Ҫак кунсенче Чӑваш Енри икӗ артист хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.
Музыка ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш академи симфони капеллин оркестр артистне Екатерина Маркитановӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Екатерина Петровна «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ҫуралнӑ, Новосибирскри Глинка ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен 2010 ҫулта вӗренсе тухнӑ.
«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Леонид Яргейкин та тивӗҫнӗ. Унӑн театр ӳнерӗнчи тӑрӑшӑвне тата вӑл нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленине шута илнӗ. Леонид Алексеевич Етӗрне районӗнчи Урпаш ялӗнче 1982 ҫулта ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Паян Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ, ҫивӗч ӑслӑ-тӑнлӑ, анлӑ тавракурӑмлӑ ҫынсенчен пӗри, Виталий Станьял (Никитин), сумлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.
Чӑваш тӗнчин шурсухалне «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Виталий Петровича Чӑваш Ен Культура, национальноҫсен ӗҫӗҫен тата архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн анлӑ ларӑвӗнче чысланӑ. Кӑҫал Культура министерстви 85 ҫулхи юбилейне уявлӗ. Светлана Каликова министр отрасль ветеранӗсене культурӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунӑ.
Пушкӑртстанри чӑваш, ученӑй-историк, истори наукисен докторӗ, Пушкӑртстанри патшалӑх медицина университечӗн философи, социаллӑ-гуманитарлӑ дисциплинӑсен кафедрин профессорӗ Ирина Сухарева (Саригель) Галимзян Ибрагимов ячӗллӗ преми лауреачӗн хисеп паллине тивӗҫнӗ.
Ирина Сухарева Пушкӑртстанри чӑвашсен историне тӗпчессипе тата асӑннӑ тӑрӑхри халӑхсен наци культурипе йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе нумай ӗҫленине палӑртнӑ.
Ирина Витальевна Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Хисеп ячӗсемпе наградӑсемшӗн ӗҫлемест, ҫын ҫине тухма та питех кӑмӑлламасть. «Юратнӑ ӗҫӗме лӑпкӑн ҫеҫ пурнӑҫлама юрататӑп», – тесе ӗнентерет вӑл. Ҫав вӑхӑтрах кӗтмен ҫӗртен чыслани кӑмӑллине пытарман.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен черетлӗ хушу кӑларнӑ.
Ӗҫлӗ хутра тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен виҫӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотисемпе чысланӑ, унсӑр пуҫне тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшакан Дмитрий Семкин вокалиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Дмитрий Николаевич театрта ӗҫленипе пӗрлех И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вокал ӳнерӗн кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, тӗрлӗ конкурспа фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Муркаш районӗнче регионсен шайӗнчи халӑх юрри шӑрантаракансен виҫҫӗмӗш фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
«Авалхи юрӑсен сасси» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Гаврилов Федоров ячӗпе хисепленет.
Ӑна чӑваш халӑх юррине упраса хӑварас тата аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен географийӗпе йышӗпе ҫулран ҫул ӳссе пырать. Хальхинче те ҫаплах пулнӑ. Ҫав шутра — Муркаш районӗнчи «Муркаш» ансамбль те (ертӳҫи — Александр Аникин). Ушкӑна ҫӳрекен Людмила Мироваевӑна «Солистсем» номинацире I степеньлӗ дипломпа, Игорь Майкова III степеньлипе чысланӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тӗрлӗ отрасльти ятлӑ-сумлӑ ҫынсене патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Унта культура сферинчисем те пур.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята икӗ ҫынна панӑ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин культура училищин (техникумӗн) преподавателӗ Сергей Ерисов, тепри — Патӑрьел районӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссерӗ Луиза Леонтьева.
Патӑрьелти халӑх театрӗн кун-ҫулӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче йӗркеленӗ драма кружокӗнчен пуҫланнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫеҫ ӗҫлемен вӑл. Коллектив 1970 ҫулта халӑх театрӗ ята тивӗҫнӗ. 2015 ҫултанпа Луиза Леонтьева ертсе пырать.
КӐР | 06 |
Ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май тата нумай ҫул хушши чӑваш поэзине аталантарма сумлӑ тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн членне, Чӑваш халӑх поэтне тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, Петӗр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячӗллӗ литература премийӗсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ «Чӑваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышӑннӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин Элтеперӗ тӑван тӑрӑхӑмӑрти хисеплӗ ҫынсене тӗрлӗ наградӑпа чысласси, хисеплӗ ятсем парасси ҫинчен калакан хушу кӑларнӑ. Ҫав шутра «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден тата «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗ те пур.
Орденпа Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» агрофирмӑн директорсен канашӗн ертӳҫине Евгения Беликовӑна чыслама йышӑннӑ, орден медалӗпе — Чӑваш Республикин шыравпа ҫӑлав службин пуҫлӑхне Николай Глухова. Евгения Алексеевна — республикӑри паллӑ аграри, асӑннӑ предприятие вӑл нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. Николай Иванович чылай ҫул Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Пушкӑрт халӑхне ҫутта кӑларакан паллӑ чӗлхеҫӗ Мифтахетдин Акмуллан ячӗллӗ вӑтӑр иккӗмӗш премипе Пушкӑрт Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, ПР вӗрентӳ ӗҫ отличникӗ, Мияки районӗнчи хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, общество хастарӗ, М.Акмулла ячӗллӗ премие пуҫарса ярас ӗҫе хутшӑннисенчен пӗри, М.Акмулла премине тивӗҫнӗ лауреатсем ҫинчен кӗнеке пуххи хатӗрленӗ Зоя Степанована чысланӑ.
Премие тивӗҫнӗ Зоя Петровнӑна Мияки район администрацийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Атангулова, Акмулла премийӗн лауреачӗ пулнӑ РФ тата ПР тава тивӗҫлӗ художник Риф Абдулин, 2000 ҫулхи преми лауреачӗ Гульфия Юнусова поэтесса, 2017 ҫулхи преми лауреачӗ, ПР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Вакиль Мурзин композитор, Енебей-Урсаево ял Канашӗн пуҫлӑхӗ Тимерьян Лутфуллин, Мияки районӗнчи чӑвашсен Канашӗн председателӗ Иван Павлов, «Пушкӑртстанри вырӑссен Соборӗн» вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Надежда Сайранова, вӗрентӳ уйрӑмӗн ертӳҫи Ханиф Мусин саламланӑ.
Раҫҫейре иртнӗ «Моё село» (чӑв. Манӑн ял) конкурс ҫӗнтерӳҫисене хавхалантарнӑ. Кун пирки РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов ӗнер Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнтерӳҫӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Сергей Павловпа чысланӑ.
«Манӑн юратнӑ ялӑм» номинацире Гелфия Зейдулина ҫӗнтернӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Чӗчкен шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентет. Конкурса тӑратнӑ «Ҫумӑр хыҫҫӑн. Чӗчкен ҫийӗнчи асамат кӗперӗ» иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Гелфия Ильдизяровнӑна фотоаппарат парнеленӗ.
Конкурса «Ял ҫемйин сӑнӗ» номинацие ӗҫ тӑратнӑшӑн Красноармейски районӗнчи Александр Терентьев усламҫа тата «Хресченӗн пултаруллӑ ӗҫӗ» енӗпе хутшӑннӑшӑн Вӑрмар районӗнчи Чӑлкассинчи шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Семёновӑна дипломпа хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |