Кӑҫал Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ.
Шӑп 20 ҫул каялла, 1997 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче облаҫри чӑвашсен иккӗмӗш отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ. Унти тӗп ыйту шӑп та лӑп Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелесси пулнӑ.
Конференцие 250 делегат суйланӑ, 228 делегат хутшӑннӑ. Тӗп ыйтупа Петр Яковлевич Уфимкин, вӑл вӑхӑтра Чӑнлӑ районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑскер, тухса калаҫнӑ. Вӑл облаҫри чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществин (вӑл вӑхӑтра председательте Виктор Егоров пулнӑ) делегачӗсене тата чӑвашсен «Еткер» ыркӑмӑллӑх фондне (президенчӗ Олег Мустаев пулнӑ) Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен наципе культура автономине йӗркелеме сӗннӗ. Конференцие хутшӑннӑ мӗнпур делегат — 228 ҫын — пӗр шухӑшлӑ пулса сасӑланӑ. Ҫакӑнтах автономин уставне, унӑн пӗрремӗш председательне — П.Я. Уфимкина тата ревизи комиссине суйланӑ. Общество организацийӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш культурипе йӑли-йӗркине сыхласа хӑварасси, чӑваш чӗлхине сарасси тесе палӑртнӑ.
Унтанпа 20 ҫул иртрӗ. 20 ҫул хушшинче автономи тӑрӑшнипе Чӗмпӗр облаҫӗнче нумай чӑваш халӑх уявӗ чӗрӗлсе тӑчӗ.
Чӑваш Республикин тӗп хулинче – Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 3—6-мӗш кунӗсенче чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗп уяв «Пӗрлӗхре пирӗн вӑй» ятпа митинг-концерт пулӗ. Вӑл Хӗрлӗ лапамра чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче халӑхпа иртӗ.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура уяв мероприятийӗсен планне право хуралӗнче тӑрӑшакансем патне илсе ҫитернине пӗлтернӗ. Чаплӑ пулӑмра халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерме чӗнсе каланине те пӗлтерет Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ.
«Уява ытларах та ытларах ҫамрӑксене, тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑрнӑ мӑшӑрсене, аслисене те явӑҫтармалла. Уяв пӗтӗм чуна савӑк кӑмӑл тултарасса шанатпӑр. Халӑхӑн пӗр чӑмӑра пухӑнние, пӗр-пӗрин туслӑхне туймалла», — тенӗ Элтепер.
Чӑваш Республикинчи Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлать. Кун пирки паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑ.
Мероприятине курма пыракансене хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ, ташӑ ӑстисен пултарулӑхӗсем кӗтеҫҫӗ. Программа питӗ кӑсӑклӑ пулассине палӑртнӑ министр. Ҫак кун Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче ҫавра сӗтел мелӗпе тӗплӗ калаҫу ирттерме палӑртнӑ, регионта патшалӑх политикин наци культурине пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухма плана кӗртнӗ. Халӑхӑн пӗрлӗхӗн кунне халалласа республикӑри районсемпе хуласенче пӗтӗмпе чӳк уйӑхӗн 1-5-мӗш кунӗсенче 500 яхӑн мероприяти ирттерме палӑртса хунӑ.
Чӗмпӗр хула администрацийӗ пулӑшнипе, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура атономийӗ, чӑваш культура центрӗ тата «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейӗ чӑваш букварӗн уявне паллӑ турӗҫ.
Шӑп та 145 ҫул каялла Хусанти К.А. Тилли типографийӗнче паллӑ педагог-ҫуттакӑларуҫӑ хатӗрленӗ чӑваш букварӗ кун ҫути курнӑ. Чӑваш ҫырулӑхӗн сӑпки Чӗмпӗр хули тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Шӑпах Чӗмпӗрте хатӗрленӗ те букваре. И.Я. Яковлевӑн ҫак ӗҫри пӗрремӗш пулӑшаканӗсем студент-филолог В.А. Белилин тата пӗрремӗш вӗренекенӗ, педагог, тӑлмач, этнограф А.В. Рекеев пулнӑ. Букварь 1872 ҫулта «Чӑваш ачисене ҫырӑва вӗрентмелли кӗнеке» ятпа пичетленсе тухнӑ.
Мероприятие Чӗмпӗрти 6, 21, 40, 55-мӗш, Луговойӗнчи, Чӑнлӑ районӗнчи Аслӑ Нагаткин, Репьевка шкулӗсенче чӑваш чӗлхипе культурине тӗрлӗ майсемпе вӗренекен ачасемпе вӗрентекенсем килсе ҫитнӗ. Чи малтан вӗсем Чӗмпӗр чӑваш шкулӗн комплексӗпе паллашнӑ, «И.Я. Яковлев хваттерӗ» музейра экскурси иртнӗ. Музейӑн ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Светлана Борисова уйрӑмах иккӗмӗш хутри чӑваш алфавичӗпе тата чӑваш букварӗпе ҫыхӑннӑ экспонатсене тимлӗх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш хутра ачасем И.
Тольятти хулинчи Чӑваш наципе культурин автономийӗ тӑрӑшнипе иртнӗ шӑматкун, юпан 14-мӗшӗнче, черетлӗ хут «Чӳклеме» уяв иртнӗ. Ӑна вырӑнтисем чӑваш чӗлхине, литературине, культурине тата йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса аталантарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Все мы — Россия» (чӑв. Эпир пурте — Раҫҫей) информаци порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кашни ҫул кунта ҫӗршер-ҫӗршер чӑваш пухӑнать. Кӑҫал 300 ытла ҫын килсе ҫитнӗ — вырӑнтисем те, ытти хуларисем те пулнӑ.
Уявра наципе культура автономийӗн ертӳҫине Александр Бикмурзина тата пултарулӑх ушкӑнӗсене хисеп хучӗсемпе чысланӑ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки пирки ӳкернӗ фильмпа паллашнӑ. Ҫавӑн пекех уява пынисем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе паллашма пултарнӑ, чӑваш апатне тутанма пултарнӑ, вырӑнти чӑвашсен пултарулӑхӗпе паллашайнӑ.
Паллах, уяв юрӑ-кӗвӗсӗр иртмен. Пултарулӑх ушкӑнӗсем Самартан та, Тольяттинчен те, Чӗмпӗр облаҫӗнчен те ҫитнӗ. Ачасем те хӑйсен пултарулӑхӗпе халӑха савӑнтарнӑ.
Шӑмӑршӑ районӗ паян 90 ҫул тултарнине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ. Район центрӗнчи мероприяти юрӑ-ташӑпах вӗҫленмен, спорта юратакансем валли ӑмӑртусем иртнӗ, ял тӑрӑхӗсем хӑйсен хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштаракан картишсем йӗркеленӗ.
Муниципалитета пӗтӗмлетмелли уява хутшӑннӑ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Владимир Кузюков районтисене республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ячӗпе саламланӑ. Республикӑри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Кирилл Ермолаев, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, тӗп режисҫерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ - тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина та уява хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, режиссерпа редактор Шшӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе унтах амаланса аталаннӑ.
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче Учительсен кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине хутшӑннӑ. Чи малтан вӑлкуравсене пӑхса тухнӑ, педагогсемпе калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.
Раҫҫей шайӗнче хисепе тивӗҫнисене уйрӑммӑн палӑртса тав сӑмахӗсем каланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул директорӗ Вера Вавилова чи пултаруллӑ вӗрентекенсене укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен пулӑшу панишӗн ырласа хӑварнӑ.
Мероприятире учительсен хорӗсен республикӑри конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗ иртнӗ. Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ конкурсра вырӑсла юрласа Улатӑр хулинчи учительсен хорӗ ҫӗнтернӗ. Чӑвашла юрлакансем те кая юлман — кунта Вӑрмар тӑрӑхӗнчи учительсен хорӗ палӑрнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене «Чувашия» санаторие канма кайма путевка панӑ.
Ҫӗмӗрлере Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне халалласа «Аҫу-аннӳ патне шӑнкӑравла» ятпа хӑйнеевӗрлӗ акци ирттернӗ. Ҫапла майпа йӗркелӳҫӗсем аслӑ ӑрӑва тимлӗх кирлине, вӗсем патне уявсенче кӑна мар, куллен шӑнкӑравламаллине аса илтересшӗн пулнӑ.
Эрнекун 3-мӗш вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекенсемпе Ҫӗмӗрлери халӑха социаллӑ пулӑшу паракан компекс ӗҫченӗсем урама тухнӑ, иртен-ҫӳрене листовка тата пӗчӗк ялавсем валеҫнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем иртсе пыракансене ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлама ыйтнӑ. Хула ҫыннисем ку акцие ырланӑ, ҫывӑх ҫыннисем патне шӑнкӑравлама шантарнӑ. Тӗрӗссипе, паянхи кун кӗсье телефонӗ ҫумра, хамӑра ҫуратса ӳстернӗ ҫынсем патне шӑнкӑравлама пӗрре те кӑткӑс мар. Апла пулсан акци йӗркелӳҫисен сӗнӗвне асра тытар: уявра кӑна мар, ытти чухне те вӗсен сывлӑхӗпе кӑсӑкланар.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев килес ҫул Республика кунне уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн тӗп уявне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче палӑртӗҫ.
Чӑваш Республикин ҫуралнӑ кунне кӑҫал Улатӑр районӗнче палӑртнӑччӗ. Унта йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса кӑларакансем те пуҫтарӑннӑччӗ.
Уява ирттерекен муниципалитетсене хыснаран 10 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Вӑл тупрана районсенчи ялсене илем те хӑтлӑх кӳме тӑкаклӗҫ.
Сӑмах май каласан, Шупашкар районӗ те Акатуя юлашки ҫулсенче тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче йӗркелет. Ку йӑлана Георгий Егоров пуҫлӑха ларсан пуҫарса янӑччӗ. Уяв ирттерме унта та район хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал Янӑш ял тӑрӑхне 10 миллион тенкӗ панӑччӗ. Вӑл укҫа унти ялсене хӑтлӑлатма кайнӑччӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн «Советская Чувашия» хаҫат ветерансемпе тӗлпулу ирттернӗ. Калем ӑстисем хаҫатра ӗҫленӗ ҫулсене, ӗҫтешӗсене аса илнӗ, унчченхи сӑнӳкерчӗксене пӑхнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал хаҫат 100 тултарчӗ. Ӑна вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫутӑ та илемлӗ залне ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнса сумлӑн уявланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хаҫатӑн паянхи ӗҫне ӗнер редакцире тӑрӑшнисемпе тишкернӗ чухне: «Хаҫата халӗ мӗн ҫитмест?» — тесе те кӑсӑкланнӑ. «Вырӑс чӗлхине юратӑр. Халӗ «озвучить» сӑмаха «пӗлтернӗ, каласа кӑтартнӑ» пӗлтерӗшпе усӑ курма юратаҫҫӗ. Эпӗ ку сӑмахӑн 20 синонимне тупрӑм. Сӑмахсем вырӑнлӑ пулмалла», — кӗскен сӗннӗ Николай Пейков ветеран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |