма пулать.
Вӑхӑтлӑх чӑрмав кӳнине хула администрацийӗнчисем ҫынсем ӑнланса йышӑнасса шанаҫҫӗ. Меллӗрех маршрута пуҫлӑхсем урапа хуҫисене малтанах палӑртма сӗнеҫҫӗ.
Сӑнсем (13)
Анчах ку штраф Чӑваш наци конгресӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, «Тус» строительство организацийӗн пуҫлӑхне, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутатне Николай Угаслова урапана (машинӑна) тӗрӗс мар вырӑна лартнӑшӑн штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ паян сиксе тухнӑ. Николай Угаслов Шупашкар хула администрацине ӗҫпе пынӑ. Унтан тухнӑ ҫӗре ӑна тата темиҫе ҫынна ҫул-йӗр инспекторӗсем кӗтсе илнӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи йӗркелӗхшӗн яваплисем строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен урапине тӗрӗс мар вырӑна лартнине асӑрхаттарнӑ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑснӑшӑн штрафлама тивнине пӗлтернӗ. Строительство организацийӗсен пуҫлӑхӗсене хула администрацийӗ умне урапасене тӗрӗс мар лартнӑшӑн штрафлани пирки Дмитрий Семенов ятлӑ журналист «Правда ПФО» интернет-кӑларӑмра пӗлтерет.
Клуб пулсан ял пурӑнать тесе шухӑшлать Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов. Паян вӑл Ҫӗрпӳ районӗнче пулнӑ май унти культура ӗҫченӗсемпе, клубра тата вулавӑшра тӑрӑшакансемпе курнӑҫнӑ. Министрпа ирттернӗ тӗлпулӑва районти тӳре-шара та хутшӑннӑ: район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков тата унӑн ҫумӗ — вӗренӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхӗ Алла Волчкова хутшӑннӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи культура ӗҫченӗсем тата библиотекарьсем пирки вӗсем пуҫаруллӑ, районпа республикӑра иртекен пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Вадим Ефимов ҫитес ҫул унти Михайловкӑра ҫӗнӗ клуб тӑвассине пӗлтернӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри районсенче алла яхӑн клуб тӑвасине пӗлтернӗ май ялта клуб пӗлтерӗшне пысӑка хурса палӑртнӑ.
Сӑнсем (8)
Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑнтӑр вӑхӑтӗнчех… депутата ларма хатӗрленекен кандидата тапӑннӑ. 26-ри Роман Васильев Строительсен урамӗпе 11 сехетре утнӑ. Унччен те пулман — ӑна палламан арҫын тапӑннӑ.
Роман Васильев — кандидат, депутата ларасшӑн. Вӑл ҫав вӑхӑтрах «Битва за Новоюжку» фильм сопродюсерӗ. Роман Васильев каланӑ тӑрӑх, вӑл телефон ҫине йӑпӑртлӑха кӑна пӑхса илнӗ. Ҫав вӑхӑтра ӑна тапӑннӑ, палламан арҫын Романа пӑвма пуҫланӑ. Ку кӑна мар — хӑратнӑ та. Роман суйлава хутшӑнсан унпа мӗн те пулин тӑвӗҫ-мӗн.
Мӑйне чӗрсе пӗтернӗрен Роман Васильев кун хыҫҫӑн травмпункта кайнӑ, унтан йӗрке хуралне ҫитнӗ. ЧР ШӖМӗ ку ӗҫ пулнине ҫирӗплетет. Ҫав вырӑнта халӗ оперативлӑ следстви ушкӑнӗ тата Следстви комитечӗ ӗҫлет.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче халӑхӑн социаллӑ пулӑшӑвӗн учрежденийӗсен ветеранӗсем тӗл пулнӑ.
Халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх учрежденийӗсен ветеранӗсен общество организацине пирӗн республикӑра кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йӗркелерӗҫ. Общество организацийӗн тӗллевне асӑннӑ тытӑмра тимлекен ҫамрӑк специалистсен професси шайне ӳстересси тесе пӗлтернӗччӗ. Общество организацийӗн ертӳҫи пулма Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутатне Владимир Мидукова суйланӑччӗ. Вӑл 1994–2001 ҫулсенче социаллӑ политика министрӗ пулнӑ.
Паянхи куна социаллӑ ӗҫӗн ветеранӗсен организацийӗнче 270 ытла ҫын.
Социаллӑ служба ӗҫченӗсемпе республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова тата маларах асӑннӑ общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Владимир Мидуков курнӑҫнӑ, кулленхи тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Сӑнсем (11)
Раҫҫейре чи лайӑх администраци пуҫлӑхӗсен танлаштарӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ. Унта 25 хула администрацийӗн пуҫлӑхӗсем кӗнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: танлаштарӑмра Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӗнӗ. Вӑл хальхинче рейтингра темиҫе йӗрке хӑпарнӑ. Кун пирки russia-rating.ru сайт пӗлтерет.
Тӗпчеве «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ пичетленӗ. Ӑна «Наци рейтингӗ» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Тӗпчев валли материалсене утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче пуҫлас ҫурла уйӑхӗн ҫурриччен пухнӑ.
Танлаштарӑма хатӗрлекенсем уҫӑ ҫулкуҫсенчи материалсемпе, инсайдер информацийӗпе усӑ курнӑ, регион тата федераци эксперчӗсен шухӑшӗсене шута илнӗ.
Алексей Ладыков, унчченхипе танлаштарсан, икӗ йӗрке ҫӳлерех хӑпарса рейтингра 20-мӗш пулнӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 65 ҫул тултаратчӗ.
Министр пулнӑскер Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнче ҫуралнӑ. Василий Семенов тренер ертсе пынипе 1971 ҫулта СССР спорт маҫтӑрӗн нормативне пурнӑҫланӑ. 1973 ҫулта Шупашкарти И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи физвоспитани факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1990 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн Физкультурӑпа спортӑн патшалӑх комитетне ертсе пыма шаннӑ. 1994 ҫулта ведомствӑран министерство йӗркеленӗ. Министрта 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӑрӑшнӑ.
1999 ҫулта Вячеслав Краснова Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн комитечӗн пайташне суйланӑ. Унта вӑл 2011 ҫулччен тӑрӑшнӑ.
Пуҫлӑх килет те пуҫлӑх каять тесси кӑна юлать-тӗр ку хыпар пирки. Республика шайӗнчи тӳре-шара ылмашни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗрре кӑна мар пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр предприятире пуҫлӑх ылмашать.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин «Республикӑн капиталлӑ строительство управленийӗ" патшалӑх унитарлӑ предприятийӗн пуҫлӑхне Алексей Ильина ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва паян алӑ пуснӑ.
Маларах асӑннӑ управлени ӗҫченӗсен тӗлӗшпе республикӑн Правительство ҫуртӗнче сауна туни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ тесе пӗлтерет «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм. Асӑннӑ управление унччен ертсе пынӑ Владимир Громова ӗҫрен 2014 ҫулхи ака уйӑхӗнче отставкӑна янӑ, кайран тилхепене Алексей Ильина шанса панӑ.
Шӑматкун, ҫурлан 22-мӗшӗнче, хӑй вӑхӑтӗнче республикипех кӗрлесе тӑнӑ Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑха ертсе пынӑ Аркадий Айдакӑн Тури Ачакри палӑкӗ умне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев чечек хунӑ. Унпа пӗрле чӑваш парламенчӗн депутачӗсем, районти тӳре-шара пулнӑ.
Аркадий Айдак — Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, 1989–1991-мӗш ҫулсенче СССР халӑх депутачӗ, СССР Аслӑ Канашӗн аграри тата апат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ пулнӑ, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ҫынни.
Аркадий Айдак пирки Михаил Игнатьев вӑл чӑваш халӑхӗн хисепе тивӗҫ, аслӑ ывӑлӗ тесе хакланӑ. Аркадий Айдак республикӑра кӑна мар, Совет Союзӗнче те паллӑ пулнине аса илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |