Шупашкар хули халӑх йышӗ 300 пинрен ытларах 69 хула рейтингӗнче (ӑна «Мир квартир» портал йӗркелесе пырать) хваттер тара парассипе чи йӳннисен йышне лекнӗ. Ҫак хыпара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Шупашкар» ушкӑн «Правда ПФО» интернет-хаҫат хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 пӳлӗмлӗ хваттере тара парассипе Шупашкар йӳнӗлӗх енӗпе 1-мӗш вырӑнта, 1 пӳлӗмлӗ хваттер тара парассипе — 2-мӗш вырӑнта.
Паянхи куна Шупашкарта 1 пӳлӗмлӗ хваттере вӑтамран уйӑхне 6 954 тенкӗпе, 3 пӳлӗмлине 12 232 тенкӗпе тара илме пулать теҫҫӗ.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртар: хваттер тара иличчин ипотекӑпа хваттер туяннине нимӗн те ҫитмӗ. Кредит хаклӑрах ларсан та ҫулсем иртсен вӑл хваттер хуҫи пулса тӑрайӑн.
Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин тӗпчевҫисем «Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн ӗҫ-хӗлне тӗпчеҫҫӗ. Халӑха тухтӑр пулӑшӑвӗ кӳрекен учреждени, пакунлисем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынсене кредит илме хистенӗ. Укҫана хаклӑ сиплевшӗн ыйтнӑ тесе калаҫҫӗ.
Медицина клиникине кайса шар курнӑ пирки полицие темиҫе ҫын та пӗлтернӗ хыҫҫӑн тӗпчев пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха Экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен управлени тӗпчет.
«Мед-Клиник» тулли мар яваплӑ обществӑн медпулӑшу кӳме лицензи те пулман теҫҫӗ. Клиника ӗҫченӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем патне, уйрӑмах вӑтам тата аслӑ ҫулсенчи хӗрарӑмсем патне, шӑнкӑравласа тӳлевсӗр диагностикӑна йыхравланӑ. Медицина пӗлӗвӗ ҫук ҫынсем клиентсене чир-чӗр тупса палӑртнӑҫи пулса хӑратнӑ, сипленме 60 пинтен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран кредит илме хистенӗ.
Ҫӗнӗ Лапсарпа Карачура ялӗсен хушшинче пулнӑ тискер аварире вилнисен тӑванӗсене укҫа парӗҫ. ЧР Министрсен Кабинечӗ резерв фондӗнчен 3,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Распоряжение Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Вилнисен тӑванӗсене – 250 пин, суранланнисене 50 пин тенкӗ парӗҫ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти валаҫсене те шар курнӑ ҫынсен ҫемйисене май килне таран пулӑшма сӗннӗ.
Аса илтерер: аварире 13 ҫын вилнӗ. Канашран тухнӑ микроавтобус Мускава кайма тухнӑ. Салонра ытларах хӗрарӑмсем пулнӑ. Вӗсем Мускава укҫа ӗҫлесе илмешкӗн кайнӑ. Автобус – рейс транспорчӗ мар, ӑна ҫынсем ятарласа укҫалла тытнӑ.
Паян Михаил Игнатьев хурлану кунӗ пулнине пӗлтернӗ. Телекуравсене, радиосене савӑнӑҫлӑ программӑсене кӑтартма сӗнмен.
Палӑртмалла: транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ самосвал водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. КамАЗ «ТУС» строительство фирмин траснпорчӗ пулнӑ. Микроавтобус водителӗ тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, вӑл ҫынсене илсе ҫӳренӗ чухне хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑнман.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑм Лондонри арҫынпа тӗнче тетелӗ урлӑ паллашса ӑна 1,6 миллион тенкӗ куҫарса пани пирки ӗнер кӑна хыпарланӑччӗ. Улатӑрта тепӗр хӗрарӑм та шӑнман пӑр ҫине ларса юлни ҫиеле тухнӑ. Вӑл ултавҫӑсене 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
56 ҫулти хӗрарӑм экстрасенс пулӑшӑвӗ пирки телевизорпа курнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл унпа ҫыхӑннӑ, сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем пирки каласа кӑтартнӑ. Экстрасенс ӑна такам пӑсни ҫинчен пӗлтернӗ, пулӑшма шантарнӑ.
Дистанци мелӗпе «сипленнишӗн» хӗрарӑм экстрасенса 360 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Уйӑхсем иртнӗ, анчах хайхискер сывлӑхӗ лайӑхланнине пач та туйман. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна вӑл полицие йӑлтах каласа кӑтартнӑ.
Халӗ ултавҫа шыраса тупас тесе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ.
Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (вӑл коммерци организацийӗн ертӳҫи) 11 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна куншӑн айӑпласшӑн.
Арҫын право статусӗн сӑпачӗ пулнӑ май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва управлени ертӳҫи тунӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, депутат 2015 ҫулӑн 1-4-мӗш кварталӗсенче, 2016 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче налук декларацийӗнче суя кӑтарту ҫырнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе налук экспертизи ирттерӗҫ. Депутатӑн пурлӑхне – машинине, пурӑнмалли мар тӑватӑ ҫурта, икӗ ҫӗр лаптӑкне, пурӑнмалли пӳрте – арестленӗ. Пурлӑх хакӗ пӗтӗмпе 7 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан арҫын налукӑн пӗр пайне, пенисене, штрафсене тӳлесе татнӑ.
Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмӑн питӗ кача тухас килнӗ ахӑртнех. Кӑҫал ҫуркунне вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ, лешӗ ӑна тӳрех тыткӑнланӑ.
Хайхи арҫын хӑй Лондонра пурӑннине, унта тухтӑрта ӗҫленине, арӑмӗнчен тӑлӑха юлнине, ачине пӗчченех воспитани панине каласа кӑтартнӑ. Унӑн Раҫҫее килес килнӗ-мӗн, кунта клиника уҫма палӑртнӑ.
Раҫҫее килмешкӗн вара укҫи пулман имӗш, нухрачӗ банкра выртни, унпа хальлӗхе усӑ курайманни ҫинчен юмах ҫаптарнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Юратса пӑрахнӑ арҫынна пулӑшас тесе хайхискер кредит илнӗ, ют ҫӗршыври тӗрлӗ банк счечӗ ҫине укҫа ҫине-ҫинех куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 1,6 миллион ытла тенкӗ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав арҫынна тупса палӑртас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне ҫыхӑнтаракан кӗпере, Сӑр юханшывӗ урлӑ хывнӑскере, юсама палӑртнӑ. Кун валли 33,4 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Ӗҫе Чулхула облаҫӗнчи Автоҫулсен тӗп управленийӗн саккасӗпе юсӗҫ. Ку ӗҫе РЭБ СК «ОКА» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫлӗ.
Кӗпере чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче юсама пуҫлӗҫ. Понтонсене пӑсса юсава илсе кайӗҫ, ҫуркунне вара каялла илсе килӗҫ. Кӗперӗн ытти пайне, ун патне пымалли ҫула та юсӗҫ. Кӑҫал подрядчик ӗҫе 4 миллион тенкӗлӗх тӑвӗ, ҫитес ҫул – 29,4 миллион тенкӗлӗх.
Хӗлле кӗпер вырӑнӗнче пӑр ҫийӗн каҫмалли пулӗ. Ӑна пӑр хулӑнлансан ҫеҫ хурӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкрати троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн. Ҫакӑн пек тӗллевли — Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ. Предприятие панкурта кӑларма ыйтса вӑл Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Суда янӑ ҫырура палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбус управленийӗн парӑмӗ — 6,8 миллион тенкӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫе пӑхса тухмалли куна тата вӑхӑта хальлӗхе палӑртман-ха.
Иртнӗ ҫул та налукҫӑсем ҫав предприяти тӗлӗшпе суда тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Лешсем парӑма тӳлесе татнине кура троллейбус управленине республикӑн Арбитраж сучӗ ӗҫе чарса лартнӑ. Ҫапла вара ун чухне предприяти панкрута тухман, малалла ӗҫленӗ. Халӗ, ав, каллех парӑм пухӑнса кайнӑ.
Паян, юпан 5-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн тата Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫченӗсем автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуса тӗрӗсленӗ. Тӳре-шара транспортпа хула тӑрӑх ярӑннӑ.
Кунашкал пӗр троллейбус 17 пин тенкӗ тӑрать. Субсидисене шута илсен вӑл 9 миллион тенке ларӗ. Троллейбус рулӗ умне ларнӑ Сергей водитель каланӑ тӑрӑх, транспорт ҫӑмӑллӑн ҫӳрет, унпа кайма лайӑх. Салонра ӑшӑ, алӑксем пӗр пускӑча пуссанах пурте уҫӑлаҫҫӗ. Вӑл сусӑрсемшӗн те меллӗ: варринчи алӑкран кӗмешкӗн ятарлӑ лапам пур.
Троллейбус линисӗр 15 ҫухрӑм таран кайма пултарать. Линипе кайнӑ чухне заряд илет, вара малалла «мӑйракасемсӗрех» ҫӳреме май пур.
Ҫакнашкал троллейбуссене кӑҫал раштав уйӑхӗнче «Садовый» микрорайона ярасшӑн. Вӗсем 10-мӗш номерпе ҫӳрӗҫ. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкара ҫакнашкал темиҫе троллейбус илсе килмелле.
ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри 5 хӗрарӑма, ниҫта та ӗҫлеменскерсене, укҫа парӗҫ. Патшалӑх вӗсене хӑйсен ӗҫне пуҫармашкӑн 250 пин тенкӗ уйӑрса парӗ.
5 хӗрарӑма 59-шар пин тенкӗ тивӗҫӗ. Палӑртмалла: ҫак патшалӑх программи ӗҫлемен халӑха пулӑшас, вӗсене хӑйсен ӗҫне пуҫарма шанчӑк парас тӗллевпе ӗҫлет. Кӑҫал кунашкал пулӑшӑва Чӑваш Енри 5 ҫынна пама йышӑннӑ.
Ку программӑпа 18 ҫултан аслӑрах, ниҫта та ӗҫлемен ҫынсем усӑ курма пултараҫҫӗ. Ӗҫлев центрӗ чи малтан хӑйсен усламне уҫма палӑртнисене пулӑшать. Комисси бизнес-плана пӑхса тухса ырласан ӗҫлев центрӗпе килӗшӳ алӑ пусаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |