Ҫеҫпӗл Мишши премине Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдурад Бахимисова пама йышшӑни пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ списока тата тепӗр ҫын лекнӗ. Вӑл – Звениговӑри аш-какай комбинаначӗн генеральнӑй директорӗ Иван Казанков.
Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай пӗлтернӗ тӑрӑх, Иван Ивановича та премие «чӑваш халӑхӗн авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварасишӗн ырми-канми ӗҫленӗшӗн, Тутарстанри Сиктӗрме ялӗн сӑн-сӑпатне тӗпрен ҫӗнетсе илемлетес ӗҫе уйрӑмах пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» парас тенӗ.
Иван Казанков 1942 ҫулта Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш. Хусанти Бауман ячӗллӗ Ветеринари институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл РФ Патшалӑх Думин депутачӗ те пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пурлӑх сутса хыснана пуянлатнӑ.
Ӗнер хула администрацийӗнче иртнӗ планёркӑра пурлӑх комитечӗн председателӗ Юрий Васильев пӗлтернӗ тӑрӑх, пурлӑха 76-а яхӑн миллион тенкӗлӗх сутнӑ. Ку вӑл — кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта.
Асӑннӑ тапхӑрта хула мэрийӗ 57 суту-илӳ ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра муниципалитетӑн куҫман пурлӑхӗн 8 объектне сутса янӑ. Унпа хула хысни 43 миллион тенкӗллӗ пулнӑ. 19 ҫӗр лаптӑкне сутса 33 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Ҫулталӑк вӗҫлениччен унччен ҫарӗҫ комиссариачӗ пулнӑ ҫурта сутасшӑн, унпа 40 миллиона яхӑн тенкӗ укҫа туса илесшӗн. Унсӑр пуҫне сутмалли тата тепӗр 15 объект палӑртса хунӑ.
Патӑрьел районӗнчи нумай ачаллӑ хӗрарӑм хальхинче колони-поселенире 5 уйӑх ларӗ. Алимент тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ. Анчах усси пулман - вӑл 3 ачишӗн пурпӗрех алимент тӳлеме пуҫламан.
Хӗрарӑмӑн вара ачисене укҫан палӑшма майсем пулнӑ. Вӑл калӑма ҫӳренӗ, унӑн хуҫалӑх та пур. Парӑмӗ 600 пин ытла тенкӗ пухӑннӑ.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑннӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсама хваттер хуҫисенчен пухакан хак килес ҫул хӑпарӗ.
Ҫавна республикӑра паян алӑ пуснӑ йышӑнура пӑхса хӑварнӑ.
Лифтсӑр хваттерсенче пурӑнакансен 2023 ҫулта пӗр тӑваткал метршӑн 7 тенкӗ те 38 пус тенкӗ тӳлеме тивӗ, лифтлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен – 8 тенкӗ.
Лифтсӑр ҫуртсенче пурӑнакансем кӑҫал пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлеҫҫӗ, лифтлисенче пурӑнакансем – 7 тенкӗ те 51 пус.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пульницӑсемпе поликлиникӑсенче пациентсене мӗнле пулӑшу панине никама пӑхӑнман хавклав тумашкӑн хатӗрленет. Ҫавна май аукцион пулассине пӗлтернӗ.
Малтанхи хака палӑртнӑ: 600 пин тенкӗ. Аукциона авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирттерӗҫ, унта ҫӗнтернӗ организацин килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе 50 кунра тумалла.
Подрядчик пульницӑсен сайчӗсене тӗрӗслӗ, вырӑна ҫитсе сӑнсем ӳкерӗ: парковкӑсем, кӗтсе тӑмалли холлсем, информстендсем, гардеробусем, туалетсем пуррине пӑхӗҫ. Кашни пульницӑра ыйтӑма 150 ҫынран кая мар хутшӑнтарӗҫ. Анчах услови пур: медорганизацисене анкетировани ирттересси пирки пӗр эрнерен кая юлмасӑр пӗлтермелле.
Йӗпреҫ районӗнче прокуратура 1 миллиона яхӑн тенке патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарма пулӑшнӑ. Ҫак укҫа Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнче пурӑннӑ ҫынсенчен юлнӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, банк счечӗсем ҫинче юлнӑ укҫан ҫын вилнӗ хыҫҫӑн ҫур ҫул иртсен суд урлӑ патшалӑх харпӑрлӑхне куҫмалла. Ҫавна май район прокуратури суда 35 тавӑҫ тӑратнӑ. Судья вӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтернӗ. Ҫапла патшалӑх харпӑрлӑхне 1 миллиона яхӑн тенкӗ куҫнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 37 ҫулти арҫын хитре телефон номерӗ илес тенӗ те ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет.
Ҫак арҫын халӑх тетелӗнче хитре телефон номерӗ сутнине курнӑ. Ӑна илес тесе вӑл палламан ҫынна 4 пин те 400 тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн ҫав ҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре шӑрӑха пула чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ.
Аса илтерер: ӗнерхи кун тӗлне апла режима 8 районта ҫавӑн пек режим йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Йышӑну ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ, вӑл тепӗр хутчен йышӑну кӑлариччен вӑйра пулӗ.
Хальхи вӑхӑта илсен ял хуҫӑх культурисем 67 миллион тенкӗ ытлалӑх шар курнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫа 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫитменнине, ҫав палламан ҫын унран кулмаллипех кулнӑ.
Хӗрарӑм патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ӑна ӗненсе вӑл 600 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнлансан хӗрарӑм полицие кайнӑ. Темиҫе кунран ҫав ултавҫӑ ун патне каллех ҫырса янӑ. «Сире укҫа мӗн тума кирлӗ?» тесе ҫырнӑ вӑл. Палламан ҫын куҫарса панӑ нухрат Раҫҫейре йӗркелеме юраман организацисене тытса тӑмашкӑн каяссине пӗлтернӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑма ҫын машинине хускатса ҫула тухнӑшӑн тата унпа тепӗр автомобиле сиенлетнӗшӗн явап тыттарма йышӑннӑ.
26 ҫулти хӗрарӑм кӑҫалхи ака уйӑхӗнче хӑйӗн хӗр-тусӗ патӗнче хӑналаннӑ. Кил хуҫи ҫывӑрса кайсан автомобиль ҫӑрин уҫҫине илсе ҫула тухнӑ. Хӑйӗн вара водитель прави те пулман. Ҫӗмӗрле тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑна машинӑна вырӑна пырса лартма тӑнӑ. Ҫавӑн чухне тепӗр автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
26-ри хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма, ют пурлӑха сиенлетнӗшӗн 60 пине яхӑн тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |