Енчен те эсир Андроидлӑ смартфонпа усӑ куратӑр пулсан — сире валли ҫӗнӗ хыпар пур. Нумай пулмасть чӑвашла-вырӑсла словарӗн 3.0 версийӗ тухнӑ. Унта 25 пин ытла сӑмах кӗрет. Ӑна ӑсталакансенчен пӗр — Александр Андреев ҫамрӑк.
Ҫӗнӗлӗхсен йышӗнче сӑмахсене ҫӑмӑлтарах тупма май туса панине тата пирӗн электронлӑ сӑмахсар пулӑшнипе (унта Чӑваш халӑх сайчӗсӗр пуҫне «Хавал» пӗрлӗх те хутшанать) сӑмах пуххине тӳрлетнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех малашне вӑл приложени экрана айӑккӑн тытсан та чиперех ӗҫлемелле.
Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла сӑмах пуххине хӑвӑр смартфонӑр ҫине тӳлевсӗрех уҫласа илсе лартма пултаратӑр. Паянхи кун тӗлне статистика тӑрӑх ӑна тӗрлӗ ҫын пин ытла хут хӑйне валли лартнӑ.
Виҫӗмкун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗ. Пирӗн тӳре-шара ку кун пирки ытлашшиех пӗлменнипех пулӗ унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем сахалтарах иртеҫҫӗ. Ҫавах та пушшех те маннӑ теме май ҫук — хӑш-пӗр халӑх пӗрлӗхӗсем ӑна палӑртаҫҫех.
Ак ӗнер те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, ҫак уява халалласа «Хавал» пӗрлӗх конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑхсен туслӑхӗн пӳлӗмӗнче пуҫланчӗ.
Чи малтанах пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов «Хавалӑн» тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене мӗн ҫине таянса пурнӑҫласси пирки пӗлтерчӗ. Тӗллевӗсене илес пулсан — вӗсем ҫакнашкал: чӑваш халӑхне хӑйӗн культурипе тата чӗлхипе мӑнаҫланма хӑнӑхтарасси, ҫывӑракан чӑвашлӑх туйӑмне вӑратасси тата ытти те. Ку ӗҫе «Хавал» ытти халӑхсене, культурӑсене тата тӗрлӗ тӗнсемпе харпӑр ҫын шухӑшӗсене хисеплесе ӗҫлеме шантарать.
Конференцире «Хавалӑн» проекчӗсене пӑхса тухрӗҫ — вӗсене мӗнле шая туса ҫитернӗ, мӗн чӑрмантарать. Сӑмахран, Forvo проектра чӑвашла сасланӑ сӑмахсене ытти проектрисем хуратнине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех хавалҫӑсем чи анлӑ сарӑлнӑ чӑваш ячӗсен кӗнекине хатӗрлессипе, чӑваш чӗлхипе усӑ курман предприятисене ҫыру ҫырассипе, чӑваш чӗлхипе усӑ куракан хуҫалӑхсене тав туса ҫыру ярассипе, тӗрлӗ пӗчӗк видеороликсем тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ.
Республикӑн наци вулавӑшӗнче иртнӗ эрнере «Хавал» перлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем чӑваш чӗлхин ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Хальхинче ларӑва Халӑх пуҫарӑвӗн комитечӗн координаторӗ Игорь Михайлов, вӑл — юрист, блогҫӑ, хутшӑннӑ.
«Чӑваш патшалӑхӗ — кирлех-ши вӑл?» тема тавра калаҫнӑ май хастарсем республикӑн тӗп саккунӗнчен Чӑваш Ен патшалӑх шутланни пирки калакан ӑнлава кӑларса пӑрахнине аса илнӗ. Ҫапла йышӑнӑва 2012 ҫулхи ҫуркунне, Конституцие улшӑну кӗртнӗ чух, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем кӗртнӗ.
Игорь Михайлов каланӑ тӑрӑх, апла йышӑну тӑвиччен ӑна халӑхпа сӳтсе явман. Саккун проекчӗ пирки ӑнлантарса паракан хутра та, профильлӗ комитетӑн ларӑвӗ валли хатӗрленӗ хутра та «патшалӑх» сӑмаха илсе пересси пирки асӑнни пулман-мӗн. «Патшалӑх» сӑмахсӑр юлнине Игорь Михайлов «патшалӑх переворочӗпе» танлаштарнӑ.
«Патшалӑх» сӑмахсӑр тӑрса юлни юридици тӗлӗшӗнчен темле витӗм кӳмест-ха, анчах республикӑн политика тӗлӗшӗнчен вырӑн йышӑнассинче вара пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла тума Мускавран сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Парижра пурӑнакан Ольга Николаева (Грелон) чӑвашла-хрантсусла словарь кӑларма ӗмӗтленни пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр — вӑл «Нарспи» мюзикл валли хрантсусла субтитр хатӗрлесшӗн иккен. Ҫак шухӑш патне вӑл кӑҫал ҫулла «Хавал» уйлӑхра пулнӑ хыҫҫӑн пырса ҫитнӗ. Аса илтеретпӗр, уйлӑха чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Унта Парижран килнӗ Ольга та хутшӑннӑ. Пӗччен мар, Мускавра пурӑнакан тӑванӗн хӗрӗпе. Ольгӑн ашшӗ-амӑшӗ — Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗскерсем. Анчах Чӑвашран тухса кайнӑ хыҫҫӑн кунта вӗсем пурӑнман, ҫулла пӗрер уйӑхлӑха килсе кайнипех ҫырлахнӑ. Мускаври патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ Ольга вырӑсла, хрантсусла, акӑлчанла пӗлет, халӗ нимӗҫ чӗлхине вӗренет. Кунсӑр пуҫне халӗ, ав, чӑваш чӗлхине те ӑша хывнӑ.
«Нарспи» мюзикл вырӑс субтитрӗсемпе DVD ҫине тухнӑ хыҫҫӑн Ольга ӑна хрантсусла куҫарма шухӑшлать.
Ҫак уйӑхӑн 19–20-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери XVIII фестивалӗ иртнӗ. Фестиваль программине акӑлчан, араб, белоруҫ, болгари, вьетнам, испани, китай, лаос, латин, литва, нимӗҫ, таджик, тайски, тутар, турккӑ, хрантсус, швед, эсперанто, япуп тата ытти чӗлхе кӗнӗ. Мероприятие профессионал-чӗлхеҫӗсем тухса калаҫнӑ. Арцём Федоринчик лингвист, сӑмахран, ҫырӑвӑн тытӑмӗ, чӗлхен расналӑхӗ пирки тухса каланӑ. Вӑл чӑваш чӗлхин хӑтлавне те ирттернӗ.
Фестивале Чӑваш Енти ҫамрӑксен эсперанто-ассоциацийӗ Раҫҫейӗн тата республикӑн Экономика, ЧР Вӗренӳ министерствисем, Ют чӗлхесен «Ӑнӑҫу чӗлхи» шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх тата Волонтерсен пӗтӗм тӗнчери «Пӗрлешӳ» центрӗ ырланипе ирттерет.
«Хавал» халӑх организацийӗ Шупашкарти троллейбуссене икӗ чӗлхепе туллин калаҫтарасшӑн пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Халӗ, ав, тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Общество организацине троллейбус управленийӗ официаллӑ майпа хуравланӑ. Унӑн директорӗ Александр Каныгин унта пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнусен ячӗсемсӗр пуҫне «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха чарӑнупа чарӑну хушши кӗске пирки икӗ чӗлхепе каласа ӗлкӗреймессине пӗлтернӗ. Троллейбусра чӑвашла мӗн пӗлтерессине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш наци конгресӗпе тата Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе калаҫса татӑлса йышӑнни ҫинчен аса илтернӗ.
«Хавал» шучӗпе вара ытти сӑмаха та чӑвашла калама 2-3 ҫеккунтран ытла кирлӗ мар. Троллейбус управленийӗн пуҫлӑхӗ хулари транспортран хӑйсем кӑна чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна пӑхӑнатпӑр тесе палӑртнӑ иккен.
Кӗркунне пысӑк экран ҫине «Юхха» фильм кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче унӑн хаклавӗ иртнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Хавал» уйлӑхне пуҫтарӑннисем те ӑна курма ӗлкӗрнӗ.
Фильма Владимир Карсаков режиссёр ӳкернӗ. «Иоаким Максимов-Кошкинский хыҫҫӑн ку яхӑнччен чӑвашсен пӗр фильмӗ те ҫав шая ҫӗкленмен, — тесе хыпарлать ку пулӑм пирки Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ.
Фильмӑн тӗп шухӑшне уҫса пама васкар мар. Ӑна чӑн пурнӑҫран илнӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Эпизодсене Шупашкар, Элӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ӳкернӗ.
«Хавал» обществӑлла халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарти троллейбус управленине тӗп хулари троллейбуссем ҫинче чӑваш тата вырӑс чӗлхине пӗр тан праваллӑ тума ыйтса ҫыру янӑ. Унӑн копийӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫатра та пур-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра Шупашкарта общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсене икӗ чӗлхепе калаҫҫӗ-ха. Анчах «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ.
«Хавал» ун пек пӗлтерӳсене икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла — калама чӗнсе калать. Тата республика Конституцийӗн 8-мӗш статйинче пӑхнине тӗпе хурса: малтан чӑвашла каламалла, унтан — вырӑсла.
Асӑннӑ общество организацийӗ троллейбусра вырӑсла ҫырса хунӑ «Кӗмелли» (вӗсен вариантӗнче: Кӗме), «Тухмалли» (Тухма), «Ан таянӑр» йышши сӑмахсене те чӑвашла ҫыртарттарасшӑн. Кондукторсемпе водительсене вара «Эпӗ чӑвашла та, вырӑсла та калаҫатӑп» бейджикпа тивӗҫтерттересшӗн. Ку сӗнӳсене икӗ патшалӑх чӗлхиллӗ регионсен тӗнчери опытне тӗпе хурса хатӗрленӗ иккен. Ҫырӑвӑн копине республикӑн транспорт тата суту-илӳ министрӗ Михаил Янковский патне ҫитернӗ.
Утӑн 7-мӗшӗнче «Сурские зори» кану базинче «Хавал» уйлӑхӗ 4-мӗш хут пухӑнчӗ. Ҫынсем тӗрлӗрен — ача-пӑчасенчен пуҫласа ваттисем таранах.
«Хавал» уйлӑхра кашни кун тӗрлӗ тӗлпулусем иртеҫҫӗ, тӗрлӗ теметикӑпа калаҫусем иртеҫҫӗ — историпе, генетикӑпа, чӑваш культурипе. Ытти тӗрлӗ мероприятисемпе те пуян — ирхи хусканусем, таврари кӑсӑклӑ вырӑнсемпе паллашни, тӗрлӗ вӑйӑсем. Ҫавӑнпа та вӗсен кану хаваслӑ иртет, тунсӑхлама вӑхӑт ҫук.
Уйлӑхӑн тӗп вырӑнне чӑваш чӗлхине вӗренесси йышӑнать. Чӑн та, кунта ытларах чӑвашла пӗлменнисем пухӑннӑ, ҫавӑнпа та вӗсемшӗн чӑвашла калаҫни, чӑвашла тӗлпулусем ирттерни питӗ усӑллӑ. Кашни ҫыннӑн пӗлӗвӗ тӗрлӗрен пулнӑран вӗренӳ ушкӑнӗсене те виҫҫӗ йӗркеленӗ — малти ӳсӗмрисем, вӑтам ӳсӗмрисем тата чӑвашла лайӑх пӗлекеннисем.
«Хавал» уйлӑх вырсарникун, утӑн 14-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 18-мӗшӗнче, «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта институтра вӑй хуракан ӑсчахсемсӗр пуҫне МИХ ӗҫченӗсем, ытти хастар ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Алос и Фонт Эктор, Александр Васильевич Блинов, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Александр Валерьянович Кузнецов, Николай Иванович Егоров пулчӗҫ.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӗнӳсене палӑртас килет:
◇ чӑваш чӗлхине аталантарма чӗлхеҫӗсене кӑна мар, ытти отрасльсенче ӗҫлекенсене те явӑҫтармалла;
◇ патшалӑх тытӑмӗнче чӗлхе политикипе ӗҫлекен пай йӗркелемелле;
◇ чӗлхене хӳтӗлес тӗлӗшпе граждан обществине ӗҫлеттерме тӑрӑшмалла, унпа тӑтӑш ҫыхӑну тытмалла;
◇ чӗлхеҫӗсене хатӗрленӗ ӗҫре паянхи студентсене ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене те унти опытпа паллашма яма тӑрӑшмалла;
◇ ачана чӑвашла вӗрентесси кашнин тивӗҫӗ пулмалла («ӑнланать» тенипе ҫырлахмалла мар);
◇ чӑваш чӗлхине документлас ӗҫе хутшӑнтармалла;
◇ чӑваш чӗлхине хӳтӗлес тӗлӗшпе ирттерекен ҫавра сӗтелсене ҫулталӑкне пӗрре мар, сахалтан та тӑватӑ хут йӗркелемелле;
◇ тата ытти тӗрлӗ сӗнӳсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |