Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ. Ҫав енӗпе Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче ӗҫлекен стоматологсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем мобилизациленӗ 1000 ытла салтак шӑлне юсанӑ.
Шӑл тухтӑрӗсем Чӗмпӗре кайнӑ. Мобилизациленисен унти вӗренӳ центрне ҫитсе пулӑшу кӳнӗ. Ҫав енӗпе 2022 ҫул вӗҫӗнче Хулари стоматологи поликлиникин 13 тухтӑрӗ тимленӗ.
Чӑваш Енри стоматологсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи салтаксене 938 пломба лартнӑ, кариеслӑ пине яхӑн шӑла юсанӑ, шӑл та кӑларма тивнӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Культура отрасльне илсен, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекен Михаил Мокшанов артист-вокалист «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ята тивӗҫнӗ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑ ялӗнчи «Чемен» халӑх фольклор ансамблӗн ертӳҫине Анатолий Гаврилова, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти вулавӑшӑн заведующине Татьяна Кирилловӑна, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп художникне Лариса Комиссаровӑна, Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Зоя Табаковӑна пама йышӑннӑ.
Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне палӑртнине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха.
Кирек епле професси уявӗнче те тӗрлӗ шайра чысласси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче те ҫавӑн пекех пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн директорне — тӗп редакторне Наталия Колывановӑна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» райхаҫатӑн редакторне Наталия Николаевӑна тата маларах асӑннӑ «Грани» издательство ҫурчӗн издательство пайӗн редакторне Сергей Петрова панӑ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫав уявра 2022 ҫулта Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Пӗлтӗр конкурса тӑратнӑ материалсенчен чи сумлисемпе Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров паллаштарнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие икӗ ҫынна пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторне Владимир Васильева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспондентне Вячеслав Ильина; Н. Никольский ячӗллӗ премие — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн корреспондентне Владислав Николаева, Л. Ильин ячӗллӗ премие — «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторне Елена Атаманована.
Нумаях пулмасть Чулхула облаҫӗнчи Дивеевӑри Славян культурин центрӗнче «Серафим ячӗллӗ тухтӑр» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта «Серафим ячӗлллӗ врач» тата «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ятсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Шупашкарти Елена Маштакова медсестрана «Серафим ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх сестри» ят парса хавхалантарнӑ. Хӗрарӑм Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пӳр хирургийӗн уйрӑмӗнче ӗҫлет. Сывлӑх сыхлав учрежденийӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ уйрӑмра йывӑр чирлисем те сипленеҫҫӗ, вӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла. Елена Маштакова медсестра шӑпах ҫавӑн пек иккен.
Чӗмпӗрти Виктор Аванмарт скульптор премине 2022 ҫулшӑн Надежда Сандркина тивӗҫнӗ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче Швейцарири Базель хулинче 12 сехетле тӑсӑлнӑ супермарафонта ҫӗнтернӗ. Халӗ спортсменка Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чӑвашсен ассоциацине ертсе пырать.
Аса илтерер: Виктор Аванмарт лайӑх ӗҫсемшӗн ҫулсерен аван-преми (йывӑҫран хатӗрленӗ скульптура) парать, айванлӑхшӑн — карикатура.
Раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӗмпӗр облаҫӗнчи тӑрӑхри Чӑвашкасси Улхашялӗн клубӗнче спортсменка скульптурӑна тивӗҫнӗ. Ҫав кун культура учрежденине артистсем, вырӑнти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ.
Чӑваш Енре Усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя Александр Рыбакова тухӑҫлӑ тӑрӑшнӑшӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Парламент президиумӗ ун пек йышӑнӑва чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Александр Рыбаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑччӗ. Ӑна ҫав кунах ӗҫре тепӗр хутчен ҫирӗплетнӗччӗ. Бизнес-омбудсмен пулса ҫав ҫын 2017 ҫултанпа тӑрӑшать.
Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ.
Сумлӑ йышра — Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри библиотекарь Светлана Акшарова, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн преподавателӗ Анна Апатина, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн илемлӗ литературӑпа ӳнер пайӗн тӗп библиотекарӗ Вера Архипова, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳртри культура ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫи Анна Николаева, Шупашкарти агрегат завочӗн «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи Александр Павлов, Л.Н. Толстой ячӗллӗ Чӑваш Республикин ятарлӑ вулавӑшӗн пай заведующийӗ Ольга Соколова, Улатӑр хулинчи культура керменӗн халӑх драма театрӗн ертӳҫи Галина Сурова.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа «Чӑваш Республики умӗнчи» тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Кунта сӑмах «Русская песня» Мускаври патшалӑх академи театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата директорӗ Надежда Бабкина пирки пырать.
Надежда Бабкина кӑҫал «Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти» проект сӑнӗ пулса тӑнӑччӗ. Проекта пирӗн республика пуҫарса янӑччӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-18-мӗшӗсенче юрӑҫ пирӗн республикӑри 10 муниципалитетра «Песни России» марафон ирттернӗччӗ.
Чӑваш скульпторне Владимир Нагорнова «Культурӑри тата искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Альфред Ибрагимова вара «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑ.
Владимир Нагорнов – Чӗмпӗр облаҫӗнчен, 1984 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл – чылай палӑк авторӗ, ҫав шутра «Анне» палӑкӑн та.
Альфред Ибрагимов Хусанта ҫуралнӑ 1983 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл Ехрем купса бульварӗнчи Чӑвашсоцбанк авторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |