Шупашкар пуҫлӑхӗсем республикӑмӑрӑн тӗп хулин ҫуралнӑ кунӗ тӗлне Модӑсен ҫурчӗ чарӑну патӗнчи лапама хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ку ӗҫе вӗсем «Формирование современной городской среды» (Чӑв. Хальхи вӑхӑтри хула тытӑмне йӗркелесси) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май тытӑннӑ. Проекта пурнӑҫласа Ленин районӗнче кӑҫал «Мода ҫурчӗ» суту-илӳ центрӗ умӗнчи территорие хӑтлӑх кӗртмелле. Халӑх йышлӑ иртсе ҫӳрекен вырӑна ҫӗнӗ сӑн кӗртессине Шупашкар кунӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Хальхи вӑхӑтра электрон меслетпе уҫӑ аукцион ирттерсе ҫав ӗҫе пурнӑҫлакан организацие палӑртнӑ. Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗпе хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлекен управлени тата «Зеленстрой» акционерсен обществи, Шупашкар хула администрацийӗн Архитектура тата градостроительство управленийӗн ӗҫченӗсем вырӑна тухса кӑнашлу ирттернӗ. Унта ӗҫ графикне ҫирӗплетнӗ, хӑтлӑх кӗртмелли лаптӑка тишкернӗ.
Тирпей-илем кӗртес ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме йышӑннӑ. Ӗҫе ҫак уйӑхӑн 10-мӗшӗнче тытӑнмалла.
Чӑваш Енре Ҫамрӑксен кунне паллӑ тӑвӗҫ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ҫав кун та лавккасенче эрех-сӑра сутмӗҫ.
Ку ырӑ йӑлана унччен те пӑхӑннӑ. Ҫӗртмен уйӑхӗн 12-мӗшӗнче те, Раҫҫей кунӗнче, эрех-сӑра сутман. Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксем аттестат илнӗ, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Республика кунне паллӑ тунӑ. Ҫав кунсенче те ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра суттарман.
Ҫамрӑксен кунӗнче сӑра, сӑра йышши шӗвек, сидр, пуаре, кӑрчама туянма май пулмӗ.
Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ӗнер Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи Ҫимӗк уявне ирттерчӗҫ. Тепӗр май ӑна Хравути пуххи теҫҫӗ. Ҫӗнӗрен чертсе тӑратнӑ уяв кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ. Уяв ячӗ хравути (ыхра вути) курӑк ятӗнчен пулнӑ.
Хравути пуххине сумлӑ хӑнасем, инҫетрен килнисем ҫитнӗччӗ. Вӗсем хушшинче — Культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, Шупашкар районӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем пулчӗҫ.
Хравути пуххи пуҫланас умӗн вырӑнти таврапӗлӳ музейне уҫрӗҫ. Унта Таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин паллаштарчӗ.
Уяв кӑсӑклӑ та савӑнӑҫлӑ иртрӗ. Халӑх кунта Раҫҫейӗн чылай регионӗсенчен хӑнасем пухӑнчӗ — Якутинчен те Мускавран та, тата ытти тӑрӑхсенчен те пулчӗҫ. Уяв йӗркелӳҫисем пире пӗлтернӗ тӑрӑх хӑнасем ҫавӑн пекех Майамирен, Швейцарирен те ҫитнӗ.
Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен кашни ял хӑйӗн кӗтесне йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ. Вӗсен ӗҫме-ҫимипе ятарлӑ комисси паллашрӗ, кашни ял кӗтесне хак парса тухрӗ. Кашни 15 ял хӑйӗн кӗтесне хӑйне евӗр йӗркеленӗ. Сӗтеллисем апат-ҫимӗҫпе пуянччӗ, тӗрлӗ йӑла-йӗркесемпе паллаштарчӗҫ.
Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ.
Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ.
Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ.
Республика кунне кӑҫал Пӑрачкавра та ирттереҫҫӗ. Ҫав ятпа унта ирттерме палӑртнӑ мероприятисен шутӗнче бензин пӑчӑкӑпа йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касакансен «Фантазия из дерева» (чӑв. Йывӑҫран фантази) Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль те пур. Ӑна «Этем тата ҫут ҫанталӑк» ятпа ирттереҫҫӗ.
Фестивалӗн арт-директорӗ — Евгений Акимов скульптор, Чӑваш Республикин халӑх промыслисен ӑсти, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кафедрин доценчӗ. Чулхула облаҫӗнчи Богородскри художествӑпа промышленность училищине хӑй вӑхӑтӗнче вӗренсе пӗтернӗскер тӗрлӗ шайри ӑӑмртусене хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫеҫ вӑл икӗ хутчен Германири конкурса хутшӑннӑ. Раҫҫейрен унта вӑл тата унӑн вӗренекенӗ Артем Смирнов хутшӑннӑ. Вӗсен скульптурине Германири Сотрум хулинчи парксенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
Пӑрачкаври фестиваль паян 15 сехетре хупӑнать.
Паян Шупашкрати Мускав кӗперне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ку пулӑма тем тӗрлӗ техникӑна явӑҫтарнӑ.
Юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ унчченех пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паян ҫавӑн пек йӗркеленӗ те парада: йӗлтӗрҫӗсем те пулнӑ, ҫул-йӗр юсакан машинӑсем те, троллейбуссем те.
Кӗпер уҫнӑ ҫӗре Шупашкар ҫыннисем ҫеҫ мар, хулари тата республикӑри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков республика Элтеперне Михаил Игнатьева укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнишӗн тав тунӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, вӑл маларах хула пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, Леонид Черкесов та, Михаил Игнатьев Элтепер те кӗпер пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ.
Чӑваш Ен паян хӑйӗн ҫуралнӑ кунне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявлать. Хаваслӑ мероприятисем (концертсемпе фествиальсем) ҫеҫ мар, ӗҫлӗ ҫынсем валли экономика форумӗсем, куравсем те ӗҫлеҫҫӗ. Кама мӗн ҫывӑх, ҫавна курма пултарать. Ӗнер Шупашкарта юлашки вунӑ ҫулта вӗҫӗмех ирттерекен Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ пуҫланчӗ. Вӑл икӗ куна пырать. Фестивале Шупашкарти пиротехниксем ҫеҫ мар, Симферопольти, Бакури (Азербайджан), Питӗрти тата Екатеринбургри ушкӑнсем килнӗ. Уяв салючӗ ҫӗркаҫ Кӳкеҫри нумай хутлӑ хваттерсенчен те курӑнчӗ, сасси те аванах илтӗнчӗ.
Ҫӗр каҫах, 23 сехетре, чи лайӑх ушкӑна палӑртма ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче сасӑлав уҫнӑ. Вӑл паян 14 сехетре вӗҫленмелле. Хӑвӑр шухӑшӑра пӗлтерес тесен golos.cap.ru каҫӑпа кӗмелле.
Шупашкарта Республика кунӗнче кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла кӑна саламламӗҫ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев салама Китай чӗлхипе те янӑраттарма хушнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкара Китайран пысӑк делегаци килӗ. Китай Халӑх Республикинчи Аньхой провинцийӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ те пирӗн патра хӑнара пулӗ. Вӗсем Республика кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑнӗҫ.
Халӗ ӑнлантӑр пулӗ салама мӗншӗн Китай чӗлхипе те янӑраттарнине? Аякран килнӗ хӑнасем те капла ӑнланӗҫ. Сӑмах май, уяв умӗн 100 чарӑнӑва илемлетӗҫ. Кунсӑр пуҫне хитре 30 баннер пулӗ. Рабочисем ҫул ҫаврисене те илемлетеҫҫӗ. Хулари районсенче чечек лартнӑ 76 лапам пулӗ.
Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашӗн Ертӳҫи Валентина Матвиенко Чӑваш Ен Элтеперне тата регионта пурӑнакансене Республика кунӗпе саламланӑ.
«Сирӗн промышленность та, ял хуҫалӑхӗ те ҫирӗп аталаннӑ. Шупашкарти электроаппарат савучӗ, агрегат савучӗ, Г.А. Ильенко ячӗллӗ «ЭЛАРА» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗ, «Промтрактор», «Химпром» тата ытти предприятисем пур, вӗсем курӑмлӑ тата тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантарассипе пысӑк проектсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ», — тенӗ саламра.
«Малашне те республикӑра пурӑнакансем аслӑ ӑрусен йӑли-йӗркисене тытса пырса, регион аталанӑвӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлессе шанатӑп», — ҫырнӑ саламра Матвиенко.
Федераци Канашӗн Ертӳҫи малашне те ӑнӑҫу, Тӑван ҫӗршыв, тӑван тӑрӑх ырлӑхӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ.
Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ача-пӑча хорӗ юрлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анне палӑкӗ умӗнче иртекен мероприятире 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килет, вӗсенчен пӗр ушкӑнӗ паян килнӗ.
Республикӑн Культура министерствин халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ Татьяна Дмитриева «Хыпар» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар пуян пулӗ: «Пусть всегда будет солнце» юрӑран пуҫласа «Вместе весело шагать» таранах.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пин ачаран чӑмӑртаннӑ хор чӑвашла та шӑрантарӗ: чи малтанах — Чӑваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланӑ Гимнне, унтан — ытти кӗвӗ-ҫемӗне, ҫав шутра Филипп Лукин композиторӑн «Тӑри» юррине.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |