«Чӑвашкредитпромбанка» укҫа хывнисене тупрана тавӑрса пама тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑлакан Олег Николаев пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кредиторсен комитетне йӗркеленӗ. Унӑн тӗллевӗ — укҫа-тенке вӗсен хуҫисене тавӑрса пама пулӑшасси.
Республикӑн финанс министрӗ Михаил Ноздряков каланӑ тӑрӑх, Вкладсене страхлакан агенство 11 пин ытла вкладчика 2,7 миллиард тенкӗ ытла тавӑрса панӑ. Паянхи кун реестра 240 кредитора кӗртнӗ. Вӗсене 2,6 миллиард тенкӗ памалла.
Аса илтерер: «Чӑвашкредитпромбанк» 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче лицензисӗр тӑрса юлчӗ.
Хамӑр ҫӗршывра канакан туристсене кӑҫал укҫан хавхалантарӗҫ. Программа ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен тытӑнса ҫулталӑк тӑршшӗпех пырӗ. Тӗрӗсрех каласан, канма кайса тӑкакланнин пӗр пайне федераци хыснинчен саплаштарӗҫ. Кешбэк (бонус программине ҫавӑн пек калаҫҫӗ) лектӗр тесен туристсен 5 каҫран кая мар канмалла, турпутевка е ҫынсем хӑйсем тӗллӗн кайса тӑкакланнин хакӗ 25 пин тенкӗрен йӳнӗ пулмалла мар. Укҫана тавӑрас тесен «Мир» карттӑпа тӳлемелле.
Хыснаран 5 пинрен пуҫласа 15 пин тенкӗ таран тавӑрса парӗҫ. Путевка хакӗ 25 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран ларсан 5 пин лекӗ, 50 пинрен пуҫласа 75 пин тенкӗ таран тӑкакласан — 10 пин тенкӗ, 75 пинрен ытларах пулсан — 15 пин тенкӗ.
Шупашкарта зоопарк тума палӑртнӑ. Ҫитес 5 ҫулта Чӑваш Ен аталанӑвӗн комплекслӑ программинче ӑна хута яма 600 млн тенкӗ уйӑрма пӑхса хунӑ.
Объекта ҫитес ҫул тума тытӑнасшӑн. Зоопарка 2026 ҫулта уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе проектпа смета документацийӗсене хатӗрлеҫҫӗ. 594 млн тенкине – Ростуризм, 6 млн тенкине республика уйӑрӗ.
Хальлӗхе зоопарк ӑҫта пулассине пӗлтермен. Унччен ӑна Шупашкарти «Амазони» паркра тӑвасси пирки калаҫкаланӑ.
Палӑртмалла: пирӗн республикӑра зоопарк ҫук. Шупашкарти А.Николавев ячӗллӗ паркра тата Ҫӗнӗ Шупашкарти Текӗрҫ ращинче зоокӗтессем ҫеҫ пур.
Мускавран Хусана «М-12» трассӑпа кайнӑшӑн ҫӑмӑл машинӑсен 1600 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Ҫул ҫинче вӗсен 6 сехет те 30 минут иртӗ. Ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» предприяти ертӳҫи Вячеслав Петушенко «Россия 1» телеканала.
Тӳлевлӗ ҫулсем ҫинче «Автодор» машинӑсене сехетре 150 километр таран хӑвалама ирӗк парасшӑн. «Ҫӑмӑл автомобильсен 1 километр ҫулшӑн вӑтамран 2,5 тенкӗ тӳлемелле. Трасса 800 километр тӑршшӗ пулассине шута илсен мӗнпур маршрутшӑн 1600 тенкӗ тӳлемелле», – тенӗ Вячеслав Петушенко.
Транспондерсен хуҫисене 20 процент йӳнӗрех тӳлеттерессине пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ автоҫула малтан шухӑшланӑ пек 2027 ҫулта мар, 2024-мӗшӗнчех туса пӗтересшӗн. Ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин.
Канаш районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫын интернет-аукционта 12 медальпе удостворени сутнӑ. Уншӑн вӑл 400 тенкӗ илнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 30, 40, 50 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ наградӑсем, «Георгий Жуков» тата «Ӗҫ ветеранӗ» медальсем пулнӑ.
Йӗрке хуралҫисем наградӑсен хуҫисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем пулнӑ, темиҫе ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хисеплӗ ҫынсен тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, наградӑсене пӳрт юсанӑ чухне ҫухатнӑ.
Патшалӑх наградисене сутнӑшӑн Канаш район арҫынни тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 324-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Патшалӑх наградисене арҫын Шупашкарти пасарта темиҫе ҫул каялла туянни паллӑ.
Шупашкарта пакунлисенчен хӗрарӑм-сутуҫӑ пулӑшу ыйтнӑ. Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ ҫурчӗсен пӗринче ӗҫлекенскер каланӑ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗр арҫын тавар туяннӑ. Сӑмах май тенӗ пек вӑл сутуҫӑна хӑйӗн вак укҫине пысӑкрах купюрӑсемпе ылмаштарса пама ыйтнӑ. Пурӗ 25 пин тенкӗ. Арҫыннӑн 100 тата 500 тенкӗлӗххисем пулнӑ. Хӗрарӑм укҫана шутланӑ чух 500 тенкӗ ҫитменнине палӑртнӑ.
Арҫын пачкӑна илсе ҫӗнӗрен шутланӑ. Унтан вӑл укҫа хушнине хӗрарӑм курнӑ. Тӗлӗнмелле пек те, анчах пачкӑра 14 пин тенкӗ ҫитмен. Шел пулин те, укҫана сутуҫӑ арҫын кайсан ҫеҫ тепӗр хутчен шутласа пӑхнӑ.
Хӗрарӑма улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫын видеокамера объективне лекнӗ. Ӑна паллакансене 8-906-133-82-07 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Чӑваш Енре туса илекен чӑх какайне Китая ӑсатаҫҫӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн патри агропредприятисем республикӑна ашпа тата какайпа тивӗҫтереҫҫӗ, сутмалӑх та юлать вӗсен.
2020 ҫулта Чӑваш Ен ультрапастеризациленӗ сӗте, чӑхӑн ура лаппипе ҫунаттине ют ҫӗршыва сутма тытӑннӑ.
Чӑх ашӗ ӑсатассин калӑпӑшӗпе республикӑмӑр утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне улттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чӑх ашӗ сутассин калӑпӑшӗ пӗр эрнере (ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗ тӗлне) 230,57 пин долларпа танлашнӑ. Продукци Китая ӑсаннӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн патри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 1665,52 пин долларлӑх аш, 25,46 пин долларлӑх сӗт сутнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан, Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ шутланакан ашшӗ-амӑшне, ача усрава илнисене, опекунсене ачисене шкула яма республика хыснинчен пулӑшӗҫ. «Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси ҫинчен» хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, укҫана кашни ача пуҫне 5-шер пин тенкӗ памалла. Ҫав йышӑнӑва кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑрӑва кура тунӑ. Анчах укҫа пур ҫемьене те тивӗҫмӗ. Ҫемьери кашни ҫын пуҫне тивекен тупӑш Чӑваш Енре пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалтарах пулсан ҫеҫ парӗҫ.
Республикӑра ӗне усракансене укҫа парасси пирки пӗлтернӗччӗ унччен. Ун чухне каланӑ тӑрӑх, укҫана ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пама тытӑннӑ, ҫитес вӑхӑтра ӗҫе вӗҫлемелле пулнӑ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Марина Загребаева палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне ӗне усракансене 128,4 млн тенкӗ куҫарса панӑ, ку – 41,2 пин ӗнешӗн. Ку – ӗне усракансен 74 проценчӗ.
Программа пуҫланнӑранпа ку субсидие 27600 ытла ҫын илнӗ. Аса илтерер: 1 ӗнешӗн – 2300, ике ӗнешӗн кашни пуҫшӑн – 3300, 3 е ытларах ӗнешӗн кашнин пуҫне 4300 тенкӗ параҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 79-ти кинемей пынӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне хваттере палламан арҫын килнӗ, хӑйӗнпе курьер тесе паллаштарнӑ. Хайхискер урӑх хулара пурӑнакан тӑванӗсенчен парне илсе килнӗ имӗш.
Арҫын хутаҫ тата каялла пама вак укҫа, 2600 тенкӗ, ыйтнӑ. Сдачӑна вӑл парнесемпе пӗрле илсе кӗме шантарнӑ. Анчах каялла вӑл таврӑнман, ҫухалнӑ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – Шупашкарта пурӑнакан 49-ти ҫын. Унччен вӑл кун пек преступленисемшӗн пӗрре мар айӑпланнӑ. Халӗ ҫак арҫын ытти ҫакнашкал преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |