Шупашкарти хулан 2-мӗш пульницин тухтӑрӗсем хӑйсем ӗҫлекен сыватмӑшӑн ятне ятнӑ. Вӗсем ӗҫ кунӗ вӗҫленичченех Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тума тапратнӑ. Ҫакна пула Мускав телеканалӗсен эфирнех лекнӗ.
Пиллӗкмӗш канал хыпарланӑ тӑрӑх, пациентсен пӗрне тухтӑрсем вӑхӑт ҫитмесӗрех уяв кӗрекине ларни килӗшмен, вӑл хӑйӗн кӗсье телефонӗнчи камерине ҫутнӑ та заведующи пӳлемне вашлаттарнӑ — ара, хайхискер медсестрасенчен пӗри ун патне шампань эрехӗ чикнӗ хутаҫа йӑтса кӗнине курнӑ-ха та.
Хайхи заведующи правур пациента пӳлӗмрен тӗртсе кӑларса яма, телефонне туртса илме хӑтланнӑ. Анчах ку самантсен ҫамрӑк хӗрарӑм тухтӑрсем мӗн хӑтланнине видео ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ. Хайхи видеона вӑл интернета вырнаҫтарма та ӳркенмен.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, ҫын вӗлернӗ тӗслӗх 70 процента яхӑн ӳснӗ. Кунашкал преступлени пӗлтӗрхи ку тапхӑрта 13 пулнӑ, кӑҫал вара — 22. Ҫакӑн пирки паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ирттернӗ канашлура шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс пӗлтернӗ.
Кӑҫал пурнӑҫран уйӑрнӑ 22 ҫынран 17-шӗ – арҫын, 5-шӗ — хӗрарӑм. 16 преступлени йӑлара пулнӑ. Паянхи кун тӗлне тискер ӗҫ тунисене пурне те тытса чарнӑ. Асӑнса хӑвармалла, 15 преступление эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра е ун хыҫҫӑнах тунӑ.
Тепӗр самант. Чӑваш Енре кун йышши преступленисем ытларах чухне уяв кунӗсенче пулаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, пуш уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче виҫӗ ҫынна вӗлернӗ, тепӗр виҫӗ ҫыннӑн сывлӑхне самай хавшатнӑ. Ултӑ тӗслӗхӗнче те тискер ӗҫе тӑвакансем ӳсӗр пулнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртӗ.
Фестивале 3 тапхӑрпа йӗркелесси паллӑ. Пушӑн 10-31-мӗшӗсенче вырӑнти культура учрежденийӗсенче ирттерӗҫ, акан 1-мӗшӗ—ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче республикӑра пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакансене суйласа илӗҫ, авӑн 4-5-мӗшӗсенче вӑл гала-концертпа вӗҫленӗ.
Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ номинацире: тӗрлӗ стильпе (академи, халӑх, эстрадӑпа джаз, жест) юрласа, пӗр-пӗр илемлӗ хайлава хитре каласа, тӗрлӗ инструмент каласа, ташласа — кӑтартайӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивальне 2009 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ. Тепӗр икӗ ҫултан тӗнче шайӗпе йӗркелеме пуҫланӑ.
Чӑваш Енре Республика кунне уявланӑ май салют панине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Ахаль салют кӑна мар, ҫав вӑхӑтра Фейервексен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Кӑҫал ӑна XI хут йӗркелӗҫ.
Ватти-вӗттин кӑмӑлне каякан уявпа Шупашкарти кӳлмекре киленме май килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, яланхи вырӑнтах. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче иртӗ.
Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне пилӗк ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра Китайран, Мальтӑран тата Беларуҫран килмелле.
Республика кунне уявлассипе паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ, уявпа ҫыхӑннӑ самантсене сӳтсе явнӑ.
Шупашкарти Мускав район сучӗ ресторанта персе аннӑ хӗрарӑма ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемелле тунӑ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑ Шупашкар хӗрарӑмӗ ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Кайран вӑл пульница тӑрӑх ҫӳресе нушаланнине пӗлтернӗ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илме ыйтнӑ. Пӗрремӗш инстанцири судра тавӑҫа тивӗҫтернӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах ресторан юрисчӗ картлашка ҫинче персе аннӑ хӗрарӑма маларах 100 пин тенкӗ сӗннине пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗр ҫинче аманакансене те пысӑк сумма тӳлемелле йышӑнусем кӑларманнине кура ҫак виҫе сӑнавҫӑсене хытах тӗлӗнтернӗ. Кунта чи кӑсӑкли — тавӑҫ авторӗ экс-судья пулни.
Ҫывӑх вӑхӑтра ҫак ӗҫе Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ пӑхса тухӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта федераци Сапантуйне ирттересси пирки калаҫнӑ. Ку уява йӗркелекенсенчен пӗри – Тутарстан, ҫавна май Анат Камӑран ятарласа делегаци килнӗ.
Сапантуй Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче иртӗ. Халӑх Хӗрлӗ тӳремре тата Анне палӑкӗ патӗнче пухӑнӗ. Тӗп сцена тӳремре пулӗ, унта уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, концерт пулӗ. Ҫавӑн пекех алӗҫ куравне йӗркелӗҫ, тутар наци ҫимӗҫне тутанма май пулӗ, чи вӑйлисем валли курэшре (кӗрешӳ) тупӑшӗҫ.
Ытти спорт тата наци мероприятийӗсем Анне палӑкӗ патӗнче иртӗҫ. Унта ҫитнисем куршак ҫӗмӗрӗҫ, михӗсемпе кӗрешӗҫ, спортӑн ытти енӗпе вӑй виҫӗҫ.
Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмӗ. Сапантуя чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитӗҫ. Тутарстанран тӳре-шара килӗ, Раҫҫейри тутар организацийӗсен элчисем те пулӗҫ.
Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» (чӑв. Хӗлхемкке) ача пахчи ҫирӗм ҫул ытла ирттерекен «Туслӑх фестивальне» анлӑлатма шут тытнӑ. Кӑҫал вӗсем кашни халӑх культурипе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн — асламӑшӗ-кукамӑшӗсен культурипе ҫыхӑннӑ уявсене йӗркелӗҫ. «Канаш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть чӑваш асанне-кукамайӗсемпе мӑнукӗсем пӗрле улах ларнине кӑтартса панӑ.
Малтан ачасене аслисем чӑвашсен тӗп уявӗсемпе — Сурхурипе, Улах ларнипе, Ҫӑварнипе, Акатуйпа — паллаштарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем, слайдсем кӑтартса, малтан чӑвашла, кайран вырӑсла тунӑ. Ӗлӗк хӗрсем улах мӗнле ларнине Нина Васильевна Левендеевӑпа Людмила Владимировна Трифонова тата Ирина Васильевна Лоханникова питӗ тӗплӗн паллаштарнӑ: тӗрленине те, юрланине те, юмах янине те.
«Искринка» ача пахчинче улаха хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравне те йӗркеленӗ. Шӑпӑрланӗсем те пуш алӑпа пулман — кашни хӑна валли хӑйсен аллипе парне хатӗрленӗ.
Каласа хӑварас пулать, Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» ача пахчи шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен наци сӗмлӗ воспитани панипе уйрӑлса тӑрать. Ҫирӗм ҫул ытла ҫак шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурипе чӗлхине вӗрентессипе тимлет.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ашшӗсемпе аслашшӗ-кукашшӗсене ҫеҫ мар, амӑшӗсемпе кукамӑшӗ-асламӑшне те театра тӳлевсӗр кӗртмелли кунсем туса парать. Ун пек акцие ҫулталӑкра икӗ хутчен йӗркелет вӑл: Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче театра арҫынсене тӳлевсӗр йыхравлать, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче — хӗрарӑмсене. Вӗсене культура учрежденийӗ ывӑл-хӗрӗпе, мӑнукӗсемпе чӗнет.
Ӗнер культура учрежденийӗнче В. Орловӑн хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Золотой цыпленок» (чӑв. Ылтӑн чӑх чӗппи) юмах кӑтартнӑ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче черетлӗ акци йӗркелӗҫ — В. Афонин хайлавӗпе калӑпланӑ «Мымренок» юмаха кӑтартрӗҫ. Амӑшӗсемпе асламӑшӗ-кукамӑшӗсен билет туянса тӑкакланма тивмӗ, вӗсен ачасем валли ҫеҫ билет илмелле.
Кӑҫалхи Ҫӑварни нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пуҫланчӗ те нарӑсӑн 18-мӗшӗнче вӗҫленчӗ. Мӑнкун умӗнхи типпе кӗриччен 7 эрне маларах уявлаканскер вӑл ҫулсерен тӗрлӗ вӑхӑта килет.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫ ялӗнче кӗҫӗн ҫӑварнине уявлама культура Ҫурчӗ умне пуҫтарӑннӑ. Унта иртнӗ «Ҫӑварни ҫуни ҫут ҫуни» уява ачасем, ҫамрӑксем, ял-йыш тата ватӑсем хутшӑннӑ.
Уява ачасем пуҫланӑ. Вӗсем тӑвайккине пухӑнса ярӑнма тытӑннӑ. Кӑҫалхи ҫул «шыв ҫулӗ уҫакан» ача Богдан Ларионов пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл тӑвайккинчен пӗрремӗш ярӑнса аннӑ. Сӑвӑ каласа Богдан кантӑр вӑррине инҫетелле персе янӑ. Тӑвайккинчен камӑн ҫунашки инҫетерех анать, ҫавӑн тырри ӑнса пулать тесе шухӑшланӑ ӗлӗк чӑвашсем.
Ачасемпе ҫамрӑксем ҫунашкапа тупӑшнӑ, «Сӗнтӗр» халӑх фольклорне ҫӳрекенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Ҫамрӑксемпе ачасем лашапа каттачи чупнӑ. Уявра тӗрлӗ чӑваш вӑййисене вылянӑ: «Икерчӗлле», «Ҫӑпаталла», «Лашалла», «Йытӑлла».
Ҫӑварни уявӗ улӑмран тунӑ ҫӑварни катемпине ҫунтарнипе вӗҫленнӗ. Малтанах катемпи тавра ҫӑварни юрри юрласа ташланӑ, кайран ҫунакан катемпи урлӑ сиксе ырӑ-усалсенчен, чир- чӗртен тасалнӑ.
Паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявлать.
Кунталӑкра (календарьте) ҫакнашкал уяв пуррине халӑх пӗлсех каймастчӗ. Чӑваш чӗлхин уявӗ тесен акан 25-мӗшне аса илетчӗҫ. Чӗлхе пирки калаҫма, унӑн йывӑрлӑхӗсене сӳтсе явма халӑхӑн ҫав кун кӑначчӗ. Пӗтӗм тӗнчери Тӑван чӗлхе кунӗ те пурри пирки пӗлсех каймастчӗҫ.
Ҫавах та юлашки ҫулсенче ку уяв пӗлтерӗшӗ ӳссе те ӳссе пырать. Ҫулран ҫул ӑна анлӑрах та анлӑрах паллӑ тӑваҫҫӗ. Гуманитари институчӗпе вӗренӳ заведенийӗсенче уява халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Тепӗр май каласан, пирӗн тӑван чӗлхен шӑпи халӑха вӑйлӑрах та вӑйлӑрах пӑшӑрхантарма пуҫлани курӑнать.
Паллах, Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫак куна хӑйне май палӑртмасӑр ирттерсе яма пултараймасть. Ҫавӑнпа та эпир паян пӗр ыйту ҫӗклесшӗн. Вӑл вырӑсла калаҫассипе, тӗрлӗ мероприятисенче сӑмах каланӑ чухне вырӑс чӗлхи ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ. Ытларах чухне вӗсем ҫакна «пурне те ӑнланма пултӑр» тенипе сӑлтавлаҫҫӗ. Вырӑсла куҫнӑ чухне те малтан кун пирки асӑнса та хӑвараҫҫӗ.
Ман шутпа ҫакӑ чӑваш халӑх культурин, уйрӑмах унӑн чӗлхин, чи хӑрушӑ чирӗсенчен пӗри.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |