Ҫак кунсенче пирӗн Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ турӗ. Унӑн пӗр пайӗ Улатӑр районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртрӗ. Уява чӑваш ялӗнче, Кивӗ Эйпеҫре, йӗркелерӗҫ.
Ӗнер вара тӗп мероприятисем Шупашкарта иртрӗҫ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри — Шупашкарти Соляное микрорайонта ача пахчи уҫни, Ҫӗнӗ хулана троллейбус ҫӳреме тытӑнни.
Каҫхи сакӑр сехетре республика ҫыннисене уявпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Пурне те илтекен, куракан республикӑри журналистсенчен пӗри, Андрей Иванов, уяв ертӳҫи чӑвашсем вырӑс чунӗллӗ тенине астуса юлнӑ.
«Эпир – чӑвашсем. Тутарсемпе пӗр этнос ушкӑнне кӗретпӗр, мӑкшӑ-ирҫесемпе туслӑ, чунпа вара эпир — вырӑс», – тенӗ-мӗн сцена ҫинчен илтӗнекен кадр хыҫӗнчи сас.
Кама леш енчи чӑвашсем «Учук» фольклор фестивальне кӑҫал та ҫертме уйӑхӗн 29-мӗшнче уявлама палӑртнӑ иккен. Тутарстанри Элмет районӗнчи Патраклӑ ялӗнче пурӑнакансем кӑҫал ӑна 13-мӗш хут ирттерӗҫ.
Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, фестивале йӗркелеме Элмет район администрацийӗ те хутшӑнать. Ҫав кунах чӑваш ҫамрӑкӗсен форумне ирттерме палӑртнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине сӑнлакан «Ҫумӑр пӑтти», «Хирти кӗлӗ», «Туслӑх ярмӑнкки», «Сӗркке патӗнче хӑнара» лапамсем хӑйсен ӗҫне вӗҫлесен чӑваш дискотеки ирттерме шухӑшланӑ.
«Сувар» хаҫатра Илья Туманов хыпаралнӑ тӑрӑх, ташӑ каҫне чӑваш эстрада артисчӗсем ирттерӗҫ.
«Йӑлана пӑсать-ши ку – калама йывӑр. Тепӗр тесен, халӑх савӑнма килет вӗт праҫнике. Ҫавӑнпа та чуна уҫса ташланинчен сиен пулмасть-тӗр. Ҫамрӑксен хӑйсенле савӑнас килет», — пӗтӗмлетнӗ автор.
Тутарстанри «Сувар» хаҫатра Илья Туманов автор чӑннипех те тӗрӗс ыйтӑва хускатнӑ. «Шавлӑ уявсем те, Акатуйсем те чараймаҫҫӗ эпир вырӑсланса пырас юхӑма», — тесе ҫырнӑ вӑл. Унти тӗп шухӑш — хамӑр чӑваш, ачасем вырӑс пулни.
«Пирӗн ҫумра ӳсекен ҫамрӑк ӑру питӗ хастар. Юрлама-ташлама именсе тӑмасть. Анчах та ӑна чӑвашла калаҫтарма питӗ йывӑр. Аслӑраххисемпе, тен вӗсем калаҫӗҫ-ха, хисеплесе, анчах та хӑйсем хушшинче вырӑсла пуплеҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймастӑн кунпа. Ӳкӗте кӗртни те, ятлани те усӑсӑр. Вӗсем итлемеҫҫӗ сана», — сӑнанине пӗр ӳстермесӗр ҫырса кӑтартнӑ унта.
Чӑн та, йӑлт тӗрӗс. Чӑваш чӗлхи пӗтет тесе пысӑк трибуна умӗнче калаҫакан-шавлакансен ачисем те, сӑнанӑ тӑрӑх, чӑвашла калаҫмаҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, Фейсбукра, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсене ӗҫрен кӑларса ярассине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи тата республикӑн культура министрӗ пулнӑ Наталья Володина ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫырнӑ.
Ун патне ӗҫтешӗсем шӑнкравласа Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн мӗнпур музыкантне ӗҫрен кӑларассине пӗлтернӗ иккен.
«Ӑслӑ чӑваш правительстви фанерӑпа та юрласа ташлама пултаратпӑр тесе шухӑшлать курӑнать. Маларах Юрий Васильевич Васильева ӗҫрен кӑларчӗҫ», — ҫырнӑ Наталья Володина.
«Мӗн тумалла тесе ыйтаҫҫӗ манран. Республика ертӳҫи патне кайма сӗнетӗп. Тен, вӑл пӗлмест те», — шӑрҫаланӑ культура министрӗ пулнӑ ҫын.
«Чӑвашлӑха аталантаракан ҫынсем кӗтмен ҫӗртен, ӑнсӑртран палӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри @red_a_red», — тесе пӗлтернӗ Инстаграмра Сантӑр Элтиярӗ.
Вӑл унта хыпарланӑ тӑрӑх, Кокель хушаматлӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ тӑрӑшнипе Шупашкар хулинче «Хулари ӳнер» проект пурнӑҫа кӗрсе пырать.
Республикӑн тӗп хулинчи «Каскад» канупа суту-илӳ центрӗ ҫумӗнчи лапам — Ксения Кокелӗн тата унӑн ушкӑнӗн Шупашкарти пӗрремӗш пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫӗ иккен.
Ксения малашне те тӗп хуламӑр урамӗсене чӑвашла граффитипе илемлетесшӗн-мӗн. Хальлӗхе хастарсем Петр Сизов ӳкернӗ «Нарспие» пысӑк хӳме ҫине куҫарнӑ.
Сантӑр Элтиярӗ Ксения Кокеле тата унӑн ушкӑнне ӑнӑҫу суннӑ. Эпир те ун пек маттурсене пултарулӑхра ҫавна пӗтӗм чунтан сунатпӑр.
Паян Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» иртнӗ. Вӑл кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут йӗркеленнӗ.
Паян Андриян Николаев ячӗллӗ парка Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата районсенчи ҫӗр-ҫӗр ача пухӑннӑ. Шӑпӑрлансем вӑйӑ картине тӑнӑ, ҫакӑнтан пуҫланнӑ та уяв.
Уявра 9 лапамра вӑйӑ квесчӗ йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех конкурссем, наци сувенирӗсем тӑвас енӗпе ӑсталӑх класӗсем пулнӑ. Шӑпӑрлансем чӑвашла сӑвӑсем те вуланӑ.
Чӑваш эрешӗсен лапамӗ кӑҫӑлхипе иккӗмӗш ҫул ӗҫленӗ. «Чӑваш Ен паттӑрӗ» конкурс та кӑсӑклӑ иртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче сухаҫӑсен конкурсӗ иртӗ.
Ӑмӑрту Комсомольски ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрман уҫланкинче пулӗ. Унта 18 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсемпе арҫынсене чӗнеҫҫӗ. Анчах пурне те мар. Вӗсен паспорт кӑтартмалла. Конкурс умӗн тухтӑр тӗрӗслевӗ витӗр тухма, техника хӑрушсӑрлӑхӗн парвилисене ӑша хывса инструктаж итлеме тивӗ. Ҫаксене пӑхӑнманнисене тата конкурса кая юлса ҫитнисене ӑмӑртӑва хутшӑнтармӗҫ.
Конкурс тӗллевӗ тесе вара чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине халӑхра сарасси, лаша спортне аталантарасси, ҫамрӑксене лашана хисеплеме вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансене ирхи 8 сехетрен 11-ччен шута илӗҫ, медицина тӗрӗслевӗ витӗр кӑларӗҫ. 11 сехетре ӑмӑрту пуҫланӗ. Конкурса районти Акатуя халалланӑ.
Тутарстанри Чистай районӗнне кӗрекен Анат Кӑтрата ялӗнче «Юрла, ташла чӑваш ҫынни» ятлӑ фестиваль иртнӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ҫав ялти хастарсем пуҫарса янӑ.
«Малтанхи ҫулсенче унта ансамбльсем йышлӑ ҫӳрерӗҫ, юлашки ҫулсенче фестиваль ял уявне ҫаврӑна пуҫларӗ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Ячӗ картне ларсах каймарӗ-и, урӑх сӑлтав-и, инҫетре пурӑнакансене калама хӗн. Йӗркеллӗ финансировани пулсан, тен ҫӗкленӗччӗҫ тесе шутлатпӑр, мӗншӗн тесен ҫакна тума Анати Кӑтратара культура хӑвачӗ пур», — тесе ҫырнӑ Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче.
Иван Ильин ертсе пыракан юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ пур ҫӗре те ҫитсе пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшать иккен. Транспорт пулсан.
Сӑмах май, шӑпах Чистай районӗнчи Анат Кӑтрата ялӗнче республика шайӗнче Уяв ирттерме тытӑннӑ.
Тутарстанпа чикӗллӗ вырнаҫнӑ ҫармӑс ялӗнче, Мари Эл республикинчи Морки районне кӗрекен Шоруньжа ялӗнче, пысӑк форум иртнӗ.
Ҫав яла Тутарстанри «Сувар» хаҫат финпа угор тӗнчин культура шӗкӗр хули тесе хаклать. Ҫапла хисеп туни ытахальтен мар. Асӑннӑ ялта «кашни ҫул финпа угор халӑхӗсем культурӑн тӗп вырӑнне палӑртаҫҫӗ» иккен. «Шоруньжа ӑна тивӗҫлӗ пулнинчен иккӗленмелли ҫук, мӗншӗн тесен кунта мари этнокультура комплексӗ нумай ҫул ӗҫлет, мари халӑх культурине аталантаракан центр пур», — хыпарлать «Сувар».
Ҫармӑс ялӗ Эстонири Обиницара иртнӗ финпа угор ялӗсен II форумӗнче иртнӗ халӑхсем хушшинчи конкурсра ҫӗнтерсе вӑл ята тивӗҫнӗ.
Финпа угорсен фестивальне 30 ытла коллектив хутшӑннӑ, ҫав шутра — Чӑваш Республикинчи икӗ ушкӑн: Шупашкарти «Уяв» тата Патӑрьел районӗнчи «Пашьел».
Мускавра Чӑваш поэзийӗн каҫ иртӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ентешӗмӗрсемпе республикӑри паллӑ ҫыравҫӑсем тӗл пулӗҫ. Вӗсен йышӗнче, сӑмахран, Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев тата ыттисем.
Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарассине халалланӑ.
Культура марафонне пирӗн тӑрӑхри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне ирттерме ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Чӑваш культурин пӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредстви пулӑшать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |