Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм участковӑй асӑрхаттарнӑ пулин те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.
Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм телевизорпа рекламӑлакан тавара туяннӑ, ӑна килех килсе панӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та саккасшӑн 750 пин тенкӗ преми пама шантарнӑ. Анчах малтан страховка тумалла, счетшӑн тӳлемелле… Хайхи хӗрарӑм шутсӑр ӗненмелле калаҫнӑ, ватӑскер вара тӗрлӗ счетсем ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ.
Амӑшӗ пӗрмай укҫа куҫарни ывӑлне пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа вӑл участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Пакунли ватӑскерпе калаҫнӑ, анчах лешӗ унӑн сӗнӗвӗсене шута та илмен.
70 пин тенкӗ ҫухатсан кӑна кинемей тӑна кӗнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пурте ҫӳп-ҫап тиесе кайнӑшӑн уйӑхсерен ҫын пуҫне 74,44 тенкӗ тӳлени пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре ку хак ӳсессе пӗлтереҫҫӗ.
Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. 2019 ҫулта НДС ставки ӳснӗрен ҫӳп-ҫап ыйтӑвне те пӑхса тухнӑ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре пурӑнакансен уйӑхсерен 75,70 тенкӗ тӳлеме тивӗ.
Аса илтерер: ҫӳп-ҫап тӑкнӑшӑн ялта пурӑнакансем те халӗ укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисем валли хака тепӗр хутчен пӑхса тухмалли пирки пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӳп-ҫапӑн чылай пайне ҫунтараҫҫӗ, ҫӗртеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫӳп-ҫапшӑн килнӗ квитанцисене халӑхӑн 40 проценчӗ кӑна тӳленӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ агропромышленность предприятийӗ Мускавран пысӑк сумма укҫа илӗ. Вӗсем кӑҫал калӑпӑшлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Ансартрах каласан, выльӑх-чӗрлӗх фермисем хута янӑ.
Федераци хыснинчен субсиди илмелли конкурсра Патӑрьел районӗнчи «Исток» тулли мар яваплӑ общество, Хӗрлӗ Чутай раойнӗнчи «Коминтерн» ял хуҫалӑх кооперативӗ, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» акционерсен обществи ҫӗнтернӗ. Малтанхисем пӗрер проект тӑратнӑ, юлашкинчен асӑнни — иккӗ.
Вӗсен пӗтӗмӗшле смета хакӗ 326 миллион та 400 пин тенке ларнӑ. Проект хуҫисене хыснаран 81 миллион та 600 пин тенкӗ лекмелле.
Кӑҫал, сӑмах май, Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 32 инвестици проектне 1 миллиард тенкӗлӗх пурнӑҫа кӗртнӗ.
«Мӗнпур чӑваш эстради (ытларах пайӗ тейӗпӗр, пурте мар ҫапах та) «тамада тыткӑнӗнче» паян. Кунран-кун туй-ҫуй шурлӑхне путнӑҫем путса пырать вӑл, ӗҫкӗ-ҫикӗ шайӗпе аталанса (е, тӗрӗсрех, аталанмасӑр) пырать». Ҫак йӗркесен авторӗн шучӗпе тӗлӗнмелле тӗрӗс шухӑша тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Чӑнкӑ-чанкӑ. Новые и старые чувашские песни» пабликра хускатнӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «тахҫан та пӗрре сцена ҫине тухкалани» — пирӗн юрӑҫран чылайӑшне «сӑнара, имиджа тытса пыма кӑна кирлӗ», «ытларах вара вӗсем туй-ҫуй, ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ».
«Юрӑҫсем кӑна та мар, пирӗн Тӑван радио та, Наци радиовӗ те, Чӑваш радио та, икӗ телевиденийӗ те ҫавах — унта ӗҫлекен медиаҫӑсем те тахҫанах радио е телепрограмма ертсе пынинчен ытларах туй е юбилей ертсе пыракансем пулса тӑнӑ. Тата вӗсем ҫакна пытармаҫҫӗ те — социаллӑ медиари ушкӑнӗсенче ҫакна уҫҫӑн рекламӑлаҫҫӗ, телефонӗ-контакчӗсене ҫыраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрин хакӗсем те пур. Урӑхла каласан, чӑваш эстради тахҫанах «сфера услуг» текеннин пӗр пайӗ, пӗр секторӗ пулса тӑнӑ», — пӗтӗмлетнӗ пост авторӗ.
Юрӑҫсем туй-ҫуйпа ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑрӑх ҫӳрени тем пулӗ.
Пӗррехинче Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм патне электронлӑ почтӑна «телей ҫырӑвӗ» килнӗ. Аякри тӑванӗ вилсе кайнӑ-мӗн, унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем унран пысӑк эткер юлнине пӗлтернӗ. Эткерҫи пӗртен-пӗр вӑл кӑна-мӗн.
Кӑштахран каллех ҫыру килнӗ: эткере ахаль кӑна илме ҫук иккен, малтан кирлӗ документсене хатӗрлемелле. Кун валли вара укҫа кирлӗ. Савӑнса кайнӑ хӗрарӑм укҫи-тенкине шеллемен, лешсем ыйтнӑ счет ҫине куҫарнӑ та куҫарнӑ… Эткере тивӗҫес тесе кредитсем те илнӗ. Хайхискер пӗтӗмпе 1 миллион та 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн «шанчӑклӑ ҫынсенчен» шӑрши-марши те юлман. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Элӗкри культура ҫуртӗнче кинозал ӗҫлеме пуҫланӑ. Элӗк район администрацийӗн сайтӗнче ӑна паллӑ пулӑм тесе хакланӑ май культура пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ страница тесех палӑртнӑ.
Кинозала ҫӗнетсе медернизациленӗ хыҫҫӑн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта ача-пӑчапа ҫамрӑксем, аслисемпе тӳре-шара пухӑннӑ. Пуҫлӑхсенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов кӑна мар, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа депутатсем те: ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин — пырса ҫитнӗ.
Кинозала федераци гранчӗ шучӗпе юсанӑ. Мускавран элӗксене 5 миллион тенкӗ тивӗҫнӗ.
Кинозала ҫӗнӗ йышши цифра оборудованийӗпе пуянлатнӑ. Пысӑк экран ҫинче хамӑр ҫӗршыври кинофильмсене те кӑтартмалла. Вӗсен хисепӗ ҫурринчен кая пулмалла мар.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Чӑваш Енри ҫынсем ултавҫӑсен серепине тӑтӑшах ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ.
Пӗррехинче ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ та укҫа тавӑрма пулӑшма шантарнӑ. Вӑл пирамидӑна хывнӑ укҫа-тенке тавӑрса пама пулӑшакан компани консультанчӗ-мӗн. Чӑнах та, унччен арҫын панкрута тухнӑ микрофинанс организацине укҫа хывнӑ пулнӑ.
Хӗр нухрата тавӑрма питӗ ҫӑмӑл пулнине ӑнлантарнӑ: телефон ҫине ятарлӑ программа кӑна лартмалла. Ӑна вӑл телефон ҫине ярса панӑ. Шупашкар ҫынни йӑлтах пурнӑҫланӑ та… каллех укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Хайхискер хӗре онлайн-банка кӗмелли парольсене каланӑ. Темиҫе минутран ҫыхӑну татӑлнӑ, банк карточки ҫинчен 20 пин тенкӗ ытла «хырса» кайнӑ.
Етӗрнере пурӑнакан арҫын хӑйӗн машини валли двигатель саккас пама шутланӑ. Анчах посылкӑра кирлӗ япала килмен, ултавҫӑсем кирпӗч тултарнӑ михӗсем ярса янӑ.
Раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫак 46 ҫулти арҫын полицие ҫитнӗ, ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки каласа кӑтартнӑ. Тӗнче тетелӗ урлӑ двигатель саккас парса ӑна Ярославль хулинчен транспорт компанийӗ урлӑ ҫитерме палӑртнӑ-мӗн.
Етӗрне арҫынни таваршӑн кӑштах укҫа та тӳлесе хунӑ: 3 пин тенкӗ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑ посылка накладнойӗн копине кӑтартнӑ. Вара 46-ри арҫын ытти укҫана – 24 пин тенке – куҫарнӑ. Анчах двигатель вырӑнне кирпӗч ҫитнӗ.
Халӗ полици ултавҫа тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлет.
Чӑваш Енри ӗҫлев центрӗсене пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ӗнер, раштавӑн 12-мӗшӗнче, иртнӗ Министрсен Кабинечӗ ӗнерхи ларӑвӗнче тишкерсе ырланӑ. Пӗрлештересси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута Иван Моторин премьер-министр ӗнерех алӑ пуснӑ.
«Шупашкар хулин халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗ» хысна учрежденине малашне «Чӑваш Енӗн халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗ» теме йышӑннӑ. Ята ылмаштарнипех ҫырлахман. Ҫав центр тытӑмне республикӑн районӗсемпе хулисенчи мӗнпур центра кӗртнӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, штата 57,8 единица таран чакарӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах 22 ҫӗнӗ единица кӗртӗҫ. Ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле йышӗ 318,5 штат единицинчен иртмелле мар. Ҫакна Правительствӑн йышӑнӑвӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |