Чӑваш Енре Республика кунӗнче иртмелли мероприятисем пирки калаҫаҫҫӗ. Кӑҫал уяв Шупашкарта тата Элӗк районӗнче иртет.
Элӗк районӗнче этнокультура комплексӗ уҫма палӑртнӑ. Шупашкарта та чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Шупашкарта пурӑнакансен хушшинче видео ӳкерессипе конкурс иртӗ. Кирек кам та мероприятисенче репортаж тума пултарать. Видеона камера, телефон, планшет ҫине ӳкерме юрать. Конкурса Хула кунӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Хулана 30 пин чечекпе илемлетӗҫ. Ҫавӑн пекех тухья евӗр арт-объект пулӗ. Уҫӑ тӳпе айӗнче кино курма та май пулӗ.
Паян, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Муркаш районӗн ҫыннисем пухӑннӑ. Вӗсем Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата республикӑри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа район 72 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ.
Фойере хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Унтах ал ӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Уяв район аталанӑвӗ пирки ӳкернӗ фильм кӑтартнипе пуҫланнӑ. Унтан Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, район пуҫлӑхӗ Игорь Николаев, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Алла Салаева тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Унтах ЧР Элтеперӗн стипендине тивӗҫнӗ ҫамрӑксене, маттур ҫынсене чысланӑ. Сцена ҫине Муркаш районӗнчи фольклорпа эстрада ансамблӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем тухса юрӑ ташӑпа савӑнтарнӑ.
Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» Ҫӗнӗ ҫул проектне пӗтӗмлетмелли мероприяти йӗркеленӗ. Унта Муркаш районӗнчи культурӑпа кану учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ.
Аса илтерер, «Пӗр районӑн юмахӗ» проекта кӑрлачӑн 3-мӗшӗнчен тытӑнса 7-мӗшӗччен Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкар хулисенче пурнӑҫа кӗртнӗ. Ҫынсем ҫулҫӳрев карттинче кӑтартнӑ ятарлӑ вырӑнсем тӑрӑх канса та савӑнса ҫӳреме пултарчӗҫ ҫав вӑхӑтра.
Уйрӑмах хастаррисем мӗнпур уява ҫитнӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чемен карти» этнопаркра кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗн Елки иртнине, ӑна влаҫрисем «Этнозима» (чӑв. Этнохӗл) ят панине эпир пӗлтернӗччӗ.
Арҫынсене Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунне мӗн парнелемеллине пӗлместӗр-и? Шупашкарта Владимир Путин тата Барак Обама сӑнне ӳкернӗ нуски сутни пирки тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ пур.
Константин сутуҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал нуские ҫынсем хаваспах туянаҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейре туса кӑларнӑ. Нуски, вӑл каланӑ тӑрӑх, урана сывлаттарать. Ӑна туянакансем каялла та таврӑнаҫҫӗ-мӗн — тепре илме.
Ярослав Макаров та нуски туяннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку ӑна питӗ килӗшнӗ. Нуские вӑл коллекцие хума шутланӑ. Вӑл унта 9-мӗш пулӗ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Енри Бельман обществи 20 ҫулхине уявлама пухӑннӑ. Республикӑн Наци вулавӑшӗнчи тӗлпулӑва юхӑмӑн «шурсухалӗсем» те, унпа пӗр шухӑшлисем те пуҫтарӑннӑ.
Олег Улангин ятлӑ ҫын обществӑна епле йӗркелесе яни пирки аса илнӗ, Бельман обществи Чӑваш Енре, Мускавра тата Самарӑра туса ирттерекен ӗҫсем пирки каласа кӑтартнӑ.
Сӑмах май каласан, ку обществӑна пуҫарса ямашкӑн 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пухӑннӑ чух Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров, Швецин Раҫҫейри атташи Юхан Эберг тата шведсен делегацийӗ те пулнӑ.
Обществӑн 20 ҫулхи уявне хутшӑннӑ Атнер Хусанкай филолог, искусствовед шведсен поэзине чӑвашла куҫарни пирки каласа кӑтартнӑ. Ку ӗҫе малтанласа Геннадий Айхи поэт тата тӑлмачӑ пуҫарнӑ. К.М. Бельманӑн «Сывлӑха, тӑвансемӗр» кӗнекине 1995-мӗш тата 1999-мӗш ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ. Харри Мартинсонӑн «Аниара» поэма-ревюне те чӑвашла пичетленӗ. Шведсен ӗҫӗсене чӑвашла куҫарма Ева Лисина тата Иосиф Дмитриев (Трер) та хутшӑннӑ. 2005 ҫултанпа Иосиф Дмитриев (Трер) Дмитрий Воробьевпа пӗрле пулса куҫарнӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев студентсене Татьянӑсен кунӗпе саламланӑ. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашне те ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу суннӑ.
Паян студентсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Михаил Игнатьев яш-хӗре саламланӑ май халӗ квалификациллӗ кадрсем кирлине палӑртнӑ.
— Чӑваш Ен правительстви ҫамрӑксене вӗренӳре тата ӗҫре аталанмашкӑн условисем туса парать, — ҫапла каланӑ Михаил Васильевич.
Республика Элтеперӗ Чӑваш Енре нимеҫӗсен (волонтер) корпусӗ тата Ҫамрӑксен правительстви лайӑх ӗҫленине, вӗсем регион пурнӑҫне хастар хутшӑннине палӑртнӑ.
Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем Сурхурине пуҫтарӑннӑ.
«Авалхи ҫак йӑларан чӑвашсемшӗн ҫулталӑк пуҫланнӑ», — тесе хыпарлать уяв пирки пӗлтернӗ май Тӗмен облаҫӗнчи наци ӗҫӗсен комитечӗ хӑйӗн официаллӑ порталӗнче.
«Сурхурине уявлама чӑвашсем чи пысӑк пӳрте суйласа илнӗ те унта пуҫтарӑннӑ», — уҫӑмлатнӑ тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн влаҫ органӗсен порталӗнче. Тӗмен облаҫӗнче сурхурине ирттерме унти чӑвашсем «Строитель» наци культурисен ҫуртне пухӑннӑ. Уяврисем валли наци ӗҫми-ҫиминчен апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Пуянлӑхпа ӑнӑҫӑва палӑртакан тӗп символа — пӑрҫана та — сӗтел ҫине лартма манман. Пӑрҫа кукӑлӗ те пулнӑ.
Уявра ача-пӑча та савӑннӑ. «Ҫитрӗ Сурхури» ӳкерчӗксен конкурсӗнче ҫӗнтернисене парнепе хавхалантарнӑ.
Шупашкар районӗнче юлашки ҫулсенче Акатуя тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫалхине хӑйсем патӗнче йӗркелессишӗн Кӑшавӑш, Ҫырмапуҫ, Сарапакасси тата Ҫӗньял-Покровски ял тӑрӑхӗсем заявка тӑратнӑ. Конкурсра ҫӗнтернӗ ял тӑрӑхне район хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрса параҫҫӗ. Вӑл укҫана вырӑнтисен хӑйсене кирлӗ пек, анчах, паллах, усӑллӑ тӑкаклама май килет.
Тунтикун ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ канашлура конкурса хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем укҫана тивӗҫсен ӑна ӑҫта яма шухӑшлани пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ асӑннӑ районӑн "Тӑван Ен" хаҫат сайтӗнче.
Ҫырмапуҫсем, акӑ, Иккассинчи шыв скважинине юсама, Чӑрӑшкасси клубӗнчи спортзала ҫӗнетме ярас шухӑшлӑ пулнӑ.
Сарапакассисем Колешша ялне шыв кӗртме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Унта ҫынсем ҫӑлтан шыв ӑсса пурӑнаҫҫӗ. Ун пекки Шупашкар районӗнче тек пӗр ялта та ҫук — пур ҫӗрте колонкӑран ӑсаҫҫӗ, хӑш-пӗр ялта килсерен пӳрте шыв кӗртнӗ. Канашлура ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Павел Амурцев Шорккари шыв башин хӑвачӗ пӗчӗккине кура ку ыйтӑва та татасшӑннине пӗлтернӗ.
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре Татьянӑсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ.
Хӗрлӗ тӳремре 19 сехетре студентсем пӑр ҫинче ярӑнӗҫ, конкурссене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ. Унта хулари паллӑ диджейсем пулӗҫ. Конкурса мала тухнисене снегоходпа ярӑнтарӗҫ. Унта ҫӗнтерес тесен Хӗрлӗ тӳремри каток ҫинче сӑн ӳкерӗнмелле те Instagram халӑх тетелне #АктивныйГород21 тата #КультурныеЧебоксары хэштегпа кӑларса лартмалла.
Сӑмах май, хулари тӗп катока кунсерен ҫын нумай ҫӳрет. Кунта паллӑ диджейсем час-часах ташӑ ирттереҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Хӗл Мучипе Юрпикесен парачӗ иртнӗ. Ҫак кун, ҫанталӑк ытлашши сивех пулмарӗ, анчах та Хӗл Мучи кунӗпех ҫил-тӑман ҫавӑрттарчӗ.
Мероприяти Хӗрлӗ Чутайри тӗп тӳремре вырнаҫтарнӑ Чӑрӑш тавра иртрӗ. Вӗсене саламлама район администрацийӗн ертӳҫи Александр Башкиров та тухнӑ.
Районти тӗрлӗ ялтан пуҫтарӑннӑ Хӗл Мучисемпе Юрпикесем ҫанталӑкпа тупӑшса тӗрлӗ ӑмӑртусенче савӑннӑ, вӑйӑ-кулӑ вылянӑ, илемлетнӗ чӑрӑш тавра юрӑсем юрласа ҫаврӑннӑ. Мероприятие курма халӑх та вӑйлӑ ҫил-тӑман алхаснине пӑхмасӑрах сахал мар пуҫтарӑннӑ, вӗсене вӑл кӑмӑла кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |