Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.
Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.
Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.
Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.
Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Правительствин черетлӗ ларӑвне Михаил Игнатьев Элтепер Раҫҫей Президентне тав тунинчен пуҫланӑ.
Аса илтерер, Михаил Игнатьева РФ Президенчӗн указӗпе килӗшӳллӗн Хисеп орденӗпе наградӑлама йышӑннӑччӗ.
«Манӑн ӗҫе ҫав тери пысӑка хурса хакланӑшӑн пӗтӗм чун-чӗререн Владимир Владимирович Путина пысӑк тав сӑмахӗсем калатӑп», —тенӗ Михаил Игнатьев.
Унсӑр пуҫне вӑл республикӑра пурӑнакансене те тав тунӑ. «Регионти халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне ӳстерсе пырассишӗн, экономикӑна аталантарассишӗн» «яваплӑха туйса пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫленӗшӗн» мухтанӑ. Республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансене, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пайӗсенче тимлекенсене, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене уйрӑмах тав тунӑ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗршыври паллӑ ҫынсене чысласси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хисеп Орденне тивӗҫнӗ.
Хушӑва ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Владимир Путин Михаил Игнатьевӑн ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. «Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа нумай ҫул ӗҫленӗшӗн Михаил Васильевич Игнатьева Хисеп Орденӗпе чыслас» тесе ҫырнӑ хушура.
Палӑртмалла: Михаил Игнатьевӑн кунсӑр пуҫне пилӗк медаль. Вӗсен йышӗнче Раҫҫейри агромпромышленноҫ комплексӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» ылтӑн медаль те пур.
Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантӗнче «пиллӗк» илнисене чысларӗҫ. Пухӑннисем умӗнче малтанхи сӑмаха институт директорӗ Пётр Краснов каларӗ, диктанта йӗркелеме пулӑшнисене ӑшшӑн тав турӗ. Чыслава пынисене кӗнекесемпе хавхалантарчӗҫ, ҫавӑн пекех «пиллӗк» илни пирки сертификат пачӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫӑл пиллӗкмӗш хут иртрӗ, унта пилӗк пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӑл кашни ҫул Чӑваш чӗлхи кунӗнче иртет. Кӑҫалхи текста Геннадий Волковӑн «Ӑслӑ ача» калавӗ тӑрӑх хатӗрленӗччӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырма кашни ҫулах вӗренӳ институтӗнче, педагогика патшалӑх университетӗнче тата Николский ячӗллӗ педагогика колледжӗнче ятарлӑ вырӑнсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӑвӑн пекех наци радиовӗпе ҫыракансем та сахал мар. Районсенче те ҫак акцие анлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Диктант ҫыракансем хушшинче шкул ачисем те, студентсем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те пур.
Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗ паян хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетрӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чысларӗҫ.
Маттур ачасене тата вӗсене видео хатӗрлеме пулӑшакансене Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи тата «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурс пуҫараканӗ Владимир Андреев, Чӑваш наци конгресӗн ӗҫтӑвком членӗ Геронтий Никифоров, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш халах сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар Плотников, Чӑваш ен наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова тата ыттисем чысларӗҫ.
Жюри пайташӗсем хакланӑ тӑрӑх «Чӑваш халӑх сӑввисем» номинацире Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Демьянова Вероника ҫӗнтернӗ, вӑйӑ номинацийӗнче вара — Муркашри «Путене» ача пахчине ҫӳрекен ачасем. Чӑваш поэчӗсен сӑввисене вулакансем питӗ нумай пулни пирки каласа хӑвармалла, ку номинацире ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ӳсӗмпе хакланӑ. Чи кӗҫӗннисен хушшинче Елчӗкри «Шевле» ача пахчине ҫӳрекен Молодов Алексей мала тухнӑ, 7–10 ҫултисем хушшинче Смирнова Елена ҫӗнтернӗ, аслӑраххисем хушшинче вара Канаш районӗнчи Катек вӑтам шкулӗнче вӗренекен Васильева Елизавета ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ.
Ӗнер Мускаври патшалӑх университечӗн Культура ҫуртӗнче «МПУри студентсен ҫуркунни – 2017» фестивалӗн гала-концерчӗ иртнӗ. Унта Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн студенчӗсем те хутшӑннӑ. Унта вӗсем тӑван халӑхӑмӑрӑн наци тумтирне кӑтартнӑ. Ӗҫсен авторӗ — асӑннӑ аслӑ шкулта халӑх художество пултарулӑхӗн кафедрин доценчӗ Зинаида Воронова тата студентсем.
Мускаври патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнине, наградӑпа ректора пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫак уйӑхӑн 11-мӗшӗнче чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. МПУ ректорӗ Виктор Садовничий тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев аслӑ шкулпа Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен те алӑ пуснӑччӗ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Фаина Александрова 1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Ункӑҫумри пуҫламӑш шкулта, кайран Тракри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче Красноармейскинчи вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 1945–1948 ҫулсенче райпланра плановикра ӗҫленӗ.
1943 ҫулта Афанасий Михайловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. 5 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1948 ҫулта пурнӑҫ кинемее Шор-Пусай ялне илсе ҫитернӗ. Унта вӑл 75 ҫула ҫитичченех колхозра ӗҫленӗ.
Халӗ Фаина Тимофеевна пӗчченех пурӑнать. Ветеран сурӑхсем, чӑхсем усрать.
95 ҫулхи юбилей ячӗпе Фаина Тимофеевнӑна Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов тата Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин саламланӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче Хӗрлӗ Чутай район ентешлӗхӗ иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхран тухса Шупашкарта тӗпленнисем пуҫтарӑннӑ. Ентешсене пухӑвне «Чавал» ентешлӗх канашӗ йӗркеленӗ.
Хӗрлӗ Чутайсен уявне Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти пултарулӑх ҫурчӗн фольклор ансамблӗ те пырса ҫитнӗ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Яковлева ертсе пыракан ҫак ушкӑн «Чавал» уявне ӑнсӑртран ҫакланман — Зинаида Яковлева Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сорӑм ялӗнче ҫуралнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралса ӳснӗ, РФ Патшалӑх Думине депутата суйланнӑ Олег Николаев та хӑйӗн ентешӗсемпе тӗлпулӑва хутшӑннӑ. Уйрӑмах хастар чутайсене, района тӗрлӗ ҫулта ертсе пынӑ маттурсене, вӑл РФ Патшалӑх Думин бланкӗ ҫинче ҫырнӑ Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
Нумаях пулмасть вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗсене саламланӑ, чи лайӑххисене чысланӑ.
Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева ҫынсем малтанах вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсенче, депутатсенчен, хула е район администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнине палӑртнӑ.
Уявра вырӑнти хӑйтытӑмлӑхри чи лайӑх ӗҫченсене саламланӑ. Ҫавӑн пекех республика шайӗнче иртнӗ конкурсра мала тухнисене чысланӑ. Муниципалитетри чи лайӑх ертӳҫӗ ятне Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонид Кошкин тивӗҫнӗ. Чи лайӑх староста — Тӑвай районӗнчи Ураскасси ялӗнчи Владимир Никифоров. Чи лайӑх ял тӑрӑхӗ — Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗ.
Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ Эльвира Кузьмина «Хурал» халӑх хуралӗн дружинникӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна ӗнентерекен атрибута ӑна дружина командирӗ Владимир Артемьев савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тыттарнӑ. Мероприяти ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗкри «Хӗлхем» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче иртнӗ. Унта халӑх дружинникӗсен штабӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Ирина Павлова вара асӑннӑ хулари гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен управленийӗн Тав хутне тивӗҫнӗ. Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫак хӗрарӑм пӑр ҫинчи икӗ пулӑҫа асӑрханӑ. Ҫавӑн пирки вӑл тивӗҫлӗ органсене систернӗ. Хӗрарӑмӑн утӑмне ҫӑлавҫӑсем пысӑка хурса хакланӑ, инкеке сирме пултарнӑшӑн тесе ӑна тав тума йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |