Ваттисен кунӗ умӗн Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ара, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ватӑсене саламласа чыслаҫҫӗ-ҫке-ха.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв умӗн Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ирттерме те палӑртнӑ. Унта шӑнкӑравласа пенси пирки ыйтса пӗлме пулать.
«Хӗрӳ лини» авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ. Кирек кам та унта шӑнкӑравласа кӑсӑклантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать. Ыйтусен социаллӑ тӳлевпе, пенси саккунӗсемпе, ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑнмалла.
«Хӗрӳ линие» 8(8352) 39-36-81 номерпе шӑнкӑравламалла.
Тин кӑна ЧР экс-Элтеперӗ Николай Федоров хӗрне Каринӑна чаплӑ туй туса качча пани пирки Шупашкарӗпех кӗрлерӗҫ. Тӗп хулара тепӗр туй кӗрлеттерме хатӗрленеҫҫӗ. Хальхинче Шупашкар мэрӗ хӗрне качча парать.
Леонид Черкесовӑн хӗрӗ Анна ятлӑ. Нумаях пулмасть вӑл хулари пӗр кафере хӗр тусӗсемпе уяв ирттернӗ. Ун чухне вӑл ҫутӑ шӑлавар тата диадема тӑхӑннӑ. Тусӗсем вара хура костюмсемпе килнӗ.
Хӗрсем караоке-залра пулнӑ. Анна тата унӑн тусӗсем кафере ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене «Инстаграм» халӑх тетелне кӑларса хунӑ. Туй пулассине ҫавӑнтан пӗлнӗ ӗнтӗ ҫынсем. Анчах вӑл хӑш кун иртӗ? Кун пирки хальлӗхе сӑмах тухман-ха.
Наркотиксен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекенсен тытӑмӗнчи чи хӑватлӑ вӑй – спецназ. Ятарлӑ тӗллевлӗ ҫав отряда «Аслати» ят панӑ. Авӑнӑн 8-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн професси кунне паллӑ тунӑ. Вӑл куна Наркотикӑн сккунлӑ мар ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци служби йышӑннӑ.
Спецназра вӑй-хал енчен ҫирӗп те тӗреклӗ, кӑмӑл-сипет пахалӑхӗ тӗлӗшпе лайӑх енсемлӗ ҫынсем ӗҫлени пирки пӗлтерет маларах асӑннӑ органӑн Чӑваш Енри Управленийӗн пресс-служби. Профилактика мероприятийӗсем ирттернӗ май отрядри пӑхаттирсем тӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗнче ӑс пухакан ҫамрӑксемпе тӗл пулаҫҫӗ, преступлени тумалли марри пирки каласа ӑнлантараҫҫӗ.
Професси кунӗнче спецназ ҫыннисем табель хӗҫ-пӑшалӗнчен пульӑпа перессипе тупӑшнӑ.
Сӑнсем (5)
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче уяв иртнӗ. Пӗлӳ кунӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ.
Алманчӑсене саламлама Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Глухов та килнӗ. Уява ытти сумлӑ хӑна та ҫитнӗ. Малтанах культура ӗҫченӗсем хӑнасене ял историйӗпе паллаштарнӑ, унтан концерт лартнӑ.
Н.Глухов, О.Мешков, Г.Петров пухӑннисене ял тӑрӑхӗн социаллӑ экономика аталанӑвӗ пирки кӗскен каласа кӑтартнӑ. Унтан «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнисене чысланӑ.
Лидия Ковалюк поэтессӑна «Алманчӑн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл Ҫӗпӗрте вӗреннӗ, унтан ЧППУна килнӗ. Малтанах Алманчӑ ялӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтан ытти шкулсенче вӑй хунӑ. Шупашкарта 1981 ҫултанпа пурӑнать. Лидия Алексеевна 8 кӗнеке кӑларнӑ, Алманчӑ ялӗн гимнне ҫырнӑ.
Ял уявӗнче ачасем валли аттракционсем ӗҫленӗ. Ҫӗрулми кӑлармалли вӑхӑт пулсан та халӑх уявра савӑнма васканӑ.
Сӑнсем (33)
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Мускав 868-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Тӳре-шара анлӑ программа хатӗрленӗ. Унта 10 миллион ытла хӑна пухма палӑртнӑ.
Тӗп уяв Пушкин лапамӗнче иртӗ. Ку – мускавсен юратнӑ вырӑнӗ. Унта Мускав прессин фестивалӗ иртӗ, эстрада артисчӗсем юрлӗҫ, ытти мероприятие йӗркелӗҫ.
Уяв йӗркелӳҫисем мускавсене саламламашкӑн Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова чӗннӗ. Вӑл тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн сцена ҫине «Атӑл» халӑх хорӗ тухӗ. Пушкин лапамӗнче, Кремль ҫывӑхӗнче, чӑваш юрри пӗрремӗш хут янӑрӗ. Хор икӗ юрӑ шӑрантарӗ. Вӗсем сцена ҫине авӑнӑн 5-мӗшӗнче 14 сехетре тухӗҫ. Мероприятие Мускав телеканалӗсемпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ.
Мускав уявӗнче 500 ытла мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Ҫынсем уяв мероприятийӗсене хӑйсем онлайн мелӗпе сасӑласа суйланӑ. Унта 200 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Ҫӗпрел районӗ 85 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Юлашки ҫулсенче район Тутарстан танлаштарӑмӗнче кайра пулнӑ. Халӗ вара вӑл рейтингра ҫӳлелле ҫӗкленнӗ.
Район центрӗ самаях улшӑннӑ. Социаллӑ объектсен йышӗ ӳссех пырать. Унта ача пахчисем, культура учрежденийӗсем, суту-илӳ центрӗсем, ытти объектсем уҫӑлаҫҫӗ. Унччен шурлӑхлӑ вырӑн пулнӑ ҫӗрте парксем ешереҫҫӗ. Унта ҫамрӑксем пӗрлешнине паллӑ тӑваҫҫӗ. Тутарсемпе чӑвашсем ҫемье ҫавӑрсан унта уҫӑлма пыраҫҫӗ.
Уява паллӑ тума районтан тухнӑ ҫынсем чылаййӑн пухӑннӑ. Хӑнасем валли ятарласа экскурсисем йӗркеленӗ. Вӗсем паттӑрсен палӑкӗ умне чечек хунӑ хыҫҫӑн районпа паллашнӑ.
Районта нефть те, ҫутҫанталӑк газӗ те кӑлармаҫҫӗ. Вӑл ял хуҫалӑх тытӑмӗпе аталанма тӑрӑшать. Инвесторсене илӗртме тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Вӗсем валли меллӗ условисем туса панӑ ӗнтӗ.
Ҫапла, районта ҫынсене пурӑнмалли условисем пур. Ҫавӑнпа халӑх уявра тулли кӑмӑлпа савӑннӑ.
Ыран — Пӗлӳ кунӗ. Ачасем сумкӑсем йӑтса шкул сукмакне такӑрлатма тытӑнчӗҫ. Чӑваш Енре ҫак ҫулсенче ырӑ йӑла пуҫарчӗҫ — пӗлтерӗшлӗ уявсенче лавккасенче эрех-сӑра сутма чарчӗҫ.
Ыран та ку йӑлана пӑрахӑҫламӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенче алкоголь продукцине сутма чарӗҫ. Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн.
Шупашкар хула администрацийӗ алкоголь продукцине ваккӑн сутакансем ҫак йӗркене пӑснӑшӑн мӗнле яваплӑх пулнине аса илтерет.
Должноҫри ҫынсем йӗркене пӑссан 5–10 пин тенкӗ штраф тӳлеттерӗҫ. Ку кӑна мар: алкоголь продукцине туртса илӗҫ.
Юридици сӑпачӗсен вара ҫак йӗркене пӑснӑшӑн 50–100 пин тенкӗ тӳлемелле пулӗ. Вӗсенне те алкоголь продукцине туртса илӗҫ.
Шупашкар районӗнче шӑматкун пулнине пӑхмасӑрах паян пӗр мероприяти хыҫҫӑн тепри иртнӗ. Янӑшра шкул уҫнине эпир пӗлтертӗмӗр-ха.
Район центрӗнче паян старостӑсемпе черетлӗ хут пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе тӗлпулассине Шупашкар район администрацине Георгий Егоров ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн йӗркелесе янӑччӗ. Черетлӗ тӗлпулӑва паян кунӗпех ӗҫпе тӑван районӗнче пулнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пуннӑҫлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев (унччен вӑл «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкне ертсе пынӑччӗ), Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи Николай Угаслов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Паянах Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхне кӗрекен Энтимӗркасси ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫнӑ. Пуҫлӑхсем кунсӑр пуҫне «Приволжское» вӗренӳ хуҫалӑхӗнче, Кӳкеҫ поселокӗн уявӗнче пулнӑ.
Сӑнсем (44)
Красноармейски районӗнчи Ванюшкасси ялӗ те хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче ял халӑхӗ уяв лапамне пухӑннӑ.
Ванюшкассисем ҫуралнӑ куна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Сценӑна вӗсем «С праздником» баннерпа илемлетнӗ, саксем лартнӑ. Малтанах ванюшкассисене Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков саламланӑ. Андрей Владимирович Ванюшкассинче ӗҫчен ҫынсем пурӑннине палӑртнӑ. Ав нумаях пулмасть Вадим Николаев РФ Федераци Канашӗн пайташӗ пулса тӑнӑ.
Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Ольга Белоусовӑна, Геннадий Владимирова, Анатолий Леонтьева, Олег Леонтьева, Василий Лукина, Марина Платоновӑна, Зинаида Яковлевӑна тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Петрова пухӑннисене Ванюшкасси ялӗн историйӗпе паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ конкурссем ирттерсе чи маттуррисене чысланӑ.
Концерт вӗҫленсен ташӑ каҫӗ малалла тӑсӑлнӑ.
Сӑнсем (41)
Кӑҫал Элӗк 320 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май элӗксем юбилее анлӑн паллӑ тунӑ.
Уяв ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗвеллӗ кун Элӗке ҫын нумай пухӑннӑ. Унта «Савнӑ ялӑм, тӑван ялӑм» литература салонӗ ӗҫленӗ. Ӑна Элӗкри тӗп вулавӑш хатӗрленӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Элӗк историне пухнӑ, паллӑ ентешӗсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ. Пухнӑ материала «Элӗк: паян тата ӗнер. 320 ҫул» кӗнекене кӗртнӗ.
Кӗнеке куравне Элӗк районӗ пирки тухнӑ кӑларӑмсене кӗртнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем буклетсем, летопиҫсем, дайджестсем хатӗрлеме те ӳркенмен. Унтах вулавӑшри «Аста алӑ» кружока ҫӳрекенсен ӗҫӗсене кӑларса хунӑ.
Стенд ҫине Элӗк аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ҫынсем пирки ҫырса хунӑ. Вӗсен йышне район ертӳҫисем, тухтӑрсем, культура ӗҫченӗсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, спортсменсем, ҫыравҫӑсем кӗнӗ.
Ҫав кун элӗксем литература салонне ҫитсе курса Элӗк тата ун ҫыннисем пирки чылай интереслине пӗлнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |