Тӗмен тӑрӑхӗнчи чӑвашсем тата тӑван халӑхӑмӑр культурине аталантарма пулӑшса пыракан вырӑнти тӳре-шара ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче канашлӑва пухӑннӑ. Унта Акатуй ирттерес ыйтӑва хускатнӑ. Ҫакӑн пирки эпир ҫав енчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Фейсбура хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.
Чӑвашсен уявне сӳтсе явакан мероприятие видеоконференцҫыхӑнӑвӗн мелӗпе йӗркеленӗ. Ҫапла майпа Тӗментисем тата Аромашево ялӗнче пурӑнакан хастарсем канашлама пултарнӑ. Вӗсем Акатуя епле ирттересси пирки хӑйсен шухӑшне пӗлтернӗ, тӗрлӗ сӗнӳ-канаша итленӗ.
Акатуя ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлама калаҫса татӑлнӑ.
Ираида Маслова пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехетре лаша ӑмӑртавӗ пуҫланӗ, 12 сехетре — ытти мероприяти.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институтӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» республика фестивалӗ иртнӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта республикӑн тӗрлӗ районӗпе хулинчен «чи маттур ачасем» пуҫтарӑннӑ.
Конкурсра хамӑр пулман та, анчах сӑнӳкерчӗксене пӑхсан шӑпӑрлансем маттурри, чӑн та, сисӗнет. Пит-куҫ вылявӗ кӑна мӗне тӑрать! Пултарулӑх тупӑшӑвӗ 1-4-мӗш классем хушшинче иртнӗ. Кӗҫӗн класссенче вӗренекенскерсем «Чӑваш вӑййи», «Сӑмах илемӗ», «Чӑваш апачӗ», «Чӑваш ташши», «Янра, чӑваш юрри» номинацисенче ӑмӑртнӑ.
Конкурс иртни ҫинчен калакан хыпарпа паллашнисене ачасен пӗр ушкӑнӗ сцена ҫине ҫӑпатапа тухни тӗлӗнтернӗ.
«Пӗчӗкрен ҫӑпата тӑхӑнса ҫӳрӗр ӗнтӗ! Ӗлӗк-авал вара пурте ҫӳренӗ пуль ҫӑпатапа, чӑвашсем ҫеҫ мар, урӑх халӑхсем ун пек тӑхӑнса ҫӳренине халь кам кӑтартать!!!?...Хамӑра хамӑр мӗскӗн пек тӑватпӑр!...», — тесе шухӑшлать, сӑмахран, Савтимер Миххей.
Хусанта пурӑнакан, Инстаграмра «Чӑваш пики» аккаунта чӑн чӑвашла тытса пыракан Ксения Романова хаҫат-журнал сайра вуланине пытарман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсен чӗлхи йывӑр. Хӑй вара ансат чӗлхепе ҫырма тӑрӑшать.
Ксения Романова —«Тутарстанри чӑваш пики — 2016» и «Раҫҫей чӑваш пики — 2016» ятсене тивӗҫнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» юхӑмне йӗркелеме те хутшӑннӑ.
Инстаграмри аккаунта чӑвашла тытса пыма пуҫличчен вӑл тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллинне асӑрханӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче туссем пӗр-пӗринпе тӑван мар чӗлхепе ҫыру ҫӳретни пирки шухӑша кайнӑ.
Тутарсен блогерӗпе Ринат Галиахметовпа паллашнӑ хыҫҫӑн хавхаланса кайса чӑвашла аккаунт йӗркеленӗ.
«Чӑваш пики» страницӑна тытса пырассине блогер ӗҫ вырӑнне хурса йышӑнать.
Коми Республикинче асӑннӑ тӑрӑха аталантарма тӳпе хывакан чӑвашсемпе паллаштаракан курав уҫӑлнӑ. Кун пирки асӑннӑ регионӑн ял хуҫалӑх министрӗнче ӗҫлекен Анатолий Князев тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, курав паллӑ ҫынсемпе паллаштарать тата «Нарспи» чӑвашсен наципе культура обществин пайташӗсен, вӗсен тусӗсен ӗҫ-хӗлне кӑтартса парать.
Фотокурав валли материалсене чӑвашсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хӑйсен архивӗнчен уйӑрнӑ.
Ку хыпара вуланисенчен пӗри, Михаил Лесников ятлӑ ҫын, курава Коминчи патшалӑх педагогика институчӗн ректорӗпе, Василий Николаевич Ахмеев профессорпа пуянлатма сӗннӗ. Коми Республикине аталантарма вӑл капашсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
«Сӑмах-юмах ламран лама куҫать, хут ҫине ҫырни ӗмӗр-ӗмӗр упранать теҫҫӗ. Эпӗ те, Турцинче пурӑнакан Елчӗк хӗрӗ, хамӑн халӑхӑн историйӗпе хӑш-пӗр йӑли-йӗркисене ҫырса пичете ярас терӗм», — тесе ҫырнӑ Надина Джавадова «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче. Тӑван халӑхӑмӑр пирки хӑй ҫырнӑ статья Турцинчи «Bultürk» хаҫатра пичетленни пирки Фейсбукра та хыпарланӑ.
Ҫак йӗркесен авторне Надинӑпа ҫыхӑнма май килчӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра журналистика факультетӗнче вӗреннӗскер паян Турцинче ӗҫлесе пурӑнать. Стамбулти патшалӑх университетӗнче политикӑпа социаллӑ ӑслӑлӑх кандидачӗ ята хӳтӗленӗ.
Паян Надина Джавадова (Мышкина) услам ӗҫӗпе аппаланать. Икӗ ача амӑшӗ. Вӑл — «Тӗрӗк тӗнчинчи хӗрарӑмсем» общество пӗрлешӗвӗн хастар пайташӗ.
Йӗпреҫ районӗнче «Элкер вулавӗсем — 2019» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ.
Район администрацийӗ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура мероприятине Пысӑк Упакассинчи тулли мар вӑтам шкул пуҫарнипе йӗркеленӗ. Конференцине вара Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкула пухӑннӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ вулава ачасен ӑслӑлӑх пӗлӗвне сарас, вӗсенче тӗпчев туртӑмне аталантарас шухӑшпа ирттернӗ.
Конференцие Липовкӑри тулли мар вӑтам, Эйпеҫри, Кӗлӗмкассинчи, Пучинкери, Чӑваш Тимешри, Йӗпреҫри 2-мӗш вӑтам шкулсем хастар хутшӑннӑ. Вулава пуҫарса янӑ Пысӑк Упакассинчи шкул та, паллах, нумай тӑрӑшнӑ.
Вулава 23 ачапа 20 педагог хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсем республика шайӗнче иртекен конференцие кайма тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, Ҫемен Элкер Пысӑк Упакассинче 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Паян Мускавра, Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче, Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчипе Петр Чекмарёв тата Чӑваш Енрен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ Леонид Черкесов депутат тӗл пулнӑ. Парламентари ҫакӑн пирки Фейсбукра пӗлтернӗ.
Леонид Черкесов ҫырнӑ тӑрӑх, ӗҫлӗ тӗлпулу вӑхӑтӗнче полпредствӑпа Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗ килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. «Чи малтанах туса ирттермелли мероприятисен планне, ӗҫсене епле пурнӑҫламаллине палӑртрӑмӑр», — пӗлтернӗ Леонид Черкесов.
Ҫак кунсенче Мускавра чӑваш артисчӗсен концерчӗ иртнӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене эстрада юрӑҫи Вячеслав Христофоров тата ытти сцена ӑстисем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Концерта Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пынӑ. Вӑл РФ Патшалӑх Думинче Экономика политикин, инноваци аталанӑвӗн тата предпринимательлӗх енӗпе ӗҫлекен комитет, ҫавӑн пекех финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулса тӑрӑшать.
Чӑваш Енри артистсене саламлани пирки депутат Фейсбукра пӗлтернӗ. Пушкӑртстанра ҫуралнӑскер иртнӗ вӑхӑта аса илнӗ май пӗтӗм ял, чӑвашсем сахал пулин те, чӑваш юррисене юратса итленине палӑртнӑ. «Мӗншӗн тесен вӗсем питӗ хитре, питӗ янӑравлӑ, халӑха питӗ ҫывӑх», — тенӗ политик.
«Раҫҫей пуянлӑхӗ — унта пурӑнакан халӑхсем. Чӑвашсем вара йышлӑ халӑхсенчен пӗрисем», — тенӗ депутат. Культурӑна, йӑла-йӗркене упраса хӑварасси пӗлтерӗшлине асӑнса хӑварнӑ май вӑл Вячеслав Христофоров тата ытти ҫавӑн пек артистсем ҫав енӗпе хӑйсен тӳпине хывнине палӑртнӑ.
«Сывлӑх сунатӑп, юрату сунатӑп, телей пултӑр!» — чӑвашла саламланӑ Анатолий Аксаков юлашкинчен.
Тутарстанри Пӑва районӗнчи Чӑваш Киштекӗ ялӗнче пурӑнакан ачасем чӑваш, тутар, вырӑс, удмурт ташшисене ташлаҫҫӗ. Вӗсене ҫак ӑсталӑха асӑннӑ ялти культура ҫуртӗнче хӑнӑхтараҫҫӗ.
Учреждени ертӳҫи Тамара Петрова Тат.медиа кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, ялта ачасен юрӑ-ташӑ кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ачасем халӑх музыка инструменчӗсемпе калаҫҫӗ, театр кружокне ҫӳреҫҫӗ.
«Эпир чӑваш ташшисене вӗренетпӗр кӑна мар, ытти халӑх культурине те аталантаратпӑр. Нумаях пулмасть выляса илнӗ 100 пин тенкӗ укҫапа наци тумтирӗсене ҫӗлеттертӗмӗр», — тесе каласа кӑтартнӑ культура ҫурчӗн ертӳҫи.
Ҫӗнӗ тумтирпе Чӑваш Киштекӗнчи ачасем сцена ҫине тухнӑ та ӗнтӗ.
Тат.медиа Пӑва районӗнче тӗрлӗ халӑх ҫыннисем пурӑннине пӗлтернӗ. Унта нумаях пулмасть куҫса пынисем те пур иккен. Вӗсем пурте туслӑ пурӑннине пӗлтернӗ.
Турцинче «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл — паллӑ чӑваш ҫыравҫин Александр Артемьевӑн паллӑ ӗҫӗн куҫарӑвӗ.
«Пур чӑваша та ҫӗнӗ кӗнекепе САЛАМЛАТӐП», — тесе хавхаланса пӗлтернӗ ӗнер Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн страницинче.
Чӑваш халӑхӗ юратса вулакан ҫав хайлава турккӑллӑ Булент Байрам куҫарнӑ. Булент Байрам, палӑртар, филолог тата фольклорист. Чӑваш халӑхӗн культурипе чӗлхине халалласа вӑлтемиҫе ӗҫ те калӑпланӑ.
Альбина Юрату сӑвӑҫ турккӑ тӑлмачипе паян туслӑ иккен. Унпа вӑл Булент Байрам мӑшӑрӗпе Венера Шупашкара тӗрӗк чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ конференцине килсен темиҫе ҫул каялла килсен паллашнӑ.
«Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнекене ӳкерчӗксемпе Альбина Юратӑвӑн хӗрӗ Ольга Любимова илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |