Чӑваш кӗнеке издательствинче тин ҫеҫ Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки 1 пин экземплярпа кун ҫути курнӑ. Кӗнекене авторӑн вун икӗ калавӗ тата виҫӗ повеҫӗ кӗнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Елена Мустаевӑн нумай хайлавӗнче хӗрарӑмӑн ҫӑмӑл мар шӑпи сӑнланнӑ. Чӑваш ҫыравҫин сӑнарӗсем нихӑҫан та ҫынлӑха ҫухатмаҫҫӗ, пуҫ усмасӑр малалла талпӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ вулакансене чӑннипех те илӗртсе кӗрсе каять. Калавсемпе повеҫсенчи ӗҫ-пуҫ та кӑсӑклӑх ҫуратать. Хайлавсенче тӗрлӗ самана пирки ҫырса кӑтартнӑ пулин те писатель историн кашни тапхӑрӗнчех ҫын телейпе юрату патне ӑнтӑлнине уҫса кӑтартнӑ.
Шупашкарта шӑматкун «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Республикӑри журналистсем халӗ ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, халӑх тетелӗсенче сӳтсе яваҫҫӗ. Акӑ Тӑвай район хаҫачӗн корреспонденчӗ Алексей Александров та пултарулӑх тупӑшӑвӗ пирки тиркевлӗ куҫпа ҫырмасӑр чӑтайман.
«Чӑваш халӑхӗн культури калама ҫук пуян пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Халӑх юрри-ташши, ҫи-пуҫӗ, апат-ҫимӗҫӗ пӗр ҫынна та тӗлӗнтермесӗр хӑвармасть пулӗ. Ҫак эткере мӗн ӗмӗртен ҫамрӑк та хӳхӗм, сӑпайлӑ, ал-ӗҫне ӑста чӑваш хӗрӗсем тата вӗсен амӑшӗсем ламран лама куҫарса пынӑ. Ҫавӑнпах-тӑр ӗнтӗ пирӗн пикесем валли ҫулран-ҫул тӗрлӗ йышши конкурс йӗркелеҫҫӗ. Ҫав тупӑшура хӗрсем хӑйсен сӑн-сӑпатне кӑтартаҫҫӗ кӑна мар, тӑван халӑх культурине еплерех пӗлнине, чӑваш пикин чыслӑхӗпе тасалӑхне, сӑпайлӑхне еплерех упранине кӑтартаҫҫӗ», — ҫапла пуҫланӑ хӑйӗн тишкерӳллӗ статйине журналист, вӑл ӑна «Контактра» халӑх тетелӗнче хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.
«Чӑваш хӗрӗсем валли ҫакнашкал конкурссем ирттерни, паллах, питӗ аван. Анчах куракансем тата хутшӑнакан пикесем палӑртнӑ тӑрӑх, мӗне кура пӗтӗмлетӳ туни паянхи кун та паллӑ мар.
Микулай Павловский Фейсбукра ҫырнӑ тӑрӑх, Белгородра пурӑнакан ҫемьери ачасем чӑвашла вӗренесшӗн.
Хӗрарӑм ҫапларах шӑрҫаланӑ иккен: «Ачасем 4 тата 7 ҫулсенче, вӗсен ашшӗ — чӑваш, анчах вӑл чӗлхене ӑнланать ҫеҫ, калаҫмасть. Ачасене хамах вӗрентме пултаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ — филолог. Темиҫе ют чӗлхе пӗлетӗп, кӑштах — чӑвашла. Ют чӗлхене вӗрентмелли методикӑна пӗлетӗп. Манӑн ачасем нумай чӗлхепе калаҫаҫҫӗ (акӑлчан, нимӗҫ чӗлхи, испан чӗлхи вӗренеҫҫӗ). Ҫулла чӑваш ялӗнче чӑвашла калаҫнине илтнӗ те ҫитес ҫу валли чӑвашла калаҫма вӗренесшӗн», — тенӗ май ачасен амӑшӗ чӑваш чӗлхине вӗренмелли пособи туянас кӑмӑллине пӗлтернӗ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх культура институтӗче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иртнине, унта Йӗпреҫ районӗнчи Луиза Ильина ҫӗнтернине, ӑна Крымра канма путевка панине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Халӑх тетелӗсенчен пӗринче, «Контактра», ҫав конкурса хӗрсе сӳтсе яваҫҫӗ.
Владислав Московцев тӳресенчен пӗри конкурсра тӗлӗрсе ларнине, чи ӑслӑ пике ята ыйтӑва иккӗмӗш хутӗнче ҫеҫ хуравланӑ хӗр тивӗҫнине асӑннӑ. Женя Александров ятлӑ ҫамрӑк вара ҫапларах ҫавӑрттарса хунӑ: «(...) Ҫак конкурса ҫитме кирлӗ мар (...) кашни ҫул пӗр сценари, кашни ҫул пӗрешкел конкурссем (...). Нивушлӗ пирӗн республикӑра режиссерсем, сценаристсем ҫук? Раҫҫейре иртекен конкурсра (...) хӗрсем юрламаҫҫӗ те, ташламаҫҫӗ те, килтен шаркку-хуплу тата ытти юр-вар пӗҫерсе килмеҫҫӗ.(...) Сире ҫак сценари йӑлӑхтармарӗ-и? Мӗншӗн жюри членӗнче яланах чӑваш наци конгресӗн ӗҫченӗсем? Чӗнӗр республикӑра хӑйӗн ӗҫӗпе палӑрнӑ артиста, режиссера, ахаль куракан ҫынна. Вара тӗрӗслӗх пулатех. Кӑҫалхи хӑш пӗр тӳресем ҫывӑрса ларнине палӑртаҫҫӗ.Мӗншӗн ҫывӑрать? Вӑл малтанах пӗлет кам ҫӗнтернине.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вӑхӑтра Раҫҫей сенатӗнче вице-спикерта тӑрӑшакан Николай Федоров Шупашкарта, «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлехлӗ Раҫҫей) партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн регионти йышӑну пӳлӗмӗнче, халӑха йышӑннӑ.
Н. Федоров патне ҫынсем тӗрлӗ ыйтупа пынӑ: хваттер пайҫӑ пулса туянма ӗмӗтленсе ҫӑра уҫҫине кӗтсе илейменнисем, ялта шкул тутарас кӑмӑллисем... Виталий Станьял ӑсчах шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва хускатнӑ. Ӗнерхи президентпа Виталий Станьял чӑвашла калаҫнӑ.
«Виталий Станьяла питӗ ӑслӑ та тарӑн шухӑшлама пӗлекен ҫынсен йышне кӗртетӗп, – тенӗ Николай Федоров Александр Белов журналиста. – Вӑл радикал мар, лӑпкӑн тата виҫсе хакласа хӑй шухӑшне хӳтӗлет. Халӗ Виталий Петрович чӗлхе вӗрентессишӗн пӑшӑрханать. Президент каланине кӑмӑл-туйӑма ирӗке ямасӑр йышӑнмалла тесе шухӑшлатӑп. Президент республика влаҫӗсен тӑван тата патшалӑх чӗлхисене вӗрентме ирӗк мар памалла, анчах хистемелле мар тенӗччӗ».
(Раҫҫейри паллӑ профессора асӑнса)
Малтанхи тапхӑртах хӑйӗн хыпарлӑх утравне тупайнӑ хаҫатҫӑ, тем пек йывӑрлӑхра та ал усса ӳкӗнмен чӗлхеҫӗ-арабҫӑ, сенкер тӳпери ӗмӗтсене мӑн ҫӑмхана пуҫтарса пурнӑҫ хапхине яри! уҫса утнӑ чӗлхеҫӗ-психолог (Хусанти аслӑ шкулта ҫак специальнӑҫпа та вӗреннӗ), хивре шухӑшсен саккунӗсене улӑштармасӑр-ылмаштармасӑр тӑван халӑх патне ҫитерекен шӑнкӑртам юххиллӗ куҫаруҫӑ, чун палланӑ саспаллисемпе тухӑҫлӑ шухӑшласа малалла уттаракан ҫирӗп вӗрентӳҫӗ, обществӑпа политика, социаллӑ пурнӑҫ тата юридици терминӗсен ӑсти (вӗсене нормӑласа, литература чӗлхин картне лартса хамӑр пурнӑҫӑмӑра кӗртмешкӗн тӗрлӗ йышши словарьсем калӑпласа-пичетлесе кӑлараканӗ), чӑваш чӗлхи ӑслӑхӗнчи лексикографи шкулне малалла тӑсса XXI ӗмӗре илсе кӗрекенӗ, чӗлхе культурин тӗрлӗ ыйтӑвӗсемпе ҫине тӑрсах ӗҫлесе пыраканӗ, тӑван чӗлхемӗрӗн пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшне туллин уҫса параканӗ, юравлӑ-тивӗҫлӗ авалхи терминсене чӗртсе вӑй-хӑват кӳрекенӗ, Н.И. Ашмарин, В.Г. Егоров тата ыттисен те пархатарлӑ теорипе практика ӗҫӗсене малалла тӑсаканӗ, «пыл хурчӗ пек пурӑнмалла: техӗмлӗ сӗткене пуҫтарса пыл тумалла» тесе куллен хӑйне вӗрентнӗ ашшӗн ҫав тери ытарлӑ каланӑ сӑмахӗсене халӗ те ырӑпа аса илтерекен шур сухалҫӑ, ҫак ылмашуллӑ тӗнчен асапӗпе телейне тӑван ҫӗрпе ялан ҫыхӑнтарма тӑрӑшнӑ сӑпайлӑ шухӑшлавҫӑ, тӗлӗнмелле вӑлта хуҫи-пулӑҫӑ - ҫак пӗртте ӳстермесӗр пӗр тӗвве-ҫӗвве пӗрлештернӗ йӗркесене ҫине тӑрса вуласан - тӑван республикӑмӑрти тата халӑхӑмӑрти Пӗр Паллӑ Ҫын пирки кӑна калама пултаратпӑр.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн вилӗмсӗр поэчӗн, Константин Ивановӑн, кӑк тымарӗпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене палӑртнӑ. Ку хыпара Станислав Убасси Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Вӑл ҫакна В.П. Ивановпа М.Х. Сафин авторсен «МАЛАЯ РОДИНА АВТОРА «НАРСПИ» В СВЕТЕ НОВЫХ ДАННЫХ ПО ЕГО РОДОСЛОВИЮ» ӗҫӗпе сӑлтавланӑ. Асӑннӑ тӗпчеве Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сайтӗнче паян пичетленӗ.
Поэтӑн аякри тымарӗ Хусан кӗпӗрнинчи Ҫӗрпӳ уесӗнчи Пайкилт ялӗнчен куҫса кайнӑ ҫын пулнине документсемпех ҫирӗплетнӗ-мӗн. Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Иванов тата Мударис Сафин историк-таврапӗлӳҫӗ (вӗсем иккӗшӗ те Пушкӑртстанран) Слакпуҫ ялӗ, Пелепей хули тата вӗсен ҫывӑхӗнчи хӑш-пӗр ял пуҫланни ҫинчен калакан ҫӗнӗ ӗҫсене тишкернӗ.
Сӑмах май, ку ӗҫе гуманитари институчӗ 2010 ҫултах хӑйӗн кӑларӑмӗнче пичетленӗ-мӗн.
Сызрань хулинче Халӑхсен туслӑхӗн «Добро пожаловать, соседи!» (чӑв. Кӳршӗсем, ырӑ сунса кӗтетпӗр) фестиваль иртнӗ. Мероприятие нимӗҫсен «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) центрне пыракан Расима Салаватова йӗркеленӗ. Унта Сызраньти наципе культура центрӗсемпе автономийӗсем, ҫав шутра чӑвашсем те, хутшӑннӑ.
Чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Надежда Назарова чӑвашсем хӑнасене епле кӗтсе илнипе паллаштарнӑ. Вӑл чӑвашсен «Шӑнса килекене ӑшӑтса яма пар, выҫса килекене тӑрантарса яма пар» (ҫӑлкуҫра кӗлӗ сӑмахне «Продрогшего отогрей, голодного накорми» куҫарупа илсе кӑтартнӑ, ӑна ваттисен сӑмахӗ тенӗ — Авт.) кӗлӗ сӑмахӗсем пурри пирки пӗлтернӗ. Тарават тени те чӑвашсен хӑналанине, хисепленине пӗлтерет. Чӑвашсен ҫемье уявӗсем нумай тенӗ Надежда Назарова. Унта ҫемье пуҫӗн, кил хуҫи арӑмӗн, хӗрсемпе ывӑлсен ролӗ пуррине ӑнлантарнӑ вӑл. Чӑвашсен фольклор ансамблӗ те уява хутшӑннӑ.
Ҫтерлӗри (Стерлитамакри) патшалӑхӑн театрпа концерт пӗрлешӗвӗнче «Питравка» уяв иртнӗ май ҫамрӑк чӑваш эстрада юрӑҫисен «Шӑпчӑк сасси—2017» конкурс иртнӗ.
Уява Пушкӑртстан Республикин Культура министерстви, Пушкӑртстанри Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ, Ҫтерлӗри чӑвашсен наципе культура автономийӗ, Ҫтерлӗри «Самана» продюсер центрӗ, Суук-Чишмари чӑвашсен историпе культура центрӗ йӗркеленӗ.
Конкурса 14 ҫултан пуҫласа 35 ҫулчченхи хӗрсемпе каччӑсем хутшӑннӑ.
Мероприяти кунӗнче «Питравка» уяв иртнӗ май Виктор Захаров тата Николай Васильев шӑпӑрҫӑсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Уява «Шевле» фольклор ансамблӗ тата «Тавах» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Курав та ҫав кун ӗҫленӗ.
Виҫӗ кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шупашкарта Хӗл Мучи пулнӑ. Кунта вӑл Аслӑ Устюгранах ҫитнӗ-мӗн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗл Мучи чӑвашла вӗренме шантарнӑ.
Раҫҫейри тӗп Хӗл Мучи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хайӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ иккен. Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫӗршыври хуласене ҫул ҫӳреве тухнӑ. Чӑваш Енре вӑл Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра, «Шупашкар — Арена» пӑр керменӗнче тата «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче пулнӑ.
Шурӑ сухала курма пухӑннисем тем пирки те пӗлме ӑнтӑлнӑ. Ҫав шутра: «Мӗнле чӗлхесем пӗлетӗр?» — текен те тупӑннӑ. - «Тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхе. Кайӑксемпе те вӗсен чӗлхипе калаҫатӑп. Чӑвашла хальлӗхе пӗлместӗп-ха, анчах вӗренме сӑмах паратӑп», — ҫырса кӑтартнӑ Тина Федорова корреспондент.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |