Йӗпреҫ районӗнчи «Ҫӗнтерӳшӗн» район хаҫачӗн редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта юсӗҫ. Ҫуртне пӗтӗмпех мар-ха. Ҫивиттине.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен асӑннӑ тӗллевпе регионӑн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерствине укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Пурӗ —
1 миллион та 337,8 пин тенкӗ. Ведомство «кӗмӗле» редакцие куҫарса парӗ. Вӑл укҫапа хаҫатҫӑсем ҫурт ҫивиттине юсаттарӗҫ.
Чӑваш Енре шыва кӗрекенсене явап тыттарма пуҫланӑ. Хальлӗхе — 10 ҫынна.
Вӗсем шыва кӗмен вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫавӑншӑн административлӑ комиссисем 10 материал шӑрҫаланӑ. Йӗркене пӑснӑ 7 ҫынна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ, 3 ҫынна штрафланӑ.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пирӗн республикӑра ирӗк паман вырӑнта шыва кӗрекенсене явап тыттарма йышӑннӑ. Пуҫару авторӗ — прокуратура.
Йӗркене административлӑ майпа пӑсакансене саккун асӑрхаттарма е 1000 тенкӗ штраф хурса пама ирӗк парать.
Виҫӗ ватӑ хӗрарӑм тӑванӗсене ҫӑлас тесе пӗтӗмпе 500 ытла пин тенкӗ панӑ. Малтанах вӗсем ултавҫӑсен тӗлне пулнине ӑнланман ҫав.
Ку йӑлтах ҫурлан 11-мӗшӗнче пулнӑ. 72-ри хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ. Унӑн мӑнукӗ машинӑпа ҫынна ҫапса хӑварнӑ имӗш. Хайхи ҫын мӑнукне яваплӑхран хӑтарма пултарать-мӗн. Хӗрарӑмӑн 100 пин тенкӗ куҫарса памалла ҫеҫ.
84-ри хӗрарӑм та 100 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Унӑн тӑванӗ авришӗн айӑплӑ тенине ӗненнӗ вӑл.
88 ҫулти хӗрарӑм вара ытларах шар курнӑ. Вӑл курьера 300 пин тенкӗ тыттарса янӑ. Тепӗр кунхине тӑванӗсем патне шӑнкӑравласан тин вӗсемпе ним те пулманнине, ӑна такам улталанине пӗлнӗ.
Халӗ полицейскисем ҫав ҫынсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Патӑрьел район администрацийӗ сӑранран ҫӗленӗ 27 кресло туянасшӑн. Ку тӗллевпе 567 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Пӗри 21 пин тенке кайса ларӗ.
Кресло туянас тесе аукцион ирттерӗҫ. Ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Пур креслӑн та пӗр пек пулмалла. Сӑран тӗсӗ ҫеҫ уйрӑлса тӑма пултарать. 2-шӗ – хура, 25-шӗ ҫутӑ сӑрӑ тӗслӗ кирлӗ.
Каркасӗ йывӑҫран пулмалла. Кресло ятарласа ертӳҫӗ валли туни кирлӗ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Арккасси ялӗнчи 3 урамра вырӑнти пуҫарусен программипе ҫул сарма тытӑннӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 4 урамра ҫул юсасшӑн. Вӑрман урамӗнчи юсав валли аукцион ирттерме документсене хатӗрлеҫҫӗ. Ытти виҫӗ урамра юсав ӗҫне ҫак уйӑхра вӗҫлесшӗн.
Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ольга Кудрявцева ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Вӑл ял ҫыннисене пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал Чӑваш Енри ялсене аталантарма тӗрлӗ программӑпа 5 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ, ҫав шутран ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарма — 1,3 миллиард тенкӗ.
Чӑваш Енре пассажирсене автобуссемпе турттаракансене лизинг тӳлевӗшӗн субсиди парса пулӑшӗҫ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпара ӗненсен, ку пуҫару авторӗ — Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви.
«Таса чунпа ӗҫлекен, социаллӑ яваплӑ енпе тӑрӑшакансене пирӗн пулӑшмалла. Халӑха транспорта тивӗҫтерессин тытӑмне хатӗрленӗ май ӑнланмалла та уҫӑмлӑ, конкуренци аталаннӑ рынок йӗркелемелле», — палӑртса хӑварнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Шупашкарти «Экра» предпряитире ӗҫленӗ Татьяна Качковӑна полицейскисем шыранӑ. Ҫак кунсенче ӑна тытса чарнӑ. Вӑл 185 миллион тыла тенкӗ ҫухалнӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Ҫак хӗрарӑм предприятире финанспа экономика службин ертӳҫинче ӗҫленӗ. Халӗ ӑна килти ареста лартнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2010 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен хӗрарӑм Ирина Дрозд бухгалтера укҫа вӑрлама пулӑшса пынӑ, преступлени йӗрне ҫухатнӑ. Ҫапла вӗсем хӑйсен тата упӑшкин счечӗсем ҫине 185 миллион та 469 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Хӗрарӑма айӑплама тӑрсан вӑл ҫухалнӑ, урӑх регионта 2 эрне пытаннӑ. Ҫурлан 7-мӗшӗнче полицейскисем вӑл Мускавра пулнине палӑртнӑ. Ӑна тытса чарса Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Чӑваш Енри шкулсенчи ачасем чӑваш чӗлхипе тата литературипе, тутар чӗлхипе тата литературипе, мордва чӗлхипе тата литературипе регион тата халӑхсем хушшинче олимпиадӑсенче ҫӗнтернӗшӗн вӗсен вӗрентекенӗсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Хӑш-пӗр учителе 100-шер пин тенкӗ преми парӗҫ, хӑшӗсене — 50-шар пин тенкӗ. Вӗсем Патӑрьел, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Комсомольски районӗсенчи шкулсенче ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗнче вырнаҫнӑ складсенчен пӗринче икӗ кладовщица хирӗҫсе кайнӑ. Вӗсенчен пӗри сӑмаха каличчен нумай шухӑшласа тӑман — хут ҫинче ҫырма юраман сӑмахсемпе перкелешме тапранса кайнӑ. Тепри ҫӗтсе кайман — диктофон туртса кӑларса ҫырса пынӑ.
Шар курнӑ кладовщица евитлеме прокуратурӑна ҫул тытнӑ.
Усал сӑмахсемпе перкелешнӗ, тепӗр ҫынна ним мар кӳрентерсе пӗтерме хӑюлӑх ҫитернӗ 36 ҫулти хӗрарӑма суд административлӑ майпа явап тыттарса 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче 23 ҫулхи ҫамрӑк 15 ҫулхи ачаран укҫа тапӑннӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 23 сехет тӗлӗнче Ҫӗмӗрлери ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ӳсӗр ҫамрӑк хӑй паллакан 15 ҫулти яша пуҫӗнчен 3 хутчен ҫапнӑ, унтан вӑл унран 10 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ, памасан хӗнессипе хӑратнӑ.
Хӑраса ӳкнӗ яш укҫа пама шантарнӑ, анчах «кӗмӗл» килте тесе каланӑ, илсе тухма пулнӑ. Яш пурӑнакан кил патне ӳсӗр ҫамрӑк пӗрле кайнӑ. Унтан яш тарса пытаннӑ та йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.
Пуҫтах ҫамрӑка суд 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |