Чӑваш Енре культура эткерлӗхне сутма йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ.
Ведомство сутлӑха 1917 ҫулта хӑпартса лартнӑ ҫурта кӑларнӑ. Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫуртӑн путвал та пур-мӗн.
Пурлӑхӑн малтанхи хакне ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви 48,665 млн тенкӗ тесе йышӑннӑ. Конкурс кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртмелле.
Ҫурт калӑпӑшӗ — 1430,6 тӑваткал метр. Кунсӑр пуҫне унӑн 1697 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫӗр пур. Культура эткерлӗхӗнчи ҫурт Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 3-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ. Ӑна туянас текенсен заявкисене чӳк уйӑхӗн 2-мӗш таран йышӑнаҫҫӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл ҫурта пӗлтӗр те сутма хӑтланнӑ. Ун чухне ҫавӑншӑн 55 миллион тенкӗ ыйтнӑ.
2020 ҫул тӗлне чӑх каяшне тирпейлекен савут хута ярасшӑн. Кун валли 270 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Кунашкал савута «Юрма» агрохолдинг тума палӑртине унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Организаци ҫак пысӑк проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн ҫул-йӗр карттине хатӗрленӗ.
Ҫӗнӗ савутра талӑкне 400 тонна каяш тирпейлесшӗн. Каяша типӗтсе гранула евӗр тӑвӗҫ, кайран унпа ял хуҫалӑхӗнче тӑпра пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе усӑ курасшӑн.
Хальлӗхе агрохолдинг каяша уя тӑкать. Унӑн шӑрши Шупашкарта та сарӑлать. Ку ҫынсене, паллах, килӗшмест. Эппин, савут хута яни ҫак пӑтӑрмаха та пӗтерме пулӑшӗ.
Чӑваш енре шалу парӑмӗллӗ предприятисен шутӗнче Шупашкарти 1-мӗш типографи те пур. Панкрута тухнӑскерӗн куҫман пурлӑхне нумаях пулмасть сутса янине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Анчах ҫакӑ та рабочисен умӗнче пухӑннӑ парӑмпа татӑлма ҫитмест-мӗн. Ҫакна Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлес енӗпе ӗслекен пӗрлехи комиссин ӗнерхи ларӑвӗнчереспубликӑн Патшалӑх ӗҫ инспекцийӗн ертӳҫи Алексей Метелкин каланӑ.
Шалупа пысӑк парӑмлисен шутӗнче ҫавӑн пекех — Шупашкарти «Чӑвашавтотранс», Улатӑрти «АЗНХ», Шупашкарти «Силовое электрооборудование» предприятисем, Ҫӗнӗ Шупашкарти тимӗр-бетон конструкцисен 2-мӗш номерлӗ савучӗ тата асӑннӑ хулари ҫурт-йӗр строительствин комбиначӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра бассейн тӑвасси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ӑна Ҫӗнӗ корпус ҫумӗнче, Университет урамӗнче, хута ярасшӑн.
Кӑҫал ку ыйту патне ҫӗнӗрен таврӑннӑ. Т саспалли евӗр ҫурт, икӗ зонӑллӑскер, 2460,5 тӑваткал метр пулӗ. Пӗрремӗшӗнче кӗмелли алӑк, техника тата администраци, вӗренӳ пӳлӗмӗсем пулӗҫ. Иккӗмӗшӗнче бассейн тӑвӗҫ. Ишмелли 6 ҫул 16 метр тӑршшӗ пулӗ. Бассейна студентсем те, вӗрентекенсем те, ахаль ҫынсем те килме пултарӗҫ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев университет ректорӗпе Андрей Александровпа тӗл пулнӑ. Ректор бассейна тумашкӑн мӗн чухлӗ укҫа кирлине пӗлтернӗ: 140 миллион тенкӗ. Укҫана федераци хыснинчен уйӑрӗҫ, университет та нухрат хывӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ пулсан бассейн ҫитес икӗ ҫулта хута каймалла.
Вӑрнарти Владимир Ленин палӑкне юсама палӑртнӑ. Кун пирки Вӑрнар ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет.
Аукцион ирттересси пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче те пӗлтернӗ. Владимир Ильич Ленин палӑкне, Вӑрнарти тӗп лапамра вырнаҫнӑскере, 1 миллион ҫурӑ тенкӗпе юсаса ҫӗнетесшӗн.
Укҫа-тенке вырӑнти хыснаран уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 151 197 тенкӗ. Аукционра ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫав кунранпа палӑка чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Палӑкӑн стенине гранит плитапа витесшӗн, картлашкасене те ҫав стройматериалпах тӑвасшӑн.
Куславккара пурӑнакан 29 ҫулти арҫын ку таранччен машинӑпа пӗр шикленмесӗр, чип-чипер ҫӳренӗ. Ҫул ҫинче ҪҪХПИ ӗҫченӗсене курсан сехри те хӑпман-ши? Ара, унӑн водитель прави суя пулнӑ.
Ӑна арҫын пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Мытищи хулинче 50 пин тенкӗпе туяннӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул ҫинче чарнӑ, документсене тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Халӗ Куславкка арҫыннин судра явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе миравай судра пӑхса тухӗҫ.
Куншӑн 80 пин тенкӗ е ҫур ҫул укҫа ӗҫлесе илнӗ чухлӗ штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, тӳрленмелли ӗҫе 2 ҫул таран яма е ҫур ҫул таран арестлеме пултараҫҫӗ. Автошкулта экзамен тытмасӑрах янтӑ документпа ҫӳреме лайӑх пуль-ха та, анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур – явап татма тиветех.
Сингапурта пурӑнакансене ҫӗршыв аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн 511 миллион доллар валеҫесшӗн. Пӗр хутчен памалли тӳлеве ҫӗршыв хыснинче пӑхса хунӑ. Вӑл мӗнле пуласси ҫынсен тупӑш виҫинчен килӗ.
Калӑпӑр, ҫын 2017 ҫулта 28 пин доллартан ытларах ӗҫлесе илмен. Вӑл 300 доллар тӳлев илӗ. Енчен те тупӑш 100 пин доллартан иртмен-тӗк 200 доллар парӗҫ. Кунран ытларах ӗҫлесе илнисене вара 100 доллар тӳлӗҫ.
Ку тӳлеве ҫул ҫитнӗ пур ҫын та тивӗҫӗ. Пӗтӗмпе — 2,8 миллион ҫын. Сингапурта вара 5,97 миллион ҫын пурӑнать.
Палӑртмалла: ҫӑк ҫӗршывра пӗлтӗр экономика палӑртнинчен 3,6 процент ытларах ӳснӗ. Ҫынсен вӑтам ӗҫ укҫи те 5,3 процент хӑпарнӑ. 2010 ҫултанпа кусем — чи пысӑк кӑтартусем.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑмӑн укҫи ахаль те пулнӑ пуль-ха. Ҫапах вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫлесе илме тӗллевленнӗ.
Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Унпа темӗнле фирма ҫынни ҫыхӑннӑ, ставкӑсен проценчӗсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Анчах тӳлевсӗр сыр шӑши тапкӑчӗнче кӑна пур теҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫапла пулса тухнӑ.
Хайхи арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ӗҫлес тесен регистрациленмеллине, укҫа хывмаллине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗшнӗ – лешӗн счечӗ ҫине темиҫе хутчен те укҫа куҫарнӑ. Хайхискер япӑххи пирки шутламан-тӑр - 300 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Тепӗртакран хӗрарӑма укҫана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне тин унӑн сехри хӑпнӑ, пӗтӗмпех полицие пӗлтернӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ пулнӑ Леонид Волкова кӑштах айӑпсӑр тесе йышӑннине, ун хыҫҫӑнах ӑна тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Волковпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ. Унта пирвайхи инстанцири суд экс-полпреда следстви изоляторне хупмалла тунине тишкернӗ. ЧР Аслӑ сучӗ унчченхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ. Ҫапла вара Леонид Волкова следстви изоляторӗнче тытӗҫ.
Леонид Волкова хӑйне хӑй преми парса хыснана тӑкак кӳнӗ тесе айӑпласшӑн. Тӑкака вӑл, Александр Белов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, тахҫанах саплаштарнӑ. Унтан та ытларах — айӑплав енӗ палӑртнӑ суммӑран ытларах та тавӑрса панӑ. Апла пулин те Леонид Волковпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах паян та вӗҫленмен-ха...
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |