Чӑваш ҫыравҫи, поэт-прозаик, журналист-публицист Лидия Филиппова пӗтӗм Раҫҫейри общество наградине — «Василий Шукшин» ылтӑн медале — тивӗҫнӗ. Лидия Ивановна пултарулӑхне 2021 ҫулшӑн ҫавӑн пек хаклама Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗ йышӑннӑ.
Лидия Филиппова 2003 ҫултанпа — Раҫҫей ҫыравҫисен союзӗн пайташӗ. Вӑл — 18 кӗнеке авторӗ. Лидия Ивановна 100 ытла публикаци ҫырнӑ, ҫав шутра — 4 вӗренӳпе методика тата 11 ӑслӑлӑх ӗҫӗ.
Лидия Михайлован литературӑри псевдонимӗсем — Лидия Филиппова, Амина Турхан, Алла Давыдова.
Обязательнӑй медицина страхованийӗн территории фончӗн директорне Вячеслав Александрова «Чӑваш Республикин умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Енри ятлӑ-сумлӑ ҫынсенчен пӗрисене патшалӑх наградисемпе хавхалантарнӑ.
«Пирӗн ӗҫе пысӑк хак панӑшӑн тавтапуҫ. Республика ырлӑхӗшӗн ӗҫлесси — пысӑк чыс тата яваплӑх. Палӑртнӑ задачӑсене пурнӑҫлас тесе пӗтӗм вӑя хурӑпӑр», — тенӗ Вячеслав Александров.
Вӑл 1954 ҫулта Канаш хулинче ҫуралнӑ. Тӗрлӗ ҫулта налук инспекцийӗнче, Перекет банкӗнче ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн культура сферинче тӑрӑшакан харӑсах темиҫе ҫын Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Сумлӑ йышра — Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн информаципе аналитика пайӗн заведующийӗ Вера Дилек, Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкери вӑтам шкулта ӗҫлекен Лилия Иванова вӗрентекен, Йӗпреҫ районӗнчи Культура аталанӑвӗн центрӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Наталия Романова, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнчи «Дуэт» бал ташшин халӑх ансамблӗн балетмейстерӗ Елена Яртукина.
Республикӑри пултаруллӑ ҫынсене чысласси ҫинчен калакан хушӑва Олег Николаев Элтепер иртнӗ эрнере алӑ пуснӑ.
Маргарита Гартфельдер «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ята тивӗҫнӗ. Ҫавӑн ҫинчен калакан Указа Раҫҫей Президенчӗ чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ иккен. Ку пирки «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӗ пӗлтернӗ.
Асӑннӑ МИХ хыпарланӑ тӑрӑх, Маргарита Гартфельдер – Чӑваш Енри опытлӑ тележурналистсенчен пӗри. Телевиденире ҫав хӗрарӑм 1992 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Чӑваш Енӗн телевиденийӗнче «Местное время» кӑларӑма ертсе пынӑ, «Час президента» программа ертӳҫи те пулнӑ, «Эрне» информаципе аналитика программин те, «Прямая речь» культурӑпа ҫӳтӗҫ программин те. 2001–2010 ҫулсенче «Чебоксары-ТВ» студие ертсе пынӑ. Нацителерадиокомпанин пӗрремӗш директорӗ пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Управленческая команда» (чӑв. Ертсе пыракансен команди) республикӑри конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе финалисчӗсене чысланӑ. Конкурса ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарнӑ, ӑмӑрту кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ.
Кӑҫал конкурса 500 ытла заявка тӑратнӑ. Конкурсантсене темиҫе ӑстрӑмпа хакланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне «Это чудо» (чӑв. Ку вӑл тӗлӗнтермӗш) ыркӑмӑллӑх фончӗн проекчӗсен ертӳҫи Андрей Мазур, «Эстет» компанисен ушкӑнӗн ӗҫ тӑвакан директорӗн заместителӗ Юрий Алексеев, Шупашкарти «Рябинушка» 158-мӗш ача пахчин заведующийӗн зместителӗ Татьяна Майорова, Мускаври физикӑпа техника институчӗн (наци тӗпчев унивреситечӗн) цифра трансформацийӗ енӗпе ӗҫлекен проректорӗ Дмитрий Корэ, «Барарус» общество директорӗ Валерий Григорьев тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Енӗн управлени кадрӗсен резервне конкурссӑрах кӗртӗҫ.
Ӗнер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика шайӗнчи конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслама пухӑнчӗҫ. Унта регион ертӳҫи Олег Николаев, унӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева тата ыттисем пырса ҫитрӗҫ. Наталья Николаева та сӑмах каларӗ, сцена ҫине вӑл Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулнӑ май тухрӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк ҫемйи» ята Шупашкарти Шиловсем тивӗҫрӗҫ. Алексей тата Наталья пӗрлешнӗренпе — 21 ҫул. Вӗсем 6 ача ӳстереҫҫӗ.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» диплома Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Богатеевсене чысларӗҫ, «Спорт ҫемйи» — Ҫӗрпӳ районӗнчи Солодёновсем, «Туслӑ ҫемйи» — Канаш районӗнчи Петровсем, «Пултаруллӑ ҫемье» — Шупашкарти Черновсем, «Ӗҫчен ҫемье» — Улатӑр районӗнчи Лысовсем.
Куславкка районӗнчи Васильевсене Пӗтӗм Раҫейри конкурсра «Ҫемье — йӑла-йӗрке управҫи» номинацире палӑртнӑ.
Иртнӗ эрнере Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче наци театрӗсен «Атӑлҫи юмахӗ» регионсем хушшинчи IV фестивалӗ иртрӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хупнӑ. Ҫав кун «Улах» этно-тӗлпулу йӗркеленӗ. Мероприятие асӑннӑ фестивале пуҫарса янӑ мухтавлӑ Иосиф Дмитриева халалланӑ. Унта паллӑ режиссёра аса илнӗ, ҫавӑн пекех фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Фестивалӗн ятарлӑ дипломне ҫамрӑксен театрӗн ӗҫӗ те тивӗҫнӗ. Дипломпа «Юность на семи ветрах» спектакле «чи лайӑх актёр ансамблӗшӗн» чысланӑ. Ҫак театрӑн артистне Антонина Казеевӑна «Юность на семи ветрах» спектакльти Матрешкина Марианна сӑнарӗшӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗ» номинацире палӑртнӑ. «Чи лайӑх ҫивӗч пьеса» тесе Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Юность на семи ветрах» спектакле йышӑннӑ.
Промышленность отраслӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн ӗнер республика Элтеперӗ Олег Николаев «Экра» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗн ӗҫченӗсене чыслама йышӑннӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена гендиректорӑн канашҫине Олег Саевича парас тенӗ, Чӑваш Республикин Хисеп грамотине — Константин Дони гендиректора.
Кунсӑр пуҫне предприяти ӗҫченӗсене хисепӗ ятсем пама йышӑннӑ. «Чӑваш Республикин промышленноҫӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята электрооборудование юсакан тата тытса тӑракан электромонтёра Михаил Козлова, радиоэлектрон аппаратурин тата приборсен монтажникне Ирина Носкована, гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумне Андрей Фурашова пама палӑртнӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗн редакторне Аҫтахар (Николай) Плотникова Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн Тав хучӗпе чысланӑ.
Аҫтахар Плотниковӑн чӑваш халӑхӗшӗн туса ирттерекен капашсӑр пӗлтерӗшлӗ те ырми-канми ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пурте пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Пӗр пуслӑх ӗҫе хӑшӗсем пек ҫӗр тенкӗлле сутакан ҫын мар вӑл. Апла пулин те унӑн кулленхи тӑрӑшулӑхне асӑрхакансем те пур. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш чӗлхине цифровизацилессинче «Яндекс.Куҫаруҫӑна» 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче чӑваш чӗлхи лекни пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче ҫырнӑ. Чӑн та, Николай Плотников ертсе пыракан ушкӑн малтанласа 250 пин ытларах мӑшӑр пухма пултарнӑ пулсан, паян ҫав цифра 1 миллионран иртнӗ.
Сӑмах май каласан, хастар чӑваш арӗ Тимӗр Тяпкин Аҫтахара «чӑвашсен Билл Гейтсӗ вӑл» тесе хаклать.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Николай Плотниковӑн тӑрӑшӑвне тивӗҫлипе палӑртмалла тесе ҫӳллӗ шайра сӑмах хускатакансем те пулнӑ.
Паян Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленноҫра ӗҫлекенсем професси уявне пуҫтарӑннӑ. Правительство ҫуртӗнче вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысланӑ.
«Кунта паян ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакан уйрӑмах тӑрӑшуллӑ, хӑйсен витӗмлӗ тӳпине хывнӑ (сирӗн пирки сирӗн ӗҫтешӗрсем тата коллективӑрсем, халӑх ҫапла шухӑшлать) ҫынсем пуҫтарӑннӑ», — ҫапларах палӑртса хӑварнӑ Элтепер.
Ял хуҫалӑхӗнче тата агропромышленноҫра ӗҫлекенсене вӑл уявпа саламланӑ.
Палӑртар: асӑннӑ отрасль ӗҫченӗсен професси кунне юпа уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ-ха. Анчах пирӗн патра ӑна уй-хирти ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |