Шупашкарта ҫын вӑрлакансене суд тӑвӗҫ. Суд сакки ҫине Хусанта пурӑнакан икӗ ҫын, Шупашкрати виҫӗ ҫын тата Мускаври пӗр ҫын ларӗҫ. Юлашкинчен асӑнни РФ Шалти ӗҫсен министерствин Мускав хулинчи Кунцево районӗнчи пайӗнче ӗҫленӗ.
Ултӑ ҫын тата вӗсен тепӗр пӗлӗшӗ, 33-ри арҫын, саккунлӑ мар ӗҫпе аппаланнӑ. Вӗсем Тутарстанри тата Чӑваш Енри предприятисен укҫи-тенкипе саккунлӑ мар усӑ курнӑ. 33-ри арҫыннӑн ҫавӑн пек майпа 3,5 миллион тенке хӑйӗн тумалла, унтан пӗр пайне хӑйне хӑйне хӑварса ыттине тусӗсене памалла пулнӑ. Анчах вӑл пайлас темен, тусӗсенчен тарса ҫӳреме тытӑннӑ.
Ку вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ. Анчах кӗҫех таркӑна лешсем асӑрханӑ. Ӑна вӗсем вӑрласа кайнӑ. Киле ямасӑр усранӑ, укҫа тапӑннӑ. Аптӑранипе пӗринче вӑл хӑйӗн чаплӑ машинине тусӗсене куҫарса пама шантарнӑ. Киле машина хучӗсем патне тесе илсе кайнӑ. Унта вӑл майлӑ самантпа усӑ курса пытаннӑ та пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
ЧР ШӖМӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче 300 пин тенке йӑтса кайнӑ ҫынна шырани пирки пӗлтернӗ. Шупашкарта палламан арҫын хутаҫа чикнӗ укҫа-тенке тупнӑ та хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ.
Ку акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамӗнчи пӗр урамри банкра пӗр ҫын хутаҫ манса хӑварнӑ. Унта вара 300 пин тенкӗ пулнӑ. Ӑна вара такам йӑтса кайнӑ.
Хутаҫа илсе кайнӑ ҫын видеокамерӑна лекнӗ. Вӑл ҫамрӑк курӑнать. Халӗ ӑна полицейскисем шыраҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен 70,6 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫипуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Росстат. Ку хыпара РБК пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен ҫак кӑтартупа Раҫҫейре иккӗмӗш йӗркере. Пирӗн тӑрӑхринчен начартарах пурӑнакансем — Ингушетинче. Унта халӑхӑн 78,8 процентне укҫа-тенкӗ апат-ҫимӗҫ тата ҫи-пуҫ туянма ҫеҫ ҫитсе пырать.
Чылай вӑхӑт усӑ курмалли тавар (компьютер, холодильник, кӗпе ҫумалли машина, сӗтел-пукан тата ытти) туянма укҫа ҫитмен ҫемьесен йышӗ кӑҫал пирӗн ҫӗршывра пӗлтӗрхинчен нумайланнӑ. Иккӗмӗш кварталта Раҫҫейри ҫемьесенчен 49,4 проценчӗ ҫав йыша кӗнӗ. Унчченхи ҫулхи ҫав тапхӑртинчен ҫак хисеп 0,6 процент нумайланнӑ. Канма каясси, пурнӑҫри ытти ырлӑхпа усӑ курасси пирки ҫав ҫемьесен ӗмӗтленесси ҫеҫ юлать.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗ социологи тӗпчевӗ ирттерме палӑртнӑ. Теми «Чӑваш Енри обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗ» ятлӑ. Ҫавна май администраци аукцион ирттерет. Малтанхи хак – 1 миллион та 190 пин те 667 тенкӗ.
Аукцион юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 10 кунра республикӑри ҫынсем патне шӑнкӑравласа ыйтӑм ирттермелле. Вӗсен 75 процент - кӗсье телефонӗ, 25 процент стационар телефонӗн номерӗсемпе усӑ курмалла.
Ыйтӑм ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве ЧР Элтеперӗн администрацине раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗччен памалла.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑма унӑн банк счечӗ ҫинчен укҫа «сӑптӑрни» пирки ӗнентернӗ. Паллӑ ӗнтӗ: кун пек юмах ҫаптаракансем – ултавҫӑсем. Анчах хӗрарӑм кун пирки шутламан – суеҫӗсене 1,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫакскер полици уйрӑмне ҫитнӗ. 33 ҫултискер каланӑ тӑрӑх, палламан ҫын ун патне шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ тесе палллаштарнӑ. Хайхискер банк счечӗ ҫинчен такамсем укҫа вӑрлама хӑтланни пирки пӗлтернӗ. Унтан вӑл хӗрарӑма телефон ҫине ятарлӑ сарӑм лартма, ҫывӑхри банка кайса счет ҫинчен укҫине илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫав укҫана арҫын ют счет ҫине хуртарнӑ.
«Победа» лоукостер ют ҫӗршывсенчен вӗҫекен рейссенче билет хакне 40 процент ӳстерӗ. Е 25 евро. Хак хӗллехи навигаци пуҫлансан, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ хыҫҫӑн, хӑпарӗ.
«Победа» компани ют ҫӗршывсенчи аэропортсенче клиентсене регистрациленӗшӗн малтан уйрӑм тӳлеттернӗ. Мускаври транспорт прокуратури авиакомпани тӗлӗшпе суда ҫитнӗ. Лоукостера вӑл ют ҫӗршывсенчи стойкӑра регистрациленнишӗн пассажирсене тӳлеттерме чарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршывсенчи аэропортсем пассажирсем регистрациленнишӗн авиакомпанисене илеҫҫӗ. Вӑтамран 25 евро (паянхи курспа 1800 тенкӗ). Ҫавна май авиакомпани ҫав тӑкака билет хакне кӗртӗ. Пӗлтӗрхи хӗлле авиабилет хакӗ вӑтамран 4500 тенкӗ тӑнӑ. Апла хак 40 процент ӳсӗ.
Халӗ «Победа» 28 направленипе вӗҫет: иккӗ – Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫне, пӗрре – Армение (Гюмри), ыттисем – Европӑпа Турцие.
«Победа» билечӗсем йӳннине кура ытти авиакомпани те хака чакарма тӑрӑшать. Авиабилетсене лоукостер хаклатнине кура ытти авиакомпани те хака ӳстерессине тавҫӑрма йывӑр мар.
Чӑваш патшалӑх филармонине юсамалли конкурса пӗтӗмлетнине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унта пурӗ 3 компани хутшӑннӑччӗ. Вӗсенчен ҫӗнтерӳҫӗ тесе «Просперити» тулли мар обществӑна йышӑннӑччӗ. Контракт хакӗ — 213 миллион тенкӗ. «Просперити» тулли мар яваплӑ общество контракт хакне 215 миллион тенкӗрен 2 миллион тенкӗ чакарнӑ.
Ӗҫе конкурс ҫӗнтерӳҫин 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемеллеччӗ.
Халӗ Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ аукциона пӑрахӑҫланӑ. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗпе «Стройиндустрия» тулли мар яваплӑ общество килӗшмен.
Аса илтерер: аукцион саккасҫи — Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви.
Уяв кунӗсенче ӗҫленӗшӗн ҫынсене унчченхинчен икӗ хут ытларах тӳлемелле. Ҫакӑн пирки Раҫҫейӗн Ӗҫ тата ӗҫлӗх федераци служби аса илтернӗ. Укҫашӑн хыпса ҫунманнисем е «кӗмӗл» ытлӑ-ҫитлисем укҫа вырӑнне канмалли кун илме пултараҫҫӗ.
Ӗҫлемелле мар уяв кунӗсенче тар тӑкма тивекенсен прави пирки «Новости» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗлтернӗ.
Канмалли кунсемпе уявсенче ҫынна вӑл хӑй килӗшсе алӑ пуссан ҫеҫ ӗҫлеттерме юрать. Ҫавӑн пирки ятарлӑ хушу е приказ кӑлармалла.
Канмалли е уяв кунӗнче ӗҫленӗшӗн ҫын канас тесен ӑна пӗр кун кантармалла. Кун пек чух ҫын миҫе сехет ӗҫленине шута илмелле мар.
Канмалли кунсенче е уявра ҫынран ирӗк ыйтмасӑр кӑлармалли кунсем те пур. Кунта инкеклӗ лару-тӑрӑва сирес тӗллевпе ӗҫлеттерни кӗрет.
Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнӗ. Кунта МИХра ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
«HeadHunter» компани тата Раҫҫей журналистсен союзӗ Раҫҫейри регионсенчи журналистсен шалӑвне тишкернӗ. Чӑваш Енре, Сарту тата Вологда облаҫӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан калем ӑстисен 20 пине яхӑн шалупа ҫырлахма тивет. Раҫҫейри вӑтам ҫак цифра вара 38,5 пин тенкӗпе танлашать.
Мускавра, Мускав облаҫӗнче, Приморье тӑрӑхӗнче 50 пине яхӑн илеҫҫӗ. Ку цифрӑна «Vtomske» портал пӗлтернӗ.
Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн республикӑри хыснаҫӑсен шалӑвӗ ӳсессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗсен, ставкисен виҫи 4,3 процент ӳстермелле.
Шупашкарти 1-мӗш колонин пуҫлӑхӗн ҫумӗ хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫлеттерсе пурӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫавӑншӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн.
2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ун патӗнче хӑйне пӑхӑнакан 16 ҫын ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем хуҫалӑх ӗҫӗпе тӑрмашнӑ, строительство енӗпе пулӑшнӑ. Ҫавсем колони пуҫлӑхӗн ҫумӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи хваттерӗсенче, ҫавӑн пекех унӑн паллаканӗсен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ ҫурчӗсенче тимленӗ.
Айӑпа тӗрме пуҫлӑхӗн ҫумӗ йышӑннӑ, кӳнтеленсем те, ытти материал та ҫирӗплетнӗ.
Пуҫлӑх ҫумӗ унччен судпа айӑпланманнине, шута илме тивӗҫ тата ытти сӑлтава шута илсе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Ӑна 45 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |