Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев РФ Патшалӑх Думин национальноҫсен ӗҫӗпе тимлекен Геннадий Семигинпа тӗлпулнӑ. Енсем чӑваш халӑхӗн наци культурипе чӗлхине конкретлӑ проектсем урлӑ аталантарас ыйтӑва сӳтсе явӑ.
Сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проектӑн хӑтлавӗ иртӗ. Унта Геннадий Семигин та хутшӑнӗ.
Акцин амбассадорӗ — Раҫҫей халӑх артистки Надежда Бабкина. Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл «Русская песня» ансамбльпе пӗрле хатӗр карттӑпа паллаштарӗ. Ун хыҫҫӑн ҫав карттӑ федераци округӗсем тӑрӑх ӑсанӗ.
Республикӑра пурӑнакансем маска режимне пӑрахӑҫлама ыйтаҫҫӗ. Хӑш-пӗр лавккара маска тӑхӑнмасан тавара сутманни ҫынсене тарӑхтарать-мӗн. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенче ҫырса пӗлтереҫҫӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та маска режимне пӑрахӑҫламалла тесе шутлать. Унӑн шухӑшӗпе, влаҫ хӑйӗн ҫине яваплӑх илесшӗн мар. Вӑл каланӑ тӑрӑх, режима пӑрахӑҫламанни тӳре-шарашӑн страховка пекех-мӗн. Чӑннипе, общество вырӑнӗсенче, лавккасенче халӑх маска тӑхӑнма пӑрахнӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче маска режимӗ Чӑваш Республикинче тата Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫеҫ вӑйра. Ытти регион ку йӗркене пӑрахӑҫланӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен полтикин министрӗн ҫумне Ольга Хлебниковӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Ольга Апполоновнӑна министр ҫумӗ пулма 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче шаннӑ. Унччен вӑл Шупашкарти апатлану технологийӗн тата коммерцин техникумӗнче малтан директорӑн вӗренӳпе производство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса, 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен директор пулса тӑрӑшнӑ.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейне малашне те Геннадий Козловах ертсе пырӗ.
Геннадий Васильевич асӑннӑ учреждение 19 ҫула яхӑн ертсе пырать. Халӗ ӑна ҫӗнӗрен ҫав должноҫе шанса панӑ. «Ҫыхӑнура» форум журналисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, директорӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫӗнӗрен должноҫе шанса панӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла музей директорне палӑртма конкурс ирттернӗ. Ун чухне икӗ ҫын конкурса хутшӑннӑ, ҫав шутра — Геннадий Козлов та.
Республика ертӳҫи Олег Николаев паян алӑ пуснӑ хушура Геннадий Козлов Чӑваш Енӗн Культура министерствин кадр резервӗнче пулнине палӑртса хӑварнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамблӗн ертӳҫипе Сергей Федотовпа тӗл пулнӑ. Унпа пултарулӑх коллективӗн аталанӑвне сӳтсе явнӑ.
Сергей Федотов — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин «Душа России» (чӑв. Раҫҫей чунӗ) премийӗн лауреачӗ, «Эревет» халӑх инструменчӗсен ансамбльне пуҫарса яраканӗ.
«Эревет» ансамбле 1981 ҫулта пуҫарса янӑ. Тепӗр вунӑ ҫултан коллектив «Тӗслӗхлӗ ача-пӑча коллективӗ» ята тивӗҫнӗ, вӑл — ҫамрӑксен Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Ладыков пӗлтӗр мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине кӑтартса деклараци тӑратнӑ. Аса илтерер: халӗ вӑл ЧР Министрсен Кабинечӗн ҫумӗ, РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчи. Ку должноҫсене вӑл пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Алексей Ладыков пӗлтӗр 1 миллион та 971 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Унӑн харпӑрлӑхӗнче машина, хваттер ҫук. 38 тата 34 тӑваткал метрлӑ хваттерсемпе усӑ курать.
Экс-сити-менеджерӑн ывӑлӗн 135 тӑваткал метрлӑ хваттер пуррине палӑртнӑ.
Пӗлтӗр Чӑваш Енри министрсенчен пуринчен ытла ӗҫлесе илни — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов. Ҫулталӑкри унӑн тупӑшӗ малтанхинчен 28 хут ӳссе 32,184 млн тенкӗпе танлашнӑ.
Транспорт министрӗн Владимир Осиповӑн тупӑшӗ 3,88 хут ӳссе унчченхи 2,9 миллионран 11,26 млн тенке ҫитнӗ. Промышленность министрӗн Александр Кондратьевӑн 2021 ҫулхи тупӑшӗ — 8,61 миллион тенкӗ; финанс министрӗн – 7,762 миллион; строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн Павел Даниловӑн — 6,716 миллион тенкӗ; ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн Алена Елизарован — 3,431 миллион; ял хуҫалӑх министрӗн Сергей Артамоновӑн – 3,226 миллион; цифра аталанӑвӗн министрӗн Кристина Майнинан – 3,07 миллион; сывлӑх сыхлав министрӗн Владимир Степановӑн – 3,063 миллион; спорт мнистрӗн Василий Петровӑн – 2,744 миллион; культура министрӗн Светлана Каликован – 2,627 миллион; ҫутҫанталӑк тата экологи министрӗн Эмир Бедертдиновӑн – 2,31 миллион тенкӗ.
Пӗлтӗр пуринчен сахал ӗҫлесе илни — ведомствӑна 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнчен ертсе пыракан вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров. Унӑн тупӑшӗ 1,583 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Кортунов хӗрле диплом илни пирки хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Вӑл РФ Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗн тата патшалӑх службин Раҫҫей академийӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Вӑл унта куҫӑн мар майпа «Парламентская деятельность и обеспечение межпарламентского сотрудничества» направленипе 3 ҫул ӑс пухнӑ. Олег Кортунов курс старости те пулнӑ.
Ку - унӑн пӗрремӗш аслӑ пӗлӗвӗ мар. Малтан вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн машиностроени факультетӗнче вӗреннӗ, ӑна 2007 ҫулта пӗтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче тӳре-шара кирлӗ. Кадр резервне кӗртме кандидатсенчен документсене ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, резерва лекнӗ ҫынсен кайран муниципалитетри должноҫа йышӑнас шанчӑк пур. Специалистран пуҫласа ертсе пыракан вырӑн таранах.
Кадр резервне кӗмелли вакансисемпе должноҫсен списокӗпе ҫак каҫӑпа http://www.gcheb.cap.ru/vacancies/721e5614-7cad-40bc-86ca-dcfebcffa554 иртсен паллашма пулать.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗ 6 миллион тенкӗ тӑракан кроссовер туянасшӑн.
«Hyundai Palisade» автомобилӗн пуҫламӑш хакӗ 6,29 млн тенкӗ тӑрать. Ку хакпа тулли приводлӑ хура кроссовер, дизель двигателӗллӗ автомбиль илесшӗн. Тӳре-шара машинӑра 7 вырӑн, 3 рет пултӑр тесе ӗмӗтленет.
«Руль умӗнче» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн гаражӗ 3,2 миллион тенкӗ парса «Genesis G-80» автомобиль туяннӑ, ӑна полпреда турттарма Мускава ӑсатнӑ. Республика ертӳҫи Олег Николаев хальхи вӑхӑтра «Genesis G-90» машинӑпа ҫӳрет. Ӑна «Ипотека корпорацийӗ» туяннӑ, ӑна вӑл тӳре-шарана усӑ курма арендӑна панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |