Канаш хулинче тимӗр тирпейлекен производство хута яма палӑртнӑ. Вӑл асӑннӑ хулара аталантаракан«Канаш» социаллӑ пурнӑҫпа экономика территорийӗнче вырнаҫмалла.
Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ территорие резиденчӗ тесе хальхинче «КанПромТех» тулли мар яваплӑ обществӑна йышӑнӑ. Ӑна ҫавна май ятарлӑ реестра кӗртнӗ.
«КанпромТех» предприяти тимӗр-тӑмӑр тирпейлеме палӑртать. Ҫулталӑкра вӑл производство калӑпӑшне 6000 тоннӑна ҫитерме ӗмӗтленет.
Производствӑна хута ярсан предприяти 40 ҫынлӑх ӗҫ вырӑнӗ туса парӗ.
Чӑваш Енӗн Экономика, промышленность атта суту-илӳ министерстви «КанпромТех» тулли мар яваплӑ общество производствӑна 90 миллион тенкӗ ытла хывма палӑртнине пӗлтерет.
Пӗлтӗр ҫӗршывра 38 пин те 500 ытла суя укҫа тупса палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен финанс министерстви хыпарлать.
2018 ҫулта ултав ҫулӗ ҫине тӑнисем пысӑк укҫана ытларах пичетленӗ. Акӑ, сӑмахран, пилӗк пин тенкӗлӗххисене 27 пин те 763 штук тупса палӑртнӑ, 1 пин тенкӗлӗххисене — 9 пин те 310. Ҫӗнӗ купюрӑсене — 200 тата 2 пин тенкӗлӗххисене — килти принтерпа усӑ курса сайра хутра кӑна «ӳкернӗ». Суя укҫа федерацин Тӗп тата Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗсенче ытларах сарӑлнӑ: пӗтӗмӗшле шутӑн 71,2 прценчӗ чухлӗ.
Ҫав вӑхӑтрах, палӑртса хӑвармалла, ют ҫӗршыв укҫине ӳкерекенсем те тупӑннӑ. Пӗлтӗр Раҫҫейре АПШн суя долларне 2352 штук тупса палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне еврона, китай юаньне, Пӗрлештернӗ королевствӑн стерлинг фунтне килтех пичетленӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 17 пин ҫын тӗплӗ юсавшӑн тӳлемест, вӗсен парӑмӗ 500 миллион тенкӗрен те иртсе кайнӑ. Кун пирки паян, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, республикӑн тӗплӗ юсав фончӗн пуҫлӑхӗ Олимпиада Епифанова Элтепер ирттернӗ канашлура каланӑ.
«Мой город Чебоксары» портал хыпарланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансен 85 проценчӗ ҫеҫ укҫана хай ирӗкӗпе хывать, ыттисенчен ӑна суд урлӑ шыраса илме тивет. Пӗлтӗр 100 миллион ытларах парӑма шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Ыттисене ӑнлантарса пама чӗнсе илнӗ, тӳлеве татма килӗшӳсем хатӗрленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн шухӑшӗпе, тӗплӗ юсавшӑн тӳлеменнисем пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑва япӑх витӗм кӳреҫҫӗ.
«Паллах, вӗсене суд урлӑ тӳлеттереҫҫех. Анчах ҫакна тума приставсен нумай ӗҫлеме тивет. Тӳлеменнисен списокӗсене пурте курмалла вырӑна тухса ҫакмалла», – сӗннӗ Михаил Игнатьев.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗ пысӑках мар. Паян унта тӗпленнӗ халӑхшӑн чӑн-чӑн уяв – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ. Ку ӗҫе тумашкӑн республика хыснинчен 1,3 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫак ялтисем кӑна мар, Пинер тата Коминтерн ялӗсенче пурнӑнакансем те ҫӳреҫҫӗ. Ку халӑхшӑн питӗ меллӗ. Ара, ҫывӑхри пульницӑна ҫитмешкӗн сахал мар каймалла – 20 ҫухрӑм.
Унччен Мисчӗри ФАП япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Халӗ ӑна тултан кӑна мар, шалтан та ҫӗнетнӗ: коммуникацие, чӳречесене, тӑррине улӑштарнӑ, ҫӗнӗ сӗтел-пукан туяннӑ. Юсав хыҫҫӑн уҫӑлнӑ ФАПра хӑтлӑ та ҫутӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кашни виҫҫӗмӗш ФАПа ҫӗнетнӗ.
Красноармейски районӗнчи мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Анаткасси ялӗнче унта пурӑнакансемпе ирттернӗ пухура шантарнӑ.
Алесандр Кузнецов унччен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чухен вырӑнти ялсене хатлӑх кӗртессипе чылай ӗҫленине ҫак йӗркесен авторӗ вырӑна кайсах курнӑччӗ. Халӗ, ав, Красноармейски районӗнче те вӑл ҫавӑн пек йӗрке тӑвасшӑн иккен.
Ҫутӑшӑн тӳлесе тӑкакланнине чакарас тесе энергие перекетлекен лампӑсем ҫине куҫараҫҫӗ. апла утнине пула иртнӗ ҫул вӗҫӗ тӗлне 3 миллион тенкӗ ытла укҫа перекетлеме май килнӗ. Ял тӑрӑхӗсем ыйтнипе хунар туянма вӗсене 1 миллион тенкӗ укҫа уйӑрса панӑ. Ҫитес икӗ ҫулта районти мӗнпур ялти мӗнпур урама ҫутӑ кӗртме палӑртнӑ.
Канаш хулинчи «Спектр» ятлӑ хӑна ҫурчӗ ҫынсене шалу тӳлеменнине тупса палӑртнӑ. Ҫакна Канашри районсем хушшинчи прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне хӑна ҫурчӗ 16 ҫын умӗнче 407 пин тенкӗ ытлалӑх парӑма кӗрсе кайнӑ.
Ӗҫлекенсен правине хӳтӗлес тӗллевпе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Ҫапла вара тӳре шалу шыраса илмелли ҫинчен суд приказӗ хатӗрленӗ. Республикӑн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, шалу парӑмӗпе паянхи куна татӑлса пӗтнӗ.
Ӗҫлекенсене вӑхӑтра тӳлеменшӗн хӑна ҫурчӗн явапла ӗҫченне Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна вӑл 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Нумаях пулмасть республикӑра ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн ялсенче пурӑнакансем те, хулара тӗпленнисем те пӗр хак тӳлеме пуҫларӗҫ. Ҫӗнӗлӗх сахал мар калаҫтарать, уйрӑмах – ял ҫыннисене. Унта квитанцисем килеҫҫӗ, ҫӳп-ҫап пӑрахмалли вырӑн вара халӗ те ҫук. Чылай ҫӗрте ҫӳп-ҫапа тиесе те каймаҫҫӗ. Мӗншӗн ял ҫыннин хулари ҫынпа пӗр тан тӳлемелле? Ялта пурӑнакансем хут таврашне ҫунтараҫҫӗ, ҫимӗҫ юлашкисене тислӗк купи ҫине пӑрахаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа, кашни кун тухса пемешкӗн ҫӳп-ҫап та ҫук.
ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев та ҫак ҫитменлӗхе асӑрханӑ: чылай ял «ҫӳп-ҫап реформине» кӗтсе илме хатӗр мар, чылай ҫӗрте контейнерсем ҫук. Элтепер район пуҫлӑхӗсене ҫулталӑк вӗҫӗччен ҫак ыйтӑва татса пама хушнӑ.
ЧР Строитесльвто министерствине вара ялсенче пурӑнакан ҫынсем валли тӳлеве пӑхса тухма ыйтнӑ. Элтепер шухӑшӗпе, халӑхран мӗн чухлӗ ҫӳп-ҫап илсе тухнине шута илмелле.
Кӑҫал Чӑваш Енре ниҫта та ӗҫлемен 7 ҫынна хӑйӗн усламне уҫма укҫа-тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Кун пирки ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗлтерет. Кӑҫал субсиди 96 пин тенкӗпе танлашать.
Ҫак программӑпа усӑ курас килет-и? Апла сирӗн официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемелле мар. Унтан заявлени ҫырмалла та бизнес-плана комиссие пӑхса тухма памалла. Плана ырласан ӑна пурнӑҫлама укҫа уйӑрса парӗҫ. Усламҫӑн ҫак ӗҫпе сахалтан та виҫӗ ҫул ӗҫлемеле, кашни кварталта расхутсен отчетне памалла. Субсидие каялла тавӑрса памалла мар.
Тӗплӗнрех Шупашкарти ӗҫлев центрӗнче (Водопровод урамӗ, 16-мӗш А ҫурт, 201-мӗш пӳлӗм) пӗлме пулать. Хыпар вӗсен сайтӗнче те пур е 58-29-41 номерпе шӑнкӑравласа ыйтмалла.
Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура «Чӑваш бройлерӗ» тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ, 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ.
Тавӑҫ Шупашкар районӗнчи Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнипе ҫыхӑннӑ. Унта пулӑ нумай вилнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем юханшыва пӑхса тухнӑ. Акӑ мӗн палӑрнӑ: Йӑршшура шыв таса мар пулнӑ, 13,8 ҫухрӑм тӑршшӗнче пулӑсем вилнӗ.
Чӑх-чӗп хапрӑкӗн производство корпусӗсен ҫывӑхне, вӑрман патне, чӑх каяшне тухса пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Вӑл вара Йӑршшуна та лекнӗ. Ҫавна пула шыв тасамарланнӑ, пулӑсем вилнӗ.
Эксперт пӗтӗмлетӗвне ӗненес тӗк, юханшывра 8869 пулӑ вилнӗ, тӑкак 2 255 989,51 тенкӗпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑк таврашӗнчи ҫӗре тӗрӗсленӗ. Чӑх каяшне пула вӑл та сиенленнӗ-мӗн. Пӗтӗмпе – 7,7 гектар. Такак 184,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Суд «Чӑваш бройлерӗнчен» 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Укҫа Шупашкар районӗн хыснине кайӗ. Ҫавӑн пекех хапрӑкӑн хӑйӗн шучӗпе вараланӑ ҫӗрсене техника рекультивацийӗ тумалла.
Ӗнер Чӑваш Енри журналистсене преми парас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Кунта сӑмах журналистсен премийӗ пирки пырать. Ҫулсерен ҫирӗплетекен ҫак укҫана тивӗҫес тесе калем ӑстисем хӑйсен пӗлтӗрхи сумлӑ ӗҫӗсене тӑратнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тишкерӳҫи Юрий Михайлов тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш автономийӗн юбилейне тата тӑван тӑрӑхӑмӑрти ятлӑ ҫынсене халалласа ҫырнӑ материалсен ярӑмӗпе конкурса хутшӑннӑ. «Хыпар» хаҫатӑн политика, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх тата экономика пайӗн тепӗр тишкерӳҫи Ирина Клементьева ял старостисем ҫинчен ҫырнӑ статьясемпе Леонид Ильин премине тивӗҫнӗ.
Николай Никольский премине Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫ редакторне Наталия Николаевӑна тата Михаил Краснов журналиста пама йышӑннӑ.
Аслӑрах ӗҫтешӗмӗрсем сӑнани тӑрӑх ҫакна та палӑртмалла: журналистсен премине илме конкурса хутшӑнакансен йышӗ юлашки ҫулсенче чакса пырать-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |