Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Кун пек йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Ҫак шайри наградӑна Шупашкарти П.П. Хусанкай ячӗллӗ 49-мӗш вӑтам шкулӑн педагогне, «Донбасс доброволецӗсен союзӗ» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Николаев тата Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн тӗп специалистне-экспертне Артемий Репкин тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енри тӑватӑ ҫемьене орден пама йышӑннӑ.
Олег Николаев Элтепер «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа Ҫӗнӗ Шупашкарти Николай Федоровичпа Анастасия Ивановна Отмаховсене, Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Николай Александровичпа Антонина Николаевна Сергеевсене, Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчи Николай Ивановичпа Зоя Степановна Степановсене, Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Николай Димитриевичпа Мария Ивановна Хушкинсене чыслама йышӑннӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр хаҫатҫӑна тава тивӗҫлӗ ят панӑ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята хальхинче Ҫӗмӗрлери «Вперёд» хаҫат редакцийӗн редакторӗ Ольга Дмитриева тивӗҫнӗ.
Кун пек ята «культурӑра нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерствин професси искусствин, вӗрентӗвӗн тата халӑх пултарулӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Ольга Ефимовӑна тата Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнчи «Ветеран» халӑх хорӗн хормейстерне Светлана Муллинӑна панӑ.
Хӗрлӗ Чутай округӗнчи «Коминтерн» хуҫалӑха нумай ҫул ертсе пыракан Альбина Новиковӑна «Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ.
Вӑл 46 ҫул каялла ӗҫ стажне тӗп агрономран пуҫланӑ. 29 ҫул каялла организацирен «Коминтерн» ял хуҫалӑх коопертивӗ туса хунӑ, ӑна Альбина Новикова ертсе пыма тытӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхра 95 ҫын ӗҫлет. Юлашки ҫулсенче вӗсен кӑтартӑвӗсем ӳснӗ: сӗт туса илессипе те, тырӑ пухса кӗртессипе те. Кооператив кунсерен предприятисене 25 тонна ытла пахалӑхлӑ сӗт ӑсатать.
Сӑмах май, «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ята 1996 ҫултанпа параҫҫӗ. Ӑна Андриян Николаев космонавт, республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ Николай Федоров, Варнава митрополит, Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолия Аксаков, «Элара» савутӑн директорсен канашӗн председателӗ Владимир Сорокин тивӗҫнӗ. Ҫак йышра пӗтӗмпе – 17 ҫын.
Паян, Патшалӑх Канашӗн 30 ҫулхи юбилейӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Ҫак сумлӑ ята И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров тата Шупашкар районӗн тӗп пульницин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов тивӗҫнӗ.
Иккӗшӗ те – Патшалӑх Канашӗн депутачӗ. Андрей Александров депутата 2016 ҫулта суйланнӑ, икӗ созывра пулнӑ. Владимир Викторов та ҫав ҫулах депутат пулнӑ, анчах ҫулталӑкран сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. 2021 ҫулта депутата каллех суйланнӑ.
Шупашкарти нумай ача амӑшне путакан ҫынна ҫӑлнӑшӑн чысланӑ. Надежда Цветкова ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Атӑл хӗрринче каннӑ чухне ним шухӑшламасӑр путма пуҫланӑ хӗре ҫӑлма кайнӑ. Хӗре туртса кӑларнӑ кӑна – вӑл унпа тепӗр ҫын путни пирки пӗлтернӗ.
Надежда тепре чӑмса каччӑна шыраса тупнӑ. Лешӗ, хӑраса ӳкнӗскер, хӗрарӑма ярса тытнӑ. Надежда ӑна аран-аран туртса кӑларнӑ. Ҫапла нумай ачаллӑ амӑшӗ икӗ ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ЧР Общество палати тата Пӗтӗм Раҫҫейри шыври ҫӑлавҫӑсен обществи Надежда Цветковӑна тав тунӑ, Кубок панӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушӑвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Павлова «Ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Россельхозцентрӑн филиалне ертсе пырать.
Сергей Павлов 2010-2015 ҫулсенче вице премьер – ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ, 2015-2106 ҫулсенче ҫутҫанталӑк ресурсӗсемпе экологи министрӗнче ӗҫленӗ. 2016 ҫулта ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне суйланӑ. Россельхозцентрӑн регионти филиалӗн ертӳҫинче вӑл 2021 ҫултанпа ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Вӑл укҫана ӑслӑлӑхри, литературӑри тата ӳнерти тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ.
Стипендие тивӗҫнисен йышӗнче – юрӑпа ташӑ ансамблӗн икӗ артистки: Наталия Алимова тата Юлия Константинова.
Вӗсем — балет артисчӗсем. Маттурскерсем ача-пӑчан вокалпа хореографи студине те ертсе пыраҫҫӗ. Ҫав студие Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ҫумӗнче 2021 ҫулта уҫнӑ. Унӑн воспитанникӗсем – Пӗтӗм Раҫҫейри, регионсем хушшинчи тата республикӑри конкурссен лауреачӗсем.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Шишовсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Ӑна вӗсене РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров панӑ.
Сергей Евгеньевичпа Ольга Анатольевна 20 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, 9 ача ӳстереҫҫӗ. Шишовсем – пултаруллӑ, спортпа туслӑ ҫемье, маунтинбайкпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Хулара пурӑнаҫҫӗ пулин те вӗсен хула тулашӗнче ҫӗр пур, унта ҫурт лартаҫҫӗ.
2019 ҫулта Ольга Анатольевнӑна «Анне» паллӑпа чысланӑ. Шишовсем 2019 ҫулта «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтернӗ, республика чысне ҫӗршыв шайӗнче хӳтӗленӗ.
Канашри ЗАГСра чылай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене чысланӑ.
Вӗсенчен пӗрисем — Ертӗмен Кушӑк ялӗнчи Ивановсем. Иванпа Мария 55 ҫул ӗнтӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.
Мӑкӑр ялӗнчи Герман тата Леида Родионовсем тата ҫав ялти Александр тата Нина Арсентьевсем 50 ҫул пурӑнаҫҫӗ.
Юбилярсем ҫемье вӑрттӑнлӑхӗ – пӗрне-пӗри хисеплени, чӑтни, пулӑшни, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |