Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче троллейбуспа ҫӳреме ҫул укҫи хакланӗ. Ҫапла йышӑнӑва асӑннӑ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ.
Ҫул укҫине ятарлӑ карттӑпа тӳлесен йӳнӗрех ларӗ. Ҫапла майпа усӑ куракансен 18 тенкӗ тӑкакланӗ. Аллӑн укҫа тӳлесен 20 тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет та хакланнӑ. Малашне ку билета уйрӑм ҫынсемпе организацисем 850 тенкӗпе туянма пултарӗҫ, шкул ачисемпе студентсене 600 тенкӗпе сутӗҫ.
Троллейбусри ҫӗнӗ хаксем раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, шӑматкун, вӑя кӗрӗҫ.
Сӑмах май каласан, маршруткӑсене кӑмӑллакансем 23 тенкӗ тӳлеҫҫӗ, аллӑн укҫа тыттармасан, карттӑпа усӑ курсан — 19 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасен кӗҫех чӑн-чӑн телей пулӗ. Унта хута каякана ача пахчине «Телей» ят пама йышӑннӑ. Вӑл хулара 52-мӗш пулӗ.
Виҫӗ хутлӑ ача пахчине кӑҫал тума пуҫланӑ, унта 10 ушкӑн валли вырӑн пулӗ. Аукционра «СтройГрад» тулли мар яваплӑ общество 117 миллион та 538 пин тенкӗпе выляса илнӗ.
Тӗрӗссипе, ача пахчине чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли туса пӗтермелле пулнӑ, анчах подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗреймен.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫӗнӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна Собор лапамӗнче вырнаҫтарнӑ.
Хула администрацийӗн культура пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑрӑш 7 метр сарлакӑш, 22 метр ҫӳллӗш. Ӑна 2 миллион тенкӗпе туяннӑ. Ҫак хака елкӑна илсе ҫитерни, лартни, ҫутӑсемпе илемлетни кӗрет.
Ҫӗнӗ Шупашкарта унччен те чӑрӑш пулнӑ-ха, анчах унӑн усӑ курмалли срокӗ тухнӑ, елка кивелнӗ.
Раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарти полици уйрӑмне такси водителӗ килнӗ, хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Ҫав каҫ пӗр ҫамрӑк ҫын такси водительне, 37 ҫулти арҫынна, кафере апат-ҫимӗҫ туянса Дзержинский урамӗнчи пӗр ҫурта илсе пыма саккас панӑ. Лешӗ ҫимӗҫсене 3 пин тенке яхӑн туяннӑ, вырӑна ҫитнӗ.
17-ри каччӑ телефонран таксиста укҫа куҫарса панӑ пекки тунӑ, транзакци ӑнӑҫлӑ иртнине кӑтартнӑ. Анчах укҫа-тенкӗ таксист счечӗ ҫине килмен.
Видеокамерӑсене пӑхсан полицейскисем ҫав 17-ри каччӑ кам пулма пултарнине палӑртнӑ. Вӑл унччен те вӑрланӑшӑн уголовлӑ майпа явап тытнӑ, халӗ ун тӗлӗшпе урӑх преступленишӗн следстви пырать. Каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Ксения Егорова ҫемйи икӗ ачапа тӑванӗсен пӗр пӳлӗмлӗ хваттерӗнче тӗпленнӗ. Ҫемье амӑш укҫипе тата банкран илнӗ кивҫенпе усӑ курса хваттер илме ӗмӗтленнӗ. Пайҫӑ пулса ҫемье 3 миллион тенкӗ хывнӑ. Егоровсем икӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянма ӗмӗтленнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурта тума «Ривьера» компание пурӗ 104 пайҫӑ тупра хывнӑ. Ку вӑл 2018 ҫулта пулнӑ. Анчах кайран строительство ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ.
Ксения Егорова ҫур ҫулта тӗрлӗ инстанцие 20 ытла ҫыру шӑрҫаланӑ. Анчах пӗри те чуна лӑплантармалла хуравламан. Тӳре-шарапа надзор органӗсен хуравне хӗрарӑм ячӗшӗн ҫеҫ шӑрҫалани вырӑнне хурса йышӑнать. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри МИХсенчен пӗринче ирттернӗ «тӳрӗ лини» вӑхӑтӗнче те Ксения Егорова шӑнкӑравланӑ. Ипотекӑна тӳлес тесе виҫӗ уйӑхри ачана хӑварса ӗҫе тухнине, 30 тӑваткал метрлӑ хваттерте ҫын патӗнче пурӑннин, хӑй ача полклиникинче врачра тӑрӑшнине пӗлтернӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсама федераци хыснинчен укҫа куҫарӗҫ. Ҫӗршывӑн регионӗсене культура объекчӗсене ҫӗнетме Мускавран укҫа уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки калакан хушӑва Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Ҫитес виҫӗ ҫулта Раҫҫей регионӗсене 3,5 миллиард тенкӗ куҫарса парӗҫ. Укҫа Чӑваш Ене те лекӗ. Кунта Шупашкарти культура учрежденийӗсенчен пӗри — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ — пур. Унӑн калӑпӑшӗ 8800 пин тӑваткал метра яхӑн. Тепӗр майлӑ каласан, укҫана кашни объекта юсама уйрӑммӑн палӑртнӑ.
Шупашкарти филармоние 2020 ҫулта хута ямалла. Юсав ӗҫӗ валли федераци хыснинчен 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш патшалӑх филармонийӗ Шупашкар хула администрацийӗн балансӗ ҫинче тӑрать.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн автобази кӗҫех ҫӗнелӗ: 5 ҫӗнӗ машина туянма палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 9 миллион тенкӗ тӑкаклама хатӗр. Ҫапла майпа пӗр машина 1,8 миллион тенке кайса ларӗ.
Аукцион ирттересси пирки Патшалӑх закупкисен сайтӗнче пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 8,93 миллион тенкӗ. Укҫа-тенке республика хыснинчен тӗллевлӗ субсиди пек уйӑрӗҫ.
Иномаркӑсенче климат-контроль, ҫумӑр, ҫутӑ тата парковка датчикӗсем, круиз-контроль, харушсӑрлӑх минтерӗ тата карри пулмалла. Ку машинӑсемпе патшалӑх влаҫӗнче вӑй хуракансем ҫӳрӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакансене хулана каякан 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт тулли пулни тата ҫул укҫи кӗтмен ҫӗртен хакланни пӑшӑрхантарать.
Асӑннӑ поселокра пурӑнакансенчен пӗри ӗнер «Народный контроль» (чӑв. Халӑх тӗрӗслевӗ) портала ҫыру шӑрҫаланӑ. Унта вӑл ирхи ҫиччӗре «маршруткӑсем» лӑк тулли пулнине пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Мера йышӑнма ыйтнӑ. Порталта палӑртнӑ тӑрӑх, ыйтӑва Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви хуравлӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче кӳкеҫсем ҫул укҫи хакланнине пӗлтереҫҫӗ. Шупашкара Кӳкеҫрен кайма унччен 22 тенкӗ (карттӑпа — 20 тенкӗ) тӳлеттернӗ пулсан, халӗ карттӑллисен 25 тенкӗ, укҫан татӑлакансен 23 тенкӗ кӑларса хума тивет.
Сайт туса панӑ та укҫа тӳлемен. Шупашкарти организацисенчен пӗрин ертӳҫи ҫавӑн пек хӑтланнӑ. Хӑйӗн патӗнче ӗҫленӗ ҫынсенчен пӗрне вӑл ӗҫ укҫи тӳлемесӗр тарӑхтарнӑ. Лешӗ аптӑраса тӑман. Йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен шалу парӑмӗ 100 пинтен иртнӗ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн укҫа тӳлеме тупри пулнӑ.
Саккуна пӑснӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫ укҫине ик уйӑх ытла тӳлемесен РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма юрать.
Сайт тӑвакан тата ӑна сарас енӗпе ӗҫлекен организаци пуҫлӑхӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ хыҫҫӑн шалӑва йӑпӑр-япӑр тӳлесе татнӑ.
Чӑваш Енре йӑлари хытӑ каяша турттарнӑшӑн илекен хака йӳнетӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ӗнер республика Правительствинче Михаил Игнатьев Элтепер тӳре-шарапа ирттернӗ тунтикунхи канашлура. Хак йӳнелессине Тариф службин ертӳҫи Марина Кадилова ӗнентернӗ.
Хаксем 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен чакӗҫ. Ҫакӑ йӑлари хытӑ каяшӑн ҫын пуҫне тивекен нормативне чакарнипе ҫыхӑннӑ.
Ялта пурӑнакансенсен ҫитес ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче кашни ҫын пуҫне 49 тенкӗ те 72 пус тӳлемелле пулӗ. Утӑ уйӑхӗнчен вара ҫак виҫе хакланӗ. Ун чухне вӑл 60 тенкӗ те 60 пуспа танлашӗ.
Хулара пурӑнакансен нормативне те пӗчӗклетнӗ. Вӗсене ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 60 тенкӗ те 80 пус тӳлеттерӗҫ, 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вара — 73 тенкӗ ытларах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |