Ҫӗнӗ Шупашкарти пульницӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ. Республика влаҫӗ ҫакна татса памалли меслет тупнӑ: медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, спутник-хулари пӗр пульницӑна ӗҫе вырнаҫнӑ специалистсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
«Пӗрремӗш звенори ҫамрӑк специалистсене ҫулталӑкри ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн 200 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пӗр хутчен 500 пин тенкӗ тӳлӗ тата пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерӗ», - ҫапла пӗлтернӗ медицина центрӗн пресс-служби.
Палӑртса хӑвармалла: республикӑра «Ял тухтӑрӗ» патшалӑх программи те ӗҫлет. Унпа килӗшӳллӗн, ялсенчи, район центрӗсенчи пульницӑсене ӗҫе вырнаҫнӑ тухтӑрсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ.
Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗпе епле усӑ курмалли йӗркене ҫӗнетнӗ. Саккуна улшӑну кӗртме Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑ. Ҫапла пӗлтерет ЧӑвашЕен Элтеперӗн патшалӑхпа право управленийӗ. Саккуна Михаил Игнатьев паян, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«О государственных символах Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин патшалӑх элемӗсем ҫинчен) саккунӑн 9-мӗш статйине улшӑну кӗртнӗ. Ҫавна Чӑваш Енӗн патшалӑх элемне, патриотизма сарас тӗллевпе тунӑ тесе хыпарлаҫҫӗ.
Патшалӑх гербне тата Патшалӑх ялавне халӑхпа ирттерекен мероприятисенче, сувенир продукцийӗ кӑларнӑ чухне усӑ курма ирӗк панӑ.
Элемсемпе вырӑнлӑ усӑ курмасан ҫынсене 2-3 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене – 5-7 пин тенкӗлӗх, предприяти-организацие – 50-80 пин тенкӗлӗх.
Республикӑри наркологи диспансерӗн тӗп тухтӑрӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: тӗп тухтӑр йӗркене пӑсни электронлӑ аукциона тӗрӗсленӗ чухне тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Тӗп тухтӑр пулнӑ вӑхӑтра хайхискер хаклӑ реагентсене учреждени валли туяннӑ. Анчах вӗсем пульницӑна кирлӗ те пулман. Ҫапла майпа усӑ курмасӑрах сая кайнӑ. Хыснана 6 миллион тенкӗ ытла тӑкак кӳнӗ.
Унсӑр пуҫне тата тӗп тухтӑр 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗччен пӗр организацие кӳрсе килмен медицина продукцийӗшӗн 900 пине яхӑн тенкӗ куҫарса панӑ. Асӑннӑ учреждение хайхи тӗп врачӑн паллаканӗ ертсе пынӑ. Ҫав организаци хӑй тивӗҫне пурнӑҫламаншӑн 361 пин тенкӗ шыраса илмелле пулнӑ, ӑна та шыраса илмен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса парӗҫ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ҫӗнӗ Культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ.
Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, ку Культура ҫурчӗ республикӑра чи инновациллӗ шутланать. Кунашкалли тата 25 ҫурт пулмалла-мӗн. Шӑхасанти культура ҫуртне сусӑр ҫынсем те кӗрсе тухайӗҫ – унта лифт та пур.
Культура ҫуртне тумашкӑн 55 миллион ытла тенкӗ тӑкакланӑ. Унта 300 ҫын вырнаҫмалӑх курав залӗ, кружоксем ӗҫлемелли пӳлӗмсем пур. Кунтах халӑх театрӗ, ветерансен хорӗ, фольклор ушкӑнӗ тата ытти пултарулӑх ушкӑнӗ вырнаҫма пултарӗ.
Патӑрьел районӗнчи нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт туса панӑ. Ҫакӑн пек телее Иванпа Тамара Чунчурскийсем тивӗҫнӗ. Вӗсем Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнаҫҫӗ.
Патӑрьел район администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӑкӑт тӑрӑхӗнче Чунчурскийсемччен те нумай ачаллисене патшалӑх шучӗпе ҫурт-йӗр хӑпартса панӑ тӗслӗхсем пулнӑ. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче ун пек ҫемьесен йышӗ тӑваттӑпа танлашнӑ.
Чунчурскийсем 6 ача ӳстереҫҫӗ. Иван Николаевич «Красная Знамя» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Халӗ вӑл — тивӗҫлӗ канура. Тамара Васильевна — кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ҫул ҫитмен ачасене ӳстерет.
Ҫемьене пӳрт хӑпартса пама федераци хыснинчен 4 миллион ытларах тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫурт лаптӑкӗ 144 тӑваткал метр ытла.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн ертӳҫи валли 2,5 миллион тенкӗ парса машина туянӗҫ.
Автомобиль туянасси ҫинчен калакан пӗлтерӗве туянасси ҫинчен калакан сайтра пӗлтернӗ. ЧР Арбитраж сучӗ машинӑна 2,5 миллион тенкӗпе илме кӑмӑл пуррине пӗлтернӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, унтан ытла хаклӑ марпа.
Машинӑна Раҫҫейӗн пурлӑх комитечӗн фондне парӗҫ. Автомобиле туянма укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ.
Машина комплектацийӗнче мӗн пулмаллине те палӑртса хӑварнӑ. Двигатель хӑвачӗ, сӑмахран, 195 лаша хӑватӗнчен пӗчӗк пулмалла мар. Тулли приводлине туянасшӑн. Передача курупки автомат, чӳрече тарласран ятарлӑ тытӑм тата динамиклӑ аудиотытӑм пулмалла.
Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, машинӑна туянма унчченех палӑртнӑ.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсем лавккара ҫӑкӑр, шӑрпӑк тавраш туяннӑ чух та банк карттипе тӳлеҫҫӗ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Раҫҫей Перекет банкӗн Атӑл-Вятка банкӗн пресс-центрӗнче.
Банк карттипе татаӑлакансен йышӗ пирӗн ҫӗршывра кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 5 процент йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах чекӑн вӑтам хакӗ чакса пырать. Ҫакӑ ҫынсем карттӑпа пур ҫӗрте те усӑ курма ӑнтӑлнипе ҫыхӑннӑ. Ҫӑкӑр лавккинче те, пахча ҫимӗҫ сутакансем патӗнче те карттӑпа тӳлеме май пур.
Кашни 20-мӗш ҫын аллӑн укҫа тыттарас вырӑнне карттӑ туртса кӑларать. Ҫипуҫ туянакансенчен маларах 5 проценчӗ карттӑпа усӑ курнӑ, халӗ — 66 проценчӗ.
Хӑна ҫурчӗсенче вара карттӑпа тӳлесси 1 процент чакнӑ. Анчах ҫакӑ вӑхӑтлӑх тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Чӳкӗн 22-мӗшӗнче медтӗрӗслеве ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн тухмалла пулӗ. Тепӗр икӗ анализ хушӑнать: наркотик тата алкоголизм ҫине. Ку кӑна мар, справка хакӗ самай ӳсӗ, 5-8 пин тенкӗ таранах.
Сӑмах май, ку таранччен водительсем справка илмешкӗн 1000-1500 тенкӗ тӑкакланӑ. Ырантан хак самай ӳснӗрен Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти наркологисенче черет пысӑкланнӑ. Пурте справкӑна йӳнӗрех хакпа илсе юласшӑн.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин психиатри служби пӗлтернӗ тӑрӑх, психиатра медосмотр тухма хак пысӑкланмасть.
Чӑваш Енри строительство организацийӗсенчен пӗри, тулли мар яваплӑ «АЛЗА» общество, панкрута тухнӑ. Вӑл Шупашкарти «Соляное» микрорайона тунӑ.
Строительство организацине Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкурта кӑларма чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ. Общества пуҫлӑхне Сергей Лаврентьева ӗҫрен хӑтарнӑ. Халӗ тӗп пуҫлӑх килти арестра ларать. Конкурс производствине 2020 сӳлхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшччен йышӑннӑ. Стройфирма парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Василий Зорова шаннӑ. Ҫырусене сак адреспа йышӑнать: 155800, Иваново облаҫӗ, Кинешма хули, Щорс урамӗ, 64-мӗш ҫурт, 99-мӗш хваттер.
«АЛЗА» «Соляное микрорайонта 108 пайҫӑна хваттерсӗр хӑварнӑ. Вӗсен укҫана конкурс управляющийӗнчен ыйтмалла. Кредиторсен реестрне ыйтса ҫырмалли вӑхӑт — 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗччен.
Ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ арҫынна ӗҫ кӑтартӑвне лайӑхлатма хӑтланнӑшӑн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе маларах РФ Пуҫиле кодексӑн икӗ статйипе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлакан инспекторпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Ҫӗмӗрле район судне ярса панӑ ӗнтӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫленӗ ҫын кӑҫалхи пуш, ҫу, ҫӗртме уйӑхӗсенче водительсене урӑх статьяпа явап тыттарнӑ. Лешсем ҫул-йӗр правилине пӑснӑ: хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине ҫыхӑнман, чарӑнма юраман ҫӗрте чарӑннӑ, страхламан машинӑпа ҫула тухнӑ. Вӑл вара вӗсене ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫул-йӗр правилине пӑснӑ евӗр ҫырса панӑ. Ҫавӑншӑн лешсене 500-шер тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
Шанчӑкран тухнӑ хыҫҫӑн инспектора ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |