Екатеринбургри чӑваш наци-культура автономийӗ йӗркеленнӗренпе 10 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ лалру-тӑрура уявлама хатӗрленет. Ҫавна май унтисем Акатуй та ирттерӗҫ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявӗ ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Таганская слобода» ҫемье канӑвӗн паркӗнче иртӗ.
Уяв программи пуян пулассине шантараҫҫӗ. Автономин правленийӗн пайташӗ Наталья Макеева халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, ӗлӗкхи йӑла-йӗркене кӑтартса ҫӗр ӗҫченӗн гимне халӑхпа юрласшӑн, наци вӑййисене вылясшӑн, ташласшӑн. Ал ӑстисен ӗҫӗсенчен курав та хатӗрлӗҫ.
Екатеринбургри чӑвашсем ытти ҫул та наци уявӗсене ирттернӗ. Ҫулсерен Сурхурие, Ҫӑварние, Акатуя, Кӗр сӑрине пухӑннӑ. Автономин фольклор ушкӑнӗ те пур. Вӑл тӗрлӗ мероприятисене хастар хутшӑнать.
Шупашкарта «Тӑван шаурма» ятлӑ талӑкӗпех ӗҫлекен обществӑлла апатлану предприятийӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Фейсбукра Юрий Федоров хыпарланӑ. «Таван шаурма»... Это сильно, ящетаю», — сӑмахсене юри йӑнӑшпа кукӑртса хунӑ вӑл.
Кӗске хыпара сӳтсе явакансем унта пулса курнине хыпарлаҫҫӗ. «Тӑван шаурма» Шупашкарти Иван Франко урамӗнче, ача-пӑча парк тӗлӗнче, чарӑнӑва хирӗҫ вырнаҫнӑ иккен.
«Унта шӳрпе пур-и?» — кӑсӑкланнӑ пӗри. «Эпӗ пулнӑ, пур», — хуравланӑ тепри.
Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, киоска кӑнтӑр енчи усламҫӑсенчен пӗри уҫнӑ. Хуҫи кирек кам пулсан та ятӗнче те пулин тӑван сӑмах пурри аван. Ахальлӗн пирӗн суту-илӳ точкисем чӑвашла сӑмахсене юратсах каймаҫҫӗ. Сӑнанӑ тӑрӑх, «Пятерочка» сетьсӗр пуҫне. Вӗсем Кӳкеҫре нумаях пулмасть уҫнӑ лавккара та ӑҫта мӗнле апат-ҫимӗҫ вырнаҫнине, кӗрсе тухмалли кӑтартмӑшсене икӗ чӗлхепе кӑтартнӑ.
Ҫак кунсенче Португалири Лиссабон хулинче «Еврокурав-2018» юрӑ конкурсӗ малалла пырать. Вӑл ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчех пуҫланчӗ-ха. Раҫҫейрен унта Юлия Самойлова хутшӑнчӗ. Сцена ҫине вӑл ӗнер тухрӗ. Пирӗн ҫӗршыв юрӑҫи, шел те, финала лекеймерӗ. Финала суйласа илнӗ 10 юрӑҫ хушшинче Эстонири Элина Нечаева пур. Эпир, чӑвашсем, унпа тивӗҫлипех мухтанса мӑнаҫланма пулатратпӑр. Унра эстон, вырӑс, чӑваш юнӗ чупать иккен.
Элина Нечаева – опера юрӑҫи. Халӗ вӑл — 26 ҫулта. Ачаллах юрлама юратнӑскер икӗ ҫул каялла Эстонири музыкӑпа театр академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗнче шайӗнчи конкурссене вӑл унччен те хутшӑннӑ. Пӗр вӑхӑт модель пулса ӗҫленӗ. Финалта Эстони пикине епле йышӑнни ыран, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, палӑрӗ.
Тутарстанри Ҫырчалли хулинче пурӑнакан халӑхсен хӗрачисен «Наци пукани» пултарулӑх конкурсӗ кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш ҫул иртӗ. Ку проект кӑҫалхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче «Наш дом Татарстан» (чӑв. Пирӗн кил Тутарстан) форумра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Вӑл тӑрӑхри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗп титулӗшӗн хальхинче 16 хӗр пӗрчи тупӑшӗ. Вӗсем тӑван чӗлхене, культурӑна мӗнле пӗлнине кӑтартӗҫ. Чӑвашсенчен наци чысне 11 ҫулти Анастасия Жукова хӳтӗлӗ.
«Настя питӗ маттур хӗрача, хулари чӑвашсен «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫумӗнчи ачасен «Пукане» ансамбльне ҫӳрет. «Чӗкеҫ» ансамбль ертӳҫи Елена Кондюкова пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя конкурса чӑвашла-вырӑсла визитка хатӗрлет, чӑваш ташшине ташлӗ тата «Икӗ автан» юрӑ юрлӗ. Виҫҫӗмӗш конкурсра ӑна «Пукане» ансамбль те пулӑшӗ», —.
Финал ҫу 20-мӗшӗнче Ҫырчаллинчи «Ҫӑлкуҫ» туслӑх ҫуртӗнче иртӗ.
Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ Ҫырчалли чӑвашӗсем ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 18 сехетре автохулан Ҫӗнтерӳ паркӗнче Уява пуҫтарӑнассине пӗлтернӗ.
Хаҫатҫӑсем ҫырнӑ тӑрӑх, ӑна унти чӑвашсен асатте-асаннесен йӑлине пӑхӑнса ҫуллен ирттереҫҫӗ. «Кӑҫал та йӑларан пӑрӑнмӗҫ», — пӗлтернӗ «суварҫӑсем».
Тутарстанри хастар чӑвашсем уяв картине тӑма республикӑри, хулари мӗнпур чӑваша тата хӑнасене йыхравлаҫҫӗ.
Тутарстанри чӑвашсен хаҫачӗ, сӑҫах май, 1993 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пуҫласа пичетленнӗ. Унӑн тӗп редакторӗ — Константин Анатольевич Малышев. Редакцийӗ Хусан хулинче вырнаҫнӑ. «Сувар» эрнесерен тухать. Учредителӗ — Тутарстанри массӑллӑ коммуникацисен «Татмедиа» агентстви. Телепрограммӑсӑр пуҫне кашни страница чӑвашла пичетленсе тухать.
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Иванов вулавӗсем иртӗҫ. Вӑл мероприятие кӑҫал пуҫласа йӗркелеменнине палӑртмалла. Шучӗпе вӑл улттӑмӗш хут иртет.
Конференцие музейҫӑсем чи малтан 2015 ҫулта пуҫтарнӑ. Ӑна Константин Иванов классик ҫуралнӑ куна халалланӑ.
Вулав вӑхӑтӗнче паллӑ ҫынсен кун-ҫулӗнчи питех пӗлмен, халӑхра анлӑ сарӑлман фактсене ҫутатассине, историпе, вӗренӳпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ фактсене сӳтсе явассине пӗлтереҫҫӗ.
Конференцие преподавательсемпе студентсене чӗнеҫҫӗ. Ытти хастара та, паллӑ ӗнтӗ, хапӑл тусах кӗтсе илӗҫ.
Хутшӑнас кӑмӑллисен музей пуҫлӑхне Ирина Оленкинӑна ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтермелле: (8352) 62-21-43.
Мӗншӗн ҫӗр ҫул ытла чӑвашсем хушшинче Яковлев культне —
чӑвашсен вӑйсӑрлӑхне — сараҫҫӗ? Ҫапларах ыйту тавра пуҫ ватать чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта). Вӑл ҫакна халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче вырнаҫтарнӑ.
Сантр Савкилта шухӑшланӑ тӑрӑх, пирӗн халӑха Иван Яковлев пӗтме суннӑ, ӑна вара халӑх ашшӗ туса хунӑ. «Патша тытӑмне (Раҫҫейри кирек епле влаҫ пекех: унччен те, кайран та чӑвашсене туртакан лаша вырӑнне хунӑ) хирӗҫҫисем пирки вӑл евитленӗ, вӗсене пур енлӗ ура хунӑ. Иван Юркин (вӑт кама асра тытмалла) 1880-мӗш ҫулсенчех чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Пӑлхар», кӑларма тӑнӑ. Анчах Иван Яковлев, чӑвашсен аслӑ тусӗ, хаҫата кӑларма чарма пултарнӑ», — тесе ҫырнӑ Сантр Савкилта.
Александр Савельев Германири Йена хулинче кӑҫалхи кӑрлачӑн 9-мӗшпе 11-мӗшӗсенче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери алтаистика конференцине хутшӑннӑччӗ.
Паян пӗтӗм чӑваш тӗнчи тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Асла вӗрентекенӗмӗрӗн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб иртнӗ, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче вара ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ уява пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи хастар йӑхташӑмӑрсем те ҫак куна асра тытса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкара та, сӑмах май, тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинчи Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ.
Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе Шупашкарта паян йӗркеленӗ митинг «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб ятпа иртнӗ.
Унта вӗренекенсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, студентсем, хастар ытти ҫынсем пухӑннӑ. Тухса калаҫакансем хушшинче ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑваш обществин ертӳҫи Володар Тимофеев, ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Виталий Станьял ӑсчах, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч тата ыттисем пулнӑ.
Митингра тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки калаҫнипе пӗрлех чӑваш юрри-такмакӗ янӑранӑ. Унта Иван Яковлевӑн «Халалӗ» те янӑранӑ.
«Хыпар» издательство ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ӗҫе паян чӑвашла тумланса кайнӑ. Асӑннӑ МИХӑн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен, журналистсем ҫеҫ мар, коммерци пайӗнче ӗҫлекенсем те Чӑваш чӗлхи кунне хисепленине, сума сунине кӑтартмалла капӑрланнӑ. Мӗнпур ӗҫчен ҫапла тӑхӑннине ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах сӑн ӳкерчӗксемпе ҫирӗплетнине ӗненмех тивет-тӗр.
Наци медиахолдингӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем чӑвашла логотиплӑ футболкӑсем тӑхӑннӑ, теприсем — «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырса хунисене. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» вӑй хуракансем паян капӑр шӳлкеме те ҫакнӑ. «Эпӗ чӑваш чӗлхине юрататӑп» тесе ҫырнӑ футболкӑсемпе вӗсем ҫуллахи вӑхӑтра республикӑмӑр тӑрӑх командировкӑсене те тухаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |