Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ.
Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем.
Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ.
Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ.
Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ.
Паян Шупашкарти «Садовый» микрорайонта «Йӑрӑ ача» (вырӑсла Непоседы) ача пахчи уҫӑлнӑ. Ача пахчин официаллӑ ятне вырӑслах ҫырнӑ пулӗ те, анчах паян уҫнӑ вӑхӑтра пурне те курӑнмалла хитре те пысӑк саспаллисемпе «Йӑрӑ ача» тени тӳрех куҫ тӑрӑнать.
203-мӗш номерлӗ ҫав учреждение уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне республикӑн вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пырса ҫитнӗ.
Аса илтерер, Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем «Радужнӑй», «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче, Алькеш поселокӗнче пулӗҫ. Республика кунӗ тӗлне «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ ача пахчине те уҫма палӑртнӑ. Паян ӗҫлеме пуҫлани — 240 вырӑнлӑх.
Етӗрне районӗнчи Карикасси ялӗ 250 ҫул тултарнӑ. Сахал та мар, нумай та мар. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче унта пуҫласа ял уявне иртнӗ.
Пӗрремӗш хут Карикасси ҫыннисем паян хӑйсен ялӗн кунне ирттереҫҫӗ.
Унта Етӗрне район администраци пуҫлӑхӗ Андрей Софронов, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Иванов, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа пысӑк хуласене вӗренме, ӗҫлеме кайнӑ ҫынсем, юнашар ялсем пуҫтарӑннӑ.
Уяв пӗрлештернӗ вӑйӑ картипе пуҫланнӑ. Пӗрлештернӗ хора А.В.Шаров ертсе пынӑ. Унтан ял историйӗпе сумлӑ ҫынсенчен пӗри, Карикасси ялӗнче колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ Юрий Исаев паллаштарнӑ.
А.Л. Софронов вырӑнти маттурсене Хисеп грамотисемпе чысланӑ.
Концерт вара ку таран пулман артистсемпе тӗлӗнтернӗ. Хӑнана иллюзионист та килнӗ. Святослав Шоронов — Чӑваш филармони артисчӗ. Унӑн ачалӑхӗ ҫак ялта иртнӗ. Вӑл акробатла тӗрлӗ номерсем, фокуссем кӑтартнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ.
Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакан аслӑрах ҫулхи ҫынсем аван астӑваҫҫӗ. Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла.
Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкӗ пулнӑ май нумй ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене малалла чыслаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Патӑрьел районӗнче нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене ЗАГС ӗҫченӗсем чысланӑ. Шӑнкӑртам ялӗнче кун кунлакан Хайдер Гереевич тата Гельшат Хабибулловна Шршасем ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 55 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӑтаел ялӗнче тӗпленнӗ Виталий Афанасьевич тата Валентин Николаевна Кирилловсем вара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ылтӑн туя паллӑ тунӑ.
ЗАГС ӗҫченӗсем икӗ мӑшӑра чӗнсе илнӗ те савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Ольга Гусарова специалист-эксперт ӑшӑ сӑмахсем каланӑ, ҫемье праҫникне пухӑннисене тав тунӑ.
Чӑваш Енре пурте хаклӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паян иртнӗ уявра тухтӑрсем Ҫакӑн пек девизпа ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. Унта республикӑн медицина отраслӗнче тӑрӑшакансене професси уявӗпе саламланӗ.
Шурӑ халатлисене республика Элтеперӗ ячӗпе Иван Моторин премьер-министр саламланӑ май тухтӑрсене ырласа ырӑ сӑмахсем каланӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «пирӗн пурнӑҫа ҫуттине кӗртессипе – этем пурнӑҫне ҫӑлассипе» – халӗ 28 пин ҫын ӗҫлет. Тата вӑл Чӑваш Енре медицинӑна аталантарассишӗн ҫине тӑнине палӑртнӑ.
ЧР сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кӑҫалхи ҫул медицинӑра: «Чӑваш Енре кашни паха», - лозунгпа иртнине палӑртнӑ. Тухтӑрсен ӗҫне пысӑка хурса хакланине палӑртса вӗсене вӑл ӗҫшӗн тав тунӑ.
Республикӑри офтальмологи клиникин тӗп тухтӑрӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗюДмитрий Арсютов юрласа панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ача пахчи уҫӑлмалла. Тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсенче чылай чухне ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшнине кура та пула ача ҫуратакансем те халӗ йышлӑ. Вӗсене вара ача пахчисем кирлӗ. Хуласенче ку ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ социаллӑ инфраструктура обьекчӗсене хӑйсем пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче пултарасшӑн. Ҫак шухӑша маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та палӑртнӑччӗ.
Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш поселокӗсенче пулаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин администрацийӗ вӗсенчен иккӗшне ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерессине пӗлтерет. Хулари тӳре-шара вӗсене Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ пулӗ, Садовӑйӗнчи – 240 вырӑнлӑх.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух.
Ҫак канмалли кунсенче чылай районта Акатуйсем иртрӗҫ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Елчӗк тата Патӑрьел районӗсенчи ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗсенче пулнӑ.
Елчӗкри Акатуй «Ырзамай» культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ. Уява пухӑннисене Михаил Игнатьев ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ, пурне те тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ.
Ытти районти уявпа танлаштарсан Елчӗк ҫӗрӗ ҫинчи уявра чӑвашлӑх сӗмӗ ытларах пулни сисӗнет. Чӑваш тӗрриллӗ капӑр ҫипуҫа тӳре-шара та тӑхӑннӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер Акатуй тӗрлӗ халӑхӑн йӑли-йӗркине пӑхӑнса пыма, туслӑн ӗҫлесе пурӑнма вӗрентет тесе хакланине маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Уяв мероприятийӗсене Правительствӑн планеркинче тишкернӗччӗ. Республика ертӳҫи наци тумӗсем ҫак уявӑн тӗп атрибучӗ тесе палӑртнӑ май Акатуйсемпе Сапантуйсене наци культурине упракан уявсем тесе ырланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |