Пушкӑртстанра пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм Чӑваш Енри ҫынсене улталаса укҫаллӑ пулнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче япала сутакан ҫынсене шыраса тупнӑ та вӗсем патне шӑнкӑравланӑ.
Пушкӑртсан хӗрарӑмӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑсен карточки ҫинче пӗр пус та юлман – йӑлтах сӑптӑрса кайнӑ. Хайхискер вӗсене таваршӑн кӑштах укҫа тӳлесе хума шантарнӑ, унтан укҫа темшӗн куҫманнине каланӑ та банкомат патне пырса хисепсене пусма ыйтнӑ. Ҫапла вӑл мобильлӗ банка кӗнӗ. Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм ав унӑн вӑлтине ҫакланнӑ: сусӑрсен кӳмине сутса 4 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫак хӗрарӑма тытса чарнӑ. Суд пулнӑ, ӑна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Нумай ачаллӑскер судра ҫапла ӑнлантарнӑ: «Ачасене тӑрантарас тесе, пӗлетӗр-и, эпӗ ним пирки те шутламан».
Шупашкарти вокзалҫум автостанцийӗ ӗҫлеме чарӑннӑ. Ҫакӑ Чӑвашавтотранс панкрута тухнипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Енри автовокзалсен сайтӗнче пӗлтернӗ.
Автостанцие пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хупӗҫ. Муниципалитетсен хушшинчи маршрутсене (пӗтӗмпе – 36) Хулаҫум автовокзалӗ хӑйӗн ҫине илӗ. Унта автобуссене йышӑнӗҫ, билет сутӗҫ, пассажирсене лартӗҫ.
Халӗ предприятин пурлӑхне сутма тӑратнӑ. «Ҫӗнӗ сала» тата «Вокзалҫум» автостанцисене 112 миллион тенкӗпе сутасшӑн, автобуссене – 114 миллион тенкӗпе. Палӑртмалла: «Ҫӗнӗ сала» автостанцие сутма тӑратнӑ пулсан та вӑл унчченхи режимпах ӗҫлӗ.
Аса илтерер: унччен сайтра Куславккари вокзал хупӑнма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ.
Полицейскисем Шӑмӑршӑ арҫыннине букмекер конторине ҫаратнӑ тесе тытса чарнӑ. Ку ӗҫ нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Шӑмӑршӑра пӗр арҫын букмекер конторине кӗрсе тӑнӑ та пӑшал евӗр япалапа хӑратса кассӑран 270 пин тенкӗ илсе тухнӑ.
Вӑрра тытас тесе следстви-оперативлӑ ушкӑн йӗркеленӗ, Шӑмӑршӑ полицейскийӗсене пулӑшма ЧР ШӖМӗн уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем те ҫитнӗ. Ҫакна тума пултарнӑ ҫынна клиентсен хушшинчех шыранӑ. Вӑрра часах тупса палӑртнӑ. Вӑл – унччен судпа айӑпланнӑ 43 ҫулти арҫын. Унӑн ҫумра 300 пин тенкӗ ытла пулнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 12 ҫуллӑха тӗрмене лартма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫын ача рюкзакне вӑрланӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна куншӑн айӑпласшӑн, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарлать.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл Шупашкарти Миттов бульварӗнче вырнаҫнӑ ача пахчине пӗлӗшӗпе пӗрле унӑн ачине илме кайнӑ. Хайхискер унта тепӗр шӑпӑрланӑн амӑшӗ енчӗкне ачан рюкзакне чикнине асӑрхаса юлнӑ. Меллӗ самант пулсанах 35 ҫулти арҫын енчӗкри укҫине вӑрлас тесе рюкзака йӑкӑртнӑ.
Ҫак арҫыннӑн хваттерне ухтарнӑ, ачан рюкзакне шӑпах унта тупнӑ. Анчах енчӗкре укҫа пулман ӗнтӗ – вӑл ӑна тӑкаклама ӗлкӗрнӗ.
Пӗр-пӗр тытӑмӑн ӗҫченӗ тесе ҫынсен килне усал шухӑшпа ҫитекенсем тупӑнма пӑрахман-ха. Ун пек тӗслӗх нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пулса иртнӗ.
84-ри кинемей патне икӗ хӗр пырса кӗнӗ. Хӑйсене вӗсем вырӑнти администраци ӗҫченӗсем тесе паллаштарнӑ. Хайхисем кивӗ купюрӑсене ҫӗннисемпе ылмаштарасси пирки пӗлтернӗ. Укҫан номерне ҫырса иленҫи тунӑ. Кайран тата ҫутӑ счетчикӗн кӑтартӑвӗпе паллашма подъезда тухнӑ. Ҫак самантра вӗсенчен пӗри хваттере каялла кӗнӗ. Кинемейӗн 70 пин тенкине ҫаклатса та тухнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пули-пулми ҫынна киле кӗртмелле маррине, пӗр-пӗр тытӑм специалисчӗ текенсенне удостоверенийӗсене тӗрӗслемеллине, укҫа-тенкӗпе хаклӑ япаласене ют ҫынсене тӗллеттерме юраманнине тепӗр хутчен асӑрхаттарса калаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ялсенче пурӑнакансем каяш кӳрсе тухнӑшӑн сахалрах тӳлеме тытӑнӗҫ: тарифа 20 процент чакарнӑ. Ҫак хак регион операторӗ норматива ҫӗнӗрен ҫирӗплетиччен вӑйра пулӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ялта пурӑнакансен пӗр ҫын пуҫне уйӑхсерен 60,71 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Апла пулин те каласа хӑвармалла: хула тӑрӑхӗсенче тата район центрӗсенче пурӑнакансем малтанхи пекех тӳлӗҫ.
Палӑртмалла, хальхи вӑхӑтра республикӑра ӑпӑр-тапӑр илсе тухнӑшӑн тӳлеве палӑртас тӗллевпе нормативсене ҫӗнӗрен пӑхса тухаҫҫӗ. Ҫавна май кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Улатӑртан, Канашран, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай тата Етӗрне районӗсенчен мӗн чухлӗ каяш илсе тухнине виҫнӗ.
Вӑрнар хула поселенийӗ «Формирование комфортной городской среды» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн укҫа-тенке тивӗҫӗ. Ку укҫана епле тӑкаклассине пӗлме Вӑрнара Строительство министерствин комиссийӗ, банк тата общество элчисем килнӗ.
Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, 9 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе Вӑрнар поселокӗнчи картишсене тата общество территорийӗсене хӑтлӑлатӗҫ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, Симӗс тата Ҫурҫӗр тӑкӑрлӑкӗсенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне ҫутӑ тӑвӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем, саксем, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем вырнаҫтарӗҫ, газонсемпе клумбӑсене илемлетӗҫ. Ҫак ӗҫсене кӑҫал тума палӑртнӑ.
2020 ҫулта Астӑвӑм скверне тата культура ҫурчӗ умӗнчи Культура паркне хӑтлӑлатасшӑн. Анчах малтан дизайн-проект хатӗрлемелле.
Канаш районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫӑлас тесе мӗнпур укҫине тӑкакланӑ. Анчах, шел те, нухрата ҫилпе вӗҫтерни кӑна пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
Нумаях пулмасть хӗрарӑм полицие килсе заявлени ҫырнӑ. Вӑл каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каялла унӑн упӑшки вӑйлах чирлесе ӳкнӗ, пульницӑра сипленни усӑ паман. Мӑшӑрне ҫӑлас тесе вӑл тӗнче тетелне кӗрсе сиплевҫӗ тупнӑ, унпа ҫыхӑннӑ.
Лешӗ хӑйӗн «юмахне» пуҫланӑ: упӑшкине такам пӑснӑ-мӗн, ӑна сиплемешкӗн ятарлӑ ҫуртасем кирлӗ. Ҫавӑнпа «сиплевҫӗ» вӗсене туянмашкӑн укҫа куҫарса пама ыйтнӑ.
Пӗрремӗш сеансра хайхискер 1000 тенкӗ тӑракан ҫуртасемпе сиплемеллине каланӑ, темиҫе кунран хакланнӑ – 2000 тенкӗ. Темиҫе уйӑхра ултавҫӑ самаях укҫа сӑптӑрса илнӗ: пӗтӗмпе 805 пин тенкӗ. Юлашкинчен «сиплевҫӗ» Канаш районӗн хӗрарӑмӗпе кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче ҫыхӑннӑ, каллех укҫа ыйтнӑ: 50 пин тенкӗпе сеанс вӗҫленет-мӗн. Анчах мӗнпур укҫине ӑна куҫарса панӑ хӗрарӑмӑн пӗр пус та юлман. Вӑл упӑшкине сыватас тесе малтан кивҫен те илнӗ. Укҫа ҫуккине пӗлнӗ хыҫҫӑн «экстрасенс» ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ, халӑх тетелӗнчи страницине те блокировка тунӑ.
Улатӑр районӗнче виҫӗ ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха ҫак каччӑсем? Вӗсене ҫынна хӑратса укҫа ыйтнӑшӑн айӑпласшӑн. Следстви пӗлтерӗ тӑрӑх, 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле Улатӑрта пурӑнакан 18 ҫул тултарман икӗ ҫамрӑк тата 22-ри каччӑ 19-ти пӗлӗшне вӑрмана илсе кайнӑ та алли-урине вӗренпе ҫыхса лартнӑ. Унтан вӗсем ӑна хӗненӗ, вӗлерессипе те хӑратнӑ. Анчах 300 пин тенкӗ парсан чӗрӗ-сывах юлассине пӗлтернӗ. Хайхискерсем вӑхӑт та панӑ: пӗр эрне. 19-ти каччӑ килӗшнӗ.
Ун чухне 16-ри каччӑ хур курнӑскерӗн телефонне уҫҫӑнах йӑкӑртнӑ. Палӑртмалла: вӑл унччен те йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене уйӑхне 3 пин те 558 тенкӗ апатланма ҫитет. Ҫакна вырӑнти тӳре-шара шутланӑ. Ку даннӑйсене Росстат кӑтартнӑ.
Танлаштарма: Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр ҫынна уйӑхне апатланма пурӑнмалли виҫе 3654 тенкӗпе танлашнӑ. Эппин, пирӗн регионта ку кӑтарту 2,6 процент пӗчӗкрех. Раҫҫейри кӑтартуран (4065 тенкӗ) вара 12,5 процент сахалрах.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ку кӑтартупа тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Чи пӗчӗк виҫе – Сарӑту облаҫӗнче (3384 тенкӗ), чи пысӑкки – Самар тӑрӑхӗнче (3977 тенкӗ).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |