Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пурӑнакан арҫын манипулятор установки туянма хатӗрленнӗ. Ӑна сутни пирки вӑл тӗнче тетелӗнче курнӑ.
Хайхискер сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ та ӑна 500 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.
Ултавҫа тепӗр регионта тупнӑ. Йӗрке хуралҫисем Ижевск хулине командировкӑна кайса ӑна тытса килнӗ. Чӑваш арҫынни укҫа куҫарнӑ карттине блокировка тунӑ.
Ҫав ҫын – 22 ҫулти арҫын, унччен судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ.
Шупашкар районӗн администрацийӗ (халӗ вӗсене муниципалитет округӗ теме пуҫларӗҫ-ха) тулли приводлӑ «Geely Atlas Pro» кроссовер туянасшӑн.
Шупашкар муниципалитет округӗн финанспа тата ресурспа тивӗҫтерекен центрӗ автомобиль туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна 2 миллион та 825,6 пин тенкӗ парса туянасшӑн.
«Автомобиль кузовӗ вараланни ытлашши ан курӑнтӑр» тата юрлӑ ҫанталӑкра машина ҫул ҫинче лайӑх курӑнтӑр тесе хура тӗслӗ машина туянасшӑн.
Вӑрнар районӗ ҫамрӑк тухтӑрсене илӗртес тесе ӗҫлеме килнӗ специалистсене пурӑнмалли ҫурт-йӗр илмешкӗн пособи парать. Ку - "Ялти тухтӑр" программӑпа килекен тухтӑрсене памалли хушма тӳлев.
Пособи виҫи - 500 пин тенкӗ. Ӑна 35 ҫула ҫитмен тухтӑрсене параҫҫӗ.
Вӑрнар районӗн пульницинче 13 специалист ҫитмест: 3 пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ,
2 анестезиолог-реаниматолог, кардиолог, акушер-гинеколог, офтальмолог, отоларинголог, невролог, эпидемиолог, профпатолог, онколог.
Шупашкар хулинче пурӑнакан темиҫе ватӑ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Хайхисене тӑванӗсем пӑтӑрмаха лекнӗ, вӗсене пулӑшас тесен укҫа кирлӗ тесе телефонпа хӑратнӑ. Ҫапла майпа 62 ҫултан пуҫласа 85 ҫулсенчи 5 ватӑ улталаннӑ. Унтан вӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
80-ри кинемей, сӑмахран, курьера 500 пин тенкӗ тыттарнӑ янӑ. Ӑна хӗрӗ машинӑпа инкеке лекнӗ, пуҫиле майпа явап тыттарасран укҫа парсан ҫӑлӑнса юлма пулать тесе ӗнентернӗ.
Ҫавӑн пек меслетпе ватӑсене 900 пин тенкӗлӗх улталанӑ.
Ҫӑмӑл укҫа ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен 24 ҫулти каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ тӑрӑх пӗлнӗ. Укҫан 10 процентне вӑл хӑйӗн кӗсйине чикнӗ, ыттине «ӗҫпе тивӗҫтерекенсене» куҫарса панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такамсем унӑн банкри укҫине хапсӑннине пӗлтернӗ. Ватӑскере кун пирки никама та калама хушман.
Палламан ҫын хӗрарӑма банкри укҫине илсе урӑх счетсем ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла хӗрарӑм 10 млн тенкӗ куҫарнӑ.
Кунпа кӑна ҫырлахман ултавҫӑсем. Хӗрарӑмӑн хваттерне салук хурса такам кредит илме хӑтланать-мӗн. Ӑна хваттере часрах йӳнӗрехпе сутса укҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла хӗрарӑм тепӗр 3 млн тенкӗ куҫарнӑ.
Вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине 3 эрнерен кӑна ӑнланнӑ.
Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнине ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫав хыпарта пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнине, кӑҫал вара тӑкак ӳсессине каланӑччӗ. Асӑннӑ сумма 2 миллион та 200 пин тенкӗпе танлашассине пӗлтернӗччӗ.
Банкетсемпе фуршетсем ирттерме тӳре-шара тендер ирттерессине хыпарланӑ хыҫҫӑн конкурса кӑштахран пӑрахӑҫланӑ. Ҫакна тӳре-шара тендер пирки хыпарланӑ специалист килӗшӳре йӑнӑш цифра кӑтартнипе сӑлтавланӑ. Ҫав этем астумасӑр 2,2 миллион тенкӗ тесе ҫырса хунӑ-мӗн, халӗ ӑна уншӑн явап тыттарасшӑн имӗш.
Правительство ҫурчӗ банкетсемпе фуршетсем ирттерме укҫа уйӑрма палӑртнӑ. Пӗлтӗр ку тӗллевпе хыснаран 1 млн та 250,6 пин тенкӗ кайнӑ. Кӑҫал вара тӑкак ӳснӗ: 2 млн та 200 пин тенкӗ.
Ку тӗллевпе тендер иртет. Килӗшӗве алӑ пуссан ӗҫе пуҫӑнмалла, ӑна раштавӑн 30-мӗшӗччен пурнӑҫламалла. Хӑнасен шучӗ – 500 ҫын таран.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ҫимӗҫсен списокӗ улшӑнман. Унта унчченхи пекех пӗр наци ҫимӗҫӗ кӑна – хуплу. Тӑкак нумайланнине тӳре-шара ҫимӗҫсен хакӗ ӳснипе сӑлтавлать.
Правительство ҫурчӗ телефон хумалли тимӗр шкапсем туянмашкӑн аукцион ирттернӗ. Кашни шкапӑн стенаран ҫакмалли хатӗр пулмалла. Телефон хумалли кашни ячейкӑн вара уйрӑм уҫӑ пулмалла.
Аукционра "Альянс Торг Плюс" организаци ҫӗнтернӗ. Унта хутшӑнаканни те вӑл кӑна пулнӑ. Организаци шкапсене 163 пин те 850 тенкӗпе тивӗҫтерӗ.
Чӑваш Енӗн Элтепер Администрацийӗ икӗ микроавтобус туянасшӑн. Вӗсене илме вӑл 15 миллион та 7 пине кӑларса хума хатӗр.
Илме шухӑшланӑ транспорт — 18 вырӑнлӑ «Ford Transit» микроавтобус. Аукцион документацийӗнче машинӑсем кӑҫал туса кӑларнисем пулччӑр тесе палӑртнӑ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ транспорта маларах Тутарстанри «Соллерс Алабуга» автозаводра туса кӑларнӑ, халӗ кӑларма пӑрахнӑ. Чӑваш Енри тӳре-шара дизельпе ҫӳрекен «Ford Transit» микроавтобус йышши урӑх транспорт та илме хирӗҫ мар-мӗн. Анчах машина шурӑ тӗслӗ пулмалла.
Аукциона нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле.
Чӑваш Енре чирлисене вертолётпа больницӑна илсе каякан организацие ылмаштарнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫак енӗпе «Национальная служба санитарной авиации» (чӑв. Санитари авиацйӗн наци служби) акционер обществи ӗҫлеме тытӑнӗ.
Аукциона пӗртен-пӗр организаци ҫеҫ хутшӑннӑ. Ҫулталӑк вӗҫӗччен вӑл ӗҫе 35 миллион та 943 пин тенкӗпе пурнӑҫласа тӑма килӗшнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, 1 сехет вӗҫнишӗн 219 пин тенкӗ тенкӗ тӳлемелле.
2020-2022 ҫулсенче пирӗн республикӑра «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолёт тытӑмӗсем) общество ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |