Ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Чӑваш Республикинчи этнокультура аталанӑвӗн тата халӑхсен хутшӑнӑвӗн паянхи шайӗ» ятпа ирттернӗ социаллӑ тӗпчеве пӗтӗмлетнӗ.
Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи юпа-чӳк уйӑхӗсенче ирттернӗ. Халӑхсен хутшӑнӑвӗ тӗлӗшпе республикӑра йывӑрлӑхсем ҫуккине ыйтӑма хутшӑннисен 90% каланӑ. Апла пулин те Чӑваш Енре пурӑнакансен ытларах пайӗ мигрантсене хирӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫакӑ, ахӑртнех, халӑх, кунта килнӗ мигрантсем республика экономикине тӳпе хывнине лайӑх пӗлменнипе ҫыхӑннӑ.
Унсӑр пуҫне Чӑваш Енре пурӑнакансем тӑван чӗлхе, пӗрлехи ҫӗр тата истори, халӑхсен йӑли-йӗрки, тӗн, халӑх искусстви туслаштарнине асӑннӑ.
Республикӑра кун кунлакансен 40% халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхӗ ҫухалса пынишӗн пӑшӑрханать. Чи ҫивӗч ыйту вара — чӑваш чӗлхине упраса хӑварассипе унпа усӑ курасси. Халӗ чӑвашсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ кӑна килте тӑван чӗлхепе калаҫать иккен, ӗҫре, вӗренӳре, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче чӑвашла пуплекен тата сахалрах.
Чӑваш халӑх сайчӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кӑҫал та ҫитес ҫулталӑк валли кунталӑк (календарь) кӑларчӗ. Аса илтеретпӗр, ӑна республикӑра Иван Яковлева халаллама палӑртнӑччӗ.
Туянас кӑмӑллисем ӑна «СУМ» лавккара тупма пултараҫҫӗ. Хакӗ 15 тенкӗ кӑна. Ҫавӑн пекех пирӗн сайт редакцийӗ урлӑ та туянма пулать — ҫыхӑнмалли телефон номерӗ: 50-66-17 е 8-905-027-61-37.
Ытти календарьсемпе танлаштарсан пирӗннин чылай уйрӑмлӑхсем пур. Пӗрремӗшӗнчен, унта чӑваш уявӗсене палӑртнӑ, вӗсен вӑхӑтне кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех пирӗн кунталӑкра эсир чӑваш халӑхӗн чи пӗлтерӗшлӗ кунӗсемпе паллашма пултаратӑр. Авалхи чӑваш календарӗпе ҫитес ҫул сарӑ йытӑ ҫулталӑкӗ пулӗ — кун пирки те эсир кунталӑкра паллашма пултаратӑр.
Сӑмах май, чӑваш халӑхӗ авал тухӑҫ календарӗпе усӑ курни — чи пӗлтерӗшлӗ фактсенчен пӗри, пирӗн халӑх атӑлҫи пӑлхарсен тӑсӑмӗ пулнине кӑтартаканни. Ҫавна май эпир, чӑвашсем, пӗр иккеленмесӗр ӑна авалхи чӑваш календарӗ теме пултаратпӑр.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та чӑн чӑвашла пурӑнаҫҫӗ Антоновсем», — тесе хыпарлать Чӑваш наци конгресӗн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева паян тӗнче тетелӗнче.
Тӗмен хулинче пурӑнакан чӑваш ачи Сергей Антонов тӗнче шайӗнче иртекен «Ҫӗпӗр ҫӑлкуҫӗсем» фестивальте пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн амӑшӗ, Ольга Николаевна, — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен, ашшӗ, Сергей Константинович, — Йӗпреҫ районӗнчен иккен.
Сакӑр ҫулти вӗсен ывӑлӗ мӗн ҫуралнӑранпах тенӗ пек Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ ирттерекен мероприятисене хутшӑннӑ. Йӑмӑкӗпе Кирӑпа иккӗшӗ те юрлаҫҫӗ. Каникулта асламӑшӗпе аслашшӗ тата кукамӑшӗ патӗнче каннӑран чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлет, чӑвашла юрлать.
«Чӑваш Енре пурӑнмасан та, чӑн чӑваш пулса ҫитӗнтереҫҫӗ ачисене Антоновсем», — хавхаланса пӗлтерет вӗсем ҫинчен Зоя Яковлева.
Питӗр хулинчи чӑваш ҫамрӑкӗсен ансамблӗ ӗнер, раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, икӗ ҫул тултарнӑ.
«Кевер» (вырӑсла ҫак сӑмах бриллиант тесе куҫать) ятлӑ ташӑ ушкӑнне Ян Федоров ертсе пырать. Коллектив йышӗ пуҫтарӑнса ҫитнӗ темелле мар, мӗншӗн тесе йыша ҫӗнӗ ҫынсене илсе ташлама вӗрентме хирӗҫ мар. Ушкӑна пайташӗсем хӑйсене кеверҫӗсем теҫҫӗ иккен. Ансамбле йӗркеленине вӗсем «чӑваш юхӑмне аталантарассипе тунӑ пысӑк утӑм» тесе хаклаҫҫӗ.
Кӗске вӑхӑтрах ушкӑн хӑйӗн репертуарне хӑйне евӗр хореографи номерӗсене кӗртнӗ. Анчах унпах лӑпланасшӑн мар маттур ҫамрӑксем — репертуара малалла та пуянлатасшӑн.
Ҫамрӑк ушкӑн Питӗрти тӗрлӗ сцена ҫине тухса хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарма та ӗлкӗрнӗ. Кӑҫал вӑл Национальноҫсен ҫурчӗ йӗркеленӗ «Мы — вместе» (чӑв. Эпир пӗрле) пултарулӑх отчетне хутшӑннӑ. Эстоние те чӗннӗ ансамбле.
Раҫҫейӗн этнографи музейӗпе те туслӑ ҫыхӑну тытаҫҫӗ, «Акатуй», «Кӗр уявӗ» наци уявӗсене хутшӑнаҫҫӗ.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ Evil Sun пушпараппанланса вырӑнсӑр мухтанчӑкланманнипех эсӗ, вулаканӑм, Усал Хӗвелӗн пултарулӑх ӗҫӗ пирки сахал пӗлме пултаратӑн. Паянхи кун вара чылай ҫынна кӑсӑклантарнӑ ыйтусене татса парас та уҫӑмлатас терӗмӗр.
Ӑҫтарах-ши Усал Хӗвел татти?
Руслан Михайлов, вӑлах Evil Sun, вӑлах Усал Хӗвел, мусӑк ӗҫне пуҫӗпех 2007–2008 ҫулсенче кӗрсе кайнӑ, ун чух вӑл альтернативлӑ кӗвве кӑмӑлланӑ, ҫав вӑхӑтрах мусӑк пур тӗсне те тивӗҫлипех йышӑнса хакланӑ. Пирвайхи тапхӑрта вӑл хайланӑ кӗвӗсем — йӑлтах электрон мусӑк. Шупашкарти профессиллӗ лицейра вӗреннӗ вӑхӑтра пӗр кӗтес тара илсе пурӑнакан йӗкӗт гитара калама , мусӑк хатӗрӗпе мӗн каланине ҫыртарнипе кӑсӑкланма тытӑнать...
Мӗншӗн-ха «Evil Sun», ма-ха Хӗвелӗ Усал тесе ыйтатӑн-и-ке? Кунта манӑн сан тарӑн шухӑш тупас ӗмӗте татма лекет. Руслан усал хӗвел ӳкерчӗкне тетелте асӑрхать ҫех. Вӗсем пӗр-пӗрне тупнӑ ӗнтӗ ахӑртнех.
Усал Хӗвеле сӑвӑ ҫырма хавал пӗчченлӗхпе халӑхран айккинченех пулас килнӗ туртӑм парса тӑраҫҫӗ.
Мӗншӗн-ха мусӑкпа пачах та ҫыхӑнман професси алла илнӗ ҫамрӑк чӑвашла хӑйнеевӗрлӗ хайлавсем шӑрҫалама тытӑнать?
IR TVӑн ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пирки тӗнче тетелӗнче, «Контактра», «Ирӗклӗх» ушкӑн пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «ниепле те сиктерсе хӑварма ҫук».
Чӑн та, эпир те итлерӗмӗр. Чӑваш наци юхӑмӗн хальхи тӑрӑмӗпе пуласлӑхӗ пирки Сантр Савкилта чӗлхеҫӗ, ӑсчах, чӑваш хастарӗ, Илле Иванов публицист тата кӑларӑма ертсе пыракан Илья Алексеев пӗр сехете яхӑн сӳтсе яврӗҫ. Кӑларӑмра вырӑсла калаҫрӗҫ.
Чӑваш наци юхӑмӗ пирки калаҫнӑ май паянхи Чӑваш наци конгресӗ ҫинчен те сӑмах пуҫарчӗҫ. Унта хутшӑнакансем шухӑшланӑ тӑрӑх, ЧНКна ют ҫынсене кӗртмеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Культура министерствинче тата ҫӗрте ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисене сумлӑ тивӗҫ тупса паракан вырӑн, унта вӗсем хӑйсен кирлӗлӗхне туяҫҫӗ тесе хаклани сисӗнчӗ.
Питӗрте пурӑнакан Алена Татамирова Шупашкарта иртнӗ «Раҫҫей чӑваш пики» конкурса хутшӑннӑ. «Питӗртен ҫак конкурсра юлашки хут 10 ҫул каялла хутшӑннӑ пулнӑ. Малашне кашни ҫул хутшӑнӑпӑр! Пикесем хатӗр пулӑр!» — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче асӑннӑ хулари чӑвашсем.
Аленӑна конкурса яма Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Артемий Павлов) тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи — Валериан Гаврилов) хатӗрленӗ.
Тӗнче тетелӗсенче ҫырнине тишкерсен аякри йӑхташӑмӑрсем конкурспа кӑмӑлли сисӗнет. Питӗрсем те, Иркутск тӑрӑхӗнчисем те ҫав шухӑшах палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах хамӑр тӑрӑхрисем конкурса тупӑшса тенӗ пек хурлаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хут та пӗлтернӗччӗ.
Чӗмпӗрти 64-мӗш шкулта чӑвашсен пӗрлехи йӗркелӳ пухӑвӗ иртнӗ. Унта вӗсем «Ниме» ятлӑ вырӑнти чӑваш культура центрӗ туса хума йышӑннӑ. Пухӑннисем Устав ҫирӗплетнӗ, ҫаплах правлени членӗсене тата ун председательне суйланӑ. Председателӗ — Герман Мадюков. Правление председательсӗр пуҫне ҫаксем кӗнӗ: В.Ярухин, Ф.Улендеева, Е.Уресметова, Д.Кузьмин. Ревизор — Н.Еграшкина. Ҫавӑн пекехвӗсем 2017 ҫул вӗҫне тата 2018 ҫул валли плансем тунӑ. Плана кӗртме ҫӗнӗ сӗнӳсем те йышӑнма хатӗрри пирки вӗсем Чӑваш халӑх сайтне пӗлтерчӗҫ.
«Тӑван халӑхшӑн, чӑваш культуришӗн ырӑ ӗҫсем тума кӑмӑл тӑвакансене, таврана илемлӗрех тӑвасшӑн ҫунакансене хамӑр пата йыхравлатпӑр. Эпир Чӗмпӗр хули территорийӗпе ӗҫлетпӗр. Ӗҫ пурин валли те ҫитет, килӗр. Ырӑ тума васкӑр! Ыйтса пӗлмелли телефон: 8-909-359-89-52», — пӗлтерчӗҫ вӗсем хӑйсен ҫырӑвӗнче.
«Контактра» халӑх тетелӗнчи «Чӑвашсем — хитре халӑх» ушкӑнра чӑваш тӗрриллӗ хитре картиш сӑн ӳкерчӗкне вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗке ӑнлантарнинче «Сделал сам» (чӑв. Хам турӑм) тесе ҫырса хунӑ.
Сӑн ӳкерчӗке вырнаҫтараканни — Валера Никитин. Каччӑпа ҫӗркаҫ эпир халӑх тетелӗ урлӑ ҫыхӑнтӑмӑр. Вӑл картиш хуҫи Самар облаҫӗнчи Кушкӑ районӗнчи Ермакьел ял тӑрӑхӗнчи Пысӑк Ярмакьел ялӗнче пурӑнать.
Хитре картише тӗнче тетелӗнче курнисем пӗринпе тепри тупӑшса тенӗ пек ырлаҫҫӗ. Пӗрисем шеп теҫҫӗ, теприсем хитре тесе хаклаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем лайӑх тӗслӗх тесе палӑртаҫҫӗ. Хавхалантарса тӗрлӗ смайл лартакансем те тупӑннӑ.
Мухтамалӑх чӑн та пур. Тимӗртен тытнӑ картише чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ, тӗп тӗсӗ — сарӑ.
«Тутарсем хушшинче чӑвашланас, каялла чӑваша куҫас шухӑшлисем нумайланни сисӗнет теҫҫӗ. Унпирки шухӑшлакансем вконтакте тӗнче тетелӗнче уйрӑм ушкӑн йӗркеленӗ иккен. Ыттисене те пӗрле пулса чӑвашланма чӗнеҫҫӗ. Кунта кӗрсе пӑхӑр-ха. Эпӗ хам ӗнтӗ пӗрре те тутарсене хирӗҫ мар, анчах та питӗ кӑсӑклӑ ку хыпар», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Владимир Болгарский. Унтан вӑл «Контактра» ушкӑнра пичетленнӗ хыпар каҫҫине https://vk.com/wall-128463089_3 илсе кӑтартнӑ. Ӑна, сӑмах май, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ. Асӑннӑ страницӑра ҫапларах чӗнсе каланӑ иккен: «Салам, шӑллӑм-йӑмӑксем! Паян пирӗн хӑватлӑ халӑха тутарсем пек пӗлеҫҫӗ. (...) Пирӗн пӗрлӗх историри ҫак тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешсе халӑхӑмӑра унӑн чӑн ятне — чӑваша — тавӑрасшӑн».
«Чӑваш вӑл пӗтмелли халӑх мар ҫав», — палӑртнӑ шухӑшне ҫак хыпара Фейсбукра сӳтсе явакансенчен пӗри, республикӑри паллӑ тележурналист, поэт, драматург Марина Карягина.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |