«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Эсӗ — ман хӗвелӗм, эсӗ — ман тӗнче» пабликра Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ флешмоба хутшӑнма сӗннӗ.
Унта хутшӑнас тесен хамӑр юратакан чӑваш сӑвӑҫин хайлавне (сӑввине) «Контактра» страницӑра вырнаҫтармалла, #ман_юратнӑ_сӑвӑ хэштег лартмалла.
Ҫакна ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен пурнӑҫламалла.
Ҫак флешмоб хамӑр тахӑҫан юратса вуланӑ чӑваш сӑвӑҫисен пултарулӑхне аса илме май парасса, чӑвашла вулаттарасса, «Контактра» сайтра чӑвашла илемлӗ постсен йышне ӳстерме пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Пирӗн чӗлхе — тӗлӗнмелле илемлӗ те ҫепӗҫ. Вӑл кулленхи калаҫура та, юрӑ-сӑвӑра та ҫав тери килӗшӳллӗ янӑрать. #ман_юратнӑ_сӑвӑ флешмоб ҫакна тепӗр хутчен ҫирӗплетӗ кӑна», — тесе ҫырнӑ пуҫаруҫӑсем.
Владимир Шинжаев юрӑҫ тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш эстрада юрӑҫисем Пушкӑртстанри ял-хулара кӗҫех концерт кӑтартса ҫӳрӗҫ. «Пушкӑртстанра пурӑнакан туссем-чӑвашсем, сире пирӗн концертсенче кӗтетпӗр», — тесе ҫырнӑ юрӑҫ.
Афишӑна курнисенчен пӗри, «Киремет» ушкӑн, «Алена Силпипе «Нарспи» поэмӑри Силпи чӑваш ялне пит аван пӗлетпӗр. Ку Алена Сильпийӗ кам пулчӗ тата?!» — тесе йӗпленӗ.
Ҫапла ҫырнине сӳтсе явакансенчен пӗри афишӑна вырӑсла ҫырнӑран унта хушамат-псевдонима вырӑслатнӑ тесе ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа Сильпи тесе ҫавӑрттарнӑ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тепри тата Дипендри Мани чӑнах та Непалӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ-ши е Владимир Шинжаев шухӑшласа кӑларнӑ-ши тесе иккӗленнӗ-аптӑранӑ.
Пушкӑртстанра ачасемпе ҫамрӑксен «Силпи асамачӗ» фестивалӗ унччен ака уйӑхӗнче иртекенччӗ.
«Кӑҫал хаҫатра унӑн йыхравӗ тата положенийӗ пичетленменнине пула редакцине канӑҫсӑрланса шӑнкӑравлакансем йышлӑланчӗҫ», — тесе асӑннӑ тӑрӑхри «Урал сасси» хаҫатра ҫырнӑ.
Журналистсем фестиваль хӑҫан иртессипе кӑсӑкланнӑ. Вӗсем уявӑн йӗркелӳҫисенчен пӗринпе, Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе, Владимир Яковлевпа ҫыхӑннӑ.
«Кӑҫал фестиваль юпа уйӑхӗнче иртӗ. Ҫакӑ акӑ уйӑхӗнче районсемпе хуласенче капла та мероприятисем йышлӑ пулнипе ҫыхӑннӑ. Кунта культура сферинчи отчетлӑ концертсем, Чӑваш чӗлхи кунӗ тата ытти уяв кӗрет. Ҫавӑнпа та ҫамрӑк чӑваш таланчӗсене чӑтӑмлӑх ҫитерме, кӗркуннеччен пултарулӑхри хавхаланӑва упрама тата ӳстерме сӗнесшӗн», — тенӗ Владимир Матвеевич.
Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск районӗнчи Мурино поселокӗнчи пӗр тӑкӑрлӑк малашне Чӑвашран тухнӑ паллӑ ӑсчах, китаевед, востоковед Никита Яковлевич Бичурин ячӗпе хисепленӗ. Кун пирки Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура пӗрлӗхӗ хыпарлать.
Хайхи халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче облаҫӑн 17-оз номерлӗ саккунне алӑ пуснӑ. Ҫак документра каланипе килӗшӳллӗн Всеволожск районӗнчи Мурино поселокӗ ҫитес вӑхӑтра хула статусне йышӑнать.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, вара Мурино ял тӑрӑхӗн депутачӗсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта вӗсем 12 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ҫав шутра — Муринӑри пӗр тӑкӑрлӑка Никита Бичурин ятне парасси. Халӑх тарҫисем ку ыйтупа хирӗҫ каламан, тӑкӑрлӑка паллӑ ученӑй ячӗпе хисеплеме йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ҫемен Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявӗ иртӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв каҫӗ ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланмалла. Унта Эртивансен Сӑварӗн «Ҫемен Элкер» кӗнекине те хӑтлӗҫ.
Ҫемен Элкер 1894 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Йӗпреҫ районӗнчи Мӑн Упакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1917 ҫулта Хусанти аслӑ шкулсене кӗме хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1918 ҫулхи кӗркунне яла таврӑннӑ, пӗр вӑхӑт вулӑсри ҫӗр ӗҫ пайне ертсе пынӑ. Унтан каллех Хусана кайнӑ, учительсем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ. 1920 ҫулта хӑйсен ялӗнчи пуҫламӑш шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ.
1922—1935 ҫулсенче Ҫемен Элкер «Канаш», «Пирӗн ял» хаҫатсен тата «Сунтал» журнал редакцийӗсенче ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакцийӗн аслӑ редакторӗ пулнӑ.
Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ. Юрать-ха ҫӳлтисем ҫакна ӑнланчӗҫ, 2011 ҫулта «Национальное телевидение Чувашии — Чӑваш Ен» телеканал уҫрӗҫ. Тахҫантанпах унашкал телеканал ӗҫлесе каясса кӗтнӗ халӑх савӑнса та илчӗ.
Анчах, шел те савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ. Чӑвашла телекурав кӗтнӗ халӑх патне ытларах енӗпе вырӑсла кӑларӑмсем тухма пуҫларӗҫ. Куна вӑл вӑхӑтра чӑвашла контент сахал пулнипе ӑнлантарма хӑтланчӗҫ. Йӑлт арканнӑ чӑваш телекуравне, паллах, пӗр самантра чӗртсе тӑратаймӑн — халӑх ӑнланчӗ, кӗтме тытӑнчӗ.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2019» акци кӑҫал ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 13 сехетре иртӗ. Ӑна Чӑваш чӗлхи кунне тата Шупашкар хули йӗркеленнерӗнпе 550 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть иртнӗ йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче диктант текстне суйласа илнӗ.
«Диктант тексчӗсен «Тӗп хуламӑр — Шупашкар» е «Театр ҫулӗ» конкурсне пӗтӗмлетес, Владислав Николаев ҫыравҫӑ, журналист Тани Юн пултарулӑхне халалласа ҫырнӑ текста суйласа илес», — тесе ҫырнӑ институтӑн сайтӗнче.
Апла пулсан, кӑҫалхи диктанта Владислав Николаев тексчӗпе ҫыртарӗҫ. Текста журналист тата ҫыравҫӑ чӑвашсен пӗрремӗш хӗрарӑм-актрисине Тани Юна халалланӑ.
Диктанта ытти ҫулти пекех тӗрлӗ аудиторире ҫыртарӗҫ. Текста «Тӑван радио» тата «Наци радиовӗ» эфирӗсенче те вулӗҫ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ушкӑнӗ ҫак кунсенче — Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче. Унта «Театральный мост Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн театр кӗперӗ) акцие йӗркеленӗ май тухса кайнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта пулнӑ. Унти «Ак Барс» ҫамрӑксен центрӗнче вӗсем Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх Валерий Яковлев лартнӑ «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче артистсем Тӗмен облаҫне ҫул тытнӑ. Гастроле йӗркелеме Тӗмен облаҫӗн правительствипе асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнӑ. Спектакльсене Заводоуковск тата Тӗмен хулисенче кӑтартӗҫ.
Заводоуковск хулинче паян «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ вырӑсла камите лартма палӑртнӑ. Тӗменти драма театрӗн сцени ҫине «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакльпе ыран тухӗҫ.
Каярах Самар тӑрӑхӗнчи Димитровград тата Тольятти, ҫавӑн пекех Самар хулинчи куракан патне ҫитӗҫ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ ҫамрӑк корреспондентсене пухас йӑлана юлашки ҫулсенче ҫӗнӗрен вӑй илтернӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Самант» журналӗ тухма тытӑннӑранпа 90 ҫул, «Тетте» журналне кӑларма пуҫланӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ слёт ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкарти Пичет ҫуртӗнче иртӗ.
Издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗрремӗш слет 2014 ҫулта пулнӑ. «2018 ҫулта иккӗмӗшне йӗркелерӗмӗр. Кӗҫех виҫҫӗмӗшне ирттерӗпӗр», — тесе ҫырнӑ наци медиахолдингӗн «Контактри» «Тантӑш-Тетте-Самант» пабликӗнче.
Унта ӗнентернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи слёт хӑйне евӗрлӗ пулӗ. Слёта кӳршӗ регионсенчи тӗрлӗ халӑх ачисене йыхравланӑ. Пушкӑртстанран икӗ ача килмелле, Тутарстанран — улттӑн, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — пӗр ача.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пирӗн республикӑна «Поехали!» телеканал ушкӑнӗ килсе ҫитмелле. Кун пирки Инстаграмра mininform21 аккаунтра пӗлтернӗ.
Пӗрремӗш каналӑн медиаушкӑнне кӗрекен йыш пирӗн тӑрӑхра пӗр эрне пулӗ. Ҫав вӑхӑтра телеканал «Звуки всюду» (чӑв. Пур ҫӗрте те сасӑ) ҫӗнӗ проект пӗри валли аудио- тата видеоматериал пухӗ. Хӑйне евӗр акустика ҫул ҫӳревне хунӑ май программа авторӗсем тӗрлӗ ҫӗршыва хулана ҫитме ӗмӗтленеҫҫӗ.
Телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗҫывӑх кунсенче пирӗн республикӑри илемлӗ вырӑнсенче пулӗ. Ҫав вӑхӑтра тӑван халӑхӑмӑрӑн историйӗпе, культурипе, йӑли-йӗркипе, архитектура палӑкӗсемпе, сайра тӗл пулакан производствӑсемпе, пултаруллӑ ҫынсемпе паллашӗ.
Журналистсем Шупашкарта «Ҫурхи вӑрманта» юрра шӑрантарма ӗмӗтленеҫҫӗ. Проект ертӳҫи Руслан Фаршатов репетицие пуҫланӑ та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |