«Ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Малтанах Иван Яковлевич Яковлевӑн палӑкӗ умӗнче чечек кӑшӑлӗсем хуртӑмӑр, музейпа паллашрӑмӑр. И.Я. Яковлев уҫнӑ шкул халӗ те тирпейлӗ, ҫирӗп ларать. Питӗ нумай экспонатсене курса тӗлӗнтӗмӗр», — тесе пӗлтернӗ Муркаш районӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ Тутарстана кайса килни пирки.
Тутар Республикинчи Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче «Чӳклеме» уявӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Фольклор уявне Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ.
Кӑнна Кушкисем иккӗмӗш хут ирттернӗ уява пуҫараканӗ, аслӑ режиссерӗ, проектӑн никӗсне хываканӗ — Чӑваш Республикинчи культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов.
Уява Тутарстанри Теччӗ, Пӑва, Ҫӗпрел районӗсенчи, Хусанти тата Чӑваш Республикинчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш Енрен «Чӳклемене» Муркаш районӗнчи Катькасри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ кайнӑ.
Ҫитес ҫул пирӗн республика хӑйӗн юбилейне, 100 ҫулхине, уявлама хатӗрленет. Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче паян юбилея хатӗрленсе ирттермелли мероприятисене сӳтсе явнӑ.
Республикӑн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулта уяв пирӗн тӑрӑхри кашни районпа хулана ҫитӗ. Раҫҫей тата тӗнче шайӗнчи 40-е яхӑн мероприяти ирттермелле. Вӗсен шутӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем» йӑлана кӗнӗ фестивальсемпе пӗрлех халиччен пулманнисем те. Сӑмахран, «Раҫҫей купӑсҫисен Атӑлти кӗвӗ тупӑшӑвӗ», «Асанне арчинчен» арт-проект, хорсемпе классика музыкин шыв ҫинчи фестивалӗ. Чӑваш Енӗн 3 пинлӗ хор юрлӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Ҫичӗ фестивале» хутшӑнса уҫӑ пӗлӗт айӗнче наци постановкисене кӑтартӗ. Ача-пӑча пултарулӑхӗн «Песенка года» (чӑв. Ҫулталӑк юрри) фестивальне (унӑн ертӳҫи — Раҫҫей халӑх артисчӗ Ангелина Вовк) ирттерес пирки калаҫу ирттереҫҫӗ.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ — ку хутӗнче В.Г. Егоров хатӗрленӗ Чӑваш чӗлхин этимологи словарӗ хушӑнчӗ. Ҫапла май халь ҫак сайт 13 словарӗн электронлӑ варианчӗпе паллаштарайрать. Вӑл шутра Н.И. Ашмаринӑн «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» те пур.
Сӑмахсар 1964 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ. М.Р. Федотовӑн этимологи словарӗпе чӑваш чӗлхинчи сӑмахсем мӗнле пулса кайнине тата пирӗн чӗлхене ӑҫтан лекнине ӑнлантарса парать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл 2000 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. 356 страницӑллӑ кӗнекере пурӗ 2 298 ытла сӑмах тишкерӗвӗ шутланать.
Словаре электронлатма пулӑшаканӗ — Алина Иванова. Сайта кӗртекенӗ — Николай (Аҫтахар) Плотников.
Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата та пуянланмалла. Черетре Н.И. Ашмаринӑн 3-мӗш тата 5-мӗш томӗсем тӑраҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьепе тӗл пулнӑ. Правительство ҫуртне Шупашкарта пурӑнакан Черновсене йыхравланӑ. Ҫемье Чӗмпӗр хулинче авӑн уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче иртнӗ Ҫемье йӑлисен фестивалӗнче ҫӗнтернӗ.
Ирина тата Николай Черновсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа — 13 ҫул. Вӗсем тӑватӑ ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ҫемьере пӗрне-пӗри хисеплеҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ.
«Ҫулталӑк ҫемйи – 2019» конкурсра вӗсем муниципалитет шайӗнче мала тухнӑ, халӗ финалти ӑмӑртӑва хатӗрленеҫҫӗ. Чӗмпӗрти конкурсра Черновсем чӑвашсен йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ, ҫемье йӑлипе паллаштарнӑ, авалтан упранса пынӑ, хӑйсен ашшӗ-мӑшӗ вӗрентнине ӑша хывса пурӑннине кӑтартнӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫемьене республика чысне хӳтӗленӗшӗн мухтаса тав тунӑ, ачасене юратса, тӗрӗс тӗкел ура ҫине тӑратнӑшӑн ырланӑ.
«Чӑвашсен хитре кӗписене эсир тӑхӑннӑ. Чӑвашлӑха юратни курӑнать. Йӑла-йӗркене тытса пыни пушшех хавхалантарать. Раҫҫей культурин уйрӑлми пӗр пайӗ ҫакӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑвашсем «Чӳклеме» уява иккӗмӗш хут ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «пӗлтӗрхи кӗрхи тухӑҫ праҫникӗ ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулмалла».
Яла кӗнӗ ҫӗрте хӑнасене «чӗрӗ коридор» туса кӗтсе илнӗ. Хӑнасен йышӗнче Теччӗ районӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Аркадий Семенычев, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров, ТР ЧНКА канашӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Владимир Иванов, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Трифонова, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ЧНКА канашӗн председателӗ Олег Мустаев, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Владимир Ильин, Чӑваш Енрен ҫитнӗ хӑнасем тата ыттисем пулнӑ.
Хӑнасем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Вӗсене унтах вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсен панорамине кӑтартнӑ. Яковлев халалӗнчи сӑмахсене ҫырса хунӑ асӑну чулне те уҫнӑ хисеплӗ хӑнасем. «Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнӑр», — тенӗ унта.
Володар Тимофеев ертсе пыракан Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗ районти Культура управленийӗ пулӑшнипе уява лайӑх хатӗрленӗ.
«Сувар» халӑх ташӑ ансамблӗ тата ача-пӑчан «Суварята» ансамблӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗҫ. Кӑҫал ушкӑнсен юбилейлӑ сезон пулӗ. Аслисен — 40 ҫул, пӗчӗккисен — чӗрӗк ӗмӗр.
Сезона ушкӑнсем Шупшкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче уҫӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
«Сувар» тата «Суварята» халӑхра тахҫанах ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем чӑваш ташшине хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те анлӑ сараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ушкӑнсем чӑваш ташшин асамлӑхне ҫӗнӗ ӑру валли упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ сезон уҫӑлнӑ ятпа йӗркеленӗ программа пуян пуласса шантараҫҫӗ. Вӑл аслисене те, ачасене те кӑсӑклантарасса шанаҫҫӗ. Программӑна Ирина Музыкантова юрӑҫ та (вӑл — ансамбльсен ертӳҫин Анатолий Музыкантовӑн хӗрӗ) хутшӑнӗ.
(«Камсем вара эпир, чӑвашсем, паян?» кӗнекерен)
«Литература халӑха туйма, шухӑшлама, критикӑллӑ ӑс-тӑна туптама вӗрентет. Хӑйӗн сӑнне те вӑл литературӑра тупать. Ҫак сӑна вӑл ялан улӑштарма, лайӑхлатма тӑрӑшать.
Литература вӑл – Пӳлӗх парни мар. Ӑна ҫынсем тӑваҫҫӗ. Вӗсем литературӑна тата хӑйсене суйлаҫҫӗ. Литература пропаганда е канмалли мел кӑна пулас пулсассӑн халӑх чӗрчун-выльӑх пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫлӗччӗ.
Паллах, ку пит пӗлтерӗшлӗ те мар. Тӗнче литературӑсӑр та пулма пултарать. Ҫынсӑр тӗнчене тата та лайӑхрах».
Ҫапла вӗҫлет Жан-Поль Сартр хӑйӗн «Мӗн вӑл литература?» (1948) ӗҫне. «Мӗншӗн ҫырать ҫыравҫӑ?» ҫапла ят панӑ вӑл кӗнекен пӗр сыпӑкне.
Мӗншӗн ҫырать ҫыравҫӑ?
Мӗншӗн эпӗ ҫырмастӑп?.. Е, тӗрӗсрех каласан, мӗншӗн ҫырӑнмасть?.. Пуҫра пин-пин шухӑш хӗвӗшет… Вӗсем апла-и капла-и пурте тенӗ пекех чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ, чӑвашлӑх тавра ҫаврӑнаҫҫӗ... Чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ пур япала-пулӑм та улӑх-ҫаран чечекӗ пек хӑй ҫине пӑхтарасшӑн, хӑйӗн пирки калаттарасшӑн, калаҫтарасшӑн – шухӑшлаттарасшӑн… «Сассуна пар!
Чӑваш халӑх сайчӗ паян хӑйӗн 14 ҫулне уявлать! Ҫакӑнпа эпир — ҫак пӗрлӗхе йӗркелекенсем тата ӑна аталантарма пулӑшакансем — сире пурсӑра та саламлатпӑр!
Хӑйӗн кун-ҫулне Чӑваш халӑх сайчӗ 2005 ҫулта пуҫланӑ. Авӑнӑн 7-мӗшне вара ҫак пӗрлӗхӗн ҫуралнӑ кунӗ тесе йышӑннӑ. Ҫак вӑхӑт хушшинче сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ: нумай-нумай сайт хута янӑ, май ҫитнӗ таран чӑваш культурине аталантарма пулӑшнӑ.
Кӑҫалхи чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫсенчен пӗри вӑл — Чӑваш чӗлхи лабораторине йӗркелесе яни. Вӑл та, паллах, Чӑваш халӑх сайтне йӗркеленӗренпех ӗҫлеме пуҫланӑ. Сӑмахсарсене электронлатасси, чӑваш чӗлхине компьютерта аталантарасси — ҫаксене пурне те пӗрлӗхе йӗркеленӗренпех тума пуҫланӑ. Анчах та шӑп та кӑҫал эпир ҫак ӗҫсене уйрӑммӑн проектпа палӑртма пуҫлас терӗмӗр. Сӑмах май, паянхи кунхи тӗп ӗҫсенчен пӗри — икчӗлхеллӗ корпуса пуянлатасси — ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланса пырать. Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗшсен йышӗ унта 100 пинрен иртрӗ (ку хыпара ҫырнӑ тӗле 101,9 пин)!
Чӑваш халӑх сайтне пулӑшакансене пурне те тепӗр хут пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! Уяв ячӗпе!
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Францин тӗп хулинче, Парижра, Никита Тӗнчепе тӗл пулу ирттерӗҫ. Унта асӑннӑ ҫӗршывра пыракан чӑвашсене йыхравлаҫҫӗ. Кун пирки Виктор Чугаров режиссер-документалист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, тӗплӗнрех пӗлес тесен хӑйӗнпе ҫыхӑнма сӗннӗ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Никита Тӗнче велоҫулҫӳревҫӗ мӑшӑрӗпе Анастасийӑпа тата ҫулталӑка ҫывхаракан хӗрӗпе Айӑпа Финлянди енне тухса кайнӑччӗ. Халӗ вӗсен Европӑри ҫулҫӳревӗ малалла тӑсӑлать.
Сӑмах май каласан, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Германинчи чӑвашсен иккӗмӗш тӗл пулӑвӗ иртӗ. Ӑна унччен кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пухнӑччӗ. Тӗл пулӑва пуҫараканӗ — нимӗҫ журналисчӗ Ян Шредер, мероприятие йӗркелекенӗсем – маларах асӑннӑ Виктор Чугаров тата Ян Шредер.
Самар облаҫӗнче пурӑнакан чӑваш хӗрӗ Катя тӑван чӗлхене пӗлменшӗн пӑшӑрханса «Idel.Реалии» сайтра ҫырнӑ.
«Раҫҫей территорийӗнче астӑвӑмсӑр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен юнӗ тӑрӑх мар, культурине ҫухатнипе хӑйсене вырӑссем теҫҫӗ. Е Раҫҫей ҫыннисем теҫҫӗ. Апла каласан та, капла каласан та уйрӑмлӑх ҫук, анчах трагеди пур», — ҫырнӑ хӗр. Унтан вӑл Раҫҫейре вак халӑхсен чӗлхисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫухалаҫҫӗ тесе пӑшӑрханнӑ.
Катя хӑйне хӑш наци ҫынни теме те пӗлмест. Вырӑс тесшӗн мар. Мӗншӗн тесен унӑн амӑшӗ тата амӑшӗн йӑмӑкӗ-аппӑшӗ — чӑвашсем. Кукамӑшӗ те — чӑваш. Анчах хӗр «Кукамай» тенисӗр пуҫне чӑвашла пӗлмест. Мӗншӗн тесен пӗчӗк чухне ӑна никам чӑвашла вӗрентмен. Амӑшне те чӑвашла вӗрентмен. Ашшӗ вырӑсла хитре калаҫма пӗлменрен хӗрӗсем те нушаланасран, вӗсенчен тӑрӑхласран хӑранӑ.
Эс хӑш наци ҫынни тесе ыйтсан Катя халӗ ялан аптӑрать: амӑшӗ — чӑваш, ашшӗ — вырӑс темелле, ват аслашшӗ — чикан. «Эпӗ вара кам-ши?» — пуҫ ватать чӑвашла пӗлмен чӑваш хӗрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |