Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Шупашкар районӗни Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ҫулҫӳревре пулчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, музей историйӗпе тата унти экспонатсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ.
Музей ҫуртӗнчи витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ экспонатсем куракансене ҫав тери килӗшрӗҫ. Кунсӑр пуҫне музейра почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ пур.
Ҫӗрпӳ Ен вӗрентекенӗсем кунти пӑлхар-сӑвар культурин тата пуштӑ историйӗн музейӗ ҫав тери пуян пулнине тата музей ертӳҫи С.Л. Сорокин хӑйӗн ӗҫне юратса тунине палӑртрӗҫ.
Ҫулҫӳрев кӑсӑклӑ та усӑллӑ иртрӗ. Пурне те кайса курма сӗнетпӗр, илтмелли — пӗлмелли кунта чӑнах та ҫав тери нумай.
Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисене «Хунав» конкурса хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упраса хӑварас тӗллевлӗ. Патриотизм туйӑмне сарассипе, пӗр-пӗрне юратма вӗрентессипе те ҫыхӑннӑ вӑл. Конкурса хутшӑнса ачасем тӑван тӑрӑхпа кӑсӑкланма пуҫласса та шанаҫҫӗ.
Конкурс-фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ. «Илемлӗ чӑваш юрри» ятлине хутшӑнакансен хитре юрласа кӑтартмалла. «Асамлӑ юмах тӗнчи» номинацине суйласан чӑваш юмахне лартмалла. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» номинаципе чӑвашла сӑвӑсем вуламалла.
Шупашкарти конкурсра ҫӗнтернисем республика шайӗнче ӑмӑртӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Районсемпе хуласенчи тапхӑр ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта ҫӗнтернисем республикӑри ӑмӑртура ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Конкурса Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министертсвипе Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.
Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.
Нумаях пулмасть Николай Балтаев медальерпа тата граверпа «Idel.Реалии» интернет-хаҫатра Эрсубай Янгаров кӑсӑклӑ интеревью пичетленӗ.
Ӑста Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче халӑх художество пултарулӑхен кафедринче доцент пулса ӗҫлет. Унӑн мӑшӑрӗ Людмила Балтаева — пусма енӗпе ӑста технолог иккен. Балтаевсен аслӑ ывӑлӗ Азамат Чехинче ювелира вӗренет, кӗҫӗнни Аттила – Питӗрте тимӗрҫе. Пӗрле пулса вӗсем сӑвар-пӑлхар тумтирӗпе капӑрлӑхне ӑсталаҫҫӗ.
Николай Балтаев этнос усламӗпе ӗҫлеме ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл мӑшӑрне: «Ку улӑпла ӗҫ», — тесе хӑш чухне калать-мӗн.
Интервью авторӗ интеллигенци Балтаевсен таварӗпе кӑсӑкланнипе кӑсӑкланманни пирки те ыйтнӑ. Туянакансем вӗреннӗ ҫынсен хушшинче сахал иккен. «Интеллигентсенче эпӗ шанчӑка ҫухатнӑ. Вӗсем килте чӑвашла калаҫманпа пӗрех, вӗсен ачисем те чӑвашла пуплемеҫҫӗ. Хӑйсен ачисемпе тата мӑнукӗсемпе чӑвашла сӑмахлакансене шутласа кӑларма пӗр алӑри пӳрнесем те ҫитеҫҫӗ», — тенӗ Николай Балтаев.
Ҫапла ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра. «Наци телевиденийӗ уҫӑлсан савӑннӑччӗ — ҫур ҫул курнӑ хыҫҫӑн курма пӑрахрӑм — кичемлӗх! Наци радиовӗ уҫӑлсан - итлерӗм, Олег Прокопьев тухса кайсан — каллех кичемлӗх! Тӑван радио уҫӑлсан та савӑннӑччӗ — ҫур ҫул шанса пурӑнтӑм, малалла — кичемлӗх! «Киремет» ушкӑн уҫӑлсанах шанчӑк ҫуралнӑччӗ, хӑш-пӗр чӑваш эстрада юрӑҫисен тавракурӑмне куртӑм та — чӑваш пулас килми пулчӗ...», — чун ыратӑвӗ сисӗнет ҫак йӗркесенче.
Ҫак поста вулакансенчен пӗри, Наталья Корнеева, темӑна сӳтсе явнӑ май ҫапла ҫырса хунӑ: «Поэт-писательсем ҫинчен передача ертсе пыраҫҫӗ — пӗр интонаци, пӗр эмоци ҫук вӗт каласа параканӑн... Мӗнле пӑхмалла ҫавӑн пек чунсӑр передачӑсене...».
«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Поедем, поедим» проект ертӳҫи Джон Уоррен Чӑваш Енре пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, телеканал пирӗн тӑрӑхра пуш уйӑхӗн 11–14-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ.
Кунта Джон Уоррен амазонкӑсемпе паллашнӑ, чӑваш сӑри вӗретнӗ, чӑваш мунчинче ҫӑвӑнса тасалнӑ. Кӑсӑклӑ ытти самант та унӑн чылай пулнӑ ҫав кунсенче. «Трактор савучӗсем» концернӑн трактор музейӗнче хӑна Харьковра 1952 ҫулта кӑларнӑ «ХТЗ-7» маркӑллӑ тракторпа ярӑннӑччӗ, Джон Уоррер авалхи техникӑна ҫӑмӑллӑн чӗртнине те хыпарланӑччӗ.
НТВ телеканал Чӑваш Енре ӳкернӗ кӑларӑм эфира тухассине ыран тухассине анонсланӑ. Ӑна ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 13 сехет те 5 минутра кӑтартӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Чӑваш наци музейӗпе унӑн филиалӗсенче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх иртет. Ҫав вӑхӑтра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх сехечӗсем, лекцисемпе музейри уявсем йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗнче (Шупашкар хули, Хӗрлӗ тӳрем, 5/2; ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-55-66, 62-35-10) «Чӑваш тӑрӑхӗнче авал пурӑннисене археологипе палеонтологи мелӗпе палӑртни», «Чӑваш тӑрӑхӗн тата халӑхӗн IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗчченхи историйӗ», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫутҫанталӑк» яланхи экспозицисем ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ курав та кураканшӑн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Шупашкарти Ехрем Хуҫа бульварӗнче вырнаҫнӑ Музейпа курав центрӗ те, Карл Маркс урамӗнчи Чӑваш тӗррин музейӗ те, Ленинград урамӗнчи К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ те, Ҫеҫпӗл урамӗнчи Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ те кӑмӑлтан йыхравлаҫҫӗ.
Чулхулари чӑвашсем пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйсен организацийӗ чӑмӑртаннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине уявланӑ. Ку хыпара пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра хыпарланӑ.
Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗ хыҫҫӑн унти хастарсем утӑм хыҫҫӑн утӑм туса пычӗҫ. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗсене хӑйсене ятӑн кӗтес, ҫук-ха - виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер - уйӑрса пачӗҫ. Аса илтерер, Октябрь проспектӗнчи хваттерӗн пӗр пӳлӗмӗнче йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелес, пысӑкрах пӳлӗмре пухусем ирттерес тата пӗрле пуҫтарӑнса калаҫас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗ пилӗк ҫул тултарнине уявланӑ мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Кувшинов тата Александр Сорокин юрӑҫӑ хутшӑннӑ. «Чулхула чӑвашӗсем» фольклор тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем те уява пухӑннисене савӑнтарнӑ.
Ака уйӑхӗн 7—9-мӗшӗсенче Питӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗрти тӗп хулинче тӗпленсе тӑван халӑхӑмӑр сывлӑшӗпе пурӑнакансем ку пулӑма хавасланса кӗтеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче, 13 сехетре, курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн ӗҫӗсемпе паллашма май туса парӗҫ. «Волжские рассветы над Невой» (чӑв. Нева ҫийӗнчи Атӑл шурӑм пуҫӗ) куравра Чӑвашран тухса Питӗрте йӑва ҫавӑрнӑ ытти художниксен картинисем те вырӑн тупӗҫ. Пурӗ 25 ытла киҫтӗк ӑстин пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Ача-пӑча ӗҫӗсен «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑррисем) конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен ӳкерчӗкӗсене те кӑтартма палӑртнӑ. Наталия Михайлова ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе йӑла ӳнерӗн япалисем те куравра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗн «Йӗрӗх» ятлӑ тӗпчев кӗнекин хӑтлавӗ пулса иртрӗ. Йӗрӗх — чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗнче паянчченех сыхланса юлнӑ, кил-йышпа хӗрупраҫ ырлӑх-сывлӑхне упрама хистекен йӑла пулӑмӗ. Пӗрисем ӑна турӑ вырӑннех хураҫҫӗ, теприсем чунӑш (сывлӑш, чун хӑвачӗ) теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсемшӗн вӑл кӗлетри кӗтесре упранакан пуканеллӗ, парнеллӗ е йывӑҫ-курӑклӑ пӗрнепе кунтӑк. «Йӗрӗх» кӗнекере ырӑ-усал вӑйсем пирки, йӗрӗх пулӑмӗ, пӗлтерӗшӗ, пурнӑҫри ӗлӗкхи тата хальхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумай енлӗн те тарӑн, халиччен мӗн ҫырни-илтнине пухса ӑнлантарса панӑ.
Кӗнеке умне алҫырупа паллашнӑ тӗпчевҫӗсен ӗнчӗхӗсене (рецензийӗсене) лартнӑ. Унта институт ӗҫченӗсем Георгий Матвеев, Николай Егоров, Вячеслав Ендеров шырав ӗҫне ырланӑ, вӑл паха пулнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑтлавра та кӗнекене ырӑ сӑмахсемпех хакларӗҫ. Паллӑ ӑсчахсем Виталий Иванов, Виталий Родионов, Алексей Леонтьев тата институтри ытти ӑстасен сӑмахӗсем пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Кӗнеке аякран пынисене те (Тимӗр Акташ журналиста, Валерий Виноградов таврапӗлӳҫе, Сергей Щербаков историҫе) хытах килӗшнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |