Малашне амӑшӗн капителӗн укҫипе харпӑр усламӑҫем уҫнӑ шкул умӗнхи вӗренӳ организацийӗшӗн те тӳлеме май пулӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Анчах ҫав вӗренӳ организацийӗн ку енӗпе ӗҫлеме ирӗк паракан лицензи пулмалла. Аса илтерер: капитал укҫипе ҫурт-йӗр туянма, ачана вӗрентме, сусӑр шӑпӑрлан реабилитаци тухнӑшӑн тӳлеме юрать. Ҫавӑн пекех амӑшӗ нухрата пенсие яма, иккӗмӗш ачи 3 ҫул тултариччен капиталти укҫана уйӑхсерен илсе тӑма пултарать.
Сӑмах май, пӗрремӗш ача ҫуралнашӑн – 524,5 пин, иккӗмӗшӗшӗн 693,1 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Санавиаци вертолечӗ кӑҫал текех вӗҫмӗ. Ҫурлан 2-мӗшӗнче вӑл юлашки пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хальхинче вертолет Чулхулана вӗҫнӗ.
Пациентӑн ӳчӗ вӑйлах пиҫсе кайнӑ. Вӗҫевре ӑна васкавлӑ медпулӑшу бригадин тухтӑрӗсем сӑнаса тӑнӑ.
Кӑҫал санавиаци 88 пациента пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен йышӗнчен пӗри - ача. Чылайӑшӗн инфаркт пулнӑ. Кӑҫал санавиаци валли 35 миллион та 943 пин тенкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар районӗнче полицин 47 ҫулти экс-ӗҫченне суд тунӑ. Ӑна улталанӑшӑн тата улталама хӑтланнӑшӑн айӑпланӑ.
2021 ҫулти утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче вӑл вӑйӑ усламӗпе саккуна пӑсса аппаланакан ҫынпа (ун тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ) паллашнӑ. Унччен право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫленӗ май паллакансем нумай, йӗрке хуралҫине укҫа тыттарсан саккуна пӑсса укҫа тӑвакан усламҫа хӳтте илме май пур тесе шантарнӑ.
Усламҫӑ «ырӑ сӗнӳпе» килӗшнӗ. 2021 ҫлхи утӑ уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫлхи пуш уйӑхӗччен вӑл 3 миллион тенкӗ панӑ. Ҫав укҫа кирлӗ ҫынсен аллине кӗрӗ тесе шаннӑ. Экс-полицейски укҫана никама та паман, шантарнине пурнӑҫлама унӑн май пулман.
Кӑшт вӑхӑт иртсен экс-полицейски хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине илтет. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вӑл усламҫӑран 10 миллион тенкӗ ыйтать. Ҫав укҫапа пуҫиле ӗҫе чарса лартма май пур тесе ӗнентерет. Усламҫӑ «кӗмӗл» тыттарнӑ чухне экс-полицейские Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чараҫҫӗ.
Экс-полицейские суд 4 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӗтмӗшле режимлӑ колоние ӑсатма, 600 пин тенкӗ штраф тӳллеттерме йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти арҫын полицие пырса 390 пин тенкӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнле пулса иртнӗ.
Вӑл каҫхине ҫӳп-ҫап тӑкма тухнӑ. Каялла таврӑннӑ та - хваттер алӑкӗ хӑйех питӗрӗнсе ларнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вара уҫҫи пулман. Кӳршисене сасӑпа вӑратас мар тесе вӑл тусӗ патне ҫӗр каҫма кайнӑ.
Ирхине таврӑнсан хваттере кӗрейнӗ. Анчах сӗтел ҫинчи 390 пин тенкӗ пулман. Полици укҫана 49 ҫулти кӳршӗ хӗрарӑмӗ вӑрланине палӑртнӑ. Хайхискер алӑк уҫӑ пулнине курсан шала кӗнӗ, сӗтел ҫинчи укҫана илнӗ те тухса кайнӑ.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енре «Нарспи» балет лартма палӑртаҫҫӗ. Ун валли Анисим Асламас композитор темиҫе ҫул каялла ҫырнӑ кӗвӗпе усӑ курӗҫ. Вӑл хайлав Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫул валли хатӗрленӗ проектсенчен «Нарспи» балет ытларах кӑсӑклантарнӑ.
Аса илтерер: грантсене килес ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (5 млн тенкӗ), К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Вырӑс драма театрӗ (3 млн), СССР лётчик-космонавчӗ А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ (1 млн) тивӗҫнӗ.
Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, хушма пӗлӳ паракан уйрӑмӑн заведующийӗ кӑшӑлвирусран шар курнӑ ҫынсене професси пӗлӗвӗ памалла пулнӑ. Ҫакна федераци хыснинчен уйӑрнӑ грант укҫипе пурнӑҫламалла пулнӑ.
Анчах 2020 ҫулхи юпа-раштав уйӑхӗсенче вӑл ӗҫленӗ пекки ҫеҫ тунӑ. Ун патӗнче вӗренекен ҫынсем чӑннипе унта ӑс пухман та. Ҫапла вӑл Раҫҫей хыснине 147 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта полицие икӗ ҫамрӑк пулӑшу ыйтма пынӑ. Иккӗшӗ те хӗрарӑмпа каҫ ирттерес тесе ултавҫӑсен тӗлне пулнӑ.
30-ти арҫын тӗнче тетелӗнче номер тупнӑ. Унпа ҫыхӑнсан ӑна пӗр ҫурт патне пыма каланӑ. 10 пин тенкӗ куҫарсан хваттер номерне пӗлтерме шантарнӑ. Анчах ку хирӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн палламан ҫын хӑй криминал авторитечӗ тесе хӑмсарма пуҫланӑ, хӑратнӑ. Арҫын киви-енчӗке 3 хутчен укҫа куҫарнӑ. Юрать, юлашкинчен банк унӑн карттине блокировка тунӑ.
18-ти каччӑ та хӗрпе киленесшӗн пулнӑ. Ӑна та 10 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та страховкӑшӑн укҫа ыйтма пуҫланӑ. Каччӑ текех куҫарман, ултавҫӑсен тӗлне лекнине ӑнланнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ултавҫӑсене шыраҫҫӗ.
Шупашарта пурӑнакан 59 ҫулти хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илеҫҫӗ тесе хӑранӑ та ултавҫӑсене 2 миллион та 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл полицие кайса пулӑшу ыйтнӑ.
Ӗҫ-пуҫ акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак ҫын ӑна укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫапла Шупашкар хӗрарӑмӗ тӗрлӗ телефон номерӗсемпе 2 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ.
Халӗ полици ултавҫӑсене шырать.
Ватӑ хӗрарӑм банка пырса ҫур миллион тенкине илсе тӳрех урӑх счет ҫине куҫарасшӑн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗрмай такампа телефонпа калаҫнӑ. Ку банк ӗҫченне сисчӗвлентернӗ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.
Кайран 64 ҫулти хӗрарӑм, Норильскран Шупашкара хӑнана килнӗскер, акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ.
Ун патне ирхине хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, унӑн счечӗ ҫинчен такам укҫа вӑрлама тӑнӑ имӗш. Унтан вӑл «полицейскипе» калаҫнӑ. Лешӗ ӑна пулӑшма шантарнӑ.
Малалла яланхи схемах пулнӑ: укҫана илмелле те хӑрушсӑр счет ҫине куҫармалла. Анчах кун пирки банк ӗҫченӗсене каламалла мар. Вӗсем ултавҫӑсемпе пӗр ҫӑвартан имӗш.
Юрать-ха, банк ӗҫченӗ сисчӗвленнӗ. Унсӑрӑн хӗрарӑм укҫа-тенкӗсӗрех тӑрса юлӗччӗ.
Чӑваш Енре килес ҫул приватизацилемелли куҫман объектсен списокне палӑртнӑ. Унта икӗ лаптӑка кӗртнӗ: 7 595 тӑваткал метр (кадастр номерӗ 21:26:110101:2) тата 619 тӑваткал метр (кадастр номерӗ 21:26:110109:235) лаптӑк йышӑнакан икӗ участок. Вӗсем иккӗшӗ те Тӑвайӗнче вырнаҫнӑ.
Ҫӗре сутсан республика хыснине 13,2 миллион тенкӗрен кая мар укҫа кӗрӗ.
Приватизацие пула 2016 ҫулта пирӗн республика 379 млн тенкӗ тупӑш илне, 2017 ҫулта — 120,4 млн тенкӗ, 2018 ҫулта — 98,3 млн тенкӗ, 2021 ҫулта — 34,5 млн тенкӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |