Ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнче паян «Асам» III кинофестивале савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Эпир ӑна онлайн мелӗпе ҫутатса пытӑмӑр.
Пӗтӗмлетсе каласан «Асам» кинофестивалӗн чи сумлӑ хӑнисем Константин Яковлев культура министрӗпе Николай Угаслов ЧНК президенчӗ пулчӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те ку кинофестиваль чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗҫ. «Малтанах, 2015 ҫулта ку кинофестивале шанманнисем чылайччӗ», — терӗ культура министрӗ. — «Паян вара залра лӑк тулли халӑх. Ларма вырӑн та ҫук». Чӑн та зал тӑп-тулличчӗ. Нумайӑшӗн ура ҫинче тӑрса пӑхма тиврӗ. Сӑлтавӗ — ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнчи Пысӑк зал юсавра пулнинче.
Кӑҫалхи «Асам» кинофестивале Марат Никитин режиссёрӑн «FUGA» фильмӗпе уҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне куракансем «История чувашского кино» (чӑв. Чӑваш киновӗн историйӗ) фильм та курма пултарчӗҫ — унта Тани Юнпа Иоаким М.-Кошкинский асаилӗвӗсемпе паллашрӗҫ.
Тӗплӗнрех пирӗн онлайн-репортажра паллашма пултаратӑр.
Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн черетлӗ онлайнне ирттерме хатӗрленет — хальхинче эпир «Асам» кинофестиваль уҫнине ҫутатӑпӑр.
Асаилтеретпӗр, вӑл ыран, 18 сехетре пуҫланӗ. Ҫур сехет маларах килес пулсан киноплакатсен конкурсӗпе паллашма май пулӗ. Енчен те малтанхи ҫулсенче кинофестиваль наци вулавӑшӗнче иртетчӗ пулсан кӑҫал вӑл «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче тӗпленӗ.
Ҫакӑнпа хамӑр онлайна вӗҫлетпӗр. Пурне те кинофестивальти ӗҫсемпе паллашма йыхравлатпӑр
Халь «FUGA» фильм пуҫланчӗ.
Хлопушкӑпа шаплатса кинофестиваль уҫӑлчӗ тесе пӗлтерчӗҫ. Ултиар Цыпленков шаплаттарчӗ.
Кинематографсен ретне Александр Шумов хушаматлине илчӗҫ.
Шупашкарта Тани Юнпа Максимов Кошкинский ячӗллӗ урамсем 2018 пуласса шанса каларӗ.
Голливудра 1926-мӗш ҫулсенче пирӗн ӗҫсене алӑ ҫупнӑ терӗ.
Халь жюри председателӗ Олег Цыпленков сӑмах калать.
Жюри членӗсемпе паллаштарчӗҫ.
Сцена ҫинче "Янтал" ушкӑн. Вӗсем кӳршӗри музыка училищинчен.
Конкурса хутшӑнакан фильсемпе паллаштарчӗҫ. Кӑсӑклисем чылай.
//шел те ҫыхӑну кунта сӑнсем ярсах тӑма памасть.
Халь конкурса хутшӑнакан ӗҫсемпе паллаштараҫҫӗ.
ЧНК президенчӗ сӑмах каларӗ.
Виктор Горбунов, Шупашкар хулин ертӳҫӗ ҫумӗ сӑмах калать.
Сцена ҫине "Янташ" ушкӑн тухрӗ. Ертӳҫи: Анатолий Никитин композитор.
Ултиара пысӑк тав сӑмахӗ каларӗ, Михаил Игнатьева та.
Малтанхи ҫулсенче кинофестивале нумайӑшӗ шанманччӗ терӗ, паян вара залра ларма вырӑн ҫук терӗ.
Константин Яковлев сӑмах калать.
Ку лента "История чувашского кинематографа ятлӑччӗ" пулас.
Тани Юна кӑтартаҫҫӗ. Кивӗ лентӑна.
Залта чӑн та вырӑн сахалрах.
К. Яковлев телеканалсене интервью парӗ те вара Кӗҫӗн зала куҫӑпӑр - кинофестивале уҫма.
К. Яковлева тата ытти хаклӑ хӑнасенк плакатсен альбомне парнелерӗҫ.
Пӗчӗк залта уҫӗҫ. Анчах унта вырӑн ҫитеймессе пултарӗ. Пысӑк залта вара юсав пырать иккен.
Ҫамрӑксем пит нумай килеҫҫӗ. Музучилище юнашар вырнаҫнӑран унти ҫамрӑксем чылай.
Кинофестивале уҫма Константин Яковлев ҫитмелле.
"Асам" кинофестиваль пуҫланиччен пӗр сехет ҫеҫ юлчӗ. "Ҫеҫпӗл" кинотеатр ҫуртне ҫитме вӑхӑт пур.
Шала кӗрсен вара пурне те хапӑл пулни лайӑх курӑнать. Программӑсем те хӑнасене кӗтсе выртаҫҫӗ.
Алӑк ҫинче пур иккен. Ҫамрӑксен театрне килекенсем фестиваль программипе паллашма пултараҫҫӗ.
Пӗр пысӑк баннер та та кинофестиваль пирки сӑмах ҫук... Шупашкар кинофестивалӗпе танлаштарсан «Асам» чухӑнрах ҫав ку тӗлӗшпе.
Халӑх «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӗ пек пӗлекен ҫурт «Асам» кинофестивале кӗтсе илме хатӗрленет. Шел те ку аякран курӑнмасть.
Кӑҫалхи конфестивале вара «FUGA» илемлӗ фильм уҫӗ. Вӑл конкурса хутшӑнаканскер, тӑршшӗ 57 мин. Фильм режиссёрӗ — Марат Никитин.
«FUGA» фильмӑн кӗске аннотацийӗ: «Матвей Безродных пилӗк ҫул ытла ӗнтӗ пысӑках мар Етӗрне хулинче арӑмӗпе тата хӗрачипе пуранать. Кунти пурнӑҫ лӑпкӑ та васкамасӑр иртет. Анчах пӗррехинче паттӑрла ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн Матфейӗн пурнӑҫӗ йӑлт улшӑнать. Пӗр кун хушшинчех унӑн ячӗ пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче сарӑлать».
Фильмӑн страници «КиноПоискра» та пур. Унта эсир «FUGA»-н трейлерӗпе паллашма пултартӑр: www.kinopoisk.ru/film/fuga-2017-1009736/
Иртнӗ ҫулхи кинофестивале вара «История великого народа» фильмпа уҫрӗҫ.
www.youtube.com/watch?v=A9TgZ2ceGRs — курманнисем ак ҫак каҫӑпа кайса пӑхма пултараҫҫӗ. Ҫак фильмах вара «Чи лайӑх документлӑ фильм» номинацие тивӗҫрӗ.
Пӗлтӗрхи гран-при Владимир Карсаков ӳкернӗ «Сурӑм хӗрне» лекрӗ.
//ӳкерчӗкре — «История великого народа» фильмри сӑн
Кинофестиваль уҫӑлнине кӗтнӗ май сире кӑштах иртнӗ ҫулхисемпе паллаштарар.
Чи пӗрремӗшӗ виҫӗмҫул иртсеччӗ. Ӑна уҫнӑ чухне халӑха «Киремет кати» фильмӑн тулли версине кӑтартрӗҫ. Халӑх ҫӗнетнӗ фильма хапӑл туса йышӑнчӗ.
Кинофестивалӗн гран-прине вара Марат Никитин ӳкернӗ «Хорло» фильм ҫӗнсе илчӗ.
//ӳкерчӗкре — «Киремет катинчи» сӑн
Кинофестивалӗн программипе паллашма ӗлкереймен пулсан — вӑл «Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн» сайтӗнче пур: avan-kino.com/a/news/84.html
Муркашри «Путене» ача-пӑча пахчинче чӑвашлӑха юратнине «Хыпар» хаҫатӑн паянхи номерӗнче Роза Власова журналист ҫырса кӑтартнӑ.
Асӑннӑ учреждени Чӑваш Республикин Элтеперӗн 200 пин тенкӗ укҫине тивӗҫнӗ. «Кунта шӑпӑрлансем мӗн пӗчӗкрен тӑван чӗлхепе калаҫса ӳсчӗр, чӑваш чӗлхине, юрри-кӗввине юратчӑр, йӑли-йӗркине чухлаччӑр тесе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен садик ятӗнченех палӑрать ав. Кунта кашни ушкӑнра чӑвашлӑх кӗтесӗ пур. Воспитательсемпе ачасем валли ятарласа чӑваш кӗписем ҫӗлетнӗ», — ҫырса кӑтартнӑ хаҫатра.
«Путене» ача-пӑча пахчи 1994 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑтам, аслӑ, хатӗрленӳ ушкӑнӗсенче эрнере икӗ хут чӑваш чӗлхине вӗренеҫҫӗ иккен. Кашни ушкӑнрах чӑвашлӑх кӗтесӗ пур-мӗн. «Вӗсенче — чӑваш наци тумӗ, чӑваш кӗпи тӑхӑнтартнӑ пуканесем, чӑвашсен ӗлӗкхи савӑт-сапи, тӗрри-эрешӗ, чӑваш символики. Кашни ачан чӑваш кӗпи, тухйи пур. Мероприятисенче яланах чӑваш кӗпи тӑхӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа шкула кайичченех кунта ҫӳрекен ачасем Чӑваш Ене, чӑваш чӗлхине, культурине тата историне хисеплеме вӗренеҫҫӗ», — ҫырса кӑтартнӑ вырӑнта пулса курни тӑрӑх хаҫатра.
Ӗнер Шупашкарти 27-мӗш вӑтам шкулта ют ҫӗршыв ачисем пулнӑ. Вӗсем Америкӑран, Италирен тата Тайваньтен килнӗ. Хӑнасем культурӑсем хушшинчи диалог текен мероприятие хутшӑннӑ.
Аякран килнӗ тантӑшӗсене тӑван республикӑпа паллаштарма 27-мӗш шкул вӗренекенӗсем акӑлчан чӗлхипе хӑтлав хатӗрленӗ.
Тӗлпулу калаҫу шайӗнче иртнипех вӗҫленмен. Программӑра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Шупашкар ачисем аякран килнӗ яшсемпе хӗрупраҫсене чӑваш ташшине вӗрентнӗ. Шкул столовӑйӗнчи апата та хӑнасем валли кашни халӑхӑн хӑйӗн культури пулнине шута илсе хатӗрленӗ. Чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхӗпе те Америкӑпа Тайваньтен тата Италирен килнӗ хӑнасене паллаштарнӑ.
«Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче» ятпа ирттернӗ культурӑсен хушшинчи диалога AFS программӑпа килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.
Питӗр хулинче те чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ. Кун пирки «Клуб чувашского языка Санкт-Петербург» (чӑв. Питӗрти чӑваш чӗлхи клубӗ) ушкӑнра ҫырса пӗлтернӗ.
«Ырӑ кун пултӑр!
Юн кун, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Хисеп ячӗ» темӑна малалла тӗпчӗпӗр! 18 сехет те 30 минутра пурне те Наци литературисен вулавӑшӗнче кӗтетпӗр, Гороховая урамӗ, 41-мӗш ҫурт.
Тӗл пуличчен!» — тесе ҫырнӑ унта.
Сӑмах май, Мускавра та чӑваш чӗлхи вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи курсӗ тӳлевсӗр тесе ҫырнӑ. Унта ҫырӑнас текенсене +79680799852 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Пӗрремӗш занятие чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Вӗренӗве Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче (Пысӑк Ордынка урамӗ, 46-мӗш ҫурт, 1-мӗш строени). Ҫак хыпара Оксана Антонова пӗлтернӗ.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем тӑван чӗлхемӗршӗн» страницӑра Алпарух (Александр) Блинов «хальхи тӑрӑмпа усӑ курса» Ашшӗ-амӑшӗсен тата вӗрентекенсен ассоциацине йӗркелеме сӗнет.
«Халь пирӗн ҫӑмӑл мар самана, анчах та пурнӑҫри кашни пулӑм пире опыт пухтарать, вӗрентет е ҫӗнӗ майсем парать. Ҫавӑнпа паянхи лару-тӑру алӑ усмалли самант мар. Ку вӑл ҫӗнӗрен хамӑр чӗлхемӗр ҫине пӑхмалли, ӑна уйрӑмӑн хаклама пуҫламалли самант. Хальхи тапхӑр пирӗншӗн хӑйне евӗрлӗ Бородино, пире пӑрӑнма тивет пулсан та, парӑнма ниепле парӑнмалла мар», — тесе ҫырнӑ Алпарух.
«Тумалли чи пӗрремӗш япала» — кил-йышӑмӑрта чӑвашла ытларах усӑ курма пуҫласси тесе шухӑшлать Александр Блинов.
«Тепӗр питӗ кирлӗ япала — чӑваш чӗлхине ҫӗнӗлле вӗрентесси. Халь эпир грамматика меслечӗсемпе кӑна малалла каяймастпӑр ҫав, коммуникативлӑ меслетсемпе усӑ курмалли вӑхӑт тахҫанах ҫитнӗ», — иккӗленмест хастар.
Чӑваш чӗлхипе усӑ курмалли «вырӑнсене»: клубсене, студисене, пӗрлехи чӑвашла мероприятисене йӗикелемеллине те палӑртнӑ вӑл.
«Пирӗншēн, вӗрентекенсемшӗн, халь чӑваш чӗлхине интереслӗ вӗрентесси, ачасене кӑсӑклантарма вӗренесси, хамӑр тавракурӑма пуянлатасси пӗрремӗш вырӑна тухса тӑрать.
«Ирӗклӗх» наци пӗрлӗхӗ чӑвашла ҫыпӑҫтаркӑчсем сӗннине пӗлтерет. «Чӑваш Енри пур шкула та ҫакӑн йышши ҫыпӑҫтаркӑчсен макечӗсене электрон майпа ярса пама хатӗр. Вӗсене пӗр-пӗр типографинче пичетлемелли кӑна юлать», — тесе ҫырнӑ асӑннӑ ушкӑнӑн «Контактра» страницинче.
«Тӑван шкулна маттурлантарас —
чӑвашлантарас тетӗн пулсан — ҫыр пире (irekleh@gmail.com е Ирӗклӗх ушкӑн ертӳҫисене), эпир сана та хамӑрлатӑпӑр — чӑвашлантарӑпӑр», — тенӗ унта.
Чӑвашла ҫыпӑҫтаркӑчсемпе усӑ курма чӗнсе те сӗнсе каланӑ май «Ирӗклӗх» ушкӑн «чӑваш патшалӑх чӗлхипе шкулсенче туллин усӑ курни вӑл тӗнче правипе, федерацин тата Чӑваш Республикин чӗлхе саккунлӑхӗпе клӗшӳллӗн ӗҫлени пулать», — тесе пӗтӗмлетнӗ унта.
Халӑх пӗрлӗхӗн Чулхулари уявне унти чӑвашсем те хутшӑнӗҫ. Ӑна ҫӗршывӑн кашни регионӗнчех йӗркелӗҫ. Сӑмах май, Чӑваш Енри районсемпе хуласенче те уявламалла ӑна. Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре митинг-концерт иртмелле. Вӑл 11 сехетре пуҫланмалла.
Чулхулара Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе уяв 15 сехетре пуҫланмалла. Кун пирки унти чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Алина Артемьева пӗлтерет.
Аса илтерер, Чулхулари чӑвашсен культурӑпа наци автономине кӑҫал хваттер _/news/16633.html|уйӑрса панӑ__. Унччен автономин хӑйне ят ҫурт пулман. Чулхулари Автосавут районӗн администрацийӗ ентешӗмӗрсене хамӑр чӗлхене, йӑла-йӗркене аталантарма ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Октябрь проспектӗнче виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер панӑ, ӑна унти хастарсем хӑйсен вӑйӗпе юсанӑ.Центра юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗсемпе туслине чылайӑшӗ пӗлет пулӗ. Вӑл унта ӑҫта тухса кӗнине пӗлтерсе тӑрать, чун ыратӑвне те уҫса парать.
Халӗ Альбина Юрату тӑван чӗлхене упрама чӗнсе ҫырнӑ. «Тӑван чӗлхене упрама хӑрар мар!!! Чӗлхене ҫухатсан хамӑра та халӑх пек ҫухататпӑр!!! Саккун пире тӑван чӗлхепе калаҫма чармасть... Давайте беречь родной чувашский язык!!! Закон нам это не запрещает... И не надо бояться открыто защищать родной язык... Ведь нам его по наследству передали наши предки... Нас за это никто в тюрьму не посадит... Если не будем защищать его, то останемся на развалинах истории... С любовью ваша Альбина Юрату...», — тенӗ унта вун-вун юрӑ валли сӑвӑ икӗ чӗлхепе ҫырнӑ автор «Пӗр класрисем» страницӑра. Хӑйӗн сӑмахне вӑл Раҫҫей Конституцийӗн 68-мӗш статйине илсе кӑтартнӑ.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Первомайскинчи вӑтам шкула «Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче ҫӗнӗ ӑслайсемпе тухӑҫлӑ усӑ курасси» темӑпа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ.
Килнӗ хӑнасене шкулти «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗн хастарӗсем (ертӳҫи- Елена Федоровна Сорокина вӗрентекен) юрӑ-сӑвӑпа кӗтсе илнӗ.
Унтан уҫӑ уроксене саланнӑч. Алевтина Селиванова Трубина Мархви ҫырнӑ «Хӑнаран» хайлавӗ тӑрӑх ҫиччӗмӗшсемпе вернисаж урок кӑтартнӑ. Елена Сорокина ертсе пынипе 8-мӗш класра вӗренекенсем К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сӑнарсене тишкернӗ, паянхи пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса пӗтӗмлетӳсем тунӑ.
Паянхи шкул вӗрентӗвӗнче чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсенче тухӑҫлӑ технологисемпе усӑ курмалли ҫинчен вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Елена Перепелкина тухса калаҫнӑ, уҫӑ уроксене кирлӗ шайра, Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелесе ирттернине палӑртнӑ.
Шкул ачисем «Нимене» чӑваш йӑли-йӗркине кӑтартнӑ, сӑвӑ каланӑ, юрланӑ, ташланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |