«Хавал» обществӑлла пӗрлешӳ хатӗрленӗ «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке сутлӑха тухнӑ. Шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ илемлӗ кӗнеке чӑваш чӗлхине ҫӑмӑллӑн та кӑсӑкланса вӗренме пулӑшӗ. Кӑларакансем ӑна вӗренӳ кӗнеки пек мар, хушма пособи евӗр палӑртаҫҫӗ.
«1000 те 1 сӑмаха» Александр (Аспарух) Блинов хатӗрленӗ. Редакторсен шутӗнче Геннадий Дегтярёвпа Эдуард Фомин чӗлхеҫӗсем. Ӳкерчӗксене Юлия Лутошкина ӑсталанӑ.
Кӗнеке 1001 тиражпа тухнӑ. Ӑна лавккасенче сутма пуҫланӑ та ӗнтӗ. Тӗслӗхрен, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗнче ҫак кӗнекене 450 тенкӗпе сутаҫҫӗ. «СУМ» лавккара та вӑл пур — унти хакӗ 400 тенкӗ.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшпе 15-мӗшӗсенче чӑвашсен обществӑлла «Хавал» пӗрлӗхӗ ҫулсерен ирттерекен «Хавал» чатӑр уйлӑхне йӗркелет. Малтанхи хутсенче кайса курнисем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ — ӑна чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене кашни ҫул пухӑнассине йӑлана кӗртес тӗлӗшпе ирттереҫҫӗ. Кунта чӑваш чӗлхине вӗренме тӑрӑшаҫҫӗ, чӑвашла пӗлекенсемпе хутшӑнса чӗлхене туйма, халӑх кун-ҫулӗпе, ун культурипе тачӑрах паллашма пухӑнаҫҫӗ. Йӑла-йӗрке темине те ҫӗклеҫҫӗ, тӗпчеҫҫӗ.
Уйлӑхра ҫавра сӗтелсем, лекцисем, тренингсем иртеҫҫӗ, спорт пирки те манмаҫҫӗ — вӑй-хал культурне ҫирӗплетесси йӑлана кӗнӗ те ӗнтӗ. Паллах, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттермесӗр уйлӑх нихҫан та пулман — нумай-нумай тӗпчевҫӗ, ӑсчах кунта пулса курнӑ, хӑйӗн шухӑшӗсемпе паллаштарнӑ.
Кайса курас кӑмӑл ҫуралчӗ пулсан — «Вконтакте» халӑх тетелӗнчи ятарлӑ ушкӑна кӗрсе пӑхӑр, унти информаципе паллашӑр. Кӗскен: уйлӑх Шупашкарта иртӗ, эрне хушши пурӑнма 3 000 тенкӗ кирлӗ пулӗ (апат-ҫимӗҫ, ытти тӑкаксем). Утӑн 8-мӗшӗнче кӑнтӑрла, 12 сехетре, пуҫланать.
«Хавал-2011» ҫуллахи уйлӑх (лагерь) вӗҫленчӗ. Вӑл иртнӗ вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланчӗ те, паян, утӑн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ. Пӗтӗмлетнӗ май пурӗ алла яхӑн ҫын (ваттисемпе ачасене, хӑнасене шутласан) хутшӑнчӗ теме пулать.
Кӑҫал «Хавал» Сӑр хӗрринчи Пӗрремӗш Выҫҫӑлкӑ (Етӗрне районӗ) ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Таланцев купсасен хуҫалӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче иртрӗ. Ӗлӗк-авал кунта Пугачев ҫарӗсем иртнӗ тет. Чӑн та вырӑнӗ питӗ меллӗ те илемлӗ.
Уйлӑха кашни ҫул «Ӑнӑҫу чӗлхи» («Язык успеха») ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикинчи Ҫамрӑксен эсперанто-пӗрлешӳ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци ирттерет. Уйлӑхра ҫамрӑксем (аслисем те пур!) пӗрле пухӑнса чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ, чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе истори пирки ятарласа чӗннӗ хӑнасем каласа параҫҫӗ. Сӑмахран, эрнекун, уйлӑхра Виталий Петрович Станьял пулчӗ, 50-60 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнласа пачӗ, ӗлӗкхи йӑласене хальхи вӑхӑта кӗртмелли пирки тата ытти кӑсӑклӑ ыйтусем пирки каларӗ.
«Язык успеха» ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикин ҫамрӑксен Эсперанто-пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци кӑҫал та (пӗлтӗрхине шутласан — иккӗмӗш хут ӗнтӗ) ҫуллахи чатӑр уйлӑхне (лагерьне) ирттерет. «Хавал» хальхинче Етӗрне районӗнчи Сӑр шывӗ хӗрринче иртӗ — ку вырӑнта Емельян Пугачёв пӑлхавҫӑ хӑй ҫӑрӗпе куҫнӑ тет. Утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те 24-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшакан ҫулсерен иртекен тӗлпулусене пуҫарасси, чӑвашла калаҫакансен хушшинче вӑхӑт ирттересси. Ҫавӑн пекех лекцисемпе ҫавра сӗтелсенче чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йеркипе тачӑрах паллаштарассине те йӗркелекенсем тӗпе хывнӑ.
Эсир кунта, ҫак уйлӑхра, чӑваш чӗлхине вӗренме, Емельян Пугачёв ҫулӗ тӑрӑх экскурсире пулма, юрӑ юрлама, тӗрлӗрен лекцисем итлеме пултаратӑр. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулӗҫ. Ку лекцисемпе семинарсене ирттерӗҫ: К(П)ФУ истори факультечӗн доценчӗ Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан), чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, тӑлмачӗ Чиндыков Борис Борисович, Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫи Мадуров Федор Иванович, социолингвист тата тӑлмач Эктор Алос и Фонт (Барселона – Шупашкар), публицист тата сӑвӑҫ Станьял Виталий Петровчич, «Вут-шу» кӗрешӳн тренерӗ Романов Алексей Егорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Иванов Владимир Александрович, тата ыттисем.
2010 ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа «Хавал» чӑваш обществӑлла пӗрлешӳ тӑрӑшнипе Мускавра тӳлевсӗр чӑваш чӗлхи вӗренме май пулӗ. Курссем хулари поликультура центрӗнче иртӗҫ.
Чӑваш чӗлхи урокӗсем эрнере пӗр хут пулӗҫ. Пуҫару ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ ҫулрисене пухса ушкӑнсем йӗркелет — уйрӑмах вӗсем шкул ачисемпе ҫамрӑксене кӗтсе илме хавас.
Чӑвашла вӗренес шухӑшлисем йӗркелӳҫӗсемпе ҫак электронлӑ адреспа ҫыхӑнма пултараҫҫӗ: chuvash.haval@gmail.com, е карас телефонӗн номерӗпе: 8-903-187-86-79.
Утӑн 4-мӗшпе 11-мешӗ хушшинче Атӑл леш енче (авал вӑл тӑрӑха Йӑлӑм тенӗ) вырнаҫнӑ «Буревестник» кану базинче «Хавал» ятлӑ чӑваш чӗлхин лагерӗ ӗҫлерӗ. Лагере хастар ҫынсем пуҫарнӑ, йӗркелеме вара Шупашкар хулин администрацийӗ, «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхесен шкулӗ тата Ҫамрӑксен Эсперанто ассоциацийӗ пулӑшнӑ.
Лагерӗн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшакан ҫулсерен иртекен тӗлпулусене пуҫарасси, чӑвашла калаҫакансен хушшинче вӑхӑт ирттересси. Ҫавӑн пекех лекцисемпе ҫавра сӗтелсенче чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йеркипе тачӑрах паллаштарассине те йеркелекенсем тӗпе хывнӑ.
Лагере пурӗ 31 ҫын хутшӑнчӗ. Вӑл шутра 7 ача. Хӑнасене, лекцисемпе докладсем калакансене шута илсен вара — 40 ҫын ытла.
Лагерь меллӗ вырӑнта иртнӗрен хальхи вӑхӑтри техникӑпа усӑ курнӑ чухне йывӑрлӑхсем пулмарӗҫ. Пляж ҫывӑхра вырнаҫни те меллӗ пулчӗ — шӑрӑх ҫанталӑк чӑрмав кӳмерӗ.
Программӑпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхи урокӗсем, сӑнарлӑ вӑйӑсем, ҫавра сӗтелсем иртрӗҫ. Тӗрӗ тӗрлеме те вӗренчӗҫ. Кайран, лагерь вӗҫленнӗ тӗлне, тӗрленӗ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Лагерь чӑн та хаваслӑ иртрӗ: кӑвайт умӗнче ларнине, пӗрле ларса юрланине, чӑвашла кино пӑхнине мӗн ҫиттӗр?
Ыран Йӑлӑм енче (Атӑлӑн леш енче) «Хавал» лагерь ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫак шӑрӑхра мӗн тума каяҫҫӗ тетӗр-и? Шыва кӗме кӑна мар... Ҫамрӑксем чӑваш чӗлхи вӗренесшӗн ҫунаҫҫӗ! Утӑн 4-мӗшӗнче лагерь хӑй ӗҫне пуҫлать те 11-мӗшӗнче вӗҫлет.
Кашни япала ятран пуҫланать теҫҫӗ — чӑваш тӗнчипе тачӑрах паллашма чӑашла ят лайӑхрах пулӑшӗ! Бейджик ҫинче чӑвашла ят курсан — пӗлӗр, вӗсене хутшӑнакансем хӑйсене валли кунтах суйлаҫҫӗ те ҫак пӗчӗк хут татки ҫине ҫырса хураҫҫӗ. Хӑвӑра валли суйлама ан манӑр. Халь ӗлӗкхи мар вӗт — чӑвашла ят списокне тетелте чылай вырӑнта тупма май пур.
Ку ҫуллахи лагерӗн тӗп тӗллевӗ — ҫӳлсеренхи тӗлпулусен йӑлине ҫирӗплетесси. Вӑл тӗлпулусенче чӑвашла пӗлменнисем чӗлхене ӑса хывӗҫ (чӑвашла калаҫакансен хушшине лекни лагере йӗрекелекенсен шучӗпе вӗренӳре самай пулӑшу парӗ), чӑваш культурипе, ун исторрийӗпе тачӑрах паллашӗҫ. Лагерьте кашни кун ҫавра сӗтелсем, тренингсем, лекцисем иртӗҫ. Ҫӗнӗ тус-юлташ та тупӑнасса шантараҫҫӗ лагерь йӗркелӳҫисем.
Эсир ҫӑкнашкал лекцисем итлеме пултараттӑр (малтанхи планпа): «Хусан ханлӑхӗн историйӗ» (Тухватуллин Айрат Халитович), «Чӑвашсен авалхи историйӗ» (Мадуров Дмитрий), «1990-мӗш ҫҫ. Чӑваш Енре наци туйӑмӗ ҫӗкленни» (Лукьянов Николай Егорович), «Нацисен ҫӗкленӗвӗн Европа опычӗ» (Савельев Александр), «Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ» (Мадуров Дмитрий), «Тӑваш тумӗ» (Иванов-Орков Геннадий), «Чӑваш тӗнче курӑмӗ» (Мадуров Дмитрий) тата ыттисем.
Ҫапла, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшпе 11-мӗшӗ хушшинче, Атӑлӑн леш енче (йӑлӑмра) «Хавал» ҫуллахи лагерь ӗҫлӗ. Ӑна «Хавал» ятлӑ хастар ушкӑн йӗркелет, вӗсене «Ӑнӑҫу чӗлхи» ятлӑ ют чӗлхесен шкулӗ пулӑшать.
Ҫак лагере йӗркелекенсем ӑна кашни ҫул пухасшӑн, ӑна ирттересси йӑлана кӗрессе шанаҫҫӗ. Хавалҫӑсен шухӑшӗпе чӑвашла калаҫакансем хушшинче вӑхӑт ирттерни чӗлхене вӗренме пулӑшать. Унсӑр пуҫне ку меслетпе усӑ курса халӑх йӑли-йӗркисемпе, унӑн историйӗпе, культурипе паллашма пулӗ теҫҫӗ. Уҫӑ сывлӑш, кӑвайт патӗнчи калаҫу — ҫакӑ пӗтӗмпех чӑваш чӗлхине ӑша хывма, чӗлхе аталанӑвӗн ҫулне тупма, тӗрлӗ регионсенче пурӑнакан чӑвашсем хушшинче туслӑха ҫирӗплетме пулӑшатех тесе шутлаҫҫӗ.
«Хавал-2010» лагерь программинче:
◊ чӑваш чӗлхи урокӗсем (чӑвашла пӗлменнисем е япӑхрах пӗлекенсем валли). Опытлӑ педагогсем вӗрентӗҫ.
◊ тематикӑллӑ лекцисемпе семинарсем. Чӑваш культури епле аталанмалла, хӑш ҫулпа каймалла? Ҫӗнӗ чӑваш хула культури мӗнле пулмалла? Аталантарма мӗн ҫитмест? Хуравсем тупма ятарласа чӗннӗ экспертсем те пулӑшӗҫ.
◊ алӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |