Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ.
Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ.
Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ.
Паян Шупашкарта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхипе ирттернӗ пӗтӗм тӗнчери олимпиада ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ун пекки кӑҫал пуҫласа пулнӑ. Хальхинче 25 ҫула ҫитмен 350 ытла шкул ачипе студент хутшӑннӑ. Вӗсем — хамӑр тӑрӑхран ҫеҫ мар, республика тулашӗнчен тата чикӗ леш енчен те.
Олимпиадӑна «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» тата «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енсемпе йӗркеленӗ.
«Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енӗпе 51 ача хутшӑннӑ, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ — Тутарстанран, пӗри – Пушкӑртстанран, виҫҫӗшӗ — Чӗмпӗр облаҫӗнчен. Ултӑ ҫамрӑк ҫӗнтернӗ: Мария Ядрицова (Йӗпреҫри 2-мӗш шкул); Любовь Сергеева (Куславккари 2-мӗш шкул); Юлия Ярдухина (Шупашкарти 62-мӗш шкул) Ираида Якимова (Тӑвай районӗнчи Курнавӑш); Павел Васиков (Тутарстанри Аксу районӗнчен, Регина Андреева (Вӑрнар районӗнчи Санарпуҫӗнчен).
«Чӑваш чӗлхин илемӗ» ен дистанци мелӗпе иртнӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакансем хутшӑннӑ, турцирен те пулнӑ.
Кӑҫалхипе 28-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев ҫула утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухӗ. Вӑл хӑйӗн ҫулне Шупашкарта пуҫлӗ те инҫетри Туркестан таранах ҫитӗ. Каялла, Шупашкара, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫитесшӗн.
Тӗплӗрех маршручӗ вара ҫакнашкал: Шупашкар — Чӗмпӗр — Ҫирӗклӗ Тук (Верхнеигнашкино) — Ӗренпур — Актӳпе (Актюбинск) — Аральск — Хӗрлӗ Урта (Кызыл Орда) — Туркестан — Чимкент — Мӑн Пулак — Шупашкар. Чунҫӳревҫӗсем яланхи пекех концертсем лартӗҫ, чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пурӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курӗҫ. Чи малтанхи чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулӗ. Кунта вӗсем концерт та лартӗҫ. Ҫавӑн пекех концерт Туркестанра пулӗ. Кӑҫалхи Чунҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Купрат хана асӑнса лартнӑ барьельеф патне ҫитсе пуҫ таясси. Унта ҫулҫӳреве тухнисем вӑйӑ карти те тӑвасшӑн.
Чунҫӳреве тухма кӑмӑл пур пулсан 8-927-667-93-23 телефонпа шӑнкӑравлама пултаратӑр. Хакӗ: аслисемшӗн 10 пин тенкӗ, шкул ачисемпе студентсемшӗн — 5 пин тенкӗ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «Волковские чтения» (чӑв. Волков вулавӗсем) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие Геннадий Волков этнопедагог ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫтарӑннӑ.
Геннадий Волкова асӑнса йӗркеленӗ мероприятие хамӑр республикӑри тата Мари Эл, Тутарстан, Калмӑк Республикинчи, Алтайри, Пушкӑртстанри, Якутинчи, Хакас Республикинчи, Чечняри, ҫавӑн пекех Казахстанри, Туркменистанри, Молдавинчи, Беларуҫри, Узбекистанри, Китайри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тухса калаҫакансем Геннадий Волковӑн ӗҫне пӗр шухӑшлӑн пысӑка хурса хакланӑ.
Колумб карапӗсем ҫывхарса килнине (1492) Кариб утравӗсем ҫинче пурӑнакансем курман. Тӗн пуҫӗ (шаман) кӑна тинӗс темле вӗттӗн-вӗттӗн хумханса чӗтреме пуҫланине асӑрханӑ. «Ку мӗне пӗлтерет-ши?» – тесе вӑл пуҫне ҫӗмӗрнӗ. Кашни кун вӑл ҫыран хӗрне тухнӑ та инҫете сӑнанӑ. Тинкерсен-тинкерсен вӑл аран-аран шывпа пӗлӗт хушшинче карапсене уйӑрса илнӗ. Хӑй мӗн курнине ыттисене каласа панӑ. Ыттисен те куҫӗсем уҫӑлнӑ – индеецсем карапсене кура пуҫланӑ.
Тӗнчери пулӑмсене, япаласене тытса илес, ӑсласа илес тӗлӗшпе паянхи чӑваш ӑс-тӑнӗ Колумб вӑхӑтӗнчи индеецсене аса илтерет. Леонардо да Винчи калашле: «Пӑхатпӑр, анчах курмастпӑр. Итлетпӗр, анчах илтместпӗр…».
2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлхӗсен институтӗнче чӑваш тӗнчишӗн, чӑваш шӑпишӗн пӗлтерӗшлӗрен те пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртрӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе «Иван Яковлевич Яковлев патне малалла!» тесе ирттернӗ Г.Н. Волков ку ҫул йӑнӑш пулни пирки пӗлтерчӗ. Кӗҫтенттин Иванова халалласа ӳкернӗ ӗҫсем умӗнче вӑл чунне уҫрӗ. «Чӑваш халӑхӗ умӗнче эп айӑплӑ… Каҫару ыйтатӑп… Иван Яковлевич Яковлев иккен коварный русификатор», – терӗ вӑл.
Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ача-пӑча хорӗ юрлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анне палӑкӗ умӗнче иртекен мероприятире 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килет, вӗсенчен пӗр ушкӑнӗ паян килнӗ.
Республикӑн Культура министерствин халӑх пултарулӑх секторӗн заведующийӗ Татьяна Дмитриева «Хыпар» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, репертуар пуян пулӗ: «Пусть всегда будет солнце» юрӑран пуҫласа «Вместе весело шагать» таранах.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пин ачаран чӑмӑртаннӑ хор чӑвашла та шӑрантарӗ: чи малтанах — Чӑваш Республикин Илле Тукташпа Герман Лебедев хайланӑ Гимнне, унтан — ытти кӗвӗ-ҫемӗне, ҫав шутра Филипп Лукин композиторӑн «Тӑри» юррине.
Шупашкарта Республика кунӗнче иртекен Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне Беларуҫран та килмелле. Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче хатӗрлесе вырнаҫтарнӑ хыпар тӑрӑх кунсӑр пуҫне хамӑр ҫӗршыври 20-е яхӑн регионти йӑхташӑмӑрсем килес шухӑшли паллӑ.
Списока кӗртнисен шутӗнче — Севастопольти «Туслӑх», Мускаври «Атӑл», Питӗрти «Нарспи», Тутарстанри «Уяв», Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Родник», «Укӑлча», «Хавас», Тӗмен облаҫӗнчи «Тӑван», Кемӗр облаҫӗнчи «Хӗлхем», Самар облаҫӗнчи «Ҫӑлкуҫ», «Улах», Чулхула облаҫӗнчи «Чулхула чӑвашӗсем», Сарӑту облаҫӗнчи «Палан», Пенза облаҫӗнчи «Шӑпчӑксем», «Асамат», Мурманск облаҫӗнчи «Акатуй», Коми Республикинчи «Нарспи», Пушкӑртстанри «Элем», «Родники Агидели» (чӑв. Шур Атӑл ҫӑлкуҫӗсем), Пермь крайӗнчи «Хӗвел», Удмурт Республикинчи «Уяв», Ӗренпур облаҫӗнчи «Пилеш», ҫавӑн пекех Беларуҫри «Хамӑрьял» ушкӑнсем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ.
Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакан аслӑрах ҫулхи ҫынсем аван астӑваҫҫӗ. Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станъялти почта историйӗн музейне, вӑл М7 трассӑн 630-мӗш ҫухрӑмӗнче вырнаҫнӑ, уҫӗҫ.
Асӑннӑ районти «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «хальхи вӑхӑтра 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ музей ҫуртӗнче витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне 8 экспозици конструкцийӗ: почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ йӗркеленӗ».
Музейри экспонатсене Шӑмӑршӑ районӗнчен, Буинскран ярса панӑ иккен. Станьял тӑрӑхӗнчи Владимир Деревьев музея кивӗ пукансем, шкапсем, патефон панӑ.
«Чӑваш керем» проекта Сергей Сорокин ятлӑ хастар пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартнӑ. Унта «Чемен карти» этнокомплекс, сӑвар-пӑлхар-чӑваш культурин этнографи музейӗ, Ҫӗпӗр тракчӗн тата Стан Ял почта станцийӗн музейӗ, «Сувар» хӑна ҫурчӗн комплексӗ тата кӗрет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |