Кӑҫал «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ Комсомольски районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта 7 миллион та 130 пин тенкӗ пухнӑ.
Каҫалсем хальхинче марафон «енчӗкне» 330 пин тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, виҫӗ хут нумайрах.
Марафонра пухнӑ укҫапа ҫулсерен нумай ачаллӑ тата япӑх пурӑнакан ҫемьесем пулӑшу илеҫҫӗ. Ырӑ чунлӑ ҫынсем айккинче юламаннипе сиплев учрежденийӗсем медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе пуянланаҫҫӗ, шкулсемпе ача ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӗтел-пукан, кӗнекесем, теттесем туянса параҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем тӑваҫҫӗ.
Фондри укҫа-тенкӗ ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсене, пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшас ҫӗре те каять. Хӑш районта мӗн чухлӗ укҫа пухнӑ — вӑл ҫавӑнтах тӑкакланӗ.
Кӑҫал марафона 1 пин те 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. 100, 200, 300 тенкӗ кӳрекенсем те пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри ытларах укҫа хывнӑ. Ҫапла 7 миллион ытла пухӑннӑ та.
Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ Анита Цой Чӑваш Енри ҫемьене айӑплани пирки нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Lifenews сайтра каллех кун пирки ҫырнӑ. Анита Цой каланӑ тӑрӑх, Александровсем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ. Юрӑҫ ку ӗҫе пӑнчӑ лартма та юрать тет, мӗншӗн тесен ку унӑн кӑмӑлне пӗрре те каймасть, йӗрӗнтерет.
Анита каланӑ тӑрӑх, унӑн кун пирки аса илес те килмест. Ҫавӑнпа вӗсем ку ӗҫе вӗҫлеме палӑртнӑ. Анчах следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи айӑпа йышӑнмасть.
Ҫемье каланӑ тӑрӑх, Анита хӑй хаклӑ япаласене ломбарда панӑ. Унӑн парӑмсем пысӑк-мӗн. Александровсем кредитпа туяннӑ машинине сутнӑ. Ҫакна унчченхи ӗҫ параканӗсене, Цойсене, миллион тенкӗ тӳлемешкӗн тунӑ.
lifenews.ru сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей эстрада юрӑҫи Анита Цой тата унӑн упӑшки Сергей Чӑваш Енри ҫемьене вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемье вӗсен ҫур миллион тенкӗлӗх хаклӑ япаласене вӑрланӑ.
Анита Цойпа упӑшки полицие ыйту ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Александровсен ҫемйи, унччен вӗсен килӗнче ӗҫленӗскерсем, ӗҫрен кайма ирӗк ыйтса ҫырнӑ та килтен кӗрӗк, хаклӑ япаласем илсе тухса кайнӑ.
Хур тӳснисем каланӑ тӑрӑх, ку ҫур миллион тенкӗ тӑкакпа танлашнӑ. Александровсен ҫемйи вара Чӑваш Ене таврӑннӑ-мӗн.
Полицейскисем чӑваш ялне, Александровсем пурӑнакан ҫӗре, кайнӑ. Ухтарнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрланӑ япаласене тупайман. Вӗсене юрӑҫӑн килӗ ҫывӑхӗнчех тупнӑ.
Александровсем хӑйсене элекленӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫрен упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен пӗчӗк ачине пӑхма тӳр килнӗшӗн кайнӑ.
Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Унта Александровсем кӳнтелен пек пулӗҫ.
«Чӑвашавтодор» акционерсен уҫӑ обществин акцийӗсене сутма палӑртнӑ. Аукциона компанин мӗнпур акцийӗнчен 75 процентӗнчен 1 акци сахалтарах сутлӑха кӑларнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, «Чӑвашавтодорӑн» хуҫи пулса тӑрас тесен 189 пин те 474 акцие илмелле.
Акционерсен ку обществине 14 филиал кӗрет. Ҫав шутра — Канашри, Шупашкар районӗнчи тата Ҫӗмӗрлери территорипе производство управленийӗсем, сакӑр ҫул-йӗрпе юсав управленийӗ, проектпа смета бюровӗ, пурлӑхпа техникӑпа тивӗҫтерекен управлени. Компани харпӑрлӑхӗнче — пӗтӗмпе 820,77 пин тӑваткал метр калӑпӑш йышӑнакан 48 ҫӗр лаптӑкӗ, 200 ытла ҫуртпа сооружени.
Хаклӑ хута ҫурлан 21-мӗшӗнче сутма палӑртнӑ. Кун пирки республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. «Чӑвашавтодор» предприятин пысӑк пайне акци урлӑ илес текенӗн 18 миллиона яхӑн сататкӑ парса хумалла. Аукцион 1 миллион тенкӗрен пуҫланать. Аукциона хутшӑнас текенсен ҫырӑвӗсене ҫурлан 3-мӗшӗнче юалшки кун йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин республикӑн социаллӑ-экономика аталанӑвӗн прогнозлӑ кӑтартӑвӗ пирки йышӑну алӑ пусса хатӗрленӗ.
Республикӑн Экономика министерстви шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, тӗп капитала укҫа хывасси кӑҫал 9 процент чакмалла. Иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан ку цифра пӗчӗкрех: пӗлтӗр укҫа-тенкӗ хывасси 11 процент чакнӑ, 2013 ҫулта — 17 процент. Тӗп капитала укҫа хывасси килес ҫул та сахалланӗ. Анчах кӑҫалхи пекех мар, 3 процент кӑна. Ку вӑл — планпа.
Продукци пӗтӗмӗшле туса илесси пӗлтӗрхипе танлаштарса пӑхсан кӑҫал 94,5 процент пуласса шанаҫҫӗ. Ваккӑн тавар сутаслӑх 4,6 процент чакӗ. Ҫурт-йӗр хута ярасси 0,3 процент хушӑнмалла.
Укҫа хӑй хакне ҫухатнине (инфляцие) 13,9 процент тесе планланӑ.
Чӑваш Енри ҫынсем пӑшал парса укҫаллӑ пулаҫҫӗ. Кунта сӑмахӗ саккунлӑ майпа илменни пирки пырать. Ҫавна йӗрке хуралҫисене кӑмӑлпа кайса парсан укҫа тӳлеҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа полицейскисем Чӑваш Ен ҫыннисене 90 пин тенкӗ ытла тӳленӗ. Ятарлӑ майпа шута илмен хӗҫ-пӑшала ҫынсем самай илсе пынӑ. Ҫав шутра — 40 ытла вулӑ, 1,5 пин ытла патрон.
Хӗҫ-пӑшала йӗрке хуралҫисене паракансене ӑна саккуна пӑсса тытнишӗн явап тыттармаҫҫӗ тата укҫа тӳлесе хавхалантараҫҫӗ. Пӗлтӗр пӗтӗмпе те 70 вулӑ илсе пынӑ, патрона кӑҫалхи чухлех темелле-ха.
Нумаях пулмасть Шупашкарти полицейски пайне республикӑн тӗп хулинче пурӑнакан арҫын тутӑхса кайнӑ сунар пӑшалӗпе пырса кӗнӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӑна вӑл Шупашкар районӗнчи Колешша патӗнчи вӑрманта тупнӑ. Экспертсем пӑшала 1957 ҫулта кӑларнине палӑртнӑ. Йӗрке хуралҫисене пырса панӑшӑн арҫынна 5-6 пин тенкӗ парса хавхалантарасси пирки пӗлтереҫҫӗ.
Чӑваш Енри предприятисен тулаш таварҫаврӑнӑшӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта 21 процент чакнӑ. Укҫа ҫине куҫарсан ку вӑл 34,2 миллион долларпа танлашать. Тавар республикӑран каясси 35,7 процент пӗчӗкленнӗ, ют ҫӗртен илсе килесси — 13,5 процент.
Экспортпа импорт ҫаврӑнӑшӗпе 117 предприяти-организаци, уйрӑм ҫын аппаланнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенчипе танлаштарсан ҫак кӑтарту та сахалтарах. Нумаях мар та, 3,3 процент. Юридици сӑпачӗллисен шучӗ 1,7 процент чакнӑ, уйрӑм ҫынсен — 33 процент. Никама пӑхӑнман ҫӗршывсенчен тавар илсе килесси 2,4 хут чакнӑ, унта ӑсатасси — 2,2 хут.
Ют ҫӗршывран килекен тавара илсен, Чӑваш Ене ытларах Китайран (мӗнпур калӑпӑшран 40 процентне), Германирен (13 процент), Швецирен (7,3 процент), Италирен (5,1 процент), Швейцарирен (3,4 процент) кӳрсе килнӗ. Пирӗн тӑрӑхри тавара ют ҫӗре илсе кайни пирки каласан, 24,6 проценчӗ Украинӑна, 7 проценчӗ Монголие, 6,6 проценчӗ Узбекистана, 5,8 проценчӗ Молдовӑна, 5,1 проценчӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсене ӑсаннӑ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗччен пурӑнакан пенсионерсене капюсав тӳлевӗнчен хатарма сӗнеҫҫӗ.
Кун пек сӗнӗвех Самарта иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри капюсав операторӗсен съездӗнче пӗлтернӗ. РФ строительство министрӗн ҫумӗ Андрей Чибис каланӑ тӑрӑх, ватӑ ҫынсен тӑванӗсем ҫук тӑк, хваттере приватизациленӗ пулсан вӑл пур пӗрех хула харпӑрлӑхне юлӗ. Эппин, пенсионерсене капюсавран хӑтарса ҫак ыйтӑва муниципалитет ҫине тиемелле.
Сӑмах май, Раҫҫейре хальлӗхе нумай хваттерлӗ 5 пин ҫурта юсанӑ. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле тепӗр 25 пин ҫурта юсама палӑртнӑ. 2016 ҫулта вара 1 миллион тӑваткал метра юсав тумалла.
Дмитрий Медведев премьер-министр хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Ен валли 17 миллион тенкӗ те 334 пин те 800 тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва правительство сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫак укҫапа ялсенче ҫулсем сарӗҫ. Вӑл хытӑ сийлӗ пулӗ. Ҫакна «Ялсене 2014–2017 ҫулсенче аталантарасси» тӗллевлӗ программӑпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлӗҫ. 2015 ҫулта субъектсем валли 4,5 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Правительствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ку пурте усӑ куракан ҫул-йӗр тӑршшӗне пысӑклатма май парӗ.
Субсидие 52 регион валли уйӑрӗҫ. Ҫав шутра Мари Эл — 117,9 миллион тенкӗ, Тутарстан — 307 миллион тенкӗ, Киров облаҫӗ — 275 миллион тенкӗ, Чулхула облаҫӗ — 210, 9 миллион тенкӗ.
Раҫҫейӗн куҫман пурлӑхне укҫа хывакансем кӑҫалхи ҫур ҫулта 23 процент сахалланнӑ. Ку вӑл — 2014 ҫулхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсемпе танлаштарсан. «Кӗмӗл» ҫине куҫарсан, пурӗ 1,23 миллиард доллар хывнӑ.
Финансистсемпе экономистсем офис тӗллевӗллӗ куҫман пурлӑха укҫа хывассине уйрӑммӑн тишкернӗ те, кунта тупра хывасси пысӑкланнине асӑрханӑ. Ҫак тӗллевпе ҫур ҫулта 579 миллион доллар уйӑрнӑ е пӗлтӗрхи ултӑ уйӑхринчен 70 процент нумайрах. Суту-илӳ валли илекен куҫман пурлӑха укҫа ярасси 208 миллион долларпа танлашнӑ. Ун пек кӑна уйӑрни юлашки темиҫе ҫулта пачах та пулман иккен.
Ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫӗршыври мӗнпур инвестицирен 81 проценчӗ тивнӗ. Ҫав шутран 47 проценчӗ офиссем валли кайнӑ, 19 проценчӗ — складсене, 17 проценчӗ — суту-илӳ валли куҫман пурлӑх илме.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |