Шупашкар хулинче икӗ ача пахчи тума пуҫланӑ. Халӗ мӗнпур ӗҫе тенӗ пек тӗрлӗ наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ. Ача-пӑча учрежденийӗсене «Демографи» нацпроектпа килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ. Ача пахчисене 2021 ҫулта хута ямалла.
«Радужный» микрорайонта 250 вырӑнлӑх 3 хутлӑ ача пахчи пулӗ. Ӑна тӑвассипе ӗҫлекен строительство организацийӗ учреждени вырӑнне хатӗрлет. Ҫитес эрнере унта сӑвай ҫапма пуҫлӗҫ.
«Солнечный» (чӑв. Хӗвеллӗ) микрорайонта 110 вырӑнлӑх икӗ хутлӑ учреждени тӑваҫҫӗ. Унта строительсем ҫӗр ӗҫӗсене вӗҫлеҫҫӗ, ҫуртӑн цоколь хутӗнчи урайне хӑйӑр сарма тытӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче стенасене хӑпартма пуҫлӗҫ.
12 ҫӗршывра «Мир» наци карттипе тӳлеме май килӗ. Ку хыпара «Дума ТВ» канала РФ Патшалӑх Думин финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков пӗлтернӗ.
«12 ҫӗршывпа кирлӗ килӗшӳсем тунӑ. Вӗсенче «Мир» карттӑпа тӳлеме май килӗ. Сӑмах чи малтанах Евроази союзӗнчи ҫӗршывсем пирки пырать. Унсӑр пуҫне пирӗн туристсем канма каякан ҫӗршывсем – Турци, Египет, Кипр», – тенӗ Анатолий Аксаков.
Дума комитечӗн ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, Европӑри хӑш-пӗр ҫӗршыв та «Мир» карттӑпа тӳлеме май туса парасшӑн.
Аса илтерер: VISA тата MasterCard тӳлев тытӑмӗн транзакцийӗ хӑрушсӑр мар тесе пирӗн ҫӗршывра наци карттине шухӑшласа кӑларӑччӗ.
Чӑваш Енри ҫамрӑксене иртнӗ ҫулшӑн патшалӑх премине парассине ӗнер савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пӗлтернӗ. Укҫана тивӗҫнӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Правительство ҫуртне йыхравланӑ.
Преми илме 61 ҫын 34 ӗҫ тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, темиҫе авторӑн пӗрлехи ӗҫӗ те пулнӑ. Сӑмахран, Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн «Агровыбор» пресс-центрӗн тӑрӑшулӑхне, унта «Агровыбор Чувашии» информаципе аналитика журналӗ кӑларса тӑнине палӑртнӑ.
Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ ята иртнӗ ҫулшӑн пурӗ 29 ҫамрӑка пама йышӑннӑ. Вӗсем – тӗрлӗ отрасль пайташӗсем: литературӑпа ӳнер, культурӑпа журналистика, сывлӑха сыхлас ӗҫ тата спорт... Премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тӑрӑшакансемпе вӗренекенсем уйрӑмах йышлӑн тивӗҫнӗ.
Пӗрлехи транспорт карттине укҫа хумалли ятарлӑ вырӑнсене хупма йышӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра ЕТК-карттине Перекет банкӗн NFC-ридерӗллӗ хатӗрӗсем урлӑ ҫӑмӑллӑнах укҫа хума пулать. Ҫавна май пӗрлехи транспорт карттин Шупашкарти мини-офисӗсем паянтан, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен, хупӑнӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкартисем – ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен.
Сӑмах май, транспорт картти ҫине укҫана Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти мӗнпур почта уйрӑмӗнче хума май пур.
Транспорт карттипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухсан «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑн офисӗпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Октябре 50 ҫул урамри 17-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Телефон номерӗ 8 (8352) 36-33-30.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 20 ҫулти хӗртен палламан ҫын укҫа ыйтма тытӑннӑ. Каччӑ пикен тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи страницине кӗме май тупнӑ. Унта хӗрӗн сӑнӳкерчӗкӗсене асӑрханӑ. Ҫавсене тӗнче тетелӗнче сарассипе хӑратса 10 пин тенкӗ тапӑннӑ.
Пӑтӑрмах пирки пике йӗрке хуралҫисене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Пакунлисем тӑрӑшни сая кайман. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗнчен укҫа тапӑнакан ҫынна тупса палӑртнӑ. Сӗмсӗрскер Краснодар тӑрӑхӗнче пурӑнакан 23 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 163-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Каччӑ ытти ҫынран та ҫавӑн пек мелпе укҫа тапӑнманнине те тӗрӗслӗҫ.
Халӗ ку ӗҫе Краснодар тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисем малалла тӗпчӗҫ.
Пандеми вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене кашни шӑпӑрланшӑн 5-шер пин тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ. Анчах ӑна сахал тупӑшлӑ ҫемьесем кӑна тивӗҫӗҫ.
Тӳлеве 7-18 ҫулсенчи ачасемшӗн пама палӑртнӑ. 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен 18 ҫул тултарман ачасем те ҫак йыша кӗреҫҫӗ.
Паняхи кун телне республикӑра 14188 нумай ачаллӑ ҫемье пурӑнать. Вӗсенчен 11677-шӗ – сахал тупӑшлӑ. Вӗсене тӳлеме 128,1 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫана Чӑваш Енри хыснаран уйӑрӗҫ.
Хушу проектне хальлӗхе йышӑнман, ӑна коррупципе кӗрешекен экспертиза пӑхса тухать.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра троллейбус паркне ҫӗнетӗҫ. Паянхи куна мӗнпур троллейбусран 80 проценчӗ кивелнӗ. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашӗнче утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса калаҫнӑ чух асӑнса хӑварнӑ.
Троллейбус паркне ҫӗнетме Раҫҫей Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви укҫа уйӑрӗ. Вӑл паракан 1 миллиард та 170 миллион тенкӗ укҫапа 68 троллейбусран кая мар туянма палӑртаҫҫӗ.
«Ыйту вӗҫленсе пырать. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс тата аукцион ирттерессе шанатӑп», — тенӗ Олег Николаев.
Сӑмах май, халӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем 22 маршрутпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫул ҫине кунсерен 219 троллейбус тухать.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пухнӑ укҫине йӑлтах ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Укҫи сахал пулман: 2,3 миллион тенкӗ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банкӑн хӑрушсӑрлӑх ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхи арҫын унӑн счетне ултавҫӑсем тапӑнни пирки пӗлтернӗ.
Арҫын укҫана илсе «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Анчах кун пирки никама та шарлама хушман.
65-ри хӗрарӑм икӗ кун банксене ҫӳресе укҫине алла илнӗ. Банкри ӗҫченрен вара счетпа мӗн пулни пирки ыйтман. Хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине укҫана куҫарсан ҫеҫ ӑнланнӑ.
Кашмашра шкул пулатех. Муркаш районӗнчи Кашмашра ҫӗнӗ шкул тутарас ыйтупа виҫ-тӑват ҫул каялла хытах шавланӑччӗ. Кашмашра пурӑнакансем «Беспредел в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енри йӗркесӗрлӗх) «Youtube» видеохостингра видеочӗнӳ те вырнаҫтарнӑччӗ. Аса илтерер: Кашмашри шкула 1931 ҫулта хӑпартнӑ. Унти ачасене ҫывӑхри хӑтлӑ шкула автобуспа турттарма йышӑннӑччӗ.
Шкул тӑвассине тӳре-шара шантарнӑччӗ. Анчах каярах. Халӗ Кашмашра шкул тума палӑртнӑ-палӑртнах. Вӑл 108 вырӑнлӑх пулӗ. Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев пӗр ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство организацине палӑртма кӑҫалхи утӑ-ҫурла уйӑхӗсенче аукцион иртӗ. Шкул тума 211 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн конкурентлӑ политика тата тариф службин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта халӑхран тата предприяти-организацисенчен йӑлари хытӑ каяш пухас ыйтӑва хускатнӑ. Каяша турттарассипе регионти оператор шутланакан «Экоцентр» предприяти валли пӗр тариф ҫирӗплетнӗ. Ҫапла вара йӑлари хытӑ каяшӑн пӗр куб метрӗ 382 тенкӗ те 30 пуспа танлашӗ.
Асӑннӑ тариф вӑя кӗнӗ хыҫҫӑн хулара пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяшшӑн кашни ҫын пуҫне уйӑхсерен 62 тенкӗ те 76 пус тӳлеме тытӑнӗҫ, ялта пурӑнакансем – 50 тенкӗ те 2 пус. Тепӗр майлӑ каласан, хуларисемшӗн хак чакӗ, ялтисемшӗн кӑштах ӳсӗ. Анчах малтан пӗлтернӗ пек 20 процент мар, самай сахал.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |