Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Николаева Хусанта иртекен «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне хутшӑнать.
Людмила Петровна – ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ педагог. Вӑл унӑн урокӗсем ачасене савӑнӑҫ кӳччӗр тесе тӑрӑшать.
Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр! Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ.
Чулхулари «Валдайсем» Сӗнтӗрвӑррине ҫӳреме тытӑнасшӑн. Асӑннӑ хулари «Водолет» компани 2025 ҫулта виҫӗ ҫӗнӗ маршрут уҫасшӑн, ҫав шутра — Сӗнтӗрвӑррине те.
Хальхи вӑхӑтра компани Чулхуларан Хусана тата Чӗмпӗре ҫӳрет, ҫула май Шупашкарта чарӑнать.
«Ҫыхӑнура» форум пирӗн республика ертӳҫисем кӑҫал Шупашкартан Сӗнтӗрвӑррине, Куславккана тата Чикмене шыв транспортне ҫӳретме тытӑнассине пӗлтернине аса илтерет.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейинче ҫурла уйӑхн 27-мӗшӗнче «Цвет времени. Чувашская свадьба» (чӑв. Самана тӗсӗ. Чӑваш туйӗ) живопиҫпе декораци прикладной ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери иккӗмӗш арт-куравне хутшӑннисен куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицие туй йӑли-йӗркине халалланӑ.
Куравра хамӑр ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата унӑн тулашӗнчи ӑстасен ӗҫӗсемпе паллашма пулать. Ҫав шутра Иван Александров (Шупашкар), Татьяна Андреева (Шупашкар), Елена Баймяшкина (Хусан), Александр Буйкевич (Беларуҫ Республики), Наталья Григорьева (Хусан), Джумабек Базарбаев (Кӑркӑстан), Ирина Жемчужникова (Чулхула), Константин Кокель (Шупашкар), Татьяна Куртовская (Шупашкар), Викентий Лукиянов (Шупашкар), Михаил Поляков (Чулхула), Марина Полякова (Чулхула); Владимир Разин (Шупашкар), Ирина Рязанцева (Шупашкар), Татьяна Серебрякова (Шупашкар), Наталия Соловьёва (Шупашкар), Ольга Таланцева (Чикме), Ирины Чипенко (Шупашкар), Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсен ӗҫӗсем пур.
Шупашкартан Хусана пассажирсене Атӑл тӑрӑх турттарса ҫӳрекен «Валдай» карапа юсама кӗртсе лартнӑ. Профилактика тӗллевӗллӗ юсав ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Маларах Шупашкарти юханшыв порчӗ «Валдай 45Р-12» карапа (вӑл пассажирсене иккӗмӗш номерпе турттарнӑ) ҫурла уйӑхӗн 3, 4, 5-мӗшӗсенче ҫула тухмассине пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче юханшыв порчӗ тӗп двигателӗн турбини начар ӗҫленине тупса палӑртнине хыпарланӑ. Юсав ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ.
«Татарстан Республикин флочӗн» «Метеорӗсем» те халӗ ҫӳреме чарӑннӑ. Вӗсене Зеленодольскри заводра юсӗҫ.
Чӑваш Енре «Валдай» карапсемпе ҫӳрекенсем йышлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна вӗсем 12,7 пин пассажира илсе кайнӑ. Вӗсенчен 8,6 пинӗ «Шупашкар — Хусан» маршрута суйласа илнӗ, 4 пин ытларах ҫын — Свияжска.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти юханшыв порчӗ 413 теплохода йышӑннӑ, вӗсемпе 60 пине яхӑн пассажир килсе кайнӑ.
Ҫак цифрӑсем ҫынсем шыв тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме, унта-кунта ҫитсе курма юратнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причалсем тӑвасшӑн.
Паян кӑнтӑрла Хусанта пӑр ҫунӑ. Ун хыҫҫӑн хӑш-пӗр урамра пӑр выртнӑ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Кристи ятлӑ Атлантика циклонӗ хуҫаланать. Вӑл Чӑваш Енрен айккинчен иртсе кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ирхине вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ, пӑр та ӳкнӗ. Унтан Зеленодольск енне кайнӑ. Кӑнӑрла вара Хусана ҫитнӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра циклон тата темиҫе кун хуҫаланӗ, хушӑран аслатиллӗ ҫумӑр ҫукалӗ.
Чӑваш Ене кӑҫал туристсем ытларах килессе шанаҫҫӗ.
«Чӑваш Ене килекенсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пырать. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан паянхи куна ку кӑтарту 30 процент ӳснӗ. 2023 ҫулта пирӗн республика 800 пине яхӑн ҫынна йышӑннӑ. 91 пин хӑна 659 теплоходпа килнӗ. Кӑҫал 750-760 пӑрахут килессе шанатпӑр», — тенӗ регион ертӳҫи Олег Николаев.
Чӑваш Енре юханшыв туризмӗ анлӑ сарӑлса пырать. Ҫулталӑк каялла пирӗн тӑрӑха «Метеор 120Р» кисле чарӑннӑ. Халӗ вӑл Шупашкара Чулхулапа, Чикмепе, Хусанпа тата Чӗмпӗрпе ҫыхӑнтарать. Унсӑр пуҫне Ҫынсем «Валдайпа» ҫӳреҫҫӗ. Билетсене икӗ эрне маларахах туянса пӗтереҫҫӗ.
Хусанти пулӑҫа чӑннипех те ӑннӑ. Дамир 90 килограмм таякан ҫуйӑн тытнӑ! Пулӑ 2,5 метр тӑршшӗ.
Дамир пулӑпа сӑн, видео ӳкерӗннӗ те ӑна каялла шыва янӑ. Вӑт ҫавӑн пек пулӑҫ вӑл - Дамир! Маттур!
Шупашкарти Артур Михайлов «Раҫҫейри чи лайӑх такси водителӗ» конкурса хутшӑнса 150 пин тенкӗ укҫана тата «Lada Vesta» автомобиле тивӗҫнӗ.
Мероприяти Хусанта иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн 32 регионӗнчи такси водителӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем практика тата пултарулӑх конкурсӗсенче ӑмӑртнӑ.
«Кашниех ҫӗнтерессишӗн пынӑ. Мана арӑм хавхалантарни пуринчен ытла вӑй-хал парса пычӗ. Вӑл манпа пултарулӑх конкурсне те хутшӑнчӗ. Атте-аннепе туссем ырӑ суннине те туйса тӑтӑм. Ку конкурсра ҫӗнтерес ӗмӗтпе эпӗ пилӗк ҫул пурӑннӑ», – хавхаланса каласа кӑтартнӑ Артур.
Арҫын республикӑри конкурссенче унччен пӗрре кӑна мар ҫӗнтернӗ, ҫӗршыврисенче те палӑрнӑ. 2019 ҫулта Сочи хулинче вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, пӗлтӗр Шупашкарта виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн Ленин районӗнчи управине Геннадий Маслов ертсе пыма тытӑннӑ.
Геннадий Маслов 1966 ҫулта Елчӗк районӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта Хусанти ракета ҫарӗсен аслӑ ҫар команда инженери училищичнен вӗренсе тухнӑ. 6 ҫул ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри Куславкка районӗнче шалти ӗҫсен пайӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 1994-2001 ҫулсенче тӑрӑшнӑ. Кайран ӑна Етӗрне районӗнче шалти ӗҫсен пайне ертсе пыма шаннӑ, кӑштахран Шупашкарта ҫав тытӑмра тимленӗ. 2011-2021 ҫулсенче Елчӗк чӑвашӗ Норильскра Шалти ӗҫсен пайне ертсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |