Ӗнер, Ҫӗртмен 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче Пӗтӗм чӑвашсен халӑх уявӗ «Ҫимӗк» иртрӗ. Вӑл, Чӑваш ентешлӗхӗсемпе районсенчи (регионсенчи) таврапӗлӳҫӗсен уйрӑмӗсене халалланӑскер, маларах иртнӗ Чӑваш Республикин кунӗн тӑсӑмӗ евӗр иртрӗ. Ҫимӗке Самар, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Эстони тата ытти тӑрӑхри чӑвашсем ҫитнӗ. Уяв тӑван чӑваш чӗлхипе иртрӗ.
Уявра ирттерме палӑртнӑ йӑла-йӗрке йышӗ сахал марччӗ, «Чемен карти» этнохулашра вӗсене пурне те кӑатртрӗҫ. Ваттисен пил сӑмахне Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял тата Чӑваш халах ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин тухса каларӗҫ. Ҫимӗк тӗлне хатӗрленӗ таврапӗлӳпе туризм центрӗнче йӗркеленӗ таврапӗлӳҫӗсен пуххине Чӑваш таврапӗлӳҫисен председателӗ Сергей Сорокин ертсе пычӗ.
Усал-тӗселтен тасатакан сӑваплӑ ҫулӑма тивӗртнине, хулаш йӗри-тавра хӗрсем ака тунине («хӗраки»), йӑх юписене лартнине Ҫимӗке килнӗ пур хӑна сӑнарӗ — вӗттинчен пуҫласа аслисем таранах. Пурте пӗрле алӑ тытса пысӑк вӑйӑ картинче ҫаврӑнчӗҫ.
Пӗтӗм чӑвашсен Ҫимӗкне килнӗ Чӑваш Енӗн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов ҫапла палӑртрӗ: «Ку уявра халӑх чунӗ палӑрать.
Ҫак кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ял пӗчӗкех мар — 205 хуҫалӑх, унта 407 ҫын пурӑнать. Туслӑ халӑх ял уявне хаваспах пухӑннӑ.
Малтанах ял халӑхне вырӑнти тӳре шара саламланӑ. Ярӑславсене саламлама ытти тӑрӑхран та килнӗ. Халӑх Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешсене манмасть. Малтанах вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ.
Ял пурнӑҫӗшӗн нумай тӑрӑшакансене, хастарлӑхӗпе палӑрнисене парнесемпе, грамотӑсемпе чысланӑ. Ялти вулавӑш литература монтажӗ хатӗрленӗ. Сцена ҫинче вырӑнти юрӑҫсем, чӑваш этрада артисчӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ.
Спорт мероприятийӗсӗр иртмен паллах. Волейбол лапамӗнче урамсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ. Уявра пурне те шӳрпепе хӑналанӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти ташӑ каҫӗпе тата фейерверк янипе вӗҫленнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чӑнкасси ялӗнче ҫурхи ӗҫсене вӗҫленӗ ятпа «Кушар» уявне ирттересси йӑлара. Кӑҫал чӑнкассисем ҫӗртмен 19-мӗшӗнче уява пухӑннӑ.
Ял ҫыннисем яланхи пекех Мукачу урамӗнче пуҫтарӑннӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Мясников уҫнӑ. Чӑнкасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ю.Васильев та тухса сӑмах каланӑ.
Чӑнкассисене саламлама депутатсем, ытти тӑрӑхри ҫынсем те килнӗ. Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн ялти чи хастар ҫынсене чысланӑ. Ял аталанӑвӗшӗн тӑрӑшнӑшӑн Баринов В.П., Давыдов С.М., Трофименко Р.Я., Павлова Л.А., Сотникова Д.В., Сотникова Л.М, Федоров А.Г. наградӑна тивӗҫнӗ.
Уяв концертпа тӑсӑлнӑ. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем те хутшӑннӑ. Ҫавӑнтах волейболла вылянӑ. Кайрикас тата Мукачу урамӗсен командисем тупӑшнӑ. Уяв ташӑ каҫӗпе вӗҫленнӗ.
Ҫимӗкре Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулюра ял уявӗ кӗрленӗ. Халӑх шкул стадионне пухӑннӑ.
Ял халӑхне уявпа саламламашкӑн тӳре-шара ҫитнӗ. Район пуҫлӑхӗ Александр Степанов районти ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл маттур ентешӗсене чысланӑ. Общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн Шулю ял старостине Иван Крыцова тав ҫырӑвӗ панӑ. Владимир Храмовпа Тамара Окайкинӑна парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ял уявӗнче чи лайӑх ҫынсене палӑртнӑ, юбилярсене саламланӑ. Шупашкарта чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Шулю шкулӗн вӗренекенӗсем вара ташӑсемпе савӑнтарнӑ. Чишкинсен ҫемйин ансамблӗ уява тата савӑнӑҫ кӳнӗ.
Ҫак кун шулюсен асӗнче чылайлӑха юлӗ. Уявран кашниех тулли кӑмӑлпа киле утнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӗмен облаҫӗнчи Каскара поселокӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Йӗпреҫ районӗнчи ушкӑн та кайнӑ.
Савӑнӑҫлӑ уява Тӗмен облаҫӗн Думин председателӗн ҫумӗ Геннадий Корепанов национальноҫ ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Евгений Воробьев хутшӑннӑ. Вӗсем регион парламентарийӗнчен чӑвашсене культурӑпа наци йӑлисене сыхласа хӑварнӑшӑн, ытти халӑхпа туслӑ ҫыхӑну йӗркеленӗшӗн пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ.
Акатуй виҫӗ лапамра иртнӗ. Концерт К.Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх лартнӑ постановкӑран тытӑннӑ. Йӗпреҫ районӗнчи «Эревет» фольклор ансамблӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ.
Спортпа туслисем тӗрлӗ тӗсре вӑй виҫнӗ. Ҫавӑнтах чӑваш наци апачӗпе сӑйланнӑ, алӑстисен ӗҫӗсемпе киленме май пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ (ертӳҫи — Любовь Ананьева) «Социаллӑ пулӑшӑва чи лайӑх йӗркелени» ята илессишӗн ирттернӗ республикӑри конкурсра «Чи хӑтлӑ ҫурт» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ӑмӑртӑва Социаллӑ ӗҫчен кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ҫулсерен палӑртакан уяв ячӗпе республикӑра ирттернӗ пӗтӗмлетӳллӗ мероприятие Шупашкар районӗнчи социаллӑ ӗҫченсем те кайнӑ.
Халсӑррисене пулӑшакансене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев та пулнӑ. Тӳре-шарасенчен республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов та пулнӑ. Социаллӑ ӗҫченсене вӗсем саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Ҫимӗк чӑннипех те пысӑк уяв. Ҫак кун мунчара ҫӗнӗ милӗкпе ҫапӑнма, 77 тӗслӗ курӑкпа ҫӑвӑнма хушаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ку йӑла манӑҫа тухман — курӑк татса сиплӗ шыв хатӗрлеҫҫӗ, ҫӗнӗ милӗк хуҫма вӑрмана каяҫҫӗ.
Ҫимӗк умӗн ҫӑва ҫине кайса ваттисене асӑнаҫҫӗ. Ҫак кун масар ҫине халӑх лӑк тулли пухӑнать. Анчах хӑш-пӗр тӑрӑхра масар ҫинче вилнисене асӑнасси уява ҫаврӑннӑн туйӑнать. Эрех кӳпса лартма килнӗнех туйӑнать. Сӑмахӑм — тури районсем пирки (тен, хӑш-пӗр тӑрӑхра унашкал мар, пуриншӗн те каламастӑп). Пирӗн ҫӑва ҫине эрехсӗр каякан ҫын та ҫук пулӗ. Вилене те «ҫуттисӗр» пытармаҫҫӗ. Анатри районта, Патӑрьел тӑрӑхӗнче, пулнӑччӗ. Ҫынна пытарсан унта никам та эрех сӗнмест. Асӑнма сӗтел хушшине ларсан та эрех-сӑра лартмаҫҫӗ. Пирӗн патра урӑхларах — сӗтел ҫинче эрех пулмалла. Ӑна хӑнасене те ӗҫтереҫҫӗ, вилнӗ ҫынна асӑнса ятарлӑ савӑта ярса пыраҫҫӗ. Ӑна кайран пахчана тухса параҫҫӗ. Тӗлӗнмелле: тури тата анатри районсене темиҫе ҫухрӑм ҫеҫ уйӑрса тӑрать, йӑла вара пачах расна.
Хӑш-пӗр ҫын хӑйне масар ҫинче килӗшӳсӗр тытать.
Кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Элӗк районӗнче ирттерӗҫ. Уяв ҫывхарса пырать. Элӗксем вара ӑна паллӑ тумашкӑн тӗплӗн хатӗрленеҫҫӗ.
Элӗк сӑн-сӑпачӗ улшӑнсах пырать. Унта кашни кун тенӗ пекех хӑтлӑх кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ, тавралӑха тасатаҫҫӗ, тирпей-илем кӳреҫҫӗ.
Ку енӗпе районти организацисен ӗҫ коллективӗсем маттур. Шӑматкунлӑх ирттернӗ май ҫынсем урамсене тирпейлеҫҫӗ, парксене, ҫуртсен ҫывӑхне тасатаҫҫӗ, ҫын нумай ҫӳрекен вырӑнсене хитрелетеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть этнопарк-музей ҫывӑхӗнче «Аликово 1694» тесе ҫырнӑ. Шел те, чӑвашла ҫырман ӑна. Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ тӑк вӑл тата илемлӗрех курӑнӗччӗ.
Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри хули 160 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ку шӑпах Раҫҫей кунӗнче пулнӑ. Сӗнтӗрвӑррисем ҫав кун Акатуя та паллӑ тунӑ.
Хулана Мария Александровна императрицӑна халалласа ят панӑ. Атӑл хӗрринче унӑн палӑкӗ те пур. Шӑпах унта музыкӑпа литература программи енӗпе мероприяти иртнӗ. Чӑваш поэчӗсем хӑйсен сӑввисене вуланӑ. Ҫавӑнтах лирика кӗвви янӑранӑ.
Атӑл хӗрринчи лапамра иртнӗ ӗмӗрсенчи тумсене тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем ҫӳренӗ. Хресчен пурнӑҫне сӑнлакан музейра пулса курма май килнӗ. Мероприятие тӗрлӗ район-хуларан килнӗ мусӑкҫӑсем хутшӑннӑ.
Пултарулӑх тӗлпулӑвне интереслӗ, пултаруллӑ ҫынсем пухӑннӑ. Пурне те вӗсене кӗвӗ, пултарулӑх тата Сӗнтӗрвӑрри хулине юратни пӗрлештернӗ.
Раҫҫей кунӗнче Мускаври йӑхташӑмӑрсем Акатуй ирттернӗ. Унсӑр пуҫне хастарсем Раҫҫей кунне халалланӑ мероприятисем те йӗркеленӗ. Вӗсене Чӑваш енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ тата Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗ йӗркеленӗ.
Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче Чӑваш Ен Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 465 ҫул ҫитнине халалласа «Ҫавра сӗтеле» те пуҫтарӑннӑ. Унта Мускаври чӑвашсен ентешлӗхӗн ертӳҫи Анатолий Григорьев, Мускаври чӑваш культурин обществин ертӳҫин ҫумӗ Гурий Крылов, дивизи командирӗ пулнӑ Василий Чапаев мӑнукӗ Татьяна Чапаева, ирӗклӗ мелпе кӗрешессипе тӗнче чемпионӗ ята темиҫе хутчен те тивӗҫнӗ Сергей Корнилаев, Чӑвашран тухнӑ офицерсен ентешлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Иван Николаев, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ строителӗ, «Строитель плюс» фирма гендиректорӗ Анатолий Петров тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |