Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: фейерверксем

Хулара
Фейерверк ямалли вырӑнсем. Никӗсӗ: Яндекс.Картта
Фейерверк ямалли вырӑнсем. Никӗсӗ: Яндекс.Картта

Шупашкар хулин Ленин районӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗн каҫхине фейерверксене ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ — вӗсене ҫав лаптӑксенче ҫеҫ яма хушаҫҫӗ. Капла май фейерверк янӑ чухнехи хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнма май пулӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, унсӑр пуҫне район лаптӑкӗнчи ҫурт-йӗр те сиенленмӗ.

Ҫак вырӑнсене палӑртнӑ:

1) Б. Хмельницкий урамӗнчи 80-мӗш ҫурт патӗнчи лаптӑк;

2) Комуналлӑ Слапата урамӗ патӗнчи ҫул унки патӗнчи вырӑн;

3) Эгер бульварӗнчи 43-мешпе 45-мӗш ҫуртсем хушшинчи лаптӑк;

4) Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи парк;

5) И. Яковлев урамӗнчи 16-мӗш ҫуртпа Кӑкшӑм урамӗнчи 5-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗпе 7-мӗш ҫурт хушшинчи вырӑн;

6) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 2-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ умӗнчи вырӑн;

7) Чапаев скверӗ;

8) «Дорисс-парк»;

9) 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 30-мӗш ҫуртпа транспорт унки хушшинчи лаптӑк;

10) Наци вулавӑшӗ умӗнчи И.Яковлев палӑкӗн тавралӑхӗ;

11) «ТрансСтройТех» техникумпа катастрофа медицинин республика центрӗн тата 149-меш ача пахчи хушшинчи лаптӑк;

12) Мир проспектӗнчи 98-меш ҫурт умӗнчи лаптӑк;

13) Садовӑй микрорайонпа Сӑкӑт кӗперӗ хушшинчи пуш вырӑн.

Ленин район администрацийӗ фейерверк янӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнма сӗнет.

Малалла...

 

Хулара

Ӗнер Шупашкарта ҫынсем ҫине-ҫине фейерверк вӗҫтернӗ, Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ. Анчах уяв чутах инкекпе вӗҫленмен. Пӗр фейерверк хваттер чӳречине лекнӗ, пушар тухнӑ. Телее, никам та шар курман.

Фейерверк 9-мӗш хутри хваттер чӳречине лекнӗ. Ҫулӑм балкона сиенлетнӗ, ытти пӳлӗме те пырса тивнӗ. Уявра ҫуртсен картишӗнче фейерверк янӑ-мӗн. Анчах пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман, фейерверк чӳреченех пырса тӑрӑннӑ.

МЧС асӑрхаттарать: фейерверка ҫуртран 50 метр аякра ямалла. Уяв «ракетисем», шел те, тӑтӑшах балкон ҫине пырса кӗреҫҫӗ, хваттер кантӑкӗсене сиенлетеҫҫӗ. Ҫавна май пушар тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/46972
 

Республикӑра

Паян, Республика кунӗ умӗн, Фейерверксен фестивалӗ пуҫланать. Кӑҫалхипе вӑл 9-мӗш хут иртет.

Паян Шупашкарти кӳлмекре пилӗк команда тӳпенелле фейерверк вӗҫтерӗҫ. Вӗсем — Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Беларуҫри Минск хулинчи, Казахстан Республикинчи организацисем пулӗҫ.

Пӗрремӗш кунхине командӑсем «Ҫалтӑрлӑ ҫул» шоу кӑтартӗҫ, хӑйсен таварӗпе паллаштарӗҫ. 150 метр ҫӳллӗш вӗҫекен салют яма та палӑртнӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Ун чухнех «Мухтан, Чӑваш Ен!» гала-кӑтарту пулӗ. Унта 350 метр ҫӳллӗш салют ярӗҫ.

Командӑсене пилӗк номинаципе палӑртӗҫ. Чи чаплӑ парне — Гран-при. Жюри йышӗнче ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников тата ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин пулӗҫ.

 

Республикӑра Алексей Свеклов тунӑ сӑн
Алексей Свеклов тунӑ сӑн

Республика кунӗнче фейерверксен фестивальне ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал та салютсем тӳпене икӗ кун ялкӑштарчӗҫ. Анчах ӗнер, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче, салют палӑртнӑ вӑхӑтран 15 минут маларах пуҫланнӑран чылайӑшӗн унта кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Халӑх, паллах, кӑмӑлсӑрланнӑ…

Кӑҫал фестивальте камсем ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫни паллӑ ӗнтӗ. Унта пӗтӗмпе Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи 5 команда хутшӑннӑ. Шупашкара Сергив Посадри «Пиро-Росс», Болгарири «Энигма фойерверк», Беларуҫри «Кальвин», Мускаври «ГлавСпецСалют» килсе ҫитнӗ. Шупашкар чысне «Пироснаб-Поволжье» хӳтӗленӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ чухне жюри куракансен сасӑлавне те шута илнӗ. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев фейерверксен фестивалӗн Гран-прине «Пироснаб-Поволжье» командӑна тыттарнӑ.

Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗ «Мӑнаҫлан, Чӑваш Ен» девизпа иртнӗ. Анчах шоу маларах пуҫланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/78001
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та