Юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсем пысӑк уявне паллӑ тӑвӗҫ. «Хӗрлӗ Октябрь» культура керменӗнче наци уявне «Кӗр сӑрине» пухӑнӗҫ.
Унта пурне те хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Чӑваш артисчӗсем юрри-ташшипе савӑнтарӗҫ. Уявра Чӑвашра туса кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе те тутанма май пулӗ. Сӑмах май, Мускаври чӑвашсем ку уява ҫулленех паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ.
«Кӗр сӑри» ҫӳлерех асӑннӑ культура керменӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Иркутск чӑвашӗсем Чӳклемене иртнӗ уйӑх вӗҫӗнчех ирттернӗ-ха. Анчах хыпарне халӗ кӑна пӗлтӗмӗр.
«Чӳклеме» ача-пӑча уявне йӗркеленӗ май унти хастарсем ҫулҫӑран тӗрлӗ япала ӑсталассипе маҫтӑр-классем йӗркеленӗ. Ку ӑсталӑха вӗсем хӑлхасӑр тата начар илтекен ачасен 9-мӗш номерлӗ тӳрлетӳ шкулӗнче вӗренекенсене хӑнӑхтарнӑ.
Уява ирттерме Иркутск хула администрацийӗ те пулӑшнӑ. Мероприятие Европа ҫурчӗ текен ҫуртра йӗркеленӗ. Унта «Школа Межнационального общения» (чӑв. Нацисем хушшинчи хутшӑну шкулӗ) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуҫтарӑннӑ.
Уявра чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе паллашнӑ, чӑваш апат-ҫимӗҫне астивсе пӑхнӑ, чӑвашла ташлама вӗреннӗ, усал-тӗселтен хӳтӗлеҫҫӗ тесе тӑван халӑхӑмӑр епле хӳтӗленни пирки те каласа кӑтартнӑ.
Паян РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Владимир Владимирович 64 ҫул тултарнӑ.
Паян ҫӗршыв ертӳҫи нимӗнле официаллӑ мероприятие те хутшӑнмасть. Ҫапах, унӑн пресс-секретарӗ Дмитрий Песков каланӑ тӑрӑх, Владимир Владимирович паян телефонпа ӗҫпе калаҫнӑ.
Кӑҫал Владимир Путин ҫуралнӑ кунне тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе тата юлташӗсемпе паллӑ тӑвать. Кунсӑр пуҫне ҫӗршыв пуҫлӑхне ытти ҫӗршыв ертӳҫисем шӑнкӑравласа саламланӑ. Тӗслӗхрен, Беларуҫ пуҫлӑхӗ Александр Лукашенко ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Владмир Путин ҫуралнӑ кунне Сочири Олимп паркӗнче паллӑ тунӑ. Вӑл ун чухне паллӑ спортсменсемпе, политиксемпе, усламҫӑсемпе хоккейла вылянӑ, хапхана 7 шайба кӗртнӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК харӑсах виҫӗ юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал радио – 90, телекурав – 55, «Шупашкар ТВ» студи 20 ҫул тултарнӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Агния Мадянова 1973-1993 ҫулсенче радиора сасӑ режиссерӗнче ӗҫленӗ. Вӑл аса илнӗ тӑрӑх, ун чухне кӑларӑм нумай пулнӑ.
Паян ПТРКра ҫамрӑк журналистсем нумай. Павел Храмкин унта 2 ҫул ӗҫлет. Вӑл Йошкар-Оларан килнӗ.
Уяв каҫне Пӗтӗм Раҫҫейри ПТРК департаменчӗн регионти ертӳҫи Андрей Никитин уҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ӑшӑ сӑмахсем каланӑ.
ПТРКра ӗҫлекенсем ташӑ та вӗреннӗ. Сцена ҫине ПТРКра ӗҫлекен пур специалист та тухнӑ. Ытти регионти ӗҫтешӗсем те вӗсене саламлама килнӗ. Оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем те пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна паллӑ тунӑ. Спорта юратакансем хулари тӗп урамсемпе утнӑ. Ку мероприятине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Ку уява йӑлана кӗнӗ акципе пӗрлештернӗ. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче ветерансем сывлӑхне ҫирӗплетсе утнӑ тата ҫынсем тухтӑрпа уҫӑлма тухнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри утмалли куна Олимп чемпионки Елена Николаева та хутшӑннӑ. Спортсменкӑн шухӑшӗпе, утасси — спортӑн чи ҫӑмӑл тӗсӗ. «Олимп медалӗ патне эпӗ нумай талпӑннӑ. 30 ҫулта Олимп чемпионки пулса тӑтӑм! Паянхи кун та утатӑп, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнатӑп», — тенӗ Елена Николаева.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче уяв иртнӗ. Халӑх ял праҫникне паллӑ тума пухӑннӑ.
Ял самаях пысӑк. Унта 305 кил шутланать, 444 ҫын пурӑнать. Малтанах вӗсене Канаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров саламланӑ. Унтан Шаккӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ираида Андреева сӑмах илнӗ.
Ираида Андреева общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ ҫынсене — Галина Даниловӑна, Николай Данилова, Олег Кошкина, Николай Антонова, Петр Иванова, Вячеслав Иванова — тав ҫырӑвӗпе тата пылак парнепе чысланӑ.
Пӗрле нумай ҫул пурӑннӑ мӑшӑрсене те палӑртнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене те чысланӑ: Григорьевсене, Даниловсене, Кошкинсене, Павловсене.
Ял ҫыннисене концертпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялтан килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Кайран ял халӑхӗ шӳрпе ҫинӗ.
Ҫӗмӗрле хули пысӑк юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Савӑнӑҫлӑ уяв авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче иртӗ.
Ҫав кун Ҫӗмӗрле хули 100 ҫул тултарать. Ҫавна май мероприятисен программи анла пулӗ.
Уяв ирхи 10 сехетре пуҫланать. Тӗп лапамра «Ӑстасен хули» вырнаҫӗ. Вӑл урапасене юратакансем валли шоу хатӗрленӗ.
Хулари кану тата культура паркӗнче ачасем валли вылямалли лапамсем ӗҫлӗҫ, суту-илӳ палаткисем пулӗҫ. Унта шӳтлӗ фотосесси тума, сувенир укҫана саккаспа хатӗрлеттерме май пулӗ. Ҫавӑн пекех боди-арт, мастер-тату енӗпе ӗҫлӗҫ, спектакль кӑтартӗҫ.
Уявра «Кӗр парнисем» композицисен фестивалӗ те ӗҫлӗ. Ҫавӑнтах ҫамрӑк ӳнерҫӗсен куравӗ пулӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Огонек ялӗнчи ҫынсем уява пухӑннӑ. Ялта халӑх йышлӑ мар, ҫапах пӗрле уяв йӗркелесе вӗсем туслӑхӗ ҫирӗп пулнине кӑтартнӑ.
Уява Шӑрттан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Моисеев уҫнӑ. Ял ҫыннисене саламламашкӑн ЧР ҫутҫанталӑк министрӗ Сергей Павлов та ҫитнӗ. Йӗпреҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Фадеев, социаллӑ хӳтлӗх пай пуҫлӑхӗ Римма Июдина та тухса калаҫнӑ.
Владимир Андреева, Сергей Сапожникова, Надежда Семеновӑна хастарлӑхпа палӑрнӑшӑн Йӗпреҫ район администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Сергей Моисеев яла хӑтлӑх кӗртес ӗҫре нумай тӑрӑшакансене тав хучӗ панӑ.
Уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Огонек ҫыннисене Шӑрттан ялӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнчи Шкул урамӗ пуҫласа уяв ирттернӗ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мероприятие кӳршӗ-арша хисеплеттерме хӑнӑхтарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне кӑҫал Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине те, панулми сӑпасӗ ҫитнине те асӑнса хӑварнӑ.
Уяв ирттерекен вырӑнта ӗлӗкхилле вӑрӑм сӗтел вырнаҫтарса лартнине те пӗлтереҫҫӗ. Хуранта вара... ҫук, шӳрпе мар, чашлама вӗренӗ. Кавказ кухни шутланакан ҫак апата ҫиме лариччен вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.В. Башкиров ҫынсене урама хӑтлӑх кӗртнишӗн тав тунӑ. Вӑл хӑйӗн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне те аса илнине пӗлтернӗ ял тӑрӑхӗн сайчӗн урам уявӗ пирки хыпарланинче. Ветерансен канашӗн ертӳҫи А.И. Николаева вара урамри чи ҫамрӑк пурӑнакана парне тыттарнӑ. Юбиляр-ӗҫ ветеранӗсене те ҫав ҫын саламланӑ. А.Н. Польков депутат тата староста та тухса калаҫнӑ. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем уяв сӗмӗ кӗртни урам ӗҫкине пухӑннисемшӗн чӑннипех те ырӑ кӗтменлӗх пулнине пӗлтереҫҫӗ.
Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кондрашкин скульптор тата художник ҫитес уйӑхра пултарулӑхри хӑйӗн ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Ҫав ҫын — тӗрлӗ преми лауреачӗ. Вӗсен шутӗнче обществӑллисем те пур. Сӑмахран, Пӗрлештернӗ пӑлхарсен пӗрлешӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ те шутланать.
Николай Кондрашкина Чӑваш халӑхӗн ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пӗтӗм тӗнчери уйрӑмне йӗркелесе яраканӗ тата ертсе пыраканӗ тесе хаклаҫҫӗ.
Художник тата кӳлепеҫӗ культура ӗҫӗнче 1966 ҫултанпа тӑрӑшать. Чӗмпӗрте вӑл хӑйӗн ӳнер лаҫҫине уҫнӑ. Хамӑр ҫӗршыври паллӑ ҫынсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе асра хӑварассипе тӗрлӗ проект пурнӑҫа кӗртессипе сахал мар тӑрӑшнӑ. 2008 ҫултанпа Николай Кондрашкин Чӗмпӗрти чӑвашсен пӗрлӗхне ертсе пырать.
Пултарулӑхра 50 ҫул ӗҫленине Николай Кондаршкин Чӗмпӗр облаҫӗнчи Аслӑ Нагаткин ялӗнче авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетре унти Культура ҫуртӗнче уявлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |