Шупашкарта пурӑнакан арҫын банк картти тупнӑ та унти укҫана тӑкакланӑ. Хуҫи ҫакна асӑрхасан карточкӑна блокировка тунӑ.
31 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Карточкӑна унӑн пӗлӗшӗ тупнӑ. Ӑна ҫак арҫынна панӑ. Ку вара лавккасене кайса укҫана тӑкакланӑ. Ҫапла майпа вал 6 пин тенкӗ пӗтернӗ. Хуҫи блокировка тусан ҫеҫ карточкӑпа усӑ курайман.
Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Арҫынна 8 уйӑхлӑха юсанмалли колоние ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре ӗне усракансене укҫа парса пулӑшасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗне усракансене – 2300, икӗ ӗнешӗн кашнине – 3300, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн кашниншӗн 4300 тенкӗ парӗҫ. Ку тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пама тытӑнассине каланӑччӗ.
Заявлени ҫырнӑ 747 ҫын ҫак пулӑшӑва тивӗҫнӗ ӗнтӗ. Вӗсем патне ҫак укҫа ҫитнӗ.
Чӑваш Енре ҫак патшалӑх пулӑшӑвне 22 пин хуҫалӑх тивӗҫӗ. Вӗсенче пӗтӗмпе 56 пин ытла ӗне. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 185 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Вкладсен чи пысӑк ставки 5 процентран чакнӑ. Ку хыпара «Российская газета» хаҫат Раҫҫей банкӗ хыпарланине тӗпе хурса пӗлтернӗ.
Топ-10 банк шутне кӗрекен банксен вклачӗсем кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн иккӗмӗш вунӑкунӗнче 4,99 процентпа танлашнӑ.
Депозит ставки епле пуласси Раҫҫей банкӗ ҫирӗплетекен тӗп ставкӑран нумай килет. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнченпе ҫав ставка чакса пырать. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ӑна 1,5 пункт чухлӗ пӗчӗклетсе 4,5 процент хӑварчӗҫ.
Топ-10 йышне кӗрекен банксен чи пысӑк ставки ҫулталӑк пуҫланӑранпа 1 пункта яхӑн пӗчӗкленнӗ. Инфляци виҫи пӗчӗккине пула депозитсем ҫапах та тупӑшлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Вкладсен процент ставки чакнӑ вӑхӑтра ҫынсем хаклӑ хутсен рынокне куҫ хываҫҫӗ.
Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри тӳре-шара тата Мускавран килнӗ депутатсем Шупашкарти Хӗрлӗ лапама уҫрӗҫ.
Юсаса ҫӗнетме 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ Хӗрлӗ лапам пурне те килӗшмен. Вадим Оньков таврапӗлӳҫӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, Хӗрлӗ лапам япӑх енне улшӑннӑ.
«Нумайӑшӗ кӑмӑлсӑр. Сцена япӑх курӑнать, парковка валли вырӑн ҫук. Наци музейӗ патне тата Хӗрлӗ лапама машинӑпа кӗреймӗн. Кӗвӗллӗ фонтан ҫути кӳршӗ ҫуртсене лекет, сасси ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене кансӗрлет», — хурланӑ вӑл.
Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри ҫурстенчен пӗринче пурӑнакан Елена Петрова та Хӗрлӗ лапама япӑхлатнӑ тесе хакланӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫамрӑксен патшалӑх премине парасси ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ.
2019 ҫулшӑн преми лауреачӗн ятне ӑслӑлӑх, техника тата производство енӗпе И.Н. Уляьнов ячӗллӗ ЧПУн органика тата фармаци химийӗн кафедрин ассистенчӗ Артур Григорьев тивӗҫнӗ; вӗренӳ, воспитани тата ҫамрӑксен политики енӗпе — «Power» чирлидинг командин пайташӗсем Екатерина Коршунова, Светлана Поясова, Станислав Пчелов, Наталья Брик, Иван Аргандеев; литература, культура тата ӳнер енӗпе — ЧПУн аслӑ шкулсем хушшинчи «Абрикос пахчи» театрӗн пайташӗсем Ксения Чайкова, Иван Тихонов, Андрей Почепа, Анна Микаелян; журналистика енӗпе — Чӑваш патшалӑх ял хҫуалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн ӗҫченӗсем Светлана Филиппова, Александр Мареев, Анна Степанова, Анастасия Данилова, Анна Николаева; сывлӑх сыхлас енӗпе — ЧПУн ассистенчӗ, медицина наукисен кандидачӗ Сергей Кудряшов; ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе — «Хӗрлӗ хӗрес» обществӑн волонтерӗ Алена Ильгачева; физкультурӑпа спорт енӗпе — В.Н. Кочков ячӗллӗ 5-мӗш спорт шкулӗн спортсменки, киокусинкай енӗпе тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ Елена Зайковская; волонтер ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе — Шупашкарти нимеҫӗсен центрӗн пайташӗсем Анастасия Тарасова, Станислав Башмаков, Софья Павлова; патриот воспитанийӗ енӗпе — ЧПУн «Георгий ленти» шырав отрячӗн пайташӗсем Виктор Сорокин, Светлана Подилкина, Владимир Никифоров; ҫамрӑксен юхӑмне аталантарассипе — «Нимеҫӗсем-медиксем» организацин пайташӗсем Елена Антонова, Марина Смирнова, Мария Белова, Ангелина Николаева, Екатерина Иванова.
Паян ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин тухса калаҫнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ валли лайӑх хыпар – 16 ҫул тултарман кашни ачашӑн каллех укҫа парӗҫ.
Ку тӳлев хальхинче пурин валли те пӗр пек пулӗ – 10 пин тенкӗ. Унччен 3 тултарман ачасене виҫӗ уйӑх 5-шер пин тенкӗ панӑ, 3-16 ҫулсенчи ачасене – 10 пин тенкӗ.
Ҫемье унчченхи тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗнче илнӗ пулсан заявлени тепре ҫырмалла мар, укҫа ахалех куҫӗ. Ыттисен Патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан порталта заява памалла.
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Арина» проектпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енри икӗ учреждение пулӑшнӑ.
Депутат хыпарланӑ тӑрӑх, ку проекта уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫеҫ те мар, ун пирки калаҫнӑ та. Халӗ вара тинех ӗҫлеттерсе янӑ.
«Арина» проект инвестицие пула тупӑш курнин пӗр пайне чирлӗ ачасене пулӑшма уйӑрассипе ҫыхӑннӑ. Нумай пулмасть йӗркеленӗ финанс марафонӗнче пуҫтарнӑ укҫана Чӑваш Енри ача учрежденине: Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртне тата Шупашкарта «Малютка» (чӑв. Пепке) ятарлӑ ача ҫуртне — уйӑрнӑ.
Ыркӑмӑллӑх ӗҫне малашне анлӑлатасшӑн, пулӑшу виҫи те ӳссе парӗ. Проект авторӗсем ача ҫурчӗсем укҫапа епле усӑ курнине те тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыв навигацине ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен уҫӗҫ.
Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарӗҫ.
Пӑрахутсене ҫӳретме самай тӑкаклӑ. Ҫавна республика Правительствипе Шупашкар хула администрацийӗнче аван ӑнланаҫҫӗ. Пассажирсене турттарса тӑкакланнин пӗр пайне «Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществине хула хыснинчен саплаштарӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе 7 миллион та 95 пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫапла пулӑшни юханшыв трамвайӗн хакне ҫынсемшӗн меллӗ тума пулӑшӗ.
Шупашкарти троллейбус управленине патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Троллейбус управленийӗ 2 процентлӑ кредит 167 миллион тенкӗлӗх илнӗ. Кивҫен укҫана предприятие кредит учрежденийӗсенчен пӗри пама килӗшнӗ.
Алексей Ладыков шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 1700 ытла ҫын валли ӗҫ вырӑнне упраса хӑварма май парӗ. Тепӗр майлӑ каласан, республикӑн тӗп хулинчи троллейбус ҫыхӑнӑвне тӑнӑҫлӑ ӗҫлеттерме пулӑшӗ. Предприяти кунсерен 200-е яхӑн пин пассажира турттарать.
Сӑмах май каласан, вӑл укҫана трллейбуссен паркне ҫӗнетме уйӑрассине шарламан.
Чӑваш Енӗн спорт аэробикин федерацийӗ 4 ҫултан пуҫласа 90-а ҫитичченхисене спортӑн ҫак енӗпе туслаштарма шухӑшланӑ. Ҫавна май вӑл ятарлӑ проект ҫырса хатӗрленӗ. Унпа Раҫҫей Президенчӗн грантне тивӗҫнӗ.
Асӑннӑ федерацие Мускавран 2 миллион тенкӗ ытла укҫа парӗҫ. «Кӗмӗле» «Аэробика – это просто! От 4-х до 90-а!» (чӑв. Аэробика — вӑл ансат! 4-ран пуҫласа 90-а ҫитиччен!) проекта пурнӑҫлама тӑкаклӗҫ.
Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче тата Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗсенчи ялсенче аэробика занятийӗсем, семинарсем, ӑсталӑх сехечӗсем, «Ҫӑлтӑрпа зарядкӑсем», спорт фестивалӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансенчен пуҫласа шур сухалсем таран хутшӑнайӗҫ. Сывлӑх тата кӑмӑл пулсан.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |