Акӑлчансен «Свинка Пеппа» (чӑв. Пеппа сысна ҫури) мультфильмне чӑвашла куҫарнӑ. «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра Эрсубай Янгаров пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем хальлӗхе ҫичӗ серине чӑвашлатнӑ.
Мультфильма «YouTube» видеохостингра тата халӑх ушкӑнӗсенчи «Медиа-контент на чувашском языке» (чӑв. Чӑвашла медиа-контент) лапамра пӑхма пулать.
Мультфильма чӑвашла куҫарас ӗҫе Киевра ҫуралнӑ, вырӑс тата белорус юнӗллӗ Артём Федоринчик лингвист йӗркелесе пынӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Шупашкарти Вӗренӳ институтӗнче ӗҫлет. Акӑлчан мультфильмне чӑвашла куҫарма Александр Блинов лингвист-полиглотӑн «Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ тавра пухӑннӑ хастарсем (тата тӗрӗсрех каласан, Блиновӑн «Ӑнӑҫу чӗлхи» чӗлхе шкулӗнче ӗҫлекенсем) самай пулӑшнӑ. Вӗсем текста та куҫарнӑ, сӑнарсене те чӑвашла калаҫтарнӑ.
2019 ҫулӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш кунӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ачана хӑйне евӗрлӗ ятпа регистрациленӗ. Администраци сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пепкесене Турхан тата Радмила ятсем хунӑ.
Ҫак икӗ ача пӗр ҫемьерен мар. Турхан Лукиановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Арҫын ача вӗсен — пӗрремӗш пепке. Турханӑн ашшӗ ячӗ те чӑваш ячӗллӗ — вӑл Тайӑр ятлӑ, Николай Лукианов паллӑ юристӑн кӗҫӗн ывӑлӗ.
Хӗрача Радмила вара Анатолипе Елена ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӑшӑр виҫҫӗмӗш ачана кун ҫути парнеленӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Космос Александрович ҫурални пирки нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче чӑваш чӗлхипе чӑвашлӑх ыйтӑвне хускатнине час-часах асӑрхама пулать. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра та чӑваш чӗлхи пирки сӑмах пуҫарнӑ.
«Паян ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ пепкисене вырӑсла калаҫса ӳстерет. Мӗн сӑлтавпа-ши? Ахӑртнех, тӗпренчӗкӗсене чӑваш чӗлхи кулленхи пурнӑҫра кирлӗ пулмасть, вырӑсла калаҫни вара пур алӑка та яри уҫать тесе шутланӑран ҫапла хӑтланаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ унта.
«Манӑн тете, Шупашкарта пурӑнать пулин те, икӗ ывӑлне чӑвашла калаҫса ӳстерет. «Ашшӗн чӗлхине пӗлмен ачасем ашшӗне чӑнласах хисеплеме пултараҫҫӗ-и вара?» — тет вӑл пӗр иккӗленмесӗр», — хӑпартланнӑ пост авторӗ пиччӗшӗпе.
Пӗр енчен, чӑваш арӗ-арӑмӗ хӑйӗн ачисемпе хӑть Шупашкарта, хӑть Хусанпа Мускавра, хӑть чикӗ леш енче тӑван чӗлхепе пупленинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук-ха. Анчах пурте апла туманран ирӗксӗрех тӗлӗнме те хӑпартланма тивет курӑнать.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эс кам ачи?» пабликра «Ҫӗнӗ юрӑ кӑларнӑ чух юрӑҫсем мӗн пирки шухӑшлаҫҫӗ-ши?» ыйтӑва хускатнӑ. «Апла та каять!» — шухӑшпа ҫӗнӗ юрӑ ҫуратаҫҫӗ пек туйӑнать мана», — тесе ҫырнӑ пост авторӗ.
«Пӗтӗм тӗнче (Раҫҫей музыканчӗсем те) ҫӗнӗ кӗвӗ, ҫӗнӗ стиль, ҫӗнӗ сас, ҫӗнӗ формат шыранӑ чухне пирӗн юрӑҫсем ҫӗнӗ юрра чӑнласах ҫӗнӗ тума пач тӑрӑшмаҫҫӗ», — шухӑшлать вӑл.
Унта хӑш-пӗр юрра тишкернӗ. Александр Редӑн «Урине» ҫӗнӗ юрри «пӗр хӑлхаран кӗрет те тепринчен сиксе тухать».
Полина Борисован «Эсир эп мар» юррине «паянхи самана юрри мар ку» тесе хакланӑ. шел.
«Ҫӗнӗ юрӑ вӑл чӑнласах ҫӗнӗ пулмалла. Черетлӗ ниме тӑман юрӑ ҫыртарас умӗн пирӗн «ҫӑлтӑрсене» ларса тӗплӗн шухӑшлама сӗнетӗп: эсир хатӗрлес тенӗ ҫӗнӗ юрӑра мӗн те пулин ҫӗнни пур-и (ҫӗнӗ шухӑшлӑ текст, ҫӗнӗ кӗвӗ)? Пур пулсан — сиккипе! Ҫук пулсан, тен, пушӑ юрӑ ҫырса вӑхӑта та сая ямалла мар, чӑнласах ҫӗннине шырмалла?» — пӗтӗмлетнӗ автор.
2019 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче чӑваш культура ҫыннисемпе хастарсем чӑваш халӑх уявне Сурхурине палӑртнӑ.
Йӗркелекенӗ — Чӑваш наци конгресӗн (ЧНК) вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин ертсе пыракан Чӑваш культурине аталантаракан «Сӑвар» фонд. Чаплӑ уява ирттерме вал вырӑнти усламҫӑсене те явӑҫтарать. Ирттермелли вырӑн, яланхи пекех — ЧНК ҫуртӗнчи «Ҫӑлкуҫ» наци апачӗллӗ кафе.
Кӑҫалхи уява сумлӑ шурсухалсем — Анатолий Кипечпе Виталий Станьял — ҫитеймен. Анчах ҫавах хӑйсен пил сӑмахӗсене ҫитерчӗҫех. Вӗсен сӑмахӗсене наци тумне тӑхӑнса Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнчи Элмен мӑчавар (йӑла-йӗрке тытса пыракан) каларӗ.
Пухӑннисем ура ҫине тӑрса «Алран кайми аки-сухи» халӑх гимне юрларӗҫ.
Чыслӑ пухӑва ватӑсем хисеп турӗҫ: РФ тава тивӗҫлӗ художникӗ Праски Витти; ӗҫ ветеранӗ Вера Орлова; Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх элчисен ассамблеин председателӗ, ЧПУ экс-ректорӗ Лев Кураков; Чӑваш республикин вӗренӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев; ЧНК президиумӗн пайташӗ Николай Лукианов юрист; Чӑваш халӑх хуралӗн ҫумпредседателӗ Николай Адёр; Мускаври юрист Владимир Болгарский тата ыттисем.
Чӑваш халӑх юмахӗсенчи паллӑ герой, Улӑп, «Сказочная карта России» (чӑв. Раҫҫейӗн юмах картти) интернет-ресурсра вырӑн тупнӑ.
Карттӑна Мускаври Алексей Козловский журналист хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫӗн тӗллевӗ — регионсенчи паллӑ вырӑнсене аталантарма, вӗсенчи культурӑпа туризм проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси.
Ӳркенмен журналист тӗрлӗ халӑхӑн юмахӗсемпе улӑп-паттӑрӗсем ҫинчен хывнӑ халапӗсенчи паттӑрсем ӑҫта вырнаҫнине кӑтартнӑ.
Раҫҫейӗн юмах карттинче 30-а яхӑн регион тата 44 паттӑр вырӑн тупнӑ. Улӑпа унта лектерес тесе Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ самай тимленӗ. Вӑл иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таранах уҫӑ онлайн-сасӑлав ирттернӗ. Унта чӑваш юмах-халапӗнчи 17 сӑнара кӑтартнӑ. Улӑпшӑн 1188 ҫын сасӑланӑ, ку вӑл мӗнпур йышӑн 50,4 проценчӗ пулать.
(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» ярӑмран)
«Уҫӑмлӑ тата курӑмлӑ тӑвакан ӗҫ-пуҫа пула кӑна пурӑнӑҫ (бытие) тӗп-йӗрне палӑртма май пур. Рефлекси ҫавӑн пек ӗҫ-пуҫ тавра (ун хутшӑнӑвӗпе тӑрӑмӗсем тавра), пурӑнӑҫа упракан вырӑн координачӗсем тавра ҫаврӑнать пулсан – вӑл трансценденталлӑ рефлекси пулса тӑрать».
-- -- -- -- --
«А когда рефлексия направлена на те состояния и отношения представляющей деятельности, благодаря которым вообще делается возможным определить бытие сущего, то такая рефлексия, направленная на координаты точки, к которой относится бытие, становится трансцендентальной рефлексией»
(Хайдеггер М. Время и бытие. М., 1993. С. 377.)
.
«Киремет умӗнче пурпӗрех тӑратӑп темшӗн…» – ҫырнӑччӗ эп 1992 ҫулта. Киремет умне тӑнӑранпа вӑтӑр (!) ҫула яхӑн иртрӗ – халӗ те тӑратӑп. Мӗншӗн тӑнине те, Киремет кам пулнине те, ун умӗнчи хамӑн тивӗҫе те ӑнланатӑп пек. Киреметсӗр, чӑн чӑваш хӑвачӗсемсӗр наци чӗрӗлӗвӗн, аталанӑвӗн пуласлӑхӗ ҫук.
«Ҫӑлкуҫ» кафере чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшакансем кашни ҫул Сурхури уявне уявлама пухӑнаҫҫӗ. Кӑҫал та ҫак йӑлана пӗтересшӗн мар — Чӑваш наци конгресӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ кафене вӗсем тунтикун, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, пухӑнӗҫ. Сурхури уявне уявлама пурне те 13 сехетелле чӗнеҫҫӗ.
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.
Чӑваш халӑх сайчӗ те, Сурхурие йӗркелекен «Сӑвар» фонд та сире пурте ҫитсе пыракан Сурхури уявӗ ячӗпе саламлать!
Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2018 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.
Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.
Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.
Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.
Ҫитес кӗҫнерникун, кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Чӑваш ваттисен тӗп канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре.
Ваттисем пӑхса тухакан ыйтусем хушшинче хӑйсен йышне ҫӗнетесси, 2019 ҫулхи плана ҫирӗплетесси пулӗ. Унсӑр пуҫне пухӑннисем умӗнче Олег Цыпленков паллӑ ҫынсен палӑкӗсене лартасси, асӑну хӑмисене уҫасси тата фильмсем ӳкересси ҫинчен каласа парӗ. А.О.Бойков, Н.М.Адер тата В.Д.Эльмень ваттисен тӗп канашӗ ял-хулари шурсухал-утамансемпе тата халӑх йӗркеленӗвӗсемпе тытакан ҫыхӑнусем ҫинчен сӑмах хускатӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |