Куславккара пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм ултавҫӑ аллине лекнӗ. 78 ҫулти кинемей халӑх тетелӗнче пӗлӗшӗпе ҫырӑнса ларнӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӗшӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне тивӗҫлӗ канури ҫынсене хушма тӳлев парассине хыпарланӑ. Лешӗ патшалӑх паракан 2 пин тенке илнӗ иккен. 78-ти кинемее те кирлӗ документсене хатӗрлеме пулӑшма шантарнӑ. Кун валли банк карттин реквизичӗсем кирлӗ-мӗн.
Унтан хайхискер пароль килессине пӗлтернӗ. 78 ҫулти кинемей, тӗлӗнмелле те, тӗнче тетелӗпе хӑй тӗллӗн ҫӑмӑллӑнах усӑ курнӑ. Пароле тата банк карттин реквизичӗсене пӗлтерсен карточка ҫинчен 2600 тенкӗ ҫухалнӑ. Ватӑскер пӗлӗшӗпе мар, ултавҫӑпа ҫырӑннине тинех ӑнланнӑ. Вара вӑл карточкӑна блокировка тунӑ, полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Олег Долгов Шӑмӑршӑ районӗнчи Шамкай ялӗнче 1976 ҫулта ҫуралнӑ. Каярахпа унӑн ҫемйи Самар облаҫне куҫса кайнӑ, Олега ҫавӑнтанах ҫара илнӗ. Служба вӗҫленсен вӑл ҫартах юлма шутланӑ. Шел те, пирӗн ентешӗн пурнӑҫӗ кӗске пулнӑ – вӑл 20 ҫултах вилнӗ.
1996 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Кизлярта тыткӑна илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларас енӗпе операци иртнӗ. Олег та унта хутшӑннӑ. Ҫавӑн чухне унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ – ӑна снайпер пульли лекнӗ. Ҫав ҫулах Долгова РФ Паттӑрӗн ятне пама йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑра унӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка пӗлтӗрех тума тытӑннӑ. Унӑн авторӗ – Владислав Немцев скульптор. Палӑка нимелле лартнӑ – халӑх ҫур миллион ытла тенкӗ пухнӑ.
Шупашкарти кӳлмеке тата Хӗрлӗ лапама «Чӑваш Ен – Атӑл чӗри» кластерпа килӗшӳллӗн ҫӗнетме палӑртнӑ май аукцион ирттереҫҫӗ. Аукцион унччен те, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, пулнӑ-ха, анчах унта хутшӑнакан тупӑнман.
Хальхинче заявкӑсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ, аукцион ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртӗ. Малтанах палӑртнӑ хак – 1 259 030 490 тенкӗ. Пӗрремӗш аукционра хак пӗчӗкрех пулнӑ: 1 146 118 950 тенкӗ.
Хӗрлӗ лапама тата кӳлмеке ҫӗнетмешкӗн укҫа-тенке федераци, республика тата муниципалитет хыснисенчен уйӑрӗҫ. Аукцион хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пуссан ӗҫсене 2021 улхи чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле.
Палӑртмалла: Хӗрлӗ лапам тата кӳлмек реконструкцийӗн проектне «Чӑвашгражданпроект» хатӗрленӗ.
Ял туризмне аталантарасси пирки пирӗн республикӑра темиҫе ҫул каяллах калаҫма пуҫланӑччӗ. Пысӑк та шавлӑ хулара пурӑнакансене илӗртмеллеччӗ ун. Хула ҫынни пӗр-пӗр ялти ҫавӑн пек вырӑна каять те унти сывлӑшпа кӑна мар, экологи енчен таса апат-ҫимӗҫпе киленет. Калӑпӑр, тин ҫеҫ сунӑ сӗте ӗҫет. Ӗни-качакине хӑй те сума пултарать. Ҫак ырӑ шухӑш аталанайманни пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пуҫ ватнӑ.
«Пӗр 20 ҫул каялла ял туризмне кӗҫ-вӗҫ аталантарма пуҫлассӑн туйӑнатчӗ. Хӑна ҫурчӗсем тӑвӑпӑр, инфраструктурӑна аталантарӑпӑр теттӗмӗр. Хаваслӑ туристсемпе вырӑнти канакансене сӗт ӗҫтерӗпӗр, шӑрттанпа хӑналӑпӑр теттӗмӗр. Анчах нимӗн те тухмарӗ. Федераци укҫи-тенкипе тем пысӑкӑш этнокомплекс туса лартрӑмӑр. Хитре ҫуртсем пур, чӑваш мунчи, курӑк чейӗ. Ҫавӑн пек этнотрубаза ҫав хака тӑчӗ-ши тата ял туризмӗнчен пӑрӑнмаллаччӗ-ши?» — тесе ҫырнӑ вӑл.
Елчӗк районӗнче пурӑнакан, юсанмалли 4-мӗш колонире (вӑл Шупашкарта вырнаҫнӑ) ӗҫленӗ ҫамрӑк тата унӑн тусӗ ҫыннӑн банк картинчен укҫа вӑрланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 26-ри ҫамрӑк Елчӗкрен Шупашкара каякан пӗчӗк автобус салонӗнче ют телефон тупнӑ. Ӑна йӑтса вӑл хӑйӗн 23-ри тусӗ патне васканӑ. Туссем карас телефонне тишкернӗ май ют смс-ҫырусене вуланӑ. Унта ҫырни тӑрӑх телефон хуҫин банк картти ҫинче укҫа пуррине ӑнланнӑ. Кӗҫех вӗсем карттӑ ҫинчен 8 пин тенкӗ укҫана тӗрлӗ счёт ҫине куҫарнӑ.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май, 26-ри ҫамрӑкӑн килӗнче тӗтӗмсӗр тар тупнӑ. Вӑл хайхин 37 грамм ытла упраннӑ. Тара ҫамрӑк 2014 ҫулхи кӗркунне туяннӑ иккен. Ун чухне унӑн граждан хӗҫпӑшалӗпе усӑ курма ирӗк пулнӑ, анчах ҫав ҫулхи раштав уйӑхӗнче ирӗк панӑ вӑхӑт вӗҫленнӗ. 26-ри каччӑн тӗтӗмсӗр тара упранӑшӑн та явап тытма тивӗ.
Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн администрацийӗ юбилей тӗлне кӑлармалли медаль эскизне хатӗрлес енӗпе конкурс ирттернине пӗлтернӗ.
Чи кирли – эскизӑн аналогсем пулмалла мар. Ӗҫсене ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫе вара ҫӑв уйӑх вӗҫӗнче палӑртӗҫ. Чи лайӑх эскиз авторне 10 пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Килӗшӳ алӑ пуссан тепӗр 5 пин тенкӗ парӗҫ.
Юбилейлӑ медальпе республика аталанӑвне тӳпе хывнӑ тава тивӗҫлӗ ҫынсене чыслӗҫ. Аса илтерер: Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле те медаль ҫирӗплетнӗ. Вӗсемпе чи малтан Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене наградӑланӑ.
Малашне республикӑра пурӑнакан хӑш-пӗр ҫын ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗ. Вӗсене «ҫӳп-ҫап реформи» пуҫланнӑ кунран, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, перерасчет туса парӗҫ.
Республика влаҫӗ акӑ мӗнле йышӑну тунӑ: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, «блокадниксем», концлагерьте пулнӑ ҫынсем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлемӗҫ. Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе ҫакнашкал 620 ҫын пурӑнать.
Ҫак категорири ҫынсем патне юлашки квитанци ака уйӑхӗшӗн килӗ, кун хыҫҫӑн вара урӑх ярса памаҫҫӗ. Ку ҫӑмӑллӑхпа усӑ курас тесен вӗсен нимӗн те тумалла мар, вӑл хӑйех пурнӑҫланса пырӗ.
Тӳре-шаран тупӑш декларацине малалла тишкерер. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн енчӗкне те кӗрсе пӑхар.
Сити-менеджер, 2017 ҫулпа танлаштарсан, пӗлтӗр 3 процент нумайрах ӗҫлесе илнӗ. Виҫӗмҫул енчӗкне 1 420 927 тенкӗ кӗнӗ пулсан пӗлтӗр – 1 465 496 тенкӗ.
Унӑн усӑ курмалли 38,1 тӑваткал метрлӑ хваттер пур. Ывӑлӗн вара пысӑкрах – 135,6 тӑваткал метрлӑ хваттер.
Декларацире мӑшӑрӗ Татьяна Ладыкова ӗҫлесе илнӗ тупӑша кӑтартман. Вӑл кашни ҫулах хулари тата республикӑри чи пуян арӑм пулнӑ. Сӑмахран, 2017 ҫулта Татьяна Ладыкова 15,5 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсенчен 365 пин тенки – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен.
Сӑмах май, юлашки вӑхӑтра Алексей Ладыков венчет ҫӗррисӗр ҫӳренине асӑрхакансем пулнӑ. Унччен вӑл ӑна тӑхӑнсах ҫӳренӗ.
Шупашкарти «Дорисс парка» 45 миллион тенкӗ тӳлесе хӑтлӑлатма шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав ӗҫе кам пурнӑҫласси хальлӗхе паллӑ мар-ха. Аукцион ирттерессине вара пӗлтернӗ ӗнтӗ. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.
Парка илемлете хӑтлӑлатакан организацие мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама хыснаран 45 миллион тенкӗ уйӑрса пама планланӑ. Палӑртнӑ ӗҫсене подрядчикӑн ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне пурнӑҫласа пӗтермелле.
Подряд организацине палӑртмалли аукцион иртессине Патшалӑхӑн госзакупкинсен порталӗнче хыпарланӑ. Техника ӗҫӗнче палӑртнине ӗненсен «Дорисс паркра» сцена, выляв лаптӑкӗсем, скейт-парк, амфитеатр, Work Out валли лапамсем, йытӑ уҫӑлтармалли вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне паркра йывӑҫ-тӗм лартмаллине те пӑхса хӑварнӑ.
Пӗлтӗр Шупашкарти общество транспорчӗсенчи билет икӗ хутчен хакланнӑ: утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата раштавӑн 1-мӗшӗнче. Кӑҫал хака татах хӑпартма палӑртнӑ. Улшӑнусем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулӗҫ.
Хула администрацийӗн официаллӑ сайтӗнче постановлени проекчӗпе паллашма пулать. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспорчӗпе каймалли билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа троллейбуспа каймашкӑн 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ, карточкӑпа тӳлесен – 20 тенкӗ. Автобуссемпе маршруткӑсенче хак 25 тенкӗпе танлашӗ, карточкӑпа – 21 тенкӗ.
Пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакӗ 900 тенке ҫитӗ (халӑхпа организацисем валли). Студентсемпе вӗренекенсен билета 650 тенкӗпе туянма тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |