Ыран, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хусанта Раҫҫей тӗп халӑхӗсен тӑван чӗлхисемпе «Амадины» регионсен хушшинчи юрӑ конкурсӗн финалӗ пулӗ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Атӑлҫи патшалӑх физкультурӑпа спорт академийӗн концерт залӗнче иртӗ.
«Амадины» — ҫамрӑксен хушшинчи автор тата анлӑ сарӑлнӑ юрӑсен конкурсӗ. Унӑн тӗп условийӗ – юрӑсем тӑван чӗлхепе пулмалла», — хыпарлать МИХ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ, заявкӑсене юпан 15-мӗшӗччен йышӑннӑ. 14 регионтан ҫитнӗ 140-е яхӑн заявкӑран 17-шне финала суйласа илнӗ, ҫак шута ансамбльсемпе юрӑ ушкӑнӗсем кӗнӗ.
«Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен хушшинче Чӑваш Республикинчи Культура институчӗн «Илем» ушкӑнӗ те пур.
Конкурсантсемпе ӗҫлекенсенчен пӗри – Раҫҫей эстрада юрӑҫи, ТР тава тивӗҫлӗ артистки, «Голос» шоу финалистки Эльмира Калимуллина.
Паян, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ҫемье уявӗ иртнӗ.
Аслисемпе ачасем валли йӗркеленӗ музейри канмалли кун «Рисуем открытку акварелью» (чӑв. Акварельпе открытка ӳкеретпӗр) ӑсталӑх сехетӗнчен пуҫланнӑ. Ӑна Светлана Гордеева поэт тата художник ирттернӗ. «Листопад» (чӑв. Ҫулҫӑ тӑкӑнни) темӑллӑскер вӑхӑтӗнче Светлана Гордеева ылтӑн кӗркуннене хут ҫинче сӑнарлама вӗрентнӗ.
Кӗрхи ҫулҫа ҫӑмран ӑсталама та хӑнӑхма май килнӗ. Ытти ӑсталӑх сехечӗ те, ҫав шутра тӑмпа ӗҫлеме хӑнӑхтарни, кӑсӑклӑ иртнӗ.
Музее пынисене «Асатте арчи» интерактивлӑ заняти те, «И.Я. Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ» музей экспедицийӗ те, «Яковлевӑн ҫул ҫӳремелли хутаҫӗ» интерактивлӑ заняти те килӗшнӗ.
Заводоуковск хула округӗнчи Першино ялӗнчи чӑваш юррин «Пике» ансамблӗ чӗрӗк ӗмӗр тултарнӑ. Кун пирки Тӗмен обоаҫӗнчи чӑвашсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбукра пӗлтернӗ. Коллективӑн юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уявланӑ.
Ансамбле кам ертсе пынине Ираида Маслова, шел те, асӑнман. Анчах ассоциаци ушкӑнпа туслине, ҫавӑншӑн савӑннине пӗлтернӗ.
Тӗмен облаҫӗнчи Заводоуковск — пысӑках мар хула. Вӑл Ук юханшывӗпе ҫуммӑн вырнаҫнӑ. Хула область центрӗнчен, Тӗментен — 100 километрта. Першино ялӗ
Заводоуковск хулинчен 25 километрта вырнаҫнӑ. 1749 ҫулта унта 6 кил ҫеҫ пулнӑ. Ултӑ килте 20 ҫын пурӑннӑ. Ҫавӑн чухне, сӑмах май, 15-рен пуҫласа 50 ҫулчченхи арҫынсене ҫеҫ шута илнӗ. Чӑвашсем унта мӗнле лекнине уҫӑ ҫӑлкуҫсенче тупма май килмерӗ.
Паян, чӑваш алфавичӗ йӗркеленӗ, чӑваш ялӗсенче шкулсем уҫнӑ Иван Яковлев вилнӗ кун, унӑн Шупашкарти Наци вулавӑшӗ умӗнче вырнаҫнӑ палӑкӗ умӗнче Асӑну кунӗ иртрэнӗ. Мероприятие чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай ертсе пынӑ.
Вӑл чӑваш ывӑл-хӗрӗ Иван Яковлев, Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Петӗр Хусанкай палӑкӗсем патне вӗсен ҫуралнӑ тата ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ кунӗсенче чечек ҫыххисем пырса хурсан ҫав халӑх — вилӗмсӗр тесе каланӑ.
Чечек хума республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Сӗнтӗрвӑрри епископӗ, Шупашкар епархийӗн викарийӗ Игнатий, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗ Владимир Иванов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев, ЧР Профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи, «Хыпар» хаҫат редакторӗн ҫумӗ Геннадий Максимов хутшӑннӑ.
Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш ҫӗрӗн сумлӑ ывӑлӗ, профессор, филолог, ӑслӑ-тӑнлӑ та анлӑ тавракурӑмлӑ Атнер Хусанкай 70 ҫул тултарчӗ. Ҫав кун тӗлне Чӑваш наци вулавӑшӗнче курав уҫӑлнӑччӗ. Эрнекун, юпан 19-мӗшӗнче, асӑннӑ культура учрежденийӗнче «Чӑн чӑваш филологийӗ: иртнӗ ӗмӗр ӑслӑлӑхӗ е пирӗн пуласлӑх?» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ.
Уявра пулнӑ Тимӗр Акташ зал лӑк тулли пулнине пӗлтерет. Унта ӑслӑлӑх ӗҫченӗсемпе пултарулӑх интеллигенцийӗ ҫеҫ мар, республикӑри районсенчен ялти вӗрентекенсем те ҫитнӗ. Мероприятие Етӗрне районӗнчи ача-ача фольклор ушкӑнӗ уҫнӑ.
Атнер Хусанкай пурнӑҫӗ, унӑн ӑслӑлӑхпа педагогика тата обществӑри вырӑнӗ ҫинчен Чӑваш Енӗн Общество палатин ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Анатолий Ухтияров тата ЧНКн президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов каласа кӑтартнӑ. Анатолий Ухтияров Атнер Хусанкая Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн тата ЧНКн Тав хучӗсемпе чысланӑ. Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин чӑваш тӗрриллӗ шурӑ кӗпе тӑхӑнтартнӑ.
Ҫӑлкуҫ чӑваш ялӗ ҫутҫанталӑкӑн тӗлӗнмелле кӗтесӗнче, Самар кукринче вырнаҫнӑ. Самар облаҫӗнчи Ставрополь районӗ. Жигули тӑвӗсенчен кӑшт кӑнтӑрарах. Мӗн-ха вӑл "Ставрополь" тени? — Тольятти хулине ӗлӗк ҫапла каланӑ. Хула ятне катертсе улӑштарнӑ, анчах та вӑл ун таврашӗнчи район ятӗнче упранса юлнӑ.
Ҫӑлкуҫсӑр пуҫне кунта тата тепӗр виҫӗ чӑваш ялӗ: Хурниҫ ("Хурӑн йывӑҫ" теничен тухнӑ), Хурамал, Лбище (чӑвашла адаптациленнӗ е пачах та урӑхла ят пуррипе ҫукки паллӑ мар). Ҫапла вара паянхи куна мӗнпурӗ тӑватӑ ял пулса тухать. Вӗсем пурте пӗр тӗлеллех, пӗр-пӗринчен аякра мар.
Ҫӑлкуҫ ялӗнчи шкулта 1990-мӗш ҫулсенче кӑштах чӑваш чӗлхи те вӗрентсе пӑхнӑ. Александр Владимирович Федоров пулнӑ ун чухне шкул директорӗ. Чӑвашла вӗрентекенӗ те хӑех пулнӑ пулмалла. Халӗ шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентме пӑрахнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи чӑваш чӗлхипме литературине вӗрентекенсем ӗнер Самар ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ. Унта вӗсем вӑл тӑрӑхри ӗстешӗсем чӑваш чӗлхине епле вӗрентнипе паллашма кайнӑ.
«Наука и образование: сохраняя прошлое, создаем будущее» (чӑв. Аслӑлӑх тата вӗренӳ: иртнине упраса, пуласлӑха йӗркелесе) Пӗтӗм Раҫҫейри семинара ҫӗрпӳсем унччен те хутшӑннӑ. Маларах вӗсем Пензӑра, Пушкӑртстанра, Тутарстанра пулнӑ. Ҫакӑн пирки халӑхсен туслӑхӗпе паллаштаракан «ВСЕ МЫ — РОССИЯ!» (чӑв. Эпир пурте — Раҫҫей) информаци порталӗ пӗлтернӗ.
Вӗрентекенсем валли Самар хулинчи Халӑх туслӑхӗн ҫуртӗнче «Горжусь чувашским языком» (чӑв. Чӑваш чӗлхипе мухтанатӑп) ҫавра сӗтел иртнӗ.
Семинара Самар облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата Самар хулинчи чӑвашсен наицпе культура автономийӗ ирттерме пулӑшнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, театрпа кинора вылякан Анатолий Гущин актерпа (вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑ) РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Леонид Черкесов тӗл пулнӑ.
Парламентари Фейсбкура ҫырнӑ тӑрӑх, «чӑваш культурине Раҫҫейре сарас енӗпе темиҫе проекта сӳтсе явнӑ, питӗ кӑсӑклӑ сӗнӳсем пур».
Актера Леонид Черкесов пулӑшуҫипе Владимир Михеевпа РФ Патшалӑх Думине кӑтартса ҫӳренӗ. «Экскурси ирттерме, тӗрӗссипе каласан, йывӑр пулчӗ! Анатолий Александровича палласа илеҫҫӗ те автограф илме ӑнтӑлаҫҫӗ», — ҫырнӑ Леонид Черкесов.
Елена Рябцеван «Юман» фильмӗ Сербири куракана хӑратнӑ. Ҫакӑн пирки ТАСС информаци агентстви асӑннӑ ҫӗршывӑн кураканӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Сербинче кӗске метрлӑ фильмсен MikroFAF IX фестивалӗ пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юнкун, уҫӑлнӑ. Виҫӗ кунлӑх фестивале йӗркелекенсем чӑн е символла кӗлеткене, чикке, решеткесемпе сӑнчӑра, этем ирӗклӗхе туртӑннине кӑтартас тенӗ.
Елена Рябцеван «Юман» фильмне кинофестивалӗн тӗп программи вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ. Сербири куракансенчен пӗри, Белграда Ядранка, ТАСС корреспондентне Павел Бушуева «Юман» фильмри мистика хӑратнипе чӗтретнине пӗлтернӗ.
Кӗске метражлӑ ӗҫсен фестивалӗ ыран, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, хупӑнмалла. Кинофильмсене виҫӗ номинацире хаклӗҫ.
Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ чӑваш ялӗ асӑннӑ тӑрӑхра чи хитре ял ятне илессишӗн тупӑшать. «Самое красивое село Республики Башкортостан» (чӑв. Пушкӑртстанри чи хитре ял) конкурса кӑҫал пуҫласа ирттерме йышӑннӑ. Ӳлӗмрен ӑна ҫулсерен йӗркелесшӗн. Ӑмӑрту ирттерме кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пушкӑртстанри муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн правленийӗ йышӑннӑ.
Ял пурнӑҫне хисепе хуракан, тӑван тавралӑха хаклама вӗрентекен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑха аталантарма пулӑшакан конкурса 47 заявка ҫитнӗ. Конкурс комиссийӗ вӗсенчен 20-шне иккӗмӗш тура хутшӑнтарма йышӑннӑ. Халӗ bash.news/bst/konkurs/best_of_the_best_selo сайтра интерактивлӑ сасӑлав пырать. Вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ун хыҫҫӑн 5 финалиста суйласа илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |